Çĕнĕ çул уявĕсенче те тимлĕхе çухатмалла мар
Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Вăл кану кунĕсем çитнĕ май уйрăмах сыхă тăмалли пирки асăрхаттарчĕ. «Çынсем хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма тытăнни савăнтарать, анчах асăрханулăха уяман уйрăм çынсем те çук мар», — терĕ Олег Алексеевич.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, тест тăвакансен шучĕ ӳснĕ, çавна май Ӳт-пӳ чирĕсемпе венерологи диспансерĕнчи лабораторие хăвăрт ĕçлекен оборудовани вырнаçтарнă. «Килте 4800 ытла çын сипленет, вĕсенчен 3700-шне эмелпе тивĕçтернĕ. Ку ĕçе 115 ординатора, 940 студента тата 130 волонтера явăçтарнă», — терĕ Владимир Геннадьевич. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививка тума 1012 доза илсе килнĕ. Ăна чи малтан медиксене, педагогсене, социаллă служба ĕçченĕсене тăвĕç.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен йышĕнче 50 çултан аслăраххисем ытларах. «Пысăк пайĕ — ĕçлекен çынсем. Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Комсомольски районĕсенче уйрăмах нумайланнă. ОРВИпе чирлекенсен шучĕ чакса пырать тĕк пневмонипе аптракансен шучĕ пĕчĕк мар-ха», — терĕ Вера Михайловна. Роспотребнадзор ĕçченĕсем яланхи пекех суту-илӳ, апатлану, транспорт предприятийĕсене тĕрĕслеççĕ. Юлашки вăхăтра 224 объектра пулнă, вĕсенче 5 протокол çырнă.
Вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева вĕренӳ учрежденийĕсенче чирлекенсен шучĕ чакнине палăртрĕ: шкулсенче — 90 (иртнĕ эрнере 111 пулнă), садиксенче — 28 ача (50 пулнă). ОРВИпе чирлекенсен шучĕ пысăккипе Чăваш кадет корпусĕнчи пĕр класа дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă. Роспотребнадзор концертпа театр учрежденийĕсенче ачасем валли спектакльсем кăтартма ирĕк панă, анчах Çĕнĕ çул елкисем ирттерме чарнă. Вĕренӳ учрежденийĕсенче уйрăм классемпе ушкăнсенче утренниксемпе елкăсем йĕркелеме ирĕк пур. Алла Леонидовна мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 218 ушкăн кунсерен рейда тухать. «Иртнĕ эрнере вĕсем 400 объекта тĕрĕсленĕ, 80 протокол çырнă. Пассажирсене илсе çӳрекен автобуссемпе троллейбуссене те куçран вĕçертмен, рейд вăхăтĕнче 80 ытла çитменлĕх тупса палăртнă. Çавăнпа транспорта, уйрăмах каникул вăхăтĕнче, тĕрĕслесе тăмалла», — терĕ вице-премьер.
Экономика министрĕ Дмитрий Краснов тепĕр эрнере тата кăрлач уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче суту-илӳ предприятийĕсем епле ĕçлесси çинчен каласа кăтартрĕ. «Гипермаркетсемпе супермаркетсен ĕç вăхăтне тăсма хушнă, хăшĕ-пĕри талăкĕпех ĕçлĕ. Вĕсенче ĕçлекенсен йышне пысăклатĕç тата кассăсен шутне ӳстерĕç. Çĕнĕ çулпа çыхăннă акцисене кăнтăрлахи вăхăтра ирттермелле. Районсенче уяв ярмăрккисем йĕркелеме сĕнтĕмĕр. Суту-илӳ центрĕсем те ĕç графикне улăштарĕç», — терĕ Дмитрий Иванович. Олег Николаев çак ĕçе волонтерсене явăçтарма сĕнчĕ. Общество апатланăвĕн предприятийĕсене вара сăмах тиврĕ, хăшĕ-пĕри хăрушсăрлăх йĕркине пăсать имĕш. «Малашне те çаплах хăтлансан ытти регионти пек чарусем пулаççех», — асăрхаттарчĕ вăл. Ларура çынсене Çĕнĕ çул уявне çемьепе пĕрле килте ирттерме, канмалли кунсенче халăх пухăнакан вырăнтан пăрăнса çӳреме чĕнсе каларĕç.