Комментировать

16 Авг, 2014

Мăнукĕсем тĕслĕх илĕç

«Пĕрремĕш пучах» паллăна тата район администрацийĕн Дипломне кăçалхи вырмара Владимир Филиппов экипажĕ çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çул та Герасим Цветков пулăшаканпа вĕсем темиçе хутчен малтисен ретĕнче пулчĕç. Район уявĕнче Владимир Валентинович «Ял хуçалăхĕн чи хастар ĕçченĕ» медале тата хаклă парнене тивĕçрĕ.

Чутей ялĕнче çуралса ÿснĕ каччă механизатор пулма хатĕрленнĕ. Тĕмерти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашра тракторист-машинист, автомобиль водителĕн удостоверенийĕсене илнĕ, квалификациллĕ специалист пулса тăнă.

2 çул Чехославакире çар хĕсметĕнче тăнă отделени командирĕ çамрăк салтаксене вĕрентнĕ. 1976 çултанпа вара тăван ялĕнчи ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хурать. Водитель, комбайнер, кирлĕ чухне хуçалăхри хăма çуракан цехра ĕçлет Владимир Валентинович. Хуçалăх валли те, уйрăм çынсене тивĕçтерме те строительство материалĕ хатĕрлесе парать. Пĕр вăхăт вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ хыççăн тăван хуçалăх уй-хирне таврăнать. Пур çĕрте те тăрăшулăх кăтартать В.Филиппов, район хăй тытăмлăхĕн, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп хучĕсене тивĕçет. 1980 çулта Владимир Валентинович «Районта малта пыракан водитель» конкурсра çĕнтерсе мала тухать. Ăна «Пилĕк çуллăх çамрăк гвардеецĕ» кĕмĕл паллăпа чыслаççĕ.

Хастар çынна 1984 çулта Чутей ял Канашĕн депутатне суйлаççĕ. Унтанпа кашни суйлаврах Владимир Валентиновича халăх «тарçи» пулма шанаççĕ. Ларусене йĕркеллĕ çÿрет вăл, хăйĕн округĕнчи суйлавçăсемпе тăтăш тĕл пулать.

Ÿсĕме пĕччен тума май çуккине аван чухлать ял çынни. Герасим Цветков, Анатолий Яклашкин, Родион Филиппов, Альберт Васильев, Владимир Михайлов хастарлăхне ырăпа палăртать ял депутачĕ. «Хуçалăха ертсе пыракансен тăрăшулăхĕ кооперативăн çитĕнĕвĕсенче палăрать», - тет хастар механизатор.

Юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен юсанипе, машина-трактор паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатнипе, хуçалăх малашлăха туртăннипе кăмăллă.

Ял çинче ырă ятпа пурăнать Филипповсен çемйи. Мăшăрĕпе, Галина Андриановнăпа, ялти шкул директорĕн çумĕпе, 34 çул килĕштерсе пурăнса пĕр ывăлпа икĕ хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. 4 мăнук халĕ вĕсен. Камран тĕслĕх илсе çитĕнесси вĕсемшĕн халех ĕнтĕ паллă.

Валерий ЧАЙКИН,

Тăвай районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.