Кĕпĕрне тытăмĕ мĕнле пулнă?
Кĕпĕрне - 1708-1920 çулсенче Раççейри администраци-территори пайланăвĕн тĕп единици. Вăл темиçе уеса пĕрлештернĕ, унăн администраци центрĕ пулнă. Кĕпĕрнесене Пĕрремĕш Петĕр патшан 1708 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнчи хушăвĕпе йĕркеленĕ. Раççее сакăр кĕпĕрнене пайланă: Ингерманланди /1910 çултан - Питĕр/, Мускав, Архангелхула, Смоленск, Киев, Азов, Хусан, Чĕмпĕр. Кашнине 16-71 хулапа ун çумĕнчи территорисем, уессем кĕнĕ. Чăваш Енри мĕн пур уес Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ. 1714 çулта унран Чул хула кĕпĕрни уйрăлса тухнă. Унта Улатăр, Етĕрне, Кăрмăш уесĕсем кĕнĕ.
Кĕпĕрнене патша е сенатор çирĕплетнĕ кĕпĕрнаттăрсем ертсе пынă. Унăн çывăх пулăшаканĕ - вице-кĕпĕрнаттăр. Ĕç тăвакан тĕп орган - кĕпĕрне канцелярийĕ. Уес вайпучĕсемпе суд /ландрихтер/, çар /обер-комендант/ ĕçĕсемшĕн, укçа-тенкĕ тата апат-çимĕç пухассишĕн /обер-комиссар тата обер-провиантмейстр/ яваплă чиновниксем кĕпĕрнаттăра пăхăнса тăнă.
1775-1780 çулсенче II Кĕтерне патша реформа туса ирттернĕ. 1775 çулхи чÿкĕн 7-мĕшĕнче йышăннă "Учреждение для правления губерний Всероссийской империи" хушупа килĕшÿллĕн 23 кĕпĕрнене пĕчĕклетнĕ, çĕнĕрен 50 йĕркеленĕ. Кашнинче 300-400 пин çын шутланнă. Уессене те урăхла мелпе пайланă. Провинцисене пĕтернĕ. 1780-1781 çулсенче Чăваш Ен территорийĕ Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисене кĕнĕ. Çак тытăмра вăл 1920 çулчченех пулнă.
Реформа вăхăтĕнче кĕпĕрне тата вайпут канцелярийĕсене пĕтернĕ, çĕнĕ администраци учрежденийĕсене никĕсленĕ. Вĕсем кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. Кĕпĕрнери аслă влаç ĕç-хĕлне кĕпĕрне правленийĕ тытса пынă. Унăн йышне кĕпĕрнаттăр /пуçлăх/ тата икĕ канашçă кĕнĕ. Администраципе полици ĕç-хĕлне кĕпĕрне правленийĕ тÿрремĕн сăнаса тăнă. Финанс-хуçалăх ĕçĕсене тытса пыма кашни кĕпĕрнере хысна палати туса хунă. Саккуна пурнăçланине тĕрлĕ статуслă прокурорсем тĕрĕсленĕ.
XIX-XX ĕмĕрсенче çĕнĕ администраци органĕсем - комитетсем, комиссисем, палатăсем - йĕркеленнĕ. Управленин уйрăм отраслĕшĕн яваплă çĕнĕ должноçсене /инспектор, попечитель/ кĕртнĕ. 1867 çулта жандарм управленине никĕсленĕ. Вăл халăхăн политика шухăш-кăмăлне тĕрĕсленĕ, полицин ытти тивĕçне пурнăçланă. 1860 çулсенче Раççейĕн Европа пайĕнчи кĕпĕрнесенче социаллă тата хуçалăх ĕçĕн пысăк пайне земствăсене панă.
1917-1918 çулсенче Февраль тата Октябрь революцийĕсем пулса иртнĕ май кĕпĕрне администрацийĕн çÿлерех асăннă органĕсемпе должноçĕсене пĕтернĕ. Кĕпĕрне Канашĕсемпе вĕсен ĕç тăвакан органĕсем ертсе пыма пуçланă. 1920-1929 çулсенче РСФСР тата СССР территорийĕсене облаçсем, крайсем, республикăсем çине пайланă.