Комментировать

26 Ноя, 2020

Финанс вĕрентĕвĕн центрĕ уçăлчĕ

Хальхи саманара укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмасан ăна усăсăр пĕтересси е çухатасси часах.

Юлашки çулсенче çакна шута илсе республика ертӳлĕхĕ халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерессине пысăка хурать. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче, сăмах май, ЧР Министрсен Кабинечĕ, РФ Финанс министерстви, РФ Тĕп банкĕ, Раççейри банксен ассоциацийĕ Чăваш Республикинче пурăнакансен финанс пĕлĕвне ӳстерес енĕпе пĕрле ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве çирĕплетнĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак документ граждансене финанс пĕлĕвĕ парассине вăйлатма, çак ĕç-хĕле хутшăнакансен йышне ӳстерме, ĕç-хĕл тĕсĕсене анлăлатма май парать.

Тăватă енлĕ килĕшĕве тĕпе хурса Шупашкарта финанс вĕрентĕвĕн центрĕ уçăлчĕ. Çак ятпа ЧР Вĕрентӳ институтĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Пухăннисене республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. «Республика çĕршывра малтисен шутĕнче халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерес ĕçе пуçăнни, паллах, савăнтарать. Финанс пĕлĕвĕн институчĕ йĕркеленнине хамăр куçпа куратпăр. Кашниех паян финанс пĕлĕвĕ илме, унпа кулленхи пурнăçра усă курма пултарать», — терĕ вăл центр пулăшнипе финанс пĕлĕвне тарăнлатакансем малашлăхра пысăк çитĕнӳ тăвасса, Чăваш Ен, Раççей аталанăвне тӳпе хывасса шаннине палăртса.

Уявра çавăн пекех халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерес енĕпе ирттернĕ пултарулăх конкурсĕсен çĕнтерӳçисене чысларĕç, вĕрентӳ организацийĕсенче «Финанс пĕлĕвĕн никĕсĕ» курса вĕрентме квалификацийĕсене ӳстернĕ педагогсене удостоверенисем пачĕç.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА căн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: