Комментировать

4 Дек, 2020

«Хыпар» 138-139 (27721-27722) № 04.12.2020

 Ял тăрăхне çеç мар, хора та ертсе пырать

 Шăмăршă районĕнчи Чукал ял тăрăхне виçĕ ял кĕрет: Вырăс Чукал, Çĕнĕ Чукал тата Яблоновка. Статистика тăрăх, асăннă ял тăрăхĕнче халĕ 551 çын пурăнать. Район центрĕнчен Чукал 35 çухрăмра вырнаçнă. Вăрман варринче тĕпленнĕ халăх мĕнле тĕллевпе пурăнать-ши? Мĕн ĕçлет-ши? Ялсен малашлăхĕ пур-ши? Çакнашкал тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр эпир ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Чугуновпа.

— Геннадий Петрович, ял пуласлăхĕ — çамрăкра. Шкултан вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем тăван тăрăха юлаççĕ-и?

— Шел те, çукпа пĕрех. Вырăнта тулли мар вăтам шкул ĕçлетчĕ маларах, 78 ача вĕренетчĕ унта. 2010 çулта ăна хупса пуçламăш шкул çеç юлчĕ. Çак пулăм çамрăка яла хăварма самай ура хурать. Паллах, пурте хулана тухса кайса пĕтмеççĕ. Акă нумаях пулмасть икĕ çамрăк салтакран таврăнчĕ. Пĕри район центрне ĕçе вырнаçрĕ. Малашне çĕрпе ĕçлеме кăмăл пуррине те палăртрĕ. Çакăншăн та чун савăнать. Вуннăран пиллĕкĕшĕ тăван тăрăха юлсан та самаях… Хальхи вăхăтра шкулта 12 ача вĕренет, 8 ача садике çÿрет. Вĕсем пирĕншĕн — «ылтăн пĕрчисем». Яблоновкăра вырăссем пурăнаççĕ. Унта 44 кил, вĕсенчен 38-шĕнче çын пурăнать, 5 ача. Вĕсем те шкула Пăчăрлă Пашьеле çÿреççĕ.

— Нумай ачаллă çемьесем пур-и? Вĕсене çĕр уйăрса парасси еплерех?

— Йышлă çемьесене çĕр уйăрса парассине унчченех йĕркеленĕ. Акă 4 çул маларах Евгения Малеевăна патăмăр, халĕ — Марина Безруковăна. Лаптăксем çителĕклех пирĕн. Пушă çуртсен, хăшĕ-пĕрин, хуçисем çук. Вĕсене ял тăрăхĕ çине куçаратпăр та йышлă çемьесене паратпăр. Пушă çурт тенĕрен, паянхи куна вĕсен йышĕ — 70 яхăн. Шел те, ватă çынсем вилеççĕ те кил-çурт «тăлăха» юлать. Ачи-пăчи ăна хăй çине куçарма васкамасть. Теприсем çулла килсе пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕн «йăвине» пăрахасшăн мар. Çавна май çуллахи вăхăтра ялсенче ача та йышланать.

— Ял халăхĕ мĕн ĕçлесе пурăнать? Пурнăçа епле саплаштарать?

— Пирĕн халăх авалтанах çăм атă йăваланă, ку тĕлĕшпе ăстасем халĕ те пур. Унсăр пуçне вăрманпа туслашнă: хăшĕ вутă татса-çурса сутать, пура тăвать, тепри кăмпа- çырла пуçтарать, милĕк хатĕрлет. Çуллахи вăхăтра ку ĕçсемпе аппаланакан та чылай. Çапла, вăрман пире тăрантарать. Унсăр пуçне çĕрпе ĕçлекен, выльăх-чĕрлĕх усракан та пур. 10-12 ĕне выльăх та тытаççĕ. Çакна та палăртасшăн: вăрман тăрантарать кăна мар, сывлăха та çирĕплетет тесе каласшăн эпĕ. Мĕншĕн тесен коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май пирĕн тăрăхра чирлекен питех пулмарĕ. Малашне те ырă-сывă пурăнасчĕ.

— Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăри ял-хулана кашнинех 100-шер пин тенкĕ пачĕç. Эсир çав укçапа мĕнле усă куртăр?

— Пирĕн ял тăрăхне 300 пин лекрĕ. Яблоновка çыннисемпе калаçса килĕшнĕ хыççăн стела турăмăр. Чукал ял тăрăхне палăртакан стела та çак укçапах çĕкленчĕ. Тепĕр 100 пинĕпе «Ивушка» фольклор ушкăнĕ валли сцена костюмĕ туянтăмăр.

— Республикăра пурăнакансем «Пуçаруллă бюджет» программăна хастар хутшăнаççĕ. Сирĕн тăрăхра вăл епле ĕçлет?

— Тĕрĕссипе каласан, çак программăна эпир районта 2017 çултах пуçарса ятăмăр. Пĕрремĕшсем пулса проект тăратрăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка карта тытса çавăртăмăр. Вăл 300 пин тенке ларчĕ, нухратăн 20 процентне халăхран пуçтарнă, 80-шне патшалăх панă. 2018 çулта Яблоновкăра та палăк юсарăмăр, масара тирпейлерĕмĕр. Кăçал вара ха-мăр патри, Вырăс Чукалĕнчи, палăка юсама черет çитрĕ. Никишино ялĕ пурччĕ ĕлĕк. Халĕ унти çын-сем Яблоновкăна куçса пĕтрĕç. Масарĕ вара юхăнса кайнăччĕ. Халăхпа калаçрăмăр та ăна карта тытса çавăртăмăр. Ашшĕ-амăшĕ канлĕх тупнă вырăна тирпейлеме ачисем тĕрлĕ хуларан килчĕç, ял çыннисем те хастар хутшăнчĕç. Çак программăна манăн питĕ ырлас килет. Мĕншĕн тесен халăх укçипе çакнашкал пысăк ĕçсем тăваймастăн, 80 процентне патшалăх парать-çке. Çавăнпа та асăннă программа вăйра чухне унпа усă курса юлмаллах.

— Урăх программăсене те хутшăнатăр-и?

— Тăван тăрăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ятарлă программа ĕçлет. Унта хутшăнса эпир кăçал ача-пăча тата спорт лапамĕсем турăмăр /1 млн та 730 пин тенкĕлĕх/. Нухратăн 1 проценчĕ — хамăртан. Ку тĕлĕшпе спонсорсем пулăшрĕç. Лапамра ачасем валли пĕтĕм услови пур. Кăштах аяларах мини-футбол лапамĕ тăвасшăн, каярахпа — хоккей коробки. Вăл пур-ха, ăна çĕнетмелле. Пирĕн ко-манда хоккейла выляс енĕпе районта — пĕрремĕш вырăнта.

— Чылай çĕрте культура çурчĕсене юсас, çĕнĕрен тăвас ĕç пырать. Сирĕн тăрăхра миçе клуб? Вĕсем ял çыннин кăмăлне тивĕçтереççĕ-и?

— Ял тăрăхĕнче пĕр клуб. Ăна юсаса çĕнетрĕмĕр. Ку тĕлĕшпе район пулăшрĕ. Район админи-страцийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пирĕн тăрăха килсен клуба кĕрсе курчĕ. Ăна юсамаллине пĕлтерчĕ. Смета тунă хыççăн подрядчиксем тупса юсамашкăн тытăнчĕç. Халĕ унта кĕме кăмăллă. Чир-чĕр сарăлнине пула мероприятисем питех ирттерместпĕр. Тĕрĕссипе, клуб малтан кĕрлесе кăна тăнă. «Ивушка» фольклор ушкăнне çÿрекенсен сасси питĕ уçă. Шел, унта хутшăнакан сахаллансах пырать, мĕншĕн тесен ватăсем пурнăçран уйрăлаççĕ, çамрăксем ку ĕçе явăçмаççĕ.

— Эсир хăвăр та пултаруллă пулнине илтнĕччĕ. Арçынсен хорне ертсе пынине те пĕлетĕп. Тĕрĕссипе каласан, ял тăрăхĕсен ертÿçисен хушшинче сцена çине юрлама-ташлама хăпаракан сахал. Тен, пултаруллă пулнăран сире ял çынни ытларах хисеплет?

— Кун пирки калама пултараймастăп паллах. Арçынсен хорне вара ертсе пыратăп, пĕччен те юрла-тăп. Çакнашкал хор Шăмăршă районĕнче — пĕртен-пĕрре. Йыш чакнишĕн çеç пăшăрханатăп.

Валентина ПЕТРОВА.

 


 

Мария ЕЛАНОВА: Хурланнипе юрласа ярсан пĕтĕм ăш-чик пăтранать

 Пирĕн чаплă юрăç Мария Еланова (Ухтерикова) уçă та черчен сопрано сассипе шăрантарнă юрăсене Шупашкарта пурăнакансем çеç мар, республика тулашĕнчисем те, ют çĕршыв çыннисем те итлесе киленнĕ. Паян Мария Ивановна — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.

— Калăр-ха, Мария: эсир, чăваш ялĕнче кун çути курнăскер, ахаль юрăç кăна мар, опера солистки, чăн-чăн профессионал шайне çити çĕкленнĕскер, ача чухне мĕнле пулнă-ши, ун чухне мĕнле юрăсем килĕшетчĕç?

— Килте аттепе анне юрланине итлесе ÿсрĕм. Атте механикчĕ, анне дояркăра та, хуçалăхри ытти ĕçре те вăй хунă. Иккĕшĕн сăн ÿкерчĕкĕсем те хăй вăхăтĕнче Хисеп хăми çинче çакăнса тăратчĕç. Эпир саккăрăн пĕртăван пулнă. Кĕçĕн шăллăм, шел те, Афган вăрçинчен таврăннă хыççăн пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Эпĕ — пиллĕкмĕш ача. Манран малтисем те, кайран çуралнисем те — пурте юрлатпăр.

— Ахăртнех, тăван ялăр сирĕн чунра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

— Атте-анне çурчĕ хупă мар, паян тăван килте аслă пичче Петр пурăнать. Аппам та çак ялах качча тухнă. Çуралнă кĕтес яланах туртать. Унта ачалăх кăна мар, пурăнма вăй парса тăракан асамлăх та пур.

— Ачаранах юрланă тăк шкул хыççăн тÿрех музыка училищине çул тытрăр пулĕ?

— Апла мар çав. Шкулта начар вĕренмен. Учительсем хăйсен предмечĕсемпе пĕлÿ илтересшĕнччĕ, çавăнпа хама шыракаларăм. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче икĕ çул ĕçленĕ хыççăн тин музыка училищине çаврăнса çитрĕм. Вĕренме кĕриччен ĕçлеме тивнишĕн пĕрре те кулянмастăп, пурнăçра унашкал опыт питĕ кирлĕ. Вокал уйрăмĕн кафедра пуçлăхĕ Станислав Кондратьев тĕлĕннипе: «Кунашкал саспа ку таранччен ăçта çÿренĕ эсĕ?» — тесе ыйтнăччĕ. Тăхăр каччă, пĕр хĕр вĕрентĕмĕр вокал уйрăмĕнче.

— Пулас мăшăрăрпа та кунтах паллашнă-и?

— Паллашнă çеç мар, пĕрлешрĕмĕр те. Виççĕмĕш курс хыççăн ывăлăм Саша çуралчĕ. Мăшăрăм малалла Чулхула консерваторине вĕренме кайрĕ, ун хыççăн — эпĕ те. 1992 çулта Шупашкара таврăнтăмăр.

— Эсир оперăпа балет театрне ĕçе вырнаçнă тапхăр шăпах унта СССР халăх артисчĕ, пирĕн ентеш Максим Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ йĕркеленнĕ самантпа пĕр килет. Пĕрремĕш фестивале хутшăннă-и?

— Çав вăхăтра эпĕ консерваторире вĕренеттĕм-ха. Чулхулари оперăпа балет театрĕн тĕп режиссерĕ, эпĕ Чăваш Енрен пулнине пĕлсе, хăйпе пĕрле Шупашкара фестиваль курма илсе килчĕ. Ун хыççăн темиçе уйăхранах Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче репетицисене хутшăнма пуçларăм. Шалва Мегрелишвили темиçе парти сĕнчĕ, эпĕ Марфăна /«Царская невеста»/ суйларăм. Вăл чунпа та, сасăпа та питĕ çывăхчĕ. Иккĕмĕш фестивальте манăн дебют шăпах асăннă партипе пулчĕ. Михайлов ячĕллĕ фестиваль маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл пултарулăх çулне уçса пычĕ.

— Эсир питĕ нумай тухса çÿренĕ. Германие е Австрие илес тĕк, унта, пирĕнпе танлаштарсан, оперăна питĕ юратаççĕ.

— Чăнласах çапла, пысăк искусство кăна мар, элитарлă та теççĕ. Апла пулин те оперăна яланах халăх валли çыраççĕ. «Опера» сăмаха латыньрен куçарас тăк «ĕç» тенине пĕлтерет. Апла пирĕн вăй хурса, тар тăкса ĕçлемелли професси.

— Шупашкар кураканĕ пирки мĕн калатăр, опера енĕпе Европа шайне çĕкленме пултартăмăр-ши?

— 10-20 çул каялла лару-тăру йывăртарахчĕ. Халĕ пурнăç условийĕ тĕлĕшпе те, ытти енĕпе те Анăçран юлмастпăр. Оперăна та ятарлă пĕлÿ илнисем çеç мар, шкул ачисем те, студентсем те, музыкăна юратакансем те çÿреççĕ.

— Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче сирĕн кун-çулăрта пысăк инкек пулчĕ: пĕртен-пĕр ывăлăра юлашки çула ăсатма тиврĕ. Çак хурлăха мĕнле чăтса ирттернине пĕр хăвăр кăна пĕлетĕр ĕнтĕ.

— 16 çул Сашăсăр пурăнатпăр. Çын вĕт савăннипе кăна мар, хурланнипе те юрлать. Хурланнипе юрласа ярсан ăш- чик пăтранма, пĕтĕм кĕлетке чĕтренме пуçлать. Хам çеç макăрса ярас мар теттĕм сцена çинче. Мĕнле чăтрăм-ши? Мухтав тăвансене, юлташсене, юнашар пулнă çынсене. Çав çухатуран çеккунтлăха та уйрăлмастăп эпĕ. Çакăн хыççăн ют çĕре тухса çÿресси те, малтанхи çыхăнусем те сахалланчĕç.

— Çапах хăй вăхăтĕнче эсир ăçта кăна юрламан пулĕ. Сăмахран, Венăри Гизи Хеллерăн музыка салонĕнчи концертсене хутшăнни хăй мĕне тăрать.

— Çапла, пулнă ун пекки те. Унашкал салонсем пирки халĕ илемлĕ литературăра кăна вуласа пĕлеетĕн. Венăра вара вăл пур. Унта темиçе хут та юрланă. Европа оперисемсĕр пуçне чăваш юррисене те шăрантартăм. Унтисемшĕн пирĕн юрă — чăн-чăн экзотика. Апла пулин те шăпах Венăри салона пынисенчен чылайăшĕ Чăваш Ен пирки самай пĕлетчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ дипломатчĕ, тавра курăмлă çынччĕ. Çавăн пекех Чехири Петер Дворски фестивалĕсене те хутшăннă. Манăн «Тĕрĕк оперин йăла кунĕсем» /Турци, Çурçĕр Кипр/ улттăмĕш фестивале Чăваш Енĕн ÿнер элчи пулса хутшăнма тÿр килчĕ. Ама патшин ролĕпе /«Асамлă флейта»/ Анкара хулин /Турци/ опера театрĕн сцени çине тухрăм. Австрире ăсталăх курсĕнче вĕреннĕ вăхăтра мана темшĕн француз хĕрĕ тесе йышăнатчĕç, Германире вара Венăран килнĕскерпе пăтраштаратчĕç. Вена диалекчĕ сисĕннĕ-ши? Тюмень, Самар чăвашĕсем патĕнче концертсем кăтартнă, унта, паллах, чăваш юррине ытларах шăрантарнă.

— Чăваш композиторĕсенчен хăшĕн юрри сирĕн репертуарта нумайрах?

— Анисим Асламасăн чылай. Эпĕ театра ĕçлеме килсенех мана нумай юрă панăччĕ, паллисене те, пурте пĕлменнисене те. Геннадий Воробьев, Филипп Лукин, Григорий Хирбю хайлавĕсене яланах юрланă эпĕ. Аттепе анне кăмăлланă юрăсене те шăрантаратăп. Чи юратни — «Анне сăнарĕ» юрă /сăвви А.Гордеевăн, кĕвви Г.Маркияновăн/. Вĕсене çырса хăварас ĕмĕтĕм пур.

— Театр çулĕ тумхахлă теççĕ. Сирĕн «сукмак» мĕнлерех килсе тухрĕ?

— Мана яланах юрлаттарнă, тивĕçлĕ партисем панă. Маларах лирикăллă сопранăллă парти ытларахчĕ.

— Килте те юрлатăр-и?

— Хăш чухне 24 сехет те çитмест. Паллах, хваттерте сцена çинчи пек янăраттармастăп ĕнтĕ, вĕренетĕп кăна, сас уçма театра çÿретĕп.

— Хăвăр çинчен те калаçар. Мĕнлерех çын эсир?

— Атте-анне çапла вĕрентнĕ: «Ан мухтанăр, ан каппайланăр». Тĕрĕссипе, манăн професси пирки хамран ытларах тата кам пĕлет-ха? Çавăнпа сассăмпа ĕçлеме, пуçри тата ăшри шухăшсене çын патне çитерме вĕренсе çитрĕм пулĕ, анчах мухтанасси йăлара çук. Çапах калас килет: сассăм çултан-çул вăйланса пычĕ. Çÿллĕ сопраноран пуçласа варринчи /лирика/, каярахпа драма сопрано партисене те юрлама пуçларăм. Сăмахран, Амелия, Тоска партийĕсене пачĕç, вĕсенче мĕн чухлĕ драма. Венăра вĕреннĕ чухне мана преподаватель çапла каланăччĕ: «Мария, сирĕн сасă тĕлĕшпе пуласлăх питĕ пысăк». Енчен те тĕнчене тухса çÿремен, тĕрлĕ фестивале хутшăнман, ăсталăх курсĕсенче вĕренмен пулсан, тен, хамăн пĕчĕк «картарах» пурăнаттăм пулĕ.

— Хальхи вăхăтра Шупашкарта та искусство, культура енĕпе аслă пĕлÿ илме пулать. Мĕнле шухăшлатăр: пултарулăх çыннине çакă çеç çителĕклĕ-и е паллă шкулсене ăс пухма, пĕлĕве туптама каймалла?

— Хамăрăн пурри, паллах, питĕ лайăх, шанчăклă. Юрăç, ташăç ăсталăха ÿстерес тет пулсан малалла ăнтăлатех: е Мускава, е ытти вырăна. Мана студентсене вĕрентме тахçанах чĕнетчĕç. Пĕр тапхăр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультетĕнче ĕçлерĕм, хальхи вăхăтра студентсем, çамрăк юрăçсем валли уйрăм уроксем паратăп.

— Чи малтанах мĕне вĕрентес килет вĕсене?

— Ниме пăхмасăр малалла ăнтăлма. Пысăк ăстасен пурнăçĕ çинчен, хам мĕн пĕлнине, курнине каласа кăтартатăп. Петер Дворски пирки сăмахран. Эпĕ ун фестивальне хутшăннă. Карел Готпа юрлама тивнĕччĕ. Галина Вишневская, Борис Штоколов, Мария Биешу, Ирина Архипова, Владислав Пьявко пек чаплă юрăçсем çумĕнче хăвăн та лайăх ăста пулас килет.

— Пушă вăхăт пур-и, ăна мĕнле ирттеретĕр?

— Хăй вăхăтĕнче тĕрленĕ те, çыхнă та. Халĕ — çук. Кĕнеке вулама юрататăп. Чăвашлисене тахçанах алла тытман- ха, вĕсем патне те таврăнмалла. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Хура çăкăра» юратса вуланă. Çеçпĕл сăввисем питĕ килĕшетчĕç. Телекуравпа мĕн пăхмаллине нумай шырама тивет. Мĕн пурри кăна тивĕçтермест. «Культура» канал передачисем килĕшеççĕ. Чăваш передачисене те итлетĕп, вĕсене пăхмасан çылăх пек.

— Тус-тантăш нумай-и?

— Ĕлĕкрех тата йышлăччĕ. Çулсем вĕсене хăйне май «ала» витĕр кăларса пыраççĕ. Ман чи çывăх юлташ — пĕрле ÿснĕ, Шупашкарта тата çывăхланнă Нина Зайцева. Вăл — ача тухтăрĕ. Эпир унпа пĕр тапхăр пĕр пÿлĕмре те пурăнтăмăр. Ĕçрен таврăнсан: «Маша, тархасшăн, юрла-ха», — тетчĕ. Халĕ те эпĕ хутшăнакан пур спектакле те пĕр сиктермесĕр çÿрет. Эпĕ унпа тем çинчен те чуна уçса калаçатăп. Пурин те çавăн пек çывăх тус пултăрччĕ.

— Эсир машинăпа та çÿретĕр, хăюллă çын пулнине çакă та çирĕплетет.

— Халĕ кам кăна машинăпа çÿремест пулĕ. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ руль умĕнче.

— Мăшăр пирки те каласа кăтартсамăр.

— Вăл маншăн юратнă мăшăр кăна мар, чи çывăх юлташ та. Сергей мана сăмахсăрах ăнланать, пур енĕпе те пулăшать. Арçын хĕрарăма упрама та, сыхлама та, ачашлама та, алăра тытма та пĕлтĕр. Çавăнпа вăл — арçын.

Надежда СМИРНОВА калаçнă.

 


 

Тупăш илме тыррăн хăй хаклăхне чакармалла

 Çулталăк вĕçленсе пынă май аграрисем ĕçе-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, умри çул-йĕре палăртаççĕ. Муркаш районĕнчи Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсемшĕн мĕнле иртсе пырать-ши вăл? Лару-тăрупа тĕплĕнрех Виталий Семенов ертÿçĕ паллаштарать.

 Ÿсен-тăран та услам кÿрет

— Виталий Иосифович, чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ. Çулталăк вĕçленсе пынă май кăтартусене пĕтĕмлетме те вăхăт.

