Комментировать

1 Дек, 2020

«Хыпар» 137 (27720) № 01.12.2020

Ковид никама та шеллемест

Паян коронавируспа кĕрешекен тухтăрсем хаяр вăрçăри пекех. Анчах та вĕсен тăшманĕ куçа курăнмасть. Апла пулин те вăл питĕ хăрушă та усал.

Пирĕн пурнăçа коронавирус «килсе кĕнĕренпе» çур çул ытла иртрĕ. Кашниех çурхи кунсем çуллахи ăшăпа ылмашăнсан лару-тăру лайăх енне улшăнасса шаннăччĕ. Анчах, шел те, кĕтнĕ пек пулмарĕ. Çанталăк сивĕтме пуçласан инфекци ернисен йышĕ те ÿсме пуçларĕ...

«Лару-тăру çăмăл мар, — тет Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче анестезиолог-реаниматологра ĕçлекен Екатерина Ермошкина. — Хальхи вăхăтра чирлекен çуллахинчен чылай нумайрах. Вируса çĕнтереймесĕр пурнăçран уйрăлакан та йышлă. Инфекци уйрăмах аслă ÿсĕмрисене, 60-80 çулсенчисене, шеллемест. Сахăр диабечĕпе, чĕре, юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакансене вилĕм хăй патне туртса илес хăрушлăх уйрăмах пысăк. Пирĕн патра хальхи вăхăтра питĕ йывăр чирлисем выртаççĕ. Чылайăшĕ аппарат пулăшнипе кăна сывлать. Нумайăшĕн ÿпки вăйлă сиенленнĕ. Çынсем, шел те, тÿрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтмаççĕ, килте хăйсем тĕллĕн сипленеççĕ. Çапла вара чир шала каять. Ун йышшисене сыватма та çăмăл мар».

«Хĕрлĕ зонăна» çуркуннех пĕрремĕшсен шутĕнче кĕнĕ. Урăхла пулма та пултарайман паллах. Пĕчĕкрен çынна сиплеме ĕмĕтленнĕ вăл. Çак çулпах хăйĕн тĕллевĕ патне утнă. Аслă пĕлÿ илсен Çĕнĕ Шупашкар больницине килнĕ. Кунтах икĕ çул ординатура тухнă хыççăн çак сиплев учрежденийĕнчех ĕçлеме юлнă. Унтанпа тăватă çул иртнĕ ĕнтĕ.

Унтанпа тăватă çул иртнĕ ĕнтĕ. Малтанласа пурте «хĕрлĕ зонăра» вăхăтлăх кăна ĕçлемелле пулать тесе шухăшланă. Ĕç-пуç вара, куратпăр ĕнтĕ, пачах тепĕр майлă çаврăнса тухрĕ. «Пирĕн больницăра ковид госпиталĕ уçăласса ака уйăхĕнчех пĕлтĕмĕр. Тĕрĕссипе, чи малтанах питĕ хăранăччĕ. Этем теме те хăнăхать çав. Хăнăхрăмăр. Халĕ унашкал туйăмсем çук. Лăпкăн ĕçлетпĕр, хамăр тивĕçсене пурнăçлатпăр. Ковид — питĕ хăрушă, никама та шеллемест, тиркемест. Тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем те чирлеççĕ. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла. Аслăрах ÿсĕмрисен сăлтавсăрах килтен тухса çÿремесен те юрать. Çамрăксен те, паллах, тирпейлĕрех пулмалла, сывлав органĕсене хÿтĕлемелли çинчен самантлăха та манмалла мар», — тет Екатерина.

«Хĕрлĕ зонăра» ĕçлесси çăмăл мар. Вĕсем унта пĕр талăклăх кĕреççĕ. Кунĕпех ура çинче, çеккунтлăха та, минутлăха та тимлĕхе çухатма юрамасть. Шурă халатлисен аллинче — вун-вун çын сывлăхĕ, пурнăçĕ. Тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем çитменни те йывăрлăхсем кăларса тăратать. Телее, Екатерина каланă тăрăх, реанимацире эмел çителĕклĕ. Ковидпа кĕрешекен ятарлă препаратсене вăхăтра илсе килеççĕ. Çакă, паллах, чи кирли. Тивĕçлĕ сиплевсĕр инфекцие парăнтарма май килес çукки куçкĕрет.

Екатеринăн мăшăрĕ те «хĕрлĕ зонăра» вăй хурать. Хирург вăл. Çавна май та Ермошкинсен çемйинче чир ерес хăрушлăх икĕ хут ÿсет. «Киле килсенех тÿрех алăсене çăватпăр, сăмса-çăвара чÿхетпĕр. Çынсемпе ытлашши хутшăнмастпăр. Атте-анне патне те йăпăр-япăр çÿреместпĕр. Вĕсем çамрăках мар ĕнтĕ. Çывăх çынсене чирлеттересрен асăрханатпăр. Питĕ-питĕ кирлĕ чухне çеç йăпăртлăха кĕрсе тухма пултаратпăр. Яланах маскăпа çÿретпĕр», — каласа кăтартрĕ Екатерина Ренатовна.

