Çамрăксен хаçачĕ 1 (6349) № 14.01.2021
Пĕрмай çапла шухăшлать çунакан пÿртрен упаленсе тухнă Сергей
«Çунатпăр! Тăр-ха!» — Таня Сергея силлесе вăратнă. Çĕнĕ çул ирттернĕ хыççăн мухмăрлă-сухмăрлă арçын вырăн çинчен сиксе тăнă. Арăмĕ Вера утияла шывпа йĕпетсе ăна пĕркентернĕ. Арçын пулăшу ыйтма урама тухнă. Анчах пÿртре юлнă 3 ачапа 3 хĕрарăм патне пулăшу вăхăтра çитеймен, вĕсене нихăшне те çăлайман.
Сасă паракан пулман
Çулталăк пуçланнă-пуçланман, кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче ир-ирех, федераци каналĕсем çĕршыва усал хыпарпа кисретрĕç: Вăрмар районĕнчи Урнарта пушарта 6 çын вилнĕ. 4, 7 тата 10 çулсенчи ачасем çунса кайни пуçра шăнăçаймарĕ.
…Иртнĕ ытларикун Урнар урамĕсене юртан тап-такăр хырнăччĕ. Çулсене кунта пăхса тăраççĕ, пушар тухнă чухне те çулсем тасах пулнă. Çунса кĕлленнĕ çурт таврашне хĕрлĕ-шурă хăюпа çавăрса илнĕ. Следстви ĕçĕсем пыраççĕ, унта кĕрсе çÿреме юрамасть. Анчах йытăсем çакна пĕлеççĕ-и? Вĕсем хăйсем валли сукмак хывнă. Кил хуçин йытти пушă юлнă картише хураллать, иртен-çÿрене вĕрет. Вите, мунча çулăмпа сиенленмен. Çунса кайнă çуртăн кăшкарĕ, кăмакапа мăрйи тискеррĕн курăнаççĕ. Çак пÿрте хирĕçле пурăнакан Петровсен чÿречерен пăхас та килмест ахăртнех. Унччен вĕсем кÿршисен ачисем урамра вылянине, шкула кайса килнине пăхса савăннă пулсан халĕ куçа хăрушă ÿкерчĕк тăрăнать.
Сергей Тимофеевăн кÿрши Владислав Петров ун чухне ирхи 4 сехетрех вăраннă. Арăмне ĕçе леçиччен выльăх-чĕрлĕх патне тухас тенĕ вăл. «Тулта темĕн шăрт- шарт туни илтĕнчĕ. Чун ырă мара сисрĕ. «Çынсем Çĕнĕ çул уявлаççĕ- ши? Халĕ те çывăрмаççĕ-и ара?» — тесе шухăшларăм. Чÿречерен пăхрăм та кÿршĕсен веранди енчен çулăм тухнине куртăм. Ун чухне 5 сехетчĕ. Вут-кăвар, тен, унчченех йăсăрланнă. Çулăм пÿрте кĕменччĕ, тĕтĕмĕ вăйлăччĕ. Эпĕ урама тухрăм. Çăлавçăсем патне шăнкăравланă, тумланнă хушăра 10 минут иртрĕ пулĕ. Кил картишне кĕрсен футболкăпа тата трикопа, çара уран тăракан Сергея куртăм. Те ÿсĕр, те урă — пĕлмерĕм. Кун пек лару-тăрура ÿсĕр çын та тăрук урăлать, урри те ухмаха ерме пултарать… Хамăн та шок пулчĕ. «Ачасем ăçта?» — ыйтрăм унран. «Шал
та. Тухаймаççĕ ĕнтĕ вĕсем», — терĕ. Вăл утиялпа пĕркенсе упаленсе тухнă. Крыльцаран кĕме çукчĕ — çулăм ярса илнĕ. Урам енчи чÿречене çĕмĕртĕмĕр, пÿртри çынсене çăлма кĕресшĕнччĕ. Чĕнтĕмĕр, кăшкăртăмăр — сасă паракан пулмарĕ. Пÿрте пĕтĕмпех çулăм хыпса илнĕччĕ, — çапла каласа пачĕ пушар вырăнне çитнĕ пĕрремĕш çын Владислав Петров. — Вĕсен пристрой пурччĕ. Эпĕ килнĕ чухне çавăнтан çунатчĕ. Унта кивĕ холодильник, газ баллонĕ ларнă, ăпăр-тапăр пулнă. Пÿртре тепĕр баллон пулнă, иккĕшĕ те кайран сирпĕнчĕç. Пушарнăйсем çур сехетрен çитрĕç. Ял çыннисем пуçтарăнчĕç. Анчах витрепе сÿнтерме, çунакан çурт патне пыма май çукчĕ».
Владислав Петров кÿршисем çуннине хăйĕн ĕмĕрĕнче иккĕмĕш хут курнă. Сергей Тимофеевăн çурчĕпе юнашар сулахай енче ларакан пÿрт 4 çул каялла çунса кĕлленнĕ. Унта çынсем вилмен. Пÿртне вара çĕнĕрен çĕклемен. Вут-кăварпа сиенленнĕ çуртăн кăшкарне те сÿтмен. Халĕ Урнарта пĕр урамра икĕ çурт ишĕлчĕкĕ хăрушă курăнса ларать.
Çухалса кайнă
Сергей Тимофеев Верăпа пурăнма тытăниччен икĕ хутчен авланса уйрăлнă. Çĕрпÿ районĕнчи Актай ялĕнчи Верăпа вăл 3 çул каялла паллашнă. Унăн номерне Сергея юлташĕ панă. Пĕрремĕш хут шăнкăравласанах сăмах çыпăçнă вĕсен. Сергей ăна, нихăçан та курман-палламанскере, тÿрех хăйĕн патне яла пурăнма чĕннĕ. Вера килĕшнĕ. Пĕрремĕш хут вĕсем пĕр-пĕрне Çĕрпÿ чарăнăвĕнче курнă. Сергей савнине Урнара илсе кайнă. Вера кунта пурăнма тытăннă. Сергей Мускав облаçне ĕçлеме çÿренĕ. Верăн хĕрĕсем Феньăпа Таня Урнара тăтăшах пынă. Феньăн виçĕ ача — Алсу, Александра, Дарина — пулнă. Вĕсен кашнин ашшĕ — расна. Феня амăшĕпе пĕрле Шăплата фермер патне ĕçлеме çÿренĕ.
«Шапашран таврăнтăм. Феня виçĕ ачипе пирĕн патраччĕ. «Килне каймарĕç-им?» — тесе ыйтрăм. Амăшĕ вĕсене хĕрхеннĕ те кунтах пурăнма хăварнă. Ачасем кунти шкула, Пысăк Енккассине, çÿресшĕн-мĕн. Эпĕ хирĕçлемерĕм. Актая темиçе хут кайса курнăччĕ. Верăн ашшĕ лартнă пÿрт пирĕннинчен пысăкрах. Газ кĕртмен. Феньăна ачисен ашшĕсем укçа енчен пулăшнă-и, çук-и — пĕлместĕп. Таня пирĕн патра пурăнман. Вăл канмалли кунсенче килсе çÿретчĕ. Ачасене хăнăхрăм. Хамăн тĕпренчĕксем çук та Феньăн хĕрĕсене юратрăм. Мускава кайнă чухне ыталаса, чуптуса кăларса яратчĕç. Таврăннă чухне вĕсем валли канфет илмесĕр килмен. Эпĕ Мускавра уйăхшар та ĕçлетĕп. Коттеджсем çĕкленĕ çĕрте уйрăм çын патĕнче вăй хуратăп. Раштав уйăхĕн варринче Мускавран таврăнтăм. Пÿртре чăрăш лартрăмăр. Ачасем валли парнесем илтĕм. Çĕнĕ çула кĕтсе илмешкĕн Таня Çĕрпÿрен килчĕ. Сĕтел хатĕрлерĕмĕр. Çур çĕр иртни 1 сехетсенче эпĕ çывăрма выртрăм. Хĕрсем телевизор пăхса ларчĕç. Йăмăк Лариса хăйĕн патне чĕннĕччĕ, каяс темерĕмĕр. Эрех ĕçмен теместĕп. Шурри те, хĕрли те, шампань эрехĕ те пĕрер кĕленче пулнă. Пÿртре 3 краватьчĕ пирĕн. Пĕрин çинче — эпир Верăпа, теприн çинче — Феня икĕ ачипе, тата теприн çинче Таня пĕр ачапа çывăратчĕç. Пÿрте кăмака хутса ăшăтнă.
Ир еннелле мана Таня вăратрĕ. «Çунатпăр!» — тесе кăшкăрчĕ. Лайăх та астумастăп… Вера утиял çине шыв сапрĕ, унпа пĕркенсе тухрăм. Эпĕ кÿршĕсенчен пулăшу ыйтасшăнччĕ. Владик шăпах хăй пычĕ. Алăкран каялла кĕресшĕнччĕ — май çук. Кÿршĕпе кантăка çапса çĕмĕртĕмĕр, пÿрте кĕреймерĕмĕр — тĕтĕм вăйлăччĕ. Кăшкăракан та, сасă паракан та çук. Эпĕ тухнă чухне сасăсем пулнă-и, çук-и — нимĕн те астумастăп», — каласа пачĕ Сергей Тимофеев.
— Феньăн ачисене вăратса пĕрле илсе тухма май пулман-ши вара? — ыйтрăм эпĕ.
— Тухма май çукчĕ çав. Алкумĕ çунатчĕ.
— Чÿречерен тухайман-и?
— Ун чухне çухалса кайнă эпир. Хамăн та алăкран мар, чÿрече çĕмĕрсе тухмаллаччĕ…
Халĕ Сергей темĕн те шухăшлать: апла тумалла пулнă-и е капла-и?.. Анчах вăхăта каялла тавăрма, нимĕн те тÿрлетме çук-çке.
Тăваттăмĕш ачине кĕтнĕ
Пушар хыççăн вилесене палăртмашкăн Сергея чĕннĕ. Вăл пурне те, ачисене те, палланă. Кĕçĕнни диван патĕнче выртнă. Тепĕр икĕ ачи — пĕрле. Вера, Феня, Таня — тĕпелте. Çунса кайнă çывăх çынсен кĕлеткин юлашкийĕсене курнă хыççăн малалла епле пурăнмалла? Пĕлместĕп. Ку ÿкерчĕк куç умĕнчен нихăçан та çухалассăн туйăнмасть. «Хамăн та пĕрле вилмеллеччĕ…» — Сергей пĕрмай çапла шухăшлать. Вăл хăй мĕн курнине никама та сунмасть. Кунран пысăк хуйхă çуках. Юрать-ха, Сергея тăванĕсем пулăшнă. Халĕ вăл ашшĕн шăллĕн килĕнче, Саруй ялĕнчи Николай Тимофеев патĕнче, пурăнать. Пĕччен юлас тăк ухмаха тухма пулать. Николай Васильевич — фермер. Унăн ĕç яланах пур, ăна пулăшать. Çапах çĕрле шухăшсем сырăнаççĕ те вĕсенчен хăтăлма çук. Тăванĕсем каланă тăрăх, Сергей çывăрнă чухне нăйкăшать.
Верăпа икĕ хĕрне кăрлачăн 3-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕнче пытарнă. Вĕсемпе сыв пуллашмашкăн Сергей тăванĕсемпе пынă. Çавăн чухне вăл кĕтмен хыпар пĕлнĕ: экспертиза палăртнă тăрăх, Феньăн çире пулнă, вăл 4-мĕш ачине кĕтнĕ. Çамрăк хĕрарăмăн савни пулнине вăл унччен сисмен. Ачасене пытарман-ха: экспертиза вĕçленмен. Феня Айсиновăн çемйи Çĕрпÿ районĕнче йывăр лару-тăрура пурăнакансен шутĕнче тăнă. Нумай ача амăшĕ эрех-сăрапа айкашман. Ача пособийĕсемсĕр пуçне çемьен тупăш пулман, пурăнмалли условисем те тивĕçтермен. Вĕсем патне соцĕçченсем пырса çÿренĕ. Çемье Вăрмар районне пурăнма куçсан та куçран вĕçертмен. Юлашки хутчен раштавăн 26-мĕшĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ĕçченĕсем килсе кайнă. Унăн директорĕ Жанна Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх, Феньăн тĕпренчĕкĕсене центрти çемьесемпе ачасене пулăшакан уйрăмра пурăнтарма сĕннĕ. Анчах кукамăшĕ хирĕçленĕ. Каникул хыççăн мăнукĕсене хăех унта леçме шантарнă.
Вилесене ял халăхĕ пулăшнипе, тăванĕсем интернет урлă пухнă укçапа пытарнă. Çавăн пекех халăх панă «кĕмĕлпе» Саруйра Сергей Тимофеев валли 75 пин тенкĕпе çурт туяннă. Анчах хальлĕхе унăн паспорт çук, çавăнпа çĕнĕ пÿрте ун çине çыртарса ĕлкĕреймен. <...>
Алина ИЗМАН.
Пандеми пурнăçа хаклама вĕрентнĕ
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Екатерина Артюкова пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин нейрохирурги уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Вăрмар районĕнчи Кавалта çуралса ÿснĕскер ача чухнех тухтăр пулассине пĕлнĕ, урăх професси пирки шухăшламан та. Вăл çирĕп тĕллевлĕ çынсен йышĕнчен, палăртнине яланах пурнăçа кĕртет. Шурă халат тăхăнас ĕмĕтпе 9 класс пĕтернĕ хыççăн тĕп хулана çул тытнă, медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Хастарскере тÿрех ушкăн старостине суйланă. Пике колледжра вĕреннипе çеç çырлахас темен, хĕрлĕ диплом илнĕ хыççăн аслă шкула çул тытнă. Унăн Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тепĕр хут тытма тивнĕ. Часах вăл медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна хальхинче те ушкăн старости пулма шаннă. Ку — питĕ яваплă ĕç: вĕрентекенсемпе те, студентсемпе те яланах çыхăнура пулмалла. Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрет-ши Екатерина? «Тĕрĕссипе, ку хама та тĕлĕнтерет. Хам çинчен шухăшламастăп, чи кирли — пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Çамрăк чухне темĕн те туса курас килет. Ĕçлеме вырнаçиччен тĕрлĕ дисциплинăпа курс ĕçĕсем çыраттăм, халь ун пек мар. Больницăра тăрăшман пулсан университет пурнăçне тата хастартарах хутшăнăттăм», — палăртрĕ çак кунсенче 24-мĕш çуралнă кунне паллă тунăскер.
Нейрохирурги уйрăмне, ыттипе танлаштарсан, чи йывăр пациентсене илсе килеççĕ. Вĕсен е пуç, е çурăм шăммин мими суранланнă. Медицина сестрисем кашни пациента тимлеççĕ, ура çине тăма пулăшаççĕ. Ковид сарăлма пуçласан Екатерина ĕçлекен уйрăма çак амакпа чирлисене илсе килме тытăннă. Пике чирлесрен питĕ хăранă, аллине пĕрмай антисептикпа сăтăрнă. «Ун чухне çак чирпе мĕнле кĕрешмеллине пĕлсех кайман, информаци сахалччĕ. Халĕ ытларах пĕлетпĕр. Университетра ятарлă курс витĕр те тухрăм, сертификат илтĕм. Хамăра мĕнле тытмаллине, сыхланмаллине чухлатпăр. Унчченхи пек хăрамастпăр. Алла антисептикпа сĕрсех тăратпăр. Перчетке тăхăннăран вăл сывламасть, крем пирки те манмалла мар», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Екатерина дежурствăра 12 сехет ура çинче. Пандемиччен вăл талăкшар ĕçленĕ. Дежурство вĕçленсен ирхине университета лекци итлеме кайнă. Паллах, çăмăл пулман ăна. Вĕренес килни хавхалантарнă. Кăнтăрла хыççăн ыйхă пуссан та пĕтĕм вăйне пухса лекцисене тимлĕ итленĕ вăл. Пике хăйĕн пирки кăна шухăшламан: унăн йăмăкĕпе шăллĕ пур. Екатерина ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче те ларасшăн мар.
Çамрăк медсестра ĕçе килсен респиратор, куçлăх, ятарлă хÿтĕлев тумĕ тăхăнать. Алăра — перчетке. Чирлисене 6 сехет пăхнă хыççăн шурă халатлисем пĕр сехет канаççĕ. Çĕнĕ тум тăхăнса каллех ĕçе пуçăнаççĕ, кайран каллех тепĕр 6 сехет ура çинче… «Малтанах пациент нумаях марччĕ, кайран шучĕ ÿссех пычĕ. Ĕç те ытларах хушăнчĕ. Халĕ ваттисем ытларах чирлеççĕ, вĕсене, çамрăкраххисемпе танлаштарсан, вăйлăрах пăхмалла. Пирĕн больницăна Шупашкартан кăна мар, районсенчен те пациентсене илсе килеççĕ», — каласа кăтартрĕ çамрăк медсестра.
Çулла та, шăрăх çанталăкра, шурă халатлисем респираторпа, куçлăхпа çÿренĕ. Юрать, больницăра кăшт сулхăнрах пулнă. Хĕлле пÿлĕмсенче ăшă. Çак йывăрлăхсене пăхмасăрах ĕçлемелле: тÿрĕ кăмăлпа тăрăшма сăмах панă-çке-ха. Екатерина хăй те коронавируспа чирленĕ. Анчах çакна сисмесĕрех юлнă: нимĕнле симптомсем те пулман. Анализ панă хыççăн антителăсем палăрнă. Пулас тухтăр каланă тăрăх, коронавируспа аптăранисен чире тепĕр хут çаклатас хăрушлăх пур. Малтанах йывăррăн чăтса ирттернисем кайран ковида çăмăлрах парăнтарма пултараççĕ. Е вăл симптомсемсĕр иртес шанчăк пур.
Малтанхи тапхăрта «хĕрлĕ зонăра» тăрăшакан пике çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн пăшăрханса тăван ялне çÿремен. Шел, пурнăçран уйрăлакан та сахал мар. Екатерина çакна чĕре çывăхне илме тăрăшмасть пулин те пациентсемшĕн пăшăрханать.
Каçхи дежурство вĕçленсен вăл вĕренме васкать. Занятисем онлайн мелпе иртеççĕ. Халĕ сесси пуçланнă, экзаменсене те çак меслетпе тытма тивĕ. «Видеоçыхăну урлă пĕлĕве тĕрĕслеме йывăртарах паллах», — палăртрĕ Екатерина.
Каламасăрах паллă: унăн пушă вăхăт çук. Тепĕр чухне вăл талăкра виçĕ сехет çывăрнипех çырлахать. Çамрăкскер Инстаграмра страница тытса пырать, подписчиксен йышĕ 21 пине çитнĕ. Екатерина çынсене профессийĕ, ковид вăхăтĕнче мĕнле ĕçлени пирки каласа кăтартать. Икĕ канмалли кун пулсан Катя хулара тытăнса тăмасть, яла васкать. «Çывăх çынсем çумра пурри вăй хушать. Ялта ĕçлесе канатăп. «Ĕçлесе мĕнле канма пулать-ха?» — тĕлĕнет анне. «Лайфхак: вĕренĕр», — çапла хуравлатăп», — шÿтлерĕ çамрăк медсестра. Студентка уçă сывлăшра уçăлса çÿреме кăмăллать. Халĕ, пандеми вăхăтĕнче, темĕн те курнă хыççăн вăл пурнăçа ытларах хаклама вĕреннĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
Чĕриклетсе уçăлать урăлтаркăч алăкĕ
Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Думи урăлтаркăчсене тепĕр хут уçма йышăнчĕ. Паллах, ку «çĕнĕлĕх» сăлтавсăр мар. Преступленисене ÿсĕрле тăвасси палăрмаллах ÿснĕ.
Иртнĕ ĕмĕрте Шупашкарта кашни районта урăлтаркăч пулнă. Пĕр каçлăх «кану пÿлĕмĕсене» хупнă хыççăн вĕсемпе мĕнле усă кураççĕ-ха? Çакна пĕлес тĕллевпе тĕп хула тăрăх «экскурсие» тухрăм.
Чи малтан Олег Кошевой урамĕнчи çурта çитрĕм. Çамрăксенчен чылайăшĕ иртнĕ ĕмĕрте унта урăлтаркăч вырнаçнине пĕлмест. Халĕ унăн пысăк пайне çĕвĕ цехĕ йышăннă. Çурма путвалти алăк çине «Местная религиозная организация...» тесе пысăк сас паллисемпе эрешленине асăрхарăм.
— Ĕненекенсем унта эрнере пĕр хутчен пухăнаççĕ, — ăнлантарчĕ çĕвĕ цехĕнчи çынсенчен пĕри. «Богданка» микрорайонта Богдан Хмельницкий урамĕпе Николай Никольский проспекчĕ хĕресленнĕ вырăнта пулнă урăлтаркăчăн никĕсĕ те çук паян. Ун тавра тытнă бетон хÿме тĕллĕн- тĕллĕн чалăшнă, кил картишĕнче ăпăр-тапăр йăваланса выртать. Çăлтăрсемпе илемлетнĕ тимĕр алăк çинчи çăра «çухалнă». Вăйлă çилпе каллĕ-маллĕ уçăлса хупăнаканскер иртнĕ вăхăтшăн пăшăрханса чĕриклетнĕн туйăнать.
Республикăра эрех-сăрана кăмăллакансен пÿлĕмне ăçта уçĕç-ши?
Александр МОКИН.
Выльăх пусмалли çĕçĕпе
Комсомольски районĕнчи Тукайра хăрушă инкек пулнă. РФ СКн Чăваш Енри следстви органĕсем 22-ри каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Следстви версийĕ тăрăх, кăрлачăн 3-мĕшĕнче çĕрле 11 сехетре ывăлĕ килĕнче ашшĕпе вăрçăннă. Ăна выльăх пусмалли çĕçĕпе 16 хутран кая мар чикнĕ. Хальхи вăхăтра çамрăка ирĕкрен хăтарнă.
Алина ТИМОФЕЕВА хатĕрленĕ.
Кĕлетки магнит евĕр
Унăн ятне рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртнĕ. Тĕнчипе палăрнăскере ют çĕршыври телешоусене чĕнеççĕ. Михаил Васильева «магнит çын» теççĕ. Унăн кĕлетки çине кантăк, тимĕр, йывăç, мрамор япаласем çыпăçаççĕ. Тем йывăрăш конструкцисене магнит евĕр çыпăçтаракан, 60 килограмм таякан арçынран пурте тĕлĕнеççĕ.
Пултарулăхĕ 40-ре палăрнă
Михаил Васильевич Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмарта çуралнă. Ашшĕне вăл астумасть. Ывăлĕ 7 çул тултарсан амăшĕ пурнăçне улăштарма шут тытнă. Штукатур-малярта тăрăшаканскер Михаилпа Шупашкара куçса килнĕ. Амăшĕ ăна пĕчченех ÿстернĕ. Васильевсен çемйи ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман. 1990 çулта Михаил Васильевич сасăсем илтме пуçланă. «Миша, санпа темĕн пулса иртет. Эсĕ ан хăра. Лăпкă пул», — илтĕннĕ унăн хăлхине. Хăйне евĕр пултарулăх уçăлнă самантра Михаил Васильев Шупашкарти машиностроени заводĕнче слесарьте ĕçленĕ. Арçын тăнă çĕртех кăкăрĕ тĕлне тимĕр плита тытнă. Тĕлĕнмелле те — вăл шуса анса урайне ÿкмен.
«Юрий Ткаченко магнит çын пирки илтнĕччĕ-ха эпĕ. Вăл 50 килограмлă тимĕр япаласене çĕкленĕ. 7, 9, 10 килограмлă конструкцисенчен пуçăнтăм. Виçĕ çултан хамăн кĕлеткерен 2 хут йывăртарах япаласене йăтма пуçларăм», — аса илчĕ Михаил Васильевич.
Унăн пултарулăхĕ пирки хулари пичет кăларăмĕ çырса кăтартнă. Статья тухсан Михаил Васильевăн ячĕ тĕнчипех сарăлнă. Ăна тĕрлĕ кăларăма чĕнме пуçланă.
«Иккĕленекенсем тупăнчĕç. «Тарланă кĕлетке çине çыпăçтарать, çавăнпа тимĕр ÿкмест», — терĕç. Яланах вентилятор çутма, ăна ман енне çавăрма ыйтатăп. Нÿрĕ кĕлетке çинче япала тытăнса тăмĕ, ÿксе урана суранлатĕ. «Авăнчăк кĕлетке çинчен япала ÿкмест», — çапла та калаççĕ ман пирки. Авăнмасăр май çук. Мрамор плита 150 килограмм таять. Кĕлетке унăн йывăрăшне пула авăнатех. Кутамкка йăтнă чухне те çурăм шăмми тÿрĕ мар-çке», — терĕ Михаил Васильевич.
«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — теççĕ. Васильевсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисене те ашшĕн пултарулăхĕ куçнă. Вĕсем те кантăка кăкăрĕ çумне çыпăçтараççĕ.
Билл Гейтспа, Бритни Спирспа — пĕр кĕнекере 2000 çулта Михаил Васильева Японие чĕннĕ. Токиора Васильевсене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Телеканал пĕтĕм тĕнчери тĕлĕнмелле çынсене пухнă. Михаил Васильевича куракансем çăвар карса сăнанă. Залра вырăссем те пулнă. Вĕсем ăна уйрăмах хавхалантарнă. Яппунсем магнит çынна пуçласа курнă. Кăларăма хутшăннăшăн ăна 2 пин доллар панă, ачисене «Диснейленда» çитсе курма сĕннĕ. Васильевсем йышран уйрăлас темен — 3 хутлă супермаркета çул тытнă. Унта ачасем хăйсене килĕшекен теттесене суйланă. Вĕсем халĕ те упранаççĕ, çул çÿреве аса илтереççĕ.
«Тĕлĕнмелле вашават халăх. Йăл кулса кĕтсе илчĕç, çывăх тăванпа сыв пуллашнăн ăсатрĕç. Каç сĕмĕ çапсан Токио пин-пин тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатрĕ. Çурт çÿллĕш реклама баннерĕсене пуçласа куртăм. Аэропортран тухрăм та тăп! чарăнса тăтăм. Раштав уйăхĕччĕ. Çанталăк сивĕрехчĕ. Урамра тем пысăкăш аквариум вырнаçтарнă. Унта пулăсем ишсе çÿреççĕ. Эпĕ пулă курман çын мар-ха. Шыв шăнманни тĕлĕнтерчĕ», — аса илчĕ Михаил Васильевич.
2008 çулта Чăваш Енри магнит çын Китая çитнĕ. Пекинра çуллахи XXlX Олимп вăййисене хатĕрленнĕ. Михаил Васильевич стадионсен строительствине кайса курнă. Китайра чăваш арçыннин ятне рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕртнĕ. Унăн ячĕ Билл Гейтс миллиардерпа, Бритни Спирс юрăçпа пĕр кĕнекере çырăннă.
«Раççейрен темиçе çын пултăмăр. «Çĕлен çын» ята тивĕçнĕ Мухтар Гусенгаджиев, 22 хутлă çуртран алă çинче утса анакан Николай Новиков сцена çине тухрĕç. Ют çĕршывра курса çÿреме кăмăллатăп. Авалхи чиркÿсемпе музейсенчен те ытларах çĕнĕ техника кăсăклантарать. Китай ăсчахĕсем шухăшласа кăларнă япаласене курса тĕлĕнтĕм. Лавккара хăйне евĕр куçлăх туянтăм. Юрă-кĕвĕ шăрантараканскер тĕрлĕ тĕспе ялкăшатчĕ. Автомобиль панелĕ çине варнаçтармалли пĕчĕк телевизорпа планшет туянтăм. Чаплă япаласемпе нумай мухтанаймарăм. Пĕр эрнерен Пекинран илсе килнĕскерсем çĕмĕрĕлсе юрăхсăра тухрĕç. Хытах кулянтăм», — аса илсе йăл кулчĕ Михаил Васильевич.
Кăларăма хутшăннă
Ăна Би-би-си кăларăмĕ валли те ÿкернĕ. Лос-Анджелеса вăл пĕчченех вĕçнĕ. Унта арçын тĕнчипе паллă киноçăлтăрсем утакан хĕрлĕ кавир тăрăх çÿренĕ, çăлтăрсен аллейине çитнĕ, Брюс Уиллиспа тĕл пулнă.
«Лос-Анджелес — илемлĕ те таса хула. Анчах унта промышленноç, ял хуçалăх предприятийĕсем çук. Пахча çимĕçе кÿршĕри Мексикăран турттараççĕ. Экскурсие илсе кайрĕç. Пăхатăп — çÿллех мар хурăнсем ÿсеççĕ. Эрменсен кварталĕ иккен! Шел, тинĕсре чăмпăлтатма ĕлкĕреймерĕм», — хаш! сывларĕ Михаил Васильевич. Вăл çул çÿревсенче тăкакланмасть. Хăна çуртĕнче пурăннăшăн, апатланнăшăн мероприятие йĕркелекенсем тÿлеççĕ. Вĕсемех шоуна хутшăннăшăн укçа параççĕ. Магнит çын чаплă автомашинăсене кăмăллать. Голливудра вăл киноçăлтăрсем çÿрекен автомобильсен куравне çитнĕ. Салон хуçи ăна кăмăллăн кĕтсе илнĕ, «Кадиллакпа» ярăнтарнă.
2014 çулта Михаил Васильевăн ячĕ çĕршывĕпех янăранă. Арçын Пĕрремĕш каналпа пыракан «Минута славы» кăларăма хутшăннă. «Цирк дю Солей» компани ертÿçи те ăна тĕлĕнсе сăнанă. «121 килограмлă мрамор плитана кĕлетке çумне çыпăçтарса утрăм. Конкурса 10 кун хатĕрлентĕм. Номер режиссури пирки чылай шухăшларĕç. Куракана тĕлĕнтермелле-çке!
Çурма финала тухрăм. Сцена çине ывăлăмсемпе, хĕрĕмпе тухрăм. Вĕсем хăйсен çумне кантăк çыпăçтарчĕç. Кашни çыннăн Турă панă пултарулăх пур. Вăл ачаран вăй илсе аталанма, ватлăх енне сулăнсан çеç вăранма пултарать», — терĕ магнит çын. Михаил Васильевичăн кĕçĕн ывăлĕ нумаях пулмасть çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Халĕ автомастера вĕреннĕ Иван пурнăçри хăйĕн çулне шырать.
«Çитрĕм, куртăм, тĕлĕнтертĕм»
Михаил Васильев — уникум. Унăн сывлăхне, кĕлеткине тĕплĕн тишкернĕ. Мускаври ăслăлăх тата сăнав центрĕ унăн ăс-тăнне тĕпченĕ. Сăнав вăхăтĕнче Михаил Васильевич кăкăрĕ çумне 5 килограмм таякан япала çыпăçтарнă, тĕрлĕ тест ирттернĕ. Тĕпчев протоколне кĕнеке-журналта пичетленĕ. Магнит çыннăн пуç мимин ритмĕ хăвăртланнине палăртнă. Клиникăн ăс-тăн тĕпчевĕсен пайĕн ертÿçи Ольга Коекина феномена малалла тĕпчесшĕн пулнă. Медик çыннăн хăйне евĕрлĕхне ăнлантармалли сăлтав тупайманшăн пăшăрханнă. Михаил Васильев темиçе çул ĕнтĕ кăларăмсенче ÿкерĕнмен. «Халăх манран ывăнчĕ», — терĕ вăл. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
Материалсен тулли верийĕпе паллашас тесен...