— Аграрисемшĕн чăннипех ăнăçлă, тухăçлă çулталăк пулчĕ. Çĕр ĕçченĕсене пысăк тухăç илме условисем туса пачĕ: кĕрхи культурăсем хĕл аван каçрĕç, çуркунне çанталăк ăшă, çумăрлă тăнăран хăвăрт аталанса вăй илчĕç. Кăçал кĕркунне те типĕ килчĕ, вырмана вăхăтра вĕçлеме чăрмантармарĕ темелле. Эпир уй-хир ĕçĕсене сентябрь уйăхĕчченех вĕçлерĕмĕр. Хире икĕ «Агрос-550» комбайнпа Димитрипе Алексей Порфирьевсем тухрĕç. Хĕрÿ тапхăрта иртен пуçласа каçченех «сарă ылтăн» вырнă, ахаль ларни пулман. Уйран тырă типĕ кĕнине пăхмасăр çийĕнчех тасатса типĕтнĕ, сортланă. Типĕтменни упранă май нÿрелме пултарать. Пахалăхĕ чаксан сутма кансĕр.

Пÿлме «сарă ылтăнпа» тулнăран чун та савăнать. Пĕр пин гектар çинчен 3 пин тонна ытла тĕш тырă пуçтарса илтĕмĕр. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1 пин тонна нумайрах. Гектар пуçне вăтамран 30 центнер ытла тухрĕ.

— Чĕр тавара туса илме кăна мар, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле.

— Эпир тыр-пула кĕркуннех сутма тытăннă. Хальхи вăхăтра тухăçăн 60 процентне вырнаçтарнă ĕнтĕ. Паха чĕр тавар Ярославль, Кострома облаçĕсене, Мари Эла, ытти çĕре ăсанать. Тырра тĕрĕслеттернĕ хыççăн клейковина, белок шайĕ пысăк пулни палăрчĕ. Виçĕ хутчен сортласа тасатнăран çÿп-çап çук, типĕ. Çавăнпа хапăлласах туянаççĕ. Çакă хуçалăхра вăй хуракансен ĕçне хакланиех. Халĕ те туянас текен нумай, анчах ыттине Çĕнĕ çул хыççăн сутасшăн. Хальхи вăхăтра кĕрхи тулă 1 кг — 10-12, çурхи урпа 10 тенкĕ. Хаксем тăкака саплаштарма та, таса тупăш илме те çитеççĕ. Çулталăкĕпех тырă сутни çынсене ĕçпе, шалупа тивĕçтерме май парать.

— Хуçалăх çулсерен пĕрчĕллĕ культура кăна туса илни мĕнпе çыхăннă? Тулăпа урпа çеç çитĕнтернипе хуçалăха аталантарма пулать-ши?

— Эпир кĕрхи тулăпа çурхи урпа кăна çитĕнтеретпĕр. Çакă ял хуçалăхĕнчи хаксем таканари шыв пек вылянса тăнипе те çыхăннă. Кăçал пысăк тупăш кÿнĕ чĕр тавар çитес çул сутăнмасан та пултарать. Хак хыççăн хăваласа çитереймĕн. Тулăпа урпана туянакан тупăнатех. Унсăр пуçне çулсерен 10 гектар донник йышăнать.

Пĕлсе ĕçлесен тырăран та пысăк тупăш илме, аталанма пулать. Чи малтан чĕр таварăн хăй хаклăхне чакармалла. Хуçалăхра энерги ресурсне перекетлекен технологипе усă курма тăрăшатпăр. Пирĕн пулăхлă çĕр 1500 гектар ытларах. Çав шутра çурхи урпапа кĕрхи тулă 500-шер гектар йышăнаççĕ, ытти — хура пусăпа нумай çул ÿсекен курăксем. Урпа пуçтарса кĕртнĕ хыççăн лаптăкра яланах хура пусă хăваратпăр. Çĕр кун пек канать, тăпра пулăхĕ ÿсет. Лаптăка çум курăк пусса илес-рен çăвĕпех кăпкалататпăр. Кĕркунне вара унта кĕрхи тулă акатпăр.

— Эсир Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăха йывăр тапхăрта ертсе пыма тытăннă. Мĕнле майпа ăна йывăрлăхран туртса кăларма, халăх шанăçне кĕме пултартăр?

— Ачаранах ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ÿснĕ эпĕ. Каярах Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăха водителе вырнаçрăм. Çĕршывĕпе палăрса тăнă хуçалăх арканас патне çитни пăшăрхантаратчĕ. 2007 çулта Шупашкарта фермера вĕренсе тухнă хыççăн председателе суйларĕç. Хăраса тенĕн ĕçе тытăнтăм. Хуçалăхăн парăмĕ, тăкакĕ пысăкчĕ. Хут çинче вун- вун техника, уншăн налук туллин тÿлеççĕ. Анчах йĕркеллĕ ĕçлекенни çук е тахçанах сутнă. Актсем çырса пăрахăçларăмăр, усă курма юрăхсăррисене тимĕр-тăмăра ăсатрăмăр. Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе çĕнĕ техника илтĕмĕр. Хуçалăхăн кивĕ çурчĕсене сÿтрĕмĕр. Майĕпен управсем тума, пурлăхпа техника базине çĕнетме тытăнтăмăр. 2010 çул уйрăмах йывăр тиврĕ. Шăрăха пула акнă тырă шăтмарĕ. Лаптăка каллех «шуратса» хăвартăмăр, тухăç та япăх пулчĕ. Çапах тытăнса юлтăмăр. Тепĕр çулхине тырă ăнса пулсан тинех сывлăш çавăрса ятăмăр.

Тăкаксене чакарма, тухăçа хăпартма çĕр ĕçне çĕнĕлле йĕркелерĕмĕр, тарăн сухалама пăрахрăмăр. Пенза тăрăхĕнчи пĕр хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни те çакна тума хавхалантарчĕ. Унта уй-хирте удобренипе, хими хутăшĕпе усă курмаççĕ пулин те пысăк тухăç илеççĕ. Муркаш районĕнче йывăр, тăмлă çĕр. Çĕрĕк тăприн шайĕ — 2,7. Елчĕк тăрăхĕнчех вăл 6 ытларах. Пирĕн патăмăрта çĕре тарăн сухаласан тăм кăна тухать. Тăпран пулăхлă сийне упрамашкăн çиелтен кăпкалатни те çителĕклĕ. Кĕркунне улăма вĕтетсе лаптăкра сапалатпăр, гектар пуçне 15 кг удобрени хывса тăпрапа хутăштаратпăр. 2-3 эрнерен лаптăка тепĕр хутчен кăпкалататпăр. Кун пек туни çум курăка пĕтерет, çĕр пахалăхĕ лайăхланать. Çуркунне нÿрĕк тытмашкăн сÿрелетпĕр, культиваци туса акатпăр.

Çĕр ĕçне улăштарнă хыççăн тăкак палăрмаллах чакрĕ. 2006 çулта хуçалăхра гектар пуçне 11 центнер тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ун чухне удобрени сахал мар хывнă, им-çамланă, сухаланă, культиваци тунă. Тепле тăкаклансан та пысăк тухăç илеймен. Пÿлмене пурĕ 768 тонна тырă кăна хывнă. Вăл выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма кайнă-тăр. Халĕ вара çак уй-хиртенех виçĕ хут нумайрах чĕр тавар пуçтарса кĕртетпĕр.

Хуçалăха ертсе пыма тытăнсан хире 7 çул удобрени, им-çам кăлармарăмăр. Гектар пуçне 30 центнертан кая мар тырă пуçтарса кĕртнĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра çанталăк улшăннă май культура çинче чир- чĕр, сăтăрçăсем курăнма тытăнчĕç. Ирĕксĕрех мерăсем йышăнмалла. Çапах им-çампа, удобренипе сахалрах усă курма тăрăшатпăр.

Ĕçе-хĕле механизацилени те тăкаксене чакарать. Унччен тырă тиеме çын шыраса çÿрени те асрах-ха. Аптăранипе техника тара илтĕмĕр. Ку каллех хушма тăкак. Кун хыççăн çине тăрсах погрузчик туянтăмăр. Халĕ ĕçченсем йывăр михĕ çĕклесе нушаланмаççĕ. Пурнăç хăех улшăнма ыйтать. 2-3 çул каялла кăна-ха хуçалăхăн утçинче çирĕм ытла çын вăй хунă. Ятарлă техника хушăнсан пĕр механизатор та ĕлкĕрекен пулчĕ.

«Фермăна хавхаланса çÿреччĕр»

— Виталий Иосифович, Е.Андреев ячĕллĕ хуçалăх хăй вăхăтĕнче ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, сутса пысăк тупăш илнĕ. Çак отрасле тепĕр хутчен чĕртсе тăратасси пирки шухăшламастăр-и?

— Унччен сыснапа ĕне фермисем те пулнă. Африка чуми сарăлнă май çĕршывра пĕчĕк сысна фермисенчен хăпма тытăнчĕç: вĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме йывăр-мĕн. Çак юхăм пире те пырса çапрĕ. Вăл вăхăтра сысна какайĕ йÿнĕпе сутăнатчĕ. Кивĕ витесенче тупăш йĕркеллĕ илеймен. Ферма хупăннă май сысна сутса тунă укçана йăлтах парăмсене татма ятăмăр. Йывăр çĕклемсĕр малалла утма, аталанма çăмăлланчĕ.

Ĕлĕкрех çынсене ĕçе çÿреме çывăх пултăр тесе фермăсене ялпа юнашар тума тăрăшнă. Самана ул-шăннă май хуçалăхра ĕçлекен сахалланчĕ, ĕне ферми пахча хыçĕнчех, çырмапа юнашар вырнаçни халăха тивĕçтерми пулчĕ. Çăхав хыççăн çăхав çырма тытăнчĕç. Йĕркеллĕ ĕçлекен фермăран ирĕксĕрех хăпма тиврĕ. «Малашне мĕнле аталанмалла, укçа тумалла?» — тесе малтанах самай пăшăрханнăччĕ. Телее, çак тапхăрта тырă хакланчĕ те тупăш илесси ÿсрĕ, укçа-тенкĕ йывăрлăхне кĕрсе ÿкмерĕмĕр. Çине тăрсах ÿсен- тăран отрасльне аталантартăмăр.

Çапах ĕмĕт-шухăш пысăк: ура çине çирĕп тăнă май выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарасшăн. Унчченхи йăнăша шута илсе ăна ялтан, çырма-çатраран аякка, такăр çул çывăхне тăвасшăн. Халăха ĕçе çÿреме çăмăл пултăр. Машинăсем валли чарăну вырăнĕ, выльăх пăхакансене выртса тăма общежити кирлĕ пулать. Фермăна çĕнĕ технологипе çĕклемелле, ĕçе-хĕле йăлтах механизацилемелле. Сĕт залĕ тумалла, ĕнесене кăкармасăр тăратмалла. Ĕçлеме, канма тивĕçлĕ условисем парсан кăна çынсем унта туртăнĕç.

Лариса НИКИТИНА.

 

 

 


 

Алим ГРИГОРЬЕВ: Ячĕшĕн ĕçлесе ырă ята ямастпăр

Муркашри ăстасем хатĕрлесе кăларакан сĕтел- пукан республикипех саланать. Илемлĕ те çирĕп, шанчăклă сĕтел-пукан туянакансене килĕшет. Япаласене саккаспа, кашнин кăмăлне, сĕнĕвне шута илсе хатĕрлеççĕ. Алим Григорьев ертсе пынипе коллектив умри çулпа çирĕп утать, производствăна сарсах пырать, ĕç вырăнĕсем йĕркелет.

 Тĕп вырăнта — пахалăх

Муркаш салинче вырнаçнă пысăк мар цехра ĕç вĕресе тăрать. Павел Семенов, Вячеслав Чугунов тата ытти ăста тăрăшсах кăшкарлă /корпуслă/ сĕтел-пукан хатĕрлеççĕ.

— Саккас нумай, пурне те вăхăтра туса парасшăн. Кăçал çуркунне çĕршывра, республикăра коронавирус сарăлнине пула пĕр хушă ĕçлеймерĕмĕр. Клиентсен ыйтăвне çийĕнчех пурнăçлайманшăн пăшăрхантăмăр. Цех тепĕр хутчен хута кайсан çине тăрсах вăй хума тиврĕ, — пĕлтерчĕç вĕсем.

Саккас паракансен йышĕ хушăннă май ĕç калăпăшĕ те ÿснĕ. Çапах вĕсем кашни япалана тĕплĕ тума тăрăшаççĕ. «Ячĕшĕн ĕçлесе ырă ята ярас марччĕ», — теççĕ предприятире. Пысăк мар коллективра пуян опытлă çынсем вăй хураççĕ. Кашниех çак ĕçре вунă çул ытла тăрăшать. Юлашки вăхăтра кăшкарлă тата çемçе сĕтел-пукан тăвас ăсталăха çамрăксем те хаваспах алла илеççĕ, аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Шалăва вăхăтра, тивĕçлипе тÿлени, предприятин пултаруллă та хастар ертÿçи килĕшет яш-кĕрĕме.

Хуçине кура — хуçалăхĕ тенĕ. Алим Григорьев ĕç-хĕле пĕлсе йĕркелени, коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултарни йывăр тапхăра пăхмасăр çитĕнÿсем тума пулăшать. Вăл 1995 çулта Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалист шкулта ачасене черчени, рисовани предмечĕсене ăса хывма пулăшнă.

— Ача-пăчапа ĕçлеме килĕшетчĕ. Анчах пурнăç улшăннă май шкултан кайма тиврĕ — унти шалу тивĕçтерми пулчĕ. 2000 çулсен пуçламăшĕнче çемçе сĕтел-пукан туса кăларакан предприятие ĕçе вырнаçрăм. Пайтаçă патĕнче бригадир-мастер пулса вăй хутăм. Аслă шкулта чертежсем тума, ÿкерме вĕренни çĕнĕ вырăнта пулăшса пычĕ, — терĕ Алим Анатольевич.

Уйрăм пайтаçă патĕнче 15 çул вăй хунă вăл. Çак тапхăрта çемçе сĕтел- пукан ăсталас ĕç вăрттăнлăхне алла илнĕ. Юлашки тапхăрта ĕçтешĕпе бизнеса пĕрле аталантарма тытăннă. Пĕр-пĕрне ăнланса та шанса вăй хунăран предприяти сулмаклă утăмпа малалла утнă.

— Лава пĕрле туртма çăмăлрах. Предприятие хам тĕллĕн ертсе пырасси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. «Пурнăç — çĕр тĕрлĕ пăрăнăç», — тенĕ. Кĕтмен çĕртен юлташăм Мускава пурăнма куçма кăмăл турĕ. Производствăна йĕркелесе çитернĕ хыççăн аркатас килмерĕ курăнать, ăна мана шанса пачĕ. Темиçе çул пĕрле вăй хунă çынсене ĕçсĕр мĕнле хăварăн? Аркатма çур кун та çителĕклĕ. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн ĕçе пикентĕм. Халĕ юлташăмпа оборудованисемшĕн майĕпен татăлса пыратăп, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе вăл. \

Унччен предприятире çемçе сĕтел-пукан кăна ăсталанă. Зал, кухня валли диван-кресло хатĕрленĕ. Паха тавар туянакансен кăмăлне кайнă. Виçĕ çул каялла вара халăх сĕнĕвне шута илсе кăшкарлă сĕтел- пукан туса кăларма тытăннă. Пĕр енчен, хальхи вăхăтра суту-илÿре мĕн кирли йăлтах пур темелле. Муркаш салинче те ку енĕпе виçĕ предприяти аталаннă. Ют çĕршывран та са-хал мар кÿрсе килеççĕ ăна. Рынокра конкуренци çивĕчленсех пырать. Нумайăшĕ хатĕр тавар туянас вырăнне уйрăм пайтаçăсем патне çул тытать, хăйсене килĕшнине туса пама ыйтать. Предприятире хака ытлашши хăпартса яманни, ăстасем ĕçе тĕплĕн пурнăçлани илĕртет вĕсене.

— Эпир хамăр таваршăн яваплă. Саккас йышăннă чухне клиентпа пулас тавара тĕплĕн сÿтсе яватпăр. Тĕсĕ, алăкĕ, фурнитура, çÿллĕш, хакĕ… — нимĕн те сиктерсе хăвармастпăр. Нумайăшĕ кăшкарлă е çемçе сĕтел-пукан туянас умĕн çемьере сÿтсе явать, палăртать. Пире хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ. Хаклă тавара пĕр-ик кунлăх туянмастăн, вăл пурин кăмăлне те кайтăр. Иккĕленекенсене хамăр та суйласа илме пулăшатпăр. Клиентсем валли таварсен каталогĕ пур. Юлашки вăхăтра çынсем интернетпа анлă усă курма тытăнчĕç. Унта илемлĕ сĕтел-пукан асăрхасанах пирĕн пата васкаççĕ, туса пама ыйтаççĕ. Вĕсен кăмăлне хуçас килмест, килĕшетпĕр. Çĕнĕлĕх пире те кăсăклантарать. Ĕçе тытăниччен специалистсем вырăна çитсе виçеççĕ. Хатĕр тавара кайран хуçи патне çитерсе-вырнаçтарса параççĕ. Мĕн те пулин кăлтăк сиксе тухсан çийĕнчех тÿрлетеççĕ, — палăртрĕ Алим Анатольевич. — Çавăнпа çынсем пире шанаççĕ, килсех тăраççĕ.

Ĕçченсем кăшкарлă, çемçе сĕтел- пукана саккаспа кăна хатĕрленĕрен тавар тусанпа хупланса выртмасть. Вĕсем хисеп хыççăн хăваламаççĕ. Тĕп вырăнта — пахалăх. Предприятин Муркаш салинчи Гагарин урамĕнчи 2-мĕш çуртра лавкка-салон пур. Залра ăстасен алли витĕр тухнă диван- кресло, кухня, çывăрмалли тата кайри пÿлĕм, зал валли сĕтел-пукан ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Пĕчĕккисем валли те суйламалăх пур: тетте хумалли шкап тата ыт.те. Хваттерти хĕсĕк пÿлĕмсене, ачасем çураласси ÿснине шута илсе икĕ хутлă краватьсем те хатĕрлеççĕ. Кашни япала куçа илĕртет, çурт-йĕре илемлĕрех те пуянрах тăвать. Вĕсем пурнăç ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Чаплăскерсене Муркаш тăрăхĕнче ăсталанине ĕненме те йывăр.

Лавкка-салонри Алина Егорова дизайнер-сутуçă кашни килекене ăшшăн кĕтсе илет, таварпа паллаш-тарать, саккассем йышăнать. Кунтах çемçе сĕтел-пукан тĕсне суйлама, мĕнле материалтан хатĕрленине тытса хаклама май пур. Кăмăла кайсан салонри сĕтел-пукана туянма та пулать.

«Сараппан радиовĕ» пулăшать

Муркаш тăрăхĕнчи «ылтăн алăллă» ăстасем пирки халăхра сарма «сараппан радиовĕ» пулăшать. Çынсемшĕн чи шанчăклă реклама шутланать вăл. Унччен тавар туяннисем татах çаврăнса çитеççĕ, кăмăла кайнă япаласене туса пама ыйтаççĕ. Вĕсене кура ыттисем те туртăнаççĕ. Сĕтел-пукан хатĕрличчен 1-1,5 уйăх кĕтме тивни те, хакĕ те хăратмасть.

Кăшкарлă, çемçе сĕтел-пукана тĕрлĕ материалтан хатĕрлеççĕ: ЛДСП, МДФ, пластик, сăрланă пла-стик тата ытти те. Предприятире ĕçре кирлĕ материалсене çирĕппине, лайăххине илме тăрăшаççĕ. Тавар пахалăхĕ унран нумай килет.

— Япăх материалтан тепле тăрăшсан та шанчăклă япала хатĕрлеме кансĕр. Хальхи вăхăтра паха таварпа кăна халăха илĕртме пулать. Сĕтел-пукана комплектлакан хатĕрсене те пĕлекен фирмăсенчен хаклине пăхмасăрах туянатпăр. Укçа перекетлеме хăтланни кайран хамăрах пырса тÿнклеттерет. Конкуренци çивĕч чухне ырă ята çухатма часах. Эпир вунă çул ытла тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынипе халăх шанăçне кĕме пултартăмăр, — палăртрĕ Алим Анатольевич. — Сĕтел-пукана хаклă е йÿнĕрех материалтан хатĕрленине пăхмасăр çирĕп фурнитурăпа кăна усă куратпăр. Çынсем пирĕн тавара илме тăрăшни савăнтарать, тăрăшарах ĕçлеме хистет.

Лариса НИКИТИНА

 


 

 Вырăсла статьясене чăвашлатнă

Ираида Мукина — чĕлхеçĕ, куçаруçă, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Вăл 1957 çулта Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ. 1974- 1979 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1978-1980 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» хаçат куçаруçинче ĕçленĕ, 1980-1982 çулсенче — Чулхула облаçĕн Богородск хулинчи ВЛКСМ комитечĕн инструкторĕ. 1982-1993 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» /каярахпа — «Хыпар»/ ре-дакцин куçару пайĕнче тăрăшнă, пĕр çул «Капкăн» журнал корректорĕ пулнă. 1994-2018 çулсенче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологи факультечĕн доценчĕ. Ираида Васильевнăн паллăрах ĕçĕсем: «Роль перевода Библии в формировании и развитии чувашского литературного языка», «Яковлевоведение», «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах» тата ыттисем. Вăл РФ тата ЧР Вĕрентÿ министерствисен, Чăваш наци конгресĕн, Ульяновск ху-лин думин хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

— Университетра вĕреннĕ чухне 2-мĕш курс хыççăн редакцие практикăна кайрăм, çуллахи каникул вăхăтĕнче унта куçаруçă ăсталăхне туптарăм. Демьян Семенов редактор ятарласа çак ĕçе хăнăхтарчĕ. 5-мĕш курсра вĕреннĕ чухне тăлмачăра ĕçлеме тытăнтăм. Куçару пайĕнче виçĕ çын ĕçлетчĕ. Мария Григорьева асличчĕ. Тĕрлĕ çулта Антон Салминпа, Владимир Сариловпа тата ыттисемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Правительствăран телетайппа ярса паракан хыпарсене чăвашла куçараттăмăр. Икĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Телетайпа хупмасăр киле кайман. Каçхи 9-10 сехетчен ларма тиветчĕ. Вырăс хаçачĕ-журналĕнче пичетленнĕ статьясене чăвашлатса вулакан патне çитереттĕмĕр. Юристсем, медиксем, инженерсем тата ытти специалист ярса паракан сĕнÿ-канаша чăвашла куçараттăмăр. Уйăхра 1600 строка тултармаллаччĕ пирĕн, çак нормăран иртсен гонорар тÿлетчĕç. Куçару — кăткăс ĕç. Университета ĕçлеме куçсан куçару ыйтăвĕпе тĕпчев тума пуçларăм. Хаçат редакцийĕнче тăлмачă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене хăнăхни ăслăлăх ĕçĕнче нумай пулăшрĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.