Комментировать

14 Авг, 2014

Хĕвеле хирĕç

Инçет Хĕвел тухăç мана унчченех илĕртетчĕ, темшĕн канăç памастчĕ. Темĕнле магнит вăйĕпе хăйĕн патне туртатчĕ. "Унта тем тесен те кайса курас пулать. Тăван çĕр-шыв пуянлăхне, унăн илемне хам куçпа çупăрлас килни канăç паманран инçе те вăрăм çула тухма шухăшларăм. "Çакăн хыççăн хамăн Тăван çĕр-шыва татах та хытăрах юратма тытăнтăм", – çапларах йĕркесем шăрçаланчĕç манăн çул çÿрев кĕнекинче.

Çапла калама сăлтавĕ те пур. Çуралса ÿснĕ кĕтес, çĕр-шыв ытларах килĕшнĕрен, инçете тухас туртăм "пиçсе" çитнĕрен аякри çула пуçтарăнас терĕм. Раççей пысăкăшĕ илĕртет мана. Вăрманĕ, улăхĕ-çаранĕ, сăрчĕ, тăвĕ, кÿлли-юхан шывĕ, чĕр чун тĕнчи мĕне тăрать. "Ылтăн купи шантаракан" чикĕ енрен пуян вĕт пирĕн аслă çĕр-шывăмăр! Юратнă Раççейпе паллашас туйăм кашни çын чун-чĕринче пулмалла. Çуралнă кĕтесĕм темрен те хаклăрах. Унта курмалли, унпа паллашмалли пайтах...

Хама тивĕçекен вăрăм кану вăхăтне ăçта ирттерес пирки тĕрлĕ шухăш пулнăччĕ. Çапах та Инçет Хĕвелтухăçне суйласа илтĕм. Сахалин утравĕ илĕртрĕ. Çула май Урал таврашĕнче, Çĕпĕр тăрăхĕнче пуласси те чуна тыткăнларĕ. Раççейĕн тĕнчипе паллă пуянлăхĕсенчен пĕри – Байкал кÿлли – хăех мĕне тăрать! Кам кăна çитсе курма ĕмĕтленмест-ши унта!? Сахалина мĕнле çитмеллине тĕплĕн палăртса ятарлă план та тумарăм. Интернетра вуласа пĕлнипех çырлахма тиврĕ. Çеçпĕл Мишши калашле, "çĕн кун акине" пуçлакан тĕнче тухакан çĕре чукун çулпа та мар, тÿпене кастарса вĕçекен самолетпа та мар, авто чарăну (автостоп) мелĕпе çитес килчĕ.

Çул-йĕрте кирлĕ япаласем пĕтĕмпех хатĕр темелле. Туристсен газ плитипе баллонĕ, çывăрмалли михĕ, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли эмелсен пухи, çанталăка кура тăхăнмалли тумтир – пурте рюкзакра хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупрĕç. Малалла, хĕвеле хирĕç!

Ижевскран (унта манăн çулташ хушăнчĕ) Ĕпхĕве Çыран çи Чаллă хули витĕр лекес терĕмĕр. Çулĕ инçе те мар пек, анчах Удмурт çĕрĕ çинче чарăнма тиврĕ. Тÿпе шăтăк ала тейĕн – çумăр витрелетсе тăкать те тăкать. Иртен-каян машинăсенчен пĕри те чарăнса пире вăрăм çула илмест. Çул хĕрринчи кафене кĕме, ырă çанталăк халь-халь килсе çитессе кĕтсе пилĕк сехет ларма тиврĕ. "Çул çÿрев ăнмасть пуль ĕнтĕ..." – тесе çапах хуçăлса ÿкмерĕмĕр. Ырă çыннăн кăмăлĕ катса çиес сар çу пек тенешкел, ăнчĕ. Пире Менделеевск хулине çулĕпе çамрăках мар водитель илсе çитерчĕ. Сăмах çăмхи сÿтĕлсе те сÿтĕлсе пычĕ. Эпир Сахалина çитиех çула тухнине пĕлсен пирĕн çине тĕлĕнсе те пăхса илчĕ. "Ăссăрла" шухăшран кăшт куланçи те турĕ пулас. Çав вăхăтрах эпир нимĕнрен те шикленмесĕр инçете тухнине ырларĕ, маттурсем терĕ. Кирлĕ сĕнÿ-канаш та пачĕ, асăнмалăх сăн ÿкерĕнме ыйтрĕ, çул çÿрев дневникĕ йĕркелесе пырсан тем пекех аван пуласса систерчĕ. Сахалин утравĕ тĕрлĕ чĕр чунран пуян пулнине, унта упапа та тĕл пулма тÿр килессе каларĕ, çавăнпа та асăрханулăха çухатмалла маррине пĕлтерчĕ. Инçет çулăн малтанхи утăмĕсенчех лайăх çулташсемпе тĕл пулни савăнтарчĕ те хавхалану кÿчĕ.

Каç ĕнтрĕкĕ çапрĕ. Çыран çи Чаллăран Ĕпхĕве питех те хăтлă машина кабининче ларса çитрĕмĕр. Кондиционер шăрăхран сыхлать, çанталăк сулхăнлатсан ăшăтать. Чăн-чăн самолет салонĕнчи пассажирсем пек "вĕçсе" çитрĕмĕр Пушкăрт Республикин тĕп хулине. Ерипен те пулин вăхăт уйрăмлăхĕ те сисĕне пуçларĕ. Икĕ сехет маларах пырать пