Ирпе мĕн çимелле?
Ирпе чылайăшĕ вăхăт çитменние апат та çимест е кофе ĕçнипех çырлахать. Кăнтăрла тĕлне вара çав тери выçса çитнипе ăна-кăна уямасăрах тем тепĕр çиет. Çакна ас тумалла: ирхи апат тутă тытмалла, хырăма йывăрлатмалла мар. Мĕн çимелле-ха?
Пăтă. Чи лайăххи – сĕлĕ пăтти. Майĕпен ирĕлнине кура вăл чылайччен тутă тытать.
Пыл. Çывăрса тăнă хыççăн организма вăй кирлĕ. Пылри фруктоза вара самантрах вăй-хал хушать.
Çăмарта. Белокпа пуянскер сĕлĕ пăттипе лайăх килĕшсе тăрать.
Сĕт, тăпăрчă, сыр, ыраш çăкăрĕ организма вăй парать.
Сĕткенпе улма-çырла çынна витаминсемпе тивĕçтерет. Торт, канфет йышши углеводлă çимĕçсене çимелле мар. Вĕсем самантлăха кăна вăй хушаççĕ. Кофе вырăнне симĕс чей ĕçни аван: кофеин шайĕ унта çавăн чухлех – усси вара ытларах.
Пуç ыратсан тăнлав çине çурмалла каснă чĕрĕ çĕр улми хурăр.
Куç хупанки çине 15-20 минутлăха чĕрĕ çĕр улми турамĕ хурсан куç ывăнни иртет.