Комментировать

7 Дек, 2020

Инфляци шайĕ Раççейринчен пысăкраххин сăлтавне тĕпчĕç

Кăçалхи 11 уйăхра Чăваш Енре инфляци 3,6% шайĕнче — Раççейри вăтам кăтартуран кăшт пысăкрах. Çакăн пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова пĕлтерчĕ.

Ку канашлăва ертсе пынă финанс министрне Михаил Ноздрякова сисчĕвлентерчĕ: эпир Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех кăтартупа пыраттăмăр — пысăкланнин сăлавĕ мĕнпе çыхăннă? Надежда Столярова хуравларĕ: çакна тенкĕ курсĕ ÿсни тата потребитель хакĕсем пысăкланни сăлтавланă. Кунашкал хурав ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Вячеслав Борисова тивĕçтермерĕ: тишкермелле — хăш-пĕр компани каварлашса хаксене пысăклатман-и? Ку ĕçе вăл монополипе кĕрешекен тытăма явăçтарма сĕнчĕ /Вячеслав Борисович Правительство çуртне куçиччен хăй çак службăн республикăри управленине ертсе пынă та — ăна-кăна чухламасăр каламасть ĕнтĕ/ — ĕç-пуçа тĕплĕ тĕпчемелле.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: