Комментировать

20 Дек, 2013

Лаша çулĕ çывхарать

Кĕçех Çĕнĕ 2014 çула кĕретпĕр. Тухăç календарĕ тăрăх вăл Кăвак Лаша çулĕ шутланать. Саккунлă вăя 2014 çулхи кăрлачăн /январĕн/ 31-мĕшĕнче кĕрет те 2015 çулхи нарăсăн /февралĕн/ 18-мĕшĕччен «хуçаланать». Хăш-пĕр астролог çитес çула Симĕс Лаша çулĕ тесе те калать. Кăвак тĕс лăпкăлăх, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕн символĕ шутланать.

Çак çулăн вăй-хăвачĕ /стихия/ - йывăç. Çавăнпа та Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чух хăвăр ума тĕп тĕллев лартăр. Каярахпа пĕтĕм вăй-хăвата ăна пурнăçлама усă курăр.

Китай гороскопĕ тăрăх Лаша – ăслăлăх символĕ шутланать. Çавăнпа та çитес çулта пултарулăх сферинче ĕçлекенсемшĕн вăл уйрăмах ăнăçлă пулĕ.

Çĕнĕ çула мĕнлерех кĕтсе илмелле-ха.

Раштавăн /декабрĕн/ 31-мĕшĕнче кил-çурта тĕплĕн тасатса тирпейлĕр. Уйрăмах сантехника хатĕрĕсене юсавлă тытма тăрăшăр. Ахальтен каламаççĕ тĕр, кранран тумлакан шывпа пĕрле килтен пĕтĕм ăнăçлăх тухса каять.

Ырă кăмăллă Лаша – кил-йыша, çемьене питĕ юратать. Апла тăк çак çула çывăх тăвансемпе, хаваслă ушкăнра кĕтсе илмелле. Чи кирли – уяв вăхăтĕн­че хăвăрăн тус-тăванăрсене, пĕлĕшĕрсене саламлама ан манăр.

Мĕнле тумпа кĕтсе илмелле.

Лаша çулне илемлĕ, кăштах тĕлĕнтермĕшрех тумпа кĕтсе илме тăрăшăр. Лаша çулĕн палли – йывăç. Китай астрологийĕ тăрăх унпа симĕс тĕс хуçаланать. Паллах, çак тĕспе сăрă, кăвак, чернил тĕсĕсем те килĕштереççĕ. Сарă, сарăрах хĕрлĕ, сирень тĕссем çине вара пачах çавăрăнса пăхмасан та пултаратăр.

Лаша çулĕнче илемлĕ эрешсемпе, вак-тĕвекпе усă курма юрать, шăрçа, кулон, брошь, çÿç тирмелли заколка тата ытти те. Лаша хура ахах /жемчуг/, аквамарин куçлă çĕрре питĕ килĕштерет.

Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче мĕн пулмалла.

Сĕтел çинче шап-шурă салфеткăсем пулмалла.Вĕсене ахаль пир-авăртан хатĕрлесен, тĕрлĕ илемлĕ япаласемпе эрешлесен аван.

Çĕнĕ çул каçĕнче пÿртре сандал тата тутлă кукăль-булка шăрши хуçалансан лайăх. Лашан юратнă апачĕ - сĕлĕ. Паллах, ăна уяв сĕтелĕ çине лартаймăн. Анчах та сĕтел варринче сĕлĕ пăттиллĕ тирĕк е шăтарнă сĕлĕ пĕрчисем пулсан лайăх.

Çĕнĕ çул хуçи /Лаша/ ячĕпе сĕтел çине ешĕл тутă курăкĕсем, чăрăш айне тăвар сапнă ыраш çăкăрĕн касăкне хума ан манăр. Çавăн пекех чăх какайĕнчен, пулăран хатĕрленĕ çимĕçсем, хăяр салачĕпе хăйма лартăр. Кĕрекене сĕлĕ печенийĕпе пан улми кукăлĕ те лартма пултаратăр. Эрех вырăнне пĕр стакан минерал шывĕ, улма-çырла сĕткенĕ е сĕт коктейлĕ ĕçме юрать. Паллах, кăштах та пулин уяв шампанĕ тутанма та пулать.

Кил-çурта уяв валли еплерех илемлетмелле.

2014 çул палли – йывăç. Апла тăк Лаша çулне кĕтсе илме йывăçран ăсталанă сувенирсемпе усă курмалла. Вĕсем – йывăç ваза/савăт/, йывăç миска, сăрласа илемлетнĕ кашăксем тата ытти те. Савăт-сапа çинче илемлĕ лаша ÿкерчĕкĕсем пулсан аван. Енчен те ун пек япаласем пулмасан пĕчĕк çеç юлан утçă статуэтки е лашан кĕленче кĕлетки пулсан та юрать.

Çитес çулăн управ, хÿтлĕх палли /амулет/ - такан. Ăна алăк тăррине вĕçĕсене çÿлелле туса çакмалла. Вĕтĕ шăнкăравсем вара яланах ырă уява аса илтерĕç, килти лапкăлăха упрĕç.

Лаша çулĕнче мĕн парнелемелле.

Çĕнĕ çул каçĕнче ытла хаклă мар, кăмăла каякан парнесем пама юрать. Хĕрарăмсемшĕн ювелир эрешĕсем, йывăç япаласем аван пулĕç. Чи çывăх çынсене такан е лаша формиллĕ ылтăн кулонсем парнелеме пулать. Арçынсене вара ковбой атрибучĕпе çыхăннă япаласем – чĕн пиçиххи, шĕлепке, джинс – кăмăла килĕç. Çемьесене парнелеме сувенирла лаша хатĕрĕсем каяççĕ. Ачасемшĕн илемлĕ, ăшĕнче тĕлĕнтермĕш, хаваслăх кÿрекен япалсем тултарнă парнесем вырăнлă пулĕç.

Çĕнĕ 2014 çулччен шутлă кунсем юлаççĕ. Пурте эсир кĕтнĕ пек, ăнăçлă та хаваслă пултăр тесен атьăр-ха эппин ăна тивĕçлипех кĕтсе илме хатĕрленер.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.