Комментировать

16 Авг, 2014

Иртни те кунтах, пуласлăх та...

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксаринсем ял кунне уявланă. Мероприяти культура центрĕ умĕнчи лапамра иртнĕ. Ăна ялти культура ĕçченĕсем йĕркелесе ертсе пынă.

Малтанах Аксарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Семенов, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Э.Упракина тата ыттисем пухăннисене праçник ячĕпе саламланă, çĕнĕ çитĕнÿсем суннă. Уйрăмах пуçаруллисемпе хастаррисене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă. Н.Чупраков вара Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Аксаринри культура центрĕ çумĕнчи тата Октябрьскинчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă.

Кунтах нумай çул пĕрле пурăнакансене те чысланă. Юбилярсемпе ял çыннисем валли вырăнти артистсем юрату, ял пурнăçĕ, атте-анне пирки çырнă чăваш юррисене шăрантарнă. Уяв тĕлне культура ĕçченĕсем пултаруллă алă ăстисен декораципе хушма искусство куравне уçнă, сăн ÿкерчĕксен стендне йĕркеленĕ. Карапашри культура центрĕн ĕçченĕсем те хăйсен алă ĕçĕсемпе паллаштарнă. Ачасемшĕн те çак кун сĕре хĕпĕртÿллĕ пулнă. Вĕсем уявра юмахсенчи сăнарсемпе тĕл пулнă, ярăнчăксемпе ярăннă, тĕрлĕ вăйă-конкурса хутшăннă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ. Кĕрешÿçĕсем чи вăйлă пăхаттире палăртнă. Кайран пурте пĕрле шÿрпе ас тивнĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç та айккинче юлман. Вĕсем валли дискотека йĕркеленĕ. Аванах çав вăл Ял кунĕ! Хурăнташпа, ял-йышпа тĕл пулма, ачалăха, иртнине аса илме май пур. Çакăнтах тата çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ.

А.ГРОМОВА.

Ю.Ефимов сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.