Комментировать

15 Авг, 2014

“Вĕлле хурчĕ тытасси - пĕтĕм пурнăçăм”

Православи тĕнне ĕненекенсем ĕнер Пыл сăпасне паллă турĕç. Чиркÿсенче çĕнĕ пыла сăвапларĕç, чылайăшĕ кăçал юхтарнине пĕрремĕш хут тутанчĕ. "Пыл сăпасĕнче чухăн çын та пыл çинĕ", - тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Çак каларăша Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пчелка /!/ ялĕнче тата Етĕрне тăрăхĕнчи Çуткассинче утар тытакан 26-ри Данис Лобастов яланах асра тытать. Вĕлле хурчĕ ĕрчетес ĕçе вунă çул каялла кÿлĕннĕскер пыл туса илме пуçланăранпах Сăпасра Етĕрнери суту-илÿ çурчĕсенче пĕлĕшĕсене иртен-çÿрене 100-шер грамм пыл валеçет. Çакăн валли вăл çуллен 30 килограмм пыл уйăрса хăварать. "Эпĕ шухăшласа кăларнă йĕрке мар ку. Мĕн авалтанпах утар тытакансем кÿрше-арша пылпа хăналанă. Эпĕ ырă çак йăлана тăсатăп кăна", - палăртрĕ Данис.

2004 çулта Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче Данис Лобастов Ваççа мучине газ пăрăхне сăрлама пулăшнă. Ĕçе тĕплĕ пурнăçланăшăн хĕпĕртенĕ ватă çын йĕкĕте пĕр вĕлле панă. Çакăнтан пуçланнă та каччă хăйĕн ашшĕпе Павел Витальевичпа хурт-хăмăр тытасси.

- Асатте пыл хурчĕ ĕрчетнĕ пулсан та вĕсене мĕнле пăхасси канăçсăрлантарчĕ. Ăстасемпе калаçрăмăр, ыйткаласа пĕлтĕмĕр. Çапах иккĕмĕш çулхине пирĕн пыл хурчĕсем хĕл каçаймарĕç, - калаçу пуçарчĕ Данис. - Ку мана пушшех пуçа çĕмĕрттерчĕ: мĕншĕн вилчĕç-ха? Çавăнпа çине тăрсах ĕçлеме пуçларăм.

Лобастовсем ял-йышран вĕллесене пыл хурчĕ-мĕнĕпех туяннă. Утара пысăклатнă. Анчах каллех инкек сиксе тухнă - виçĕ çултан утар пÿртĕнче сывлăш кĕмелли пăрăхра сăсар хирĕнсе вилнĕ, шала уçă сывлăш кĕреймен - мĕн пур хурт тенĕ пекех пĕтнĕ.

- Татах йăнăшрăмăр, вентиляци тытăмне урăхла йĕркелемелле пулнă. Тĕрĕс мар тепĕр утăм - халăхран тĕрлĕ калăпăшлă вĕллесем туянни. Рамисене урăх вĕллене лартма çук, питĕ кансĕрччĕ. Тĕплĕ шухăшларăмăр та пĕр йышши 10 рама вырнаçмалли çĕнĕ вĕллесем туянтăмăр, - ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ ăста.

Хăшĕ-пĕри пĕрре аппаланса пăхсан çак ĕçе урăх пуçăнмасть. "Хурт-хăмăр тытасси алла килмерĕ", - тет хăйне тÿрре кăларса. Данис вара çухату тÿссен те малаллах талпăннă. Тĕрĕс тунă та! Паян унăн утарĕсенче 200 ытла вĕлле.

- Питĕ ĕçчен хуртсене чунпа туйсан тĕллеве пурнăçлама пулать, - палăртрĕ киленĕçе ĕçе çавăрнăскер. Ăсталăха епле майпа ÿстернĕ-ши вăл?

- Интернета пачах шанмастăп. Мĕншĕн тесен форумсенче кампа калаçнине пĕлместĕн. Унта 2 вĕлле тытаканниех хăйне 500 çемье пыл хурчĕ усракан вырăнне хурса сĕнÿ-канаш параять. Анчах ун пеккине шанма пулать-и? Паллах, çук. Питĕ кăткăс çак ĕçе тин кăна кÿлĕнекенсене хытарсах калас килет: семинарсене çÿремелле, Совет Союзĕнче 1970 çулччен тухнă кĕнекесене вуласа ăша хывмалла. Манăн шухăшпа - пирĕн çĕр-шывра çав тапхăрччен кăна пыл хурчĕ ĕрчетес ĕç лайăх аталаннă. Ку тытăмра пĕрре шухăшласа кăларнă велосипеда тăвассишĕн тепре аппаланмалла мар. Таранов, Ковалев, Рут сĕннĕ меслетсемпех усă курмалла. Вĕсем - чи тухăçлисем. Европăри специалистсен тĕпчевĕсене айккинерех илсе хурăр, вĕсем пирĕн тăрăхри çанталăкшăн меллĕ мар, - сĕнчĕ Данис.

Вăл семинарсене куллен хутшăнать. Мускавра, Рязаньре, Калугăра иртекен ăсталăх класĕсенче пĕлĕвне тарăнлатать. Калугăри пыл хурчĕ ĕрчетессин музейĕнче пулса курни пирки хавхаланса каласа кăтартрĕ çамрăк ăста.

- Патăрьелте вара Николай Пирожков питĕ лайăх пухусем ирттерет. Пыл хурчĕ тытакансен унăн лекцине итлемеллех. Акă çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче ун патне 100 çын пухăннă. Шухăшлама кăна вĕт! Паянхи саманара мĕнле специалист патне ун чухлĕн пуçтарăнччăр? - калаçăва тăсрĕ Д.Лобастов. - Тепĕр самант: Чăваш Енре çанталăк ăшах мар, çавăнпа лайăх амана хамăр патра кăларма çук. Пĕрремĕшне, тăкаклă пулсан та, туянмаллах, кайран вара харпăр тĕллĕн те аппаланма юрать.

Юлашки вăхăтра пыл тата хăш-пĕр ытти тавар хакĕ чакнине тĕпчевçĕсем Раççей ВТОна кĕнипе çыхăнтараççĕ. Данис çакăнпа килĕшет-ши?

- Çук. Пĕчĕк кăна Эстони пĕтĕм Раççей чухлĕ пыл туса илет. Ют çав çĕр-шывра пурăнакансем вĕлле хурт çимĕçне пирĕн патра кун кунлакансенчен 6 хут ытларах çиеççĕ. Раççейре юлашки вăхăтра хурт-хăмăрпа профессионал шайĕнче ĕçлекен йышланчĕ, анчах продукцие çиекен хушăнмарĕ. Çавăнпа хак чакрĕ те, - уçăмлатрĕ вăл.

Данис куна 1 кашăк пылпа тăрă шыв ĕçнинчен пуçлать. Çывăрса тăрсанах вăл ăша урăх нимĕн те ямасть. Иммун тытăмне ама хуранĕн сĕчĕпе, прополис, ăвăс кĕввин экстракчĕпе çирĕплетет. Лобастовсем йышăннă тепĕр йăла пур: енчен те килти сĕтел çинче пыл пур тăк ун хушшине ларакансем сахăр е канфет çимеççĕ.

- Çакăн витĕмĕ пур. Юлашки виçĕ çулта эпĕ те, çывăх çыннăмсем те грипп та ертмерĕмĕр, - хавхаланса пĕлтерчĕ ăста.

Туянакансем пыл пахалăхĕ пирки пăшăрханаççĕ. Лайăххине мĕнле пĕлмелле-ши?

- Çăвара хыпсан тути кăмăла кайрĕ тĕк - илĕр. Кун пирки питĕ хивре тавлашаççĕ. Пĕрисен шухăшĕпе - сахăрланни, теприсен шухăшĕпе - услам çу пек хытни паха. Çук. Ун пек мар. Йăлтах вĕлле хурчĕсем мĕнле чечексенчен сĕткен пухнинчен килет.

Çамрăка юлашки вăхăтра çăка вăрманĕсем ÿстерменни канăçсăрлантарать. Ватăлса хăрнисене касса тирпейлеççĕ те çĕннине лартмаççĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Чăваш Енри çăка питĕ паха пыл туса илме май парать. Данис Лобастов республикăри ытти утарçăпа канашлама яланах хавас. Хăйĕн патне пыракансене вăл хапăл туса кĕтсе илет, сĕнÿ парать... Чи пĕлтерĕшли - йăлтах тÿлевсĕр. Паян, пасар саманинче, ырă канаша укçасăр илме питĕ хĕн.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.