Комментировать

16 Авг, 2014

Вĕсен тÿпи пысăк

Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмарти Юлия Николаевнăпа Михаил Клементьевич Клементьевсене аслăрах çулти çынсем лайăх ас тăваççĕ. Ятлă-сумлă çынсем пулнă вĕсем ял-йышра. Çемье пуçлăхĕ икĕ вăрçа хутшăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Чылай чухне вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тан мар пĕр çапăçура вăл вăйлах аманать. Фронтран инвалид пулса таврăнать. Хаяр çапăçусенче пиçĕхнĕскер килте алла усса ларма шухăшламан, бухгалтер ĕçне кÿлĕннĕ. Мăшăрĕ - Юлия Николаевна - мĕн пенсие тухичченех уй-хир бригадирĕнче тăрăшса вăй хунă. Туслă та сăпайлă çемьере картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çамрăклах ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Çавăнпах пулĕ вĕсен Галя ятлă хĕрĕ выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕннĕ.

Анчах Галина хăйĕн шăпине тÿрех ку отрасльпе çыхăнтарас темен-ха. Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкар хулине çул тытать. Хими комбинатĕнче аппаратчик профессине алла илет. 2 çул Саратовра практикăра пулать. «Нитрон» заводра тĕрĕслевпе виçев приборĕсемпе ĕçлет. Хула хăйĕн илемĕпе темĕн чухлĕ илĕртсен те тăван ен чăваш хĕрне хăй патнех чĕнет. 1980 çулта вăл çуралнă кĕтесе таврăнать. Вăрмар поселокĕнчи инкубатор станцийĕнче операторта ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă та пуçаруллă хĕре хуçалăх ертÿçисем часах асăрхаççĕ. Ăна совхозри комсомол комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. Общество ĕçне яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Хастарлăхне кура ăна комсомол райкомĕн, облаç комитечĕн тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп хучĕсемпе чыс тăваççĕ.

1985 çулта Кивĕ Вăрмарти çĕнĕ инкубаторта чăхсем пăхма тытăнать. Тепĕр çулталăкран Галина Михайловнăпа Юрий Васильевич çемье çавăраççĕ. Юрий Войков вăл вăхăтра юнашарти чăх витинче слесарь-операторта ĕçленĕ. Халĕ те çав специальноçпах тăрăшать, çитĕнÿ тăвать.

Çак тапхăрта фабрикăра нумай улшăну пулса иртрĕ. Кунта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Цехсене çĕнетсе пысăклатнă. Кайăк-кĕшĕк шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çавна май производство калăпăшĕ те самай анлăланнă.

«Вăрмарти ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине вун икĕ çул пĕр улшăнмасăр Николай Петрович Петров пултаруллăн ертсе пырать. Фабрика кантурне пырса кĕрсенех производствăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн панă нумай Хисеп грамотипе Диплом, Тав çырăвĕ тирпейлĕ çакăнса тăраççĕ.

- Çитĕнÿсен çăл куçĕ мĕнре-ши? - ыйтрăм Николай Петровичран.

- Кайăк-кĕшĕк ĕрчетмелли мĕн пур технологие çирĕп пурнăçласа пыни кăна çителĕксĕр. Ĕç ăнăçлăхне фермăра тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансем татса параççĕ. Вĕсем пирĕн сахал мар.

Хуçалăх ертÿçи фермăра 30 çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан Галина Михайловнăпа Юрий Васильевич Войковсене чи малтан асăнчĕ.

- Вĕсем хăйсем ĕçлекен витери читлĕх оборудованине йĕркеллĕ тытса тăраççĕ, вансан - юсаççĕ. Çав оборудованин ĕçлемелли вăхăчĕ 7-8 çултах тухнă пулин те ăна 22 çул йĕркеллĕ ĕçлеттереççĕ Войковсем, - тет Николай Петрович.

Эпĕ вĕсемпе тĕл пулма васкарăм. Фабрикăра 22 çул тĕп зоотехникра ĕçлекен Галина Ивановна Алексеева мана Войковсем ĕçлекен 7-мĕш витене илсе çитерчĕ. Эпир пынă чухне Галина Михайловна пĕчченехчĕ. Кунта вĕсем мăшăрĕпе - Юрий Васильевичпа пĕрле тăрăшаççĕ. Витере тирпейлĕх хуçаланать. Кану пÿлĕмĕнче йĕркеллĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче.

Витере çăмарта тăвакан 10 пин чăх. Кăçалхи ултă уйăхра кашни чăхран 90 çăмарта илнĕ. Чăхсене зоотехника науки вĕрентнĕ пек тăрантараççĕ. Рацион тулăх. Урпа тата тулă авăртса, шăмă çăнăхĕпе, курăк çăнăхĕпе хутăш параççĕ.

Войковсене коллективра хисеплеççĕ. Пысăк çак чыса вĕсем ĕçе чунтан парăннипе çĕнсе илнĕ. Умра тăракан тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн çине тăрса ĕçленĕшĕн Галина Михайловна Хисеп хучĕпе Тав çырăвне нумай тивĕçнĕ. Ăна районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ. Пултаруллă чăх-чĕп пăхакана Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Фабрика коллективĕ кăçалхи çур çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пурĕ 1719 пин чăх çăмарти туса илнĕ. Хур çăмарти - 116 пин, кăркка çăмарти - 83 пин. Фермипе кашни чăхран 88 çăмарта илме пултарнă. Ултă уйăхра 1078 пин çăмарта, çав шутран 747 пин ăратлă çăмарта сутнă. Çамрăк чĕпсене вара 120 пин пуç. Çак çитĕнÿре хастар мăшăрăн - Войковсен - тÿпи те пысăк.

Анатолий ХОВАНСКИЙ.

Вăрмар районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.