Комментировать

15 Авг, 2014

Вăхăтра сиплемелле

Нумай çынран «кăçал хăяр çулĕ мар» тенине илтрĕм. Хăярăн пасарти хакĕ те утă уйăхĕн вĕçнелле çеç кăштах йÿнелсе илчĕ те каллех хăпарчĕ. Мĕне пула кăçал ăнсах пулаймарĕ-ха çак çимĕç. Пĕрремĕш инкек - кăмпаска /мучнистая роса/ чирĕ пирĕн тăрăхра хăвăрт сарăлни. Çу уйăхĕ шăрăх пулчĕ, хăяр çеçки çĕртме уйăхĕнче лайăх ÿснĕ вăхăтра çумăрлă çанталăк тăчĕ - ку чире хăвăрт сарăлма май пачĕ. Чирпе хăяр çулçисем сиенленеççĕ, çеçкисем имшерленеççĕ. Кун пек чухне хăяр мĕнле пултăр-ха.

Çак инкек сăлтавĕ - кăмпа чирĕ. Кăмпа спори çулçăсене лекет те тĕл-тĕл сарă пăнчăсем тухаççĕ. Ку кăмпа аталанма пуçланă тапхăр. Сиплемесессĕн сарă пăнчăсем пысăкланса пыраççĕ те çулçăсем йăлтах сарăхса лĕнчĕрленсе каяççĕ.

Раççейĕн вăтам тăрăхĕнче чирĕн пĕрремĕш паллисем шалкăм çумăрсем хыççăн 3-4 кунран палăраççĕ. Çĕрлехи-кăнтăрлахи сывлăш температури шайлашуллă мар /кăнтăрла - ăшă, çĕрле палăрмаллах сивĕ/ чухне ÿсен-тăранăн чирпе кĕрешеслĕхĕ чакать. Ку - чир-чĕре аталанма лайăх услови. Çум курăк та çак чире сарма пулăшать.

Кăмпа чирĕнчен хÿтĕленмелли майсем, хăяр лаптăкĕ пулнă вырăна ÿсен-тăран юлашкинчен лайăх тасатмалла. Çав вырăна тепĕр 2-3 çулсăр хăяр-кабачок таврашне лартма юрамасть. Тепĕр çул çав вырăнтан аяккарах йăран тума тăрăшăр. Чире хăвăрт парăнман çирĕп сортсене акни лайăх тухăç илме май парать. Çак F1 гибридсем тÿсĕмлĕ - офикс, октопус, пасамонте, пасадено, семкросс, ласточка, голубчик, феникс.

Кăмпаскаран хăтăлма халăх ĕлĕкренех тăпăрчă шывĕпе усă курнă. Ăна 1,10 виçепе шывпа хутăштармалла та ÿсен-тăрана сирпĕтмелле. Тăпăрчă шывĕ çулçăсем çине çыпçăнса кăмпаскана ĕрчеме памасть. Вĕлтĕрен шывĕпе пĕрĕхни те çак чиртен вăхăтра хăтăлма май парĕ. Вĕлтĕрене темиçе кун шывра тытмалла, кăпăкланма пуçласан çак шыва 1,3 виçепе ахаль шыв хушса хăяра пĕрĕхмелле.

Тепĕр мел, вĕлтĕрене вĕретсе илмелле, çĕр каçа хăвармалла - ку хăвăрт пулакан имлĕх. Ĕне каяшĕпе хатĕрленĕ шĕвек те чире пĕтерет. Ĕне каяшне витрене хурăр, шыв тултарăр. 2-3 кунран çак шĕвекпе усă курма юрать.

Хими препарачĕсем, профилактика тĕлĕшпе КВАДРИС, СК им-çампа пĕрĕхме юрать. Чир паллисене асăрхасанах топаз, тиовит джет, ВДГ препаратсем юрăхлă. Кÿкĕртлĕ /ТИОВИТ ДЖЕТ, ВДГ/ им-çамсене те ÿсен-тăран чирĕ вăйлах сарăлман чухне усă курмалла. Чир хытă сарăлнă пулсан тĕрлĕ им-çам сапни те пулăшаймĕ, çулçăсем сарăхса типеççĕ, ÿсен-тăран имшерленет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.