Комментировать

30 Ноя, 2020

Библиотекăсенче, ытти бюджет учрежденийĕнче чăвашла хаçатсем пулмаллах

Хаçат çырăнтарас ыйтăва çапла çӳллĕ шайра сӳтсе явнине ас тумастăп, тунтикун вара çак темăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура сӳтсе яврĕç. Калаçăва Олег Николаев хăйĕн сĕтелĕ çинчи кĕнекесенчен пуçларĕ. Шăпах тунтикун 100 тултарнине уявлакан Чăваш кĕнеке издательствин паха пичет кăларăмĕсем. Пĕтĕмпех лайăх, анчах, Олег Алексеевич шучĕпе,  çынсем чăвашла вулас тĕлĕшпе ĕç-пуç савăнтарсах каймасть. Ку хаçат-журнала та пырса тивет.

Информполитика министрĕ Михаил Анисимов палăртнă тăрăх, паян нумайăшĕ информацие интернетран илет. Анчах ку хыпарсем тĕлĕшпе меллĕ. Тишкерӳллĕ материалсем вара пичет кăларăмĕсемшĕн кăтартуллă. Çавăнпа та пичет пĕлтерĕшĕ пысăк. Министр «якорь» вырăнĕнчи кăларăмсене палăртнине çирĕплетрĕ: райхаçатсем, «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсем, ачасен тата литература кăларăмĕсем. Райадминистрацисен вĕсем библиотекăсенче пулмаллине тивĕçтермеллех. Çак кăларăмсем ытти бюджет учрежденийĕнче те пулмалла.

Министерство Раççей почтипе çине тăрса ĕçлет. Хаçат-журнала килтен тухмасăрах çырăнма май пур. Раштавăн 3-мĕшĕнчи тапхăрта 25% йӳнĕрех çырăнмалли тапхăр пулать. Михаил Анисимов районсемпе хуласен администрацийĕсем вырăнти хаçат-журнала çырăнса илессине мĕнле йĕркеленине те тишкерчĕ. Шел те, вырăнти хăй тытăмлăхăн пĕр хаçат çырăнса илмен органĕсем те пур. «Кирек мĕн каласан та наци культурине ăша хывасси чи малтан тăван чĕлхепе вулани çинче никĕсленет», — сăмахне пĕтĕмлетрĕ министр.

Олег Николаев библиотекăсенче, культура учрежденийĕсенче хамăрăн хаçат-журнал пулмаллине çирĕплетрĕ. Мĕншĕн тесен ку — пĕлӳ çăл куçĕ. Çав вăхăтрах тĕп редакторсене пичет кăларăмĕсенче вулаканшăн интереслĕ материалсем, ĕç-пуçа тĕплĕ çутатакан журналист тĕпчевĕсем, тĕрлĕ шухăшпа паллаштаракан статьясем пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Унсăрăн вулакана илĕртеесси иккĕленӳллĕ. Вырăнсенчи влаçсем çитес çур çул валли çырăнтарăва мĕнле йĕркеленине вара Олег Алексеевич раштавăн 20-мĕшĕ тĕлне  тишкерсе хаклама шантарчĕ.

www.hypar.ru Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: