Комментировать

15 Авг, 2014

Турă сăвапланса ылмашăннă кун. Сăпас

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пан улми Сăпасĕ. Çак кун пан улмине тата ытти улма-çырлана чиркÿре сăвапланă. Сăпасчен пан улми çиме юрамасть тесе калаççĕ хăшĕсем. Анчах ку тĕрĕсех мар пулĕ. Çак кун улма-çырлана сăваплани - эпир илекен çимĕç йăлтах Турă пилленипе панă пурлăх иккенне йышăнни. Этемĕн çавна асра тытмалла, Турă умĕнче эпир ĕçлесе тунă тухăçшăн тав тумалла. Тÿрĕ ĕçлесе тупăш илме пил ыйтмалла.

Сăпасра пан улмирен тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Пан улми кукăлĕ, шарлотка... Пĕр-пĕрне улма-çырлапа хăналаççĕ. Сăпас хыççăн ăшă çанталăк вĕçленет - çуллана ăсатаççĕ.

Çак кун Турă сăвапланса ылмашăннă кун. /Преображение Господне/. Евангелире ун çинчен çапла çырнă, Иисус хăйпе пĕрле Петра, Иакова, Иоана илет те кĕлĕ тума ту çине улăхать. Кĕлĕ вăхăтĕнче Иисус сăн-пичĕ янкăр çутăпа çиçме тытăнать, тăхăннă çи-пуçĕ юртан та шурăрах курăнакан пулать. Кĕлĕ тунă вăхăтра ун патне Моисейпе Илия анаççĕ, вĕсем Иисуспа унăн çĕр çинчи вĕçленес кунĕсем пирки калаçаççĕ. Ку Иерусалимра пуласса хыпарлаççĕ. Вĕренекенĕсем тĕлĕнсе аптрасах каяççĕ. Вĕсене Иисус çакăнта пулса иртнине Хăй вилĕме çĕнтерсе чĕрĕличчен никама та калама хушмасть.

Çурлан 19-мĕшĕнче, пан улми Сăпасĕнче, сăваплă литурги иртет, унта Турăн сăваплă ылмашăвĕ пирки юрлаççĕ.

Çак кун пан улми те сăвапланса ылмашăнать тесе шухăшлаççĕ ĕненекенсем. «Сăвапланă пан улмине çыртнă чухне вăрттăн ĕмĕтĕр пирки шухăшлăр - вăл пурнăçланĕ», - шÿтлеççĕ çав кун.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.