Комментировать

2 Дек, 2020

«Хресчен сасси» 46 (2834) № 02.12.2020

Чун киленĕçĕ кăмăла çĕклет

Уй-хир, пахча пушаннă, ял çыннишĕн ĕç вĕçленнĕ темелле. Алă ăстисемшĕн вара — çук. Хĕллехи вăрăм каçсене вĕсем чун киленĕçĕпе ирттереççĕ: тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, пуканесем ăсталаççĕ тата ыт. те.

Тăвай районĕнчи Лачкассинче пул-

таруллă та хастар çын сахал мар. Акă

Венера Николаева тĕрĕ ăстине пĕлмен

çын çук-тăр. Çак ĕçе ачаранах алла

илнĕ вăл. Чăваш тĕррине, çут çанта-

лăка, ял пурнăçне юратниех ăна вун-

вун çул иртсен тăван тăрăха çавăрса

çитернĕ.

Шкултан вĕренсе тухсанах хĕр Шу-

пашкара çул тытнă. Тĕп хулара пир-

авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Çип ар-

лакан иккĕмĕш цехра тăрăшса ĕçленĕ.

Юрра-ташша юратаканскер пушă вăхă-

тра П.Хусанкай ячĕллĕ культура кер-

менĕ çумĕнчи халăх театрне çÿреме

пуçланă. Вунă çул ытла спектакльсен-

че вылянă, тĕрлĕ сăнара халăх умне кă-

ларнă. Куракансем ăна тăвăллăн алă

çупса тав тунă.

Маттур хĕр пушă вăхăтра та ахаль

ларман: тĕрленĕ, çыхнă. Венера Алек-

сеевна каланă тăрăх, ача чухнех вăл

пĕчĕк тутăрсем, пукане валли тумсем

çĕленĕ. Кайран вĕсене тĕрлесе илем-

летнĕ. Ĕçрен ывăнса килнĕ хĕр канас

вырăнне çине тăрсах тĕрленинчен, ре-

петицисене çÿренинчен тантăшĕсем

тĕлĕннĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан чунĕ тăван тă-

рăха, ирĕке туртăннă. 2006 çулта вăл

Лачкассине пурăнма куçнă, тĕп киле

юсаса çĕнетнĕ. Лăпкăн пурăнма хăнăх-

манскер ял клубĕнче ал ăстисен кружок-

не йĕркеленĕ. Çынсем хаваспах унта

çÿреме пуçланă. Халĕ хĕллехи вăрăм

каçсенче хĕрарăмсем улаха пуçтарăнса

хăйсен ăсталăхĕпе паллаштараççĕ:

çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, чуна хавхалантар-

ма юрлаççĕ. «Тăрмăш» халăх фольклор

ушкăнне çÿреме пуçласан вĕсем хуш-

пу, тухья, масмакпа тевет, мăй çыххи,

хĕрарăмсен тумне хатĕрлеме тытăн-

нă. Венера Николаева юрă-ташă ăсти-

сем валли тухья, масмак, мăй çыххисем

туса панă. Хăй те чăваш тумĕпе сцена

çине тухать.

Мĕн тĕрлĕ япала çук-тăр унăн! Вăл

пуканесене те чăваш тумĕпе илем-

летнĕ. Вĕсен хушшинче хушпуллă Нар-

спи уйрăлса тăрать. Венера Николаевăн

тĕррисем анлă улăхри сарă-хĕрлĕ че-

чексене аса илтереççĕ. Урхамахĕсем

те халь-халь тапса сикес пек туйăнаççĕ.

Илемлĕхе курма-туйма пĕлекен çын

кăна çакăн пек тĕрлеме пултарать.

Тĕрĕпе вăл чун-чĕрине уçать. Кашни

тĕрре илемлĕ рамкăна вырнаçтарса

стенаран çакнă. Николаевсем патне

пыракансем ăстан ĕçĕсене тĕлĕнсе те

савăнса сăнаççĕ. Вăл çыхнă кофтăсе-

не, тутăрсене сутлăхринчен уйăрса та

илеймĕн.

Венера Алексеевна хăй ăстала-

нă япаласемпе уявсене час-часах хут-

шăнать. Вăл халăх тумне хатĕрлесси-

пе районти, республикăри конкурссен-

че диплом, Хисеп грамоти сахал мар

тивĕçнĕ.

Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур. Хĕра-

рăм халăх юррисене шăрантарни-

пе пĕрлех сăвă вулама та ăста. Вера

Кузьмина ячĕллĕ конкурсра çулсерен

палăрать вăл. Лауреат ятне тивĕçет,

дипломсем çĕнсе илет. Республикăра

иртекен фестивальсенче те сăвă ву-

ласа куракансене савăнтарать. Аслă

ăрури çынсен ячĕпе иртекен «Çирĕп

пирĕн çунатсем», «Пирĕн чунсем çам-

рăк» конкурссенче Светлана Асаматăн

«Хĕр хÿхлевĕ», Петр Эйзинăн «Çăка»

сăввисене каласа малти вырăнсене

йышăннă.

Венера Николаева общество ĕçĕнчен

юлмасть. Вăл Тăрмăш ял тăрăхĕн депу-

татĕнче те темиçе çул тăрăшнă, вун-вун

çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнă. Ялта

иртекен мероприятисене хăйĕн пек мат-

тур хĕрарăмсене явăçтарать. Тивĕçлĕ

канăва тухнă çынсене те килĕсенче тун-

сăхласа ларма памасть, халăх хушши-

не кăларать. Кашни кунпа савăнса пурă-

наканскер ыттисене те çак йĕркене хă-

нăхтарать. Пурнăç пĕрре килет, вăхăта

мĕншĕн усăсăр ирттермелле?

Лариса АЛЕКСЕЕВА.


Шанăç - кооперативра

 

«Фермерсене пулăшасси тата ял кооперацине аталантарасси» регионти проектпа патшалăх пу-лăшăвне илекенсен йышĕ ÿссех пырать. Республикăра иккĕмĕш çул «Агростартап» программа ĕçлет. Иртнĕ çул çĕнĕлĕхпе усă курса 25 фермер грант илме тивĕçнĕ. Кăçал — 12-ĕн. Чăваш Енре фермер йышланнă май ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсем те хушăнсах пыраççĕ. Пĕлтĕр акă Етĕрне районĕнче «Ниме» СОССПК ĕçлеме пуçланă.

Халăх вĕрсен хапха уçăлнă

Етĕрне районĕнче фермер йышĕ çулсерен хушăнса

пырать. Регионта «Агростартап» программа хута кай-

нă хыççăн çакă уйрăмах сисĕнет. Хушма хуçалăхсем

çине тăрсах конкурса хутшăнаççĕ. Грант илекенсен

йышĕ те ÿсет. Тин ура çине тăракансене хуçалăха

тухăçлă тытса пыма, аталантарма çăмăл мар. Çĕр

ĕçне пурнăçлама техника çителĕксĕрри те чăрман-

тарать. Вăй илсе пыракансене машина-трактор,

оборудовани туянма пысăк укçа тăкаклани йывăр-

лăха кĕртсе ÿкерет. Вăя пĕрлештерни лава палăр-

маллах çăмăллатать. Юлашки вăхăтра фермерсем

ял хуçалăх кооперацийĕсене пĕрлешни çакăнпа та

çыхăннă.

Етĕрне районĕнчи Килтĕшре иртнĕ çул «Ниме»

СОССПК ĕçлеме пуçланă. Ял хуçалăх потребитель

кооперативĕн председателĕ Алексей Одиков кала-

нă тăрăх, пĕлтĕр фермер хуçалăхĕ уçсанах кун пир-

ки шухăшлама тытăннă. Çĕр ĕçченĕшĕн чĕр тавара

туса илесси кăна мар, ăна тупăшлă вырнаçтарасси те

çивĕч тăрать. Виçĕ район чиккинче вырнаçнă ял тă-

рăхĕнче фермер, лайăх аталаннă хушма хуçалăх са-

хал мар. Муркаш, Элĕк районĕсенче пурăнакансем

Етĕрне çĕрĕ çинче те вăй хураççĕ. Вĕсем патшалăх

пулăшăвĕпе те анлă усă кураççĕ. Çав шутра «Агро-

стартап» программăпа грант илнисем те пур.

Алексей Витальевич вак хуçалăхсене вăя пĕрлеш-

терме, ĕç-хĕле тухăçлă аталантарма коопераци йĕр-

келеме йышăннă. Ĕмĕт-шухăшне ку тăрăхри фермер-

семпе хушма хуçалăх тытса пыракансене пĕлтернĕ.

Çĕнĕлĕхе нумайăшĕ ырласа йышăннă. Коопераци

членĕсем пĕрлехи пухура председателе суйланă,

умри аталану çул-йĕрне палăртнă. 

«Халăх вĕрсен хапха уçăлнă», — тенĕ. Вăхăт иртнĕ

май кооперативра вăй хурас текенсен йышĕ ÿссех пы-

рать. Халĕ «Ниме» СОССПКра 17 фермерпа хушма

хуçалăх. Вĕсенчен çиччĕшĕ «Агростартап» програм-

мăпа грант илме тивĕçнĕ. Çав шутра кăçал — Ната-

лия Павлова, Сергей Михайлов, Полина Трофимо-

ва. Хушма хуçалăх тытса пыраканскерсем конкурсра

çĕнтернĕ хыççăн фермера куçнă, ял çыннисем вал-

ли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Наталия Павловăпа Поли-

на Трофимова çĕр улми туса илессипе аталанаççĕ.

Паха сортсемпе усă курнăран, технологие пăхăннă-

ран тухăç та пысăк.

«Агростартап» программăн конкурс условийĕпе

килĕшÿллĕн грант шучĕпе паракан укçа-тенкĕн пĕр

пайне фермерсем кооперативăн пурлăхпа техника

базине аталантарма хывнă. Иртнĕ çул кооператив

членĕсем килĕшсе хăй тĕллĕн çÿрекен «Туман-2»

пĕрĕхтеркĕч тата сеялка туяннă. Малашне вĕсемшĕн

ÿсен-тăрана удобренипе апатлантарма, чир-чĕртен,

сăтăрçăсенчен им-çамлама йывăрлăх пулмĕ. Кăçал

техника паркĕ «Агрос-585» тырă комбайнĕпе пу-

янланнă. Тин йĕркеленнĕ хуçалăхсемшĕн «хир ка-

рапĕ» пурри пысăк пулăшу. Хаклă техника илме пул-

тарни — малтанхи утăмсем тăвакан кооператившăн

пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Кооперативри фермерсемпе хушма хуçалăхсен

кашнин тенĕнех ял хуçалăх техники пур-ха. Анчах хĕрÿ

тапхăрта вăл çителĕксĕрри сисĕнет. Вырма вăхăтĕ-

нче нумайăшĕн комбайн тара илме тивнĕ. Çавна май

тырă пуçтарса кĕртесси вăраха кайнă. Комбайн хуçи

чи малтан хăйĕн тыр-пулне вырса кĕртме тăрăшать-

çке. «Ниме» ял хуçалăх кооператив членĕсем малаш-

не ыттисен куçĕнчен пăхмĕç. Пĕрлехи пурлăхпа, хă-

ватлă техникăпа кашнинех пулăшма тăрăшĕç.

«Нимере» — нимелле

Алексей Одиков фермер тырă, çĕр улмипе купă-

ста çитĕнтерет. Чĕр тавара хиртен пуçтарса кĕртсе-

нех сутма тытăннă. Вăл каланă тăрăх, кăçалхи хак-

сем тăкаксене саплаштарма та, таса тупăш илме те

çитеççĕ. Малтанхи тапхăрта тыррăн клейковина шайĕ

пысăк пулнăран 1 килограмĕ 13-14 тенкĕпе сутăннă.

«Чăвашçăкăрпродукчĕ» паха тавара хаваспах туяннă.

Фуражлăх тырă хакĕ те ытти çулхинчен пысăкрах-мĕн.

Чăх-чĕп фабрикисем 1 килограмне 12-13 тенкĕпе илнĕ.

Çĕр улмин 1 килограмне 14-15 тенкĕпе сутнă. Кăçалхи

хаксем аграрисене малалла ĕçлеме хавхалантараççĕ,

шанăç кÿреççĕ.

Фермер, хушма хуçалăхсем вырăнта туса илнĕ

продукцие хăйсем тĕллĕн те, кооператив урлă та

сутаççĕ. «Ниме» СОССПК вĕсен пĕрчĕллĕ культури-

сене вырнаçтарма пулăшать. Купăстапа çĕр улмине

вара Элĕк районĕнчи «Перспектива» ял хуçалăх по-

требитель кооперативĕ /СССППК/ урлă ăсатаççĕ. Рай-

онсем пĕр-пĕринпе çывăхра вырнаçнăран ĕçлĕ çыхă-

ну тытма чăрмав çук. Экологи тĕлĕшпе таса чĕр та-

варпа бюджет учрежденийĕсене, суту-илÿ çурчĕсене

тивĕçтереççĕ. «Ниме» кооператив сутлăх продукцин

докуменчĕсене хатĕрлеме пулăшать.

Кооператив членĕсен усă куракан çĕрсем 3 пин гек-

тар ытла. Пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнма, тăпра пу-

лăхне лайăхлатма нумай çул ÿсекен курăксене те акса

хăвараççĕ. Акнă-лартнă лаптăк пысăкланнă май про-

дукци илесси те ÿссех пырать. Туса илнĕ чĕр тавара

хальлĕхе кашниех хăйĕн управне хывать. Çапах вăл

сахалрах-ха. Алексей Витальевич каланă тăрăх, çивĕч

ыйтăва татса пама çитес çулсенче çĕнĕ йышши пысăк

управ та тума палăртаççĕ. Продукцие кун пек çулта-

лăкĕпех пĕр пек упрама, сутма пулĕ.

Тырă, пахча çимĕç кăна туса илни çителĕксĕр.

Çĕр ĕçченĕсем çитес çул çу культурине те акма

палăртаççĕ. Пирĕн республикăра акă рапс аван çитĕ-

нет. Вăл тăпра пулăхне те ÿстерме пулăшать. Унăн

вăрлăхĕ хаклă. Паха чĕр тавара экспорта яма май

пур. Рапс хыççăн, тен, хирте ытти çу культури те ты-

мар ярĕ?

Машинăпа трактор паркĕ те пуянланнă. Вăя пĕр-

лештернĕ май аталанма, уй-хир ĕçне çĕнĕлле йĕрке-

леме те çăмăлрах çав.

Алексей Одиков председатель каланă тăрăх, коо-

ператива ахальтен «Ниме» ят паман. Ăна чăвашсен

ĕлĕкхи йăли-йĕркипе çыхăнтарнă. Ялта пĕр-пĕр пысăк

ĕç тăвас пулсан халăх нимене пуçтарăннă. Пĕр-пĕрне

пулăшни, ăнланса вăй хуни курăмлă ĕçсем тума май

парать.

Лариса НИКИТИНА.


 

Халăхпа пур ĕç те пулать

Дмитрий Судаков Елчĕк тăрăхĕнчи чи хастар ял старости шутланать.  2018 çулта вăл «Чăваш Республикинчи чи лайăх староста» ята тивĕçнĕ.

Дмитрий Николаевич асăннă рай-

онти Тÿскел ялĕнче 2013 çултанпа çак

тивĕçе пурнăçлать. Тĕрлĕ программă-

на хутшăнса ял-йышпа чылай ĕç ту-

нине палăртрĕ вăл. Сăмахран, çынна

юлашки çула ăсатма масар террито-

рийĕнче ятарлă комплекс тунă, часа-

вай çĕкленĕ, вырăнти масара çулсе-

ренех тирпей-илем кĕртеççĕ, урамсе-

не çутăпа тивĕçтернĕ, Тăван çĕршы-

вăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕ-

сене халалласа лартнă палăка тăтă-

шах тирпейлеççĕ тата ыт. те. Тĕрĕсси-

пе каласан, Тÿскел ял старостин опычĕ-

пе ятарласа паллашма пыракан та чы-

лаййăн.

«Ял-йышпа ĕçлеме килĕшет мана.

Кашнин хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕ, тĕллевĕ.

Вĕсене шута илсе, ăнланса ĕçлеме

тăрăшатпăр, — терĕ Дмитрий Нико-

лаевич. — «Пуçаруллă бюджет» про-

граммăна хастар хутшăнтăмăр, халăх-

ран пуçтарнă укçа-тенкĕпе чылай ĕç

пурнăçларăмăр. Акă, 2014 çулта çак

майпа Шкул урамне сарма май килчĕ.

Халĕ федераци программине хутшăнса

тепĕр урама вак чул сарасшăн. Проек-

тне тунă, экспертиза витĕр тухнă».

Тÿскел халăхĕ ĕçре те, уявра та мат-

тур пулнине палăртрĕ ял старости. Сă-

махран, чиркÿ тунă чухне кам ĕçпе, кам

укçа-тенкĕпе пулăшнине каларĕ. Çав

вăхăтрах ĕç ÿсĕмне кăтартма Сергей

Нягин интернета видео вырнаçтарни те

хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пулни-

не пĕлтерчĕ. «Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕ-

нче тĕпленнĕ ял хастарĕсем пирĕн ĕçе

курса хакларĕç. Вĕсем аякра пулсан та

пирĕнпе пĕрлех пулчĕç, спонсор пулă-

шăвĕпе тивĕçтерчĕç. Ял-йыш маттур

пулнишĕн мăнаçланатăп, вĕсене тав

тăватăп», — тăсăлчĕ калаçу.

2016 çулта Тÿскел ялĕнче çĕнĕ клуб

уçăлнă. «Шуçăм» ансамбль пултару-

лăхĕ пирки районта çеç мар, респу-

бликăра та аван пĕлеççĕ. Кивĕ культу-

ра çуртне пăснă вăхăтра та çак ушкăн

куракансене уçă вырăнта, шартлама

сивĕре те, юрри-ташшипе савăнтар-

нă. Артистсем кашни Питраврах вăййа

тухаççĕ. Çакна та асăнса хăвармалла:

кăçал Чăваш автономи облаçĕ йĕрке-

леннĕренпе 100 çул çитнине халалласа

республикăри кашни ял-хулана 100 пин

тенкĕ пачĕç. Ял халăхĕ пĕрле пухăнса

калаçнă хыççăн нухратпа «Шуçăм» вал-

ли сцена костюмĕсем туянма шут тытнă.

Халĕ виççĕмĕш çул асăннă клубра

«Выля, хут купăс!» конкурс иртет. Мал-

тан ăна — район, халĕ вара республика

шайĕпе йĕркелеççĕ. Тÿскелсем пуçару

ĕçне хăйсем çине илнĕ. Спонсорсен пу-

лăшăвĕпе çĕнтерÿçĕсене сумлă парне-

семпе тивĕçтереççĕ. «Ял старостин ку

конкурсра мĕн ĕç пур?» — тейĕ хăш-пĕр

вулакан. 42 çулти çамрăк унта та ха-

стар хутшăнать, ăна пуçаракансенчен

пĕри шутланать. Пĕр сăмахпа каласан,

ялти пĕр мероприятирен те пăрăнса юл-

масть вăл.

Хăй «Чувашэнерго» пĕрлешÿре ма-

стерта тăрăшнăран ял урамĕсене çутă-

па тивĕçтересси уншăн кансĕр мар.

Валентина МАКСИМОВА.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.