Тантăш № 49 (4718) 24.12.2020
Иртнĕ эрнере Шупашкарта «Раççей чăваш пики» фестиваль-конкурс иртрĕ. Кăçал коронавирус чирĕ алхаснине пула ăна пысăк йышпа тулли залра ирттерме май килмен пулин те Чăваш наци конгресĕн «Контактри» ушкăнĕнче кăтартнă тӳрĕ эфира 7 пин çын пăхнă. Çак йышра Чăваш Ен тулашĕнчи регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсем пулни те савăнтарать. Кăçалхи тупăшăва 21 хĕр хутшăннă. «Раççей чăваш пики — 2020» ята Канаш районĕнчи Чакаç ялĕн чиперкки Анна Беллиева çĕнсе илнĕ.
10-мĕш класра вĕренекенскерпе редакцире тĕл пултăмăр. Онлайн мелпе иртнĕ кăçалхи конкурс Чăваш наци конгресĕ тăрăшнипе вуннăмĕш хут йĕркеленнĕ. Ку хутĕнче тупăшăва хĕрсем видеоматериалсемпе хутшăннă. Жюри членĕсем чиперккесен пултарулăхне тăватă ене кура хакланă. Пикесем хăйсемпе паллаштарнине, сцена çинчи пултарулăхне, тутлă апат хатĕрлеме пĕлнине, чăваш тумне тăхăнса утнине видео ӳкерсе ярса панă. Канаш районĕн пики жюрисене мĕнпе тĕлĕнтернĕ-ха?
«Асанне чăкăт тума вĕрентрĕ»
«Конкурс пирки мана Канашри культура çурчĕн ĕçченĕсем шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Унччен маларах эпĕ районта йĕркеленнĕ «Кĕр пики» тупăшура çĕнтернĕччĕ. Сĕнĕве хаваспах йышăнтăм, конкурса хатĕрленме тытăнтăм. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Людмила Петрова сăвă çырма пулăшрĕ. Эпĕ ăна тупăшура хампа паллаштарнă видео çинче каласа кăтартрăм. Кăçал Раççейре Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ пулнă май пултарулăх конкурсĕнче вăрçă çинчен çырнă сăвă вулама шухăшларăм. Аркадий Лукинăн «Пĕр самант тухмасть-çке асран» сăвă йĕркисем, ахăртнех, жюри членĕсен кăмăлне тивĕçтерчĕç. Хам та ăна вуланă чухне кашни йĕркине чун витĕр кăларма тăрăшрăм. Тутлă апат конкурсне хатĕрленме асанне, Нина Афанасьевна, пулăшрĕ. Вăл мана чăн чăваш апачĕсене пĕçерме вĕрентрĕ. Видеосюжетра уйран уçласа чăкăт тунине ӳкертĕмĕр. Сăмах май, культура ĕçченне, манăн оператора, Иван Владиславовича çакăншăн тав тăватăп. Монтаж туса ĕçсене вăхăтра жюри членĕсем патне çитернинче унăн тӳпи те пур. Паллах, çывăх çыннăмсем, Чакаç вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем, юлташсем — пурте мана хавхалантарса пулăшса пычĕç», — каласа кăтартрĕ «Раççей чăваш пики – 2020» ята тивĕçнĕскер.
«Тухья Канаш районне каять»
Анна Чăваш наци конгресĕн Контактри ушкăнĕнче йĕркеленĕ сасăлавра та пĕрремĕш пулнă. Тĕп парнене тухьяна чиперккене çитес кунсенчех парасса пĕлтернĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» номинацире София Ананьевăна /Елчĕк районĕ/ палăртнă, «Вице-Раççей чăваш пики – 2020» ята Виктория Леонтьева /Шупашкар хули/ çĕнсе илнĕ. «Тарават пике» ята — Инесса Шашкина /Шупашкар хули/, «Хӳхĕм пике» — Анна Шавырина /Вăрмар районĕ/, «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» ята — Алиса Борисова /Чĕмпĕр облаçĕ/ тивĕçнĕ.
Конкурсăн тӳре эфирта иртнĕ пĕтĕмлетĕвне Беллиевсем çемйипех пăхнă. «Чĕре кăлт-кăлт тапма тытăнсан чăтаймарăм, хăлхана наушник чикрĕм те урама уçăлма тухрăм. Эпĕ «Раççей чăваш пики» ята çĕнсе илнине анне шăнкăравласа пĕлтерчĕ: «Урра! Эпир çĕнтертĕмĕр!». Ĕненмерĕм. «Чăнах та, тухья Канаш районне каять терĕç», — савăнăçлăн пĕлтерчĕ çывăх çыннăм. Чунтанах хĕпĕртерĕм», — хавхаланăвне пытармарĕ пике.
Любовь ПЕТРОВА.
Выставка удивительных елок
Вот и волшебное время на пороге – Новый 2021 год! Несомненно, его ждут и взрослые, и дети. Ведь именно под Новый год сбываются все заветные мечты! А самым главным украшением этого праздника является зеленая красавица – елка.
В нашем лицее был объявлен конкурс на самую оригинальную елку, сделанную из бытовых отходов. Учащиеся ответственно подошли к украшению символа праздника. Полет фантазии был не ограничен. В конкурсе приняли участие 17 классов: более 500 родителей и детей, которые активно работали над созданием зеленой красавицы. В фойе на первом этаже выстроилась очередь из елок, желающих называться самой-самой оригинальной. Заместитель директора по воспитательной работе Юлия Яковлева отметила, что в лицее учатся очень активные ребята, также не безучастными остаются их родители и классные руководители. «Совместными усилиями наше образовательное учреждение очень оригинально и уникально было украшено к Новому 2021 году», – сказала Юлия в своем выступлении. Работы не повторяются и все они выполнены из разных материалов: одноразовых стаканчиков, пакетов из-под сока, пластиковых бутылок и др. Главные новогодние символы украшают школу и создают праздничное настроение всем ученикам.
Дети и родители 3 «В» класса воплотили в своей работе все идеи «безотходного производства». Им удалось сотворить настоящий шедевр – белую елочку из старого пружинного матраца.
Татьяна МИХАЙЛОВА, классный руководитель 3 «В» класса.
Новочебоксарский кадетский лицей.
Моя маленькая радость
Наступила пушистая зима. В этом году декабрь выдался холодным. В это время года птицам очень не просто, так как найти еду достаточно тяжело. Поэтому мы с мамой решили сделать кормушку и повесили еă на дерево около дома.
Каждый день я и мои братишки кладем зерна и семечки подсолнуха в этот домик. Перед тем, как насыпать еду, мы очищаем кормушку. Я думаю, что птицы будут очень нам благодарны. И эта маленькая помощь поможет пернатым пережить суровую зиму. От этой мысли на душе становится тепло и радостно.
Даниил ЙУЛДАШЕВ, 4-й класс.
Чебоксарский район,
Ишакская школа.
Стала стипендиатом
Подведены итоги конкурса на соискание именной стипендии главы администрации города Чебоксары для одаренных и талантливых детей и молодежи. В этом году его удостоились 84 человека. Среди них и учащаяся класса скрипки Чебоксарской детской музыкальной школы №2 им. В.П. Воробьева Елизавета Фомина.
Девочка является воспитанницей заслуженного работника культуры Российской Федерации и Чувашской Республики преподавателя Н.Г. Серегиной. Юная скрипачка постоянно участвует в городских и республиканских культурно-массовых мероприятиях, выступает как индивидуально, так и в качестве солистки ансамбля скрипачей «Калейдоскоп».
С первого года обучения она проявляет яркие музыкальные способности. Жюри многочисленных конкурсов неоднократно отмечало ее артистичность, ярко выраженную творческую индивидуальность, сложность исполняемой программы.
Поздравляем Елизавету с новым достижением и желаем ей дальнейших творческих побед!
Капăр чăрăш
Çĕнĕ çул çывхарать. Хаваслă та илемлĕ, пĕтĕм çын юратакан Çĕнĕ çул çитет. Тинех, тинех! Ку уяв çулталăкра пĕрре кăна пулать. Ăна пур çын та тарават. Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн, çавăн пекех ирттеретĕн теççĕ. Вăл каç пурте пĕр-пĕрне парне параççĕ. Çĕнĕ çула нумайăшĕ хăйĕн çемйипе кĕтсе илет. Теприсем хăнана каяççĕ.
Ку уяв умĕн çулленех килте елка лартатпăр. Пӳртре ырă шăршă сарăлать. Чăрăша пĕчĕкренех капăрлатма юрататăп. Çак кун хăй маншăн тепĕр уяв. Симĕс чăрăша эпĕ тĕрлĕ теттепе, йăлтăрккасемпе илемлететĕп. Çакăн хыççăн пирĕн елка чи илемли пулса тăрать. Вăл мана асамлă пек те туйăнать. Сире пурне те çитес Çĕнĕ çулпа саламлатăп.
Ольга НИКИТИНА.
Пушкăрт Республики, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ.
Çĕнтерÿçĕсем паллă
«Тантăш» хаçат тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ республика шайĕнчи «Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?» конкурса пĕтĕмлетрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар тата Пушкăрт республикисен вĕренӳ учрежденийĕсен 2-9-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак пачĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем ал çырусенче хăйсен хушамачĕ мĕнле пулса кайнине, мĕне пĕлтернине çырса кăтартрĕç. Вĕсем хушамат тытăмĕпе пĕлтерĕшне, мĕнле ятран тухнине, çав пулăм мĕнле сăлтавран килнине уçăмлă ăнлантарса пачĕç. Тĕпчевлĕ-шыравлă ĕçре ачасене хăйсен хушамачĕн кун-çулне шырама пулăшнăшăн ашшĕ-амăшне, аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне тата учительсене тав тăватпăр.
Хушамат конкурсĕн пĕлтерĕшне Татьяна Падюкова /7-мĕш класс, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ пысăк хак парать: «Несĕлсен пурнăçне тĕпчесе пĕлме тăван чĕлхере пуян та паха материалсем самаях тупма пулать. Уйрăмах вăл шута халăхра паянхи кунчченех упранакан пĕр пайĕ — хушаматсем — кĕреççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ăруран ăрăва куçса пырса тăван чĕлхере халĕ те упранать. Сăмах май, çавсене пуçтарса пирĕн пулас ăрăва парса хăварсан е уйрăм кĕнеке пичетлесе кăларни пушшех савăнтарать… Эпĕ Падюкова пулнăшăн мухтанатăп. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса, пысăк çитĕнӳсем туса хамăн хушамат республика шайĕнче йĕр хăварасса шанатăп». Таня хăйĕн Падюкова хушамат пулăвĕпе пĕлтерĕшне уçса панисĕр пуçне çемье тымарĕнчи паллă çынпа, Сергей Николаевич Падюковпа паллаштарать.
Паян пирĕн хушăмăрта Петров, Сидоров, Иванов хушаматсем йышлă тĕл пулаççĕ. Анлă сарăлнисем мĕнле пулса кайнине ăнлантарма йывăр мар темелле. Тĕслĕхрен, Иванов хушамат Иван ятлă çын ятĕнчен пулнă. Ачасен ĕçĕсене тишкернĕ май анлă сарăлнă хушаматсемпе пĕрлех сайра тĕл пулаканнисемпе те паллашрăмăр. Тĕслĕхрен, Олег Немзер тата Александра Юнг. Ку хушаматсем пире те кăсăклантарчĕç. Олегпа Сашăна, Куславккари 2-мĕш шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсене, хăйсен хушамачĕсем хăçан тата епле пулса кайнине туллинрех тишкерме ыр сунатпăр.
Хушамат пирки тĕплĕн те туллин тата шухăша çыхăнтарса çырнă çĕнтерӳçĕсем çаксем пулчĕç...
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...