Çамрăк тухтăра çынсем халĕ те ковид пуррине ĕненменни, шанманни пăшăрхантарать. «Коронавируссăр пуçне урăх чир те юлмарĕ ĕнтĕ» тенине пĕрре мар илтнĕ. Анчах, шел те, ковид та, ытти те пур. Коронавирус пушшех те каварлă. Çак инфекци ермен тĕк сахăр диабечĕпе чирлекенсем те, чĕре чирĕпе нушаланакансем те тата чылай çул пурăннă пулĕччĕç. Çавăнпа кашнине асăрхаттарса калас килет: алла çума, маска тăхăнма ÿркенмелле мар. Иммунитета çирĕплетекен витаминсем ĕçни те лайăх», — тет тухтăр.

Валентина БАГАДЕРОВА.

 


Чи лайăх дружинник

Вăл — Вăрмар районĕнчи Олег Мефодьев. Çак ята харсăр арçын республика конкурсĕнче хĕрÿ тупăшура çĕнсе илчĕ.

Манăн полици мана хÿтĕлет теççĕ халăхра. Право хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ку тивĕçе дружинниксем те чыслăн пурнăçлаççĕ. «Тăван хулара пурăнма хăтлă та лăпкă пултăр тесе тăрăшатпăр-çке. Çамрăксем каçсерен урамра хăрамасăр çÿреме, тĕрлĕ мероприяти вăхăтĕнче йĕркене пăсса кăмăла хуçакансем ан пулччăр тесе кунсерен дежурствăна тухатпăр. Николай Гурьев командир йыхравланипе дружинăра ĕçлеме пуçларăм. Хальхи вăхăтра Çĕрпÿ районĕнче çак тытăмра 20 çын вăй хурать. Йыш пысăкрах пулсан, паллах, лайăхрах. Пурне те яваплă çак ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр», — халăх дружинникĕсен тÿрĕ тивĕçĕсем пирки каласа кăтартнă май пĕлтерчĕ Таисия Иванова, республика конкурсĕнче Çĕрпÿ районĕн чысне хÿтĕленĕскер.

Таисия Михайловна дружинниксен ретне виçĕ çул каялла тăнă. Унччен вара Çĕрпÿ районĕн больницинче ĕçленĕ. Хула, район çыннисем ăна лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Çакă ăна обществăри йĕркелĕхе сыхланă чухне чылай пулăшать. «Темĕн тĕрлĕ çынна та тĕл пулатăн. Саккунсăр майпа сутă тăвакансене час-часах асăрхаттаратпăр. Тепĕр чухне хирĕç калаçакансем те тĕл пулкалаççĕ. Палласа илсен вара аван марланаççĕ, пăрăнса утаççĕ», — тет харсăр дружинник.

Шăмăршă районĕнчи Ильмира Тепитова та дружинăра ĕçлеме килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Ку тытăмра вăл икĕ çула яхăн вăй хурать. «Полици ĕçченĕсене районта йĕрке тума пулăшни савăнтарать. Обществăри йĕркелĕхе сыхланă чухне лару-тăру тĕрлĕрен пулать, темĕн те сиксе тухма пултарать. Çынсене инкек-синкекрен хÿтĕлени, çăлни, пулăшу пани ĕçлеме хавхалантарать», — каласа кăтартрĕ Ильмира Месалимовна.

Республикăра хальхи вăхăтра 26 халăх дружини ĕçлет, вĕсен ретĕнче 525 çын тăрать. Кăçалхи тăхăр уйăхра халăх дружинникĕсем 3600 ытла мероприятире йĕркелĕхе сыхланă, вĕсем пулăшнипе çичĕ преступление тата административлă йĕркене пăснă 1500 яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсен яланах вăйлă, çирĕп, хастар та харсăр пулмалла.

Чăваш Республикин Юстици ĕçĕсен патшалăх служби тата Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви маттур çак йышран чи лайăххисене палăртас тĕллевпе çулсерен конкурс ирттерет. Кăçал та халăх дружинникĕсем, районти тупăшусенче мала тухнисем, вун саккăрăн Шупашкара пухăнчĕç. Вĕсен вăй-халне, ăс-хакăлне кăтартма тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тиврĕ. Çирĕп ыйтакан судьясен умĕнче саккунсене пĕлнине те, вăй-хал çирĕплĕхне те, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама пултарнине те çÿллĕ шайра çирĕплетрĕç. Питĕ хĕрÿ иртнĕ тупăшу конкурса чăннипех те пур енĕпе те пултаруллă халăх дружинникĕсем хутшăннине палăртрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА.

 


Республика рекордне çĕнетнĕ

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренекен Анатолий Узюкин — кире пуканĕ йăтакан чи çамрăк спорт мастерĕ.

Виçĕм çул 17 çулти яш «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирта çăмăл виçеллĕ çамрăксен ушкăнĕнче чи лайăх кăтартупа палăрнăччĕ. Чăваш каччи кăçал юпа уйăхĕн вĕçĕнче Питĕрте иртнĕ Раççей чемпионатĕнчен те кĕмĕл медальпе таврăнчĕ. Таяпа шывĕ хĕрринче ÿссе çитĕннĕ Анатолий кăçал хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне /вăл чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă/ Санкт-Петербургра кĕтсе илнĕ. Ун чухне тимĕр вăййине юратакансем тĕнчере мала тухассишĕн ăмăртнă. 19-22 çулсенчи спортсменсен ушкăнĕнче А.Узюкин 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 114 хут тĕртнĕ, унтан пĕр снаряда 163 хут сулласа çĕкленĕ. Кусем — республикăн çĕнĕ рекорчĕсем. Çапла майпа чăваш пăхаттирĕ икĕ кĕрешÿре чи нумай очко пухса ылтăн медале тивĕçнĕ.

Владислав СИДОРОВ.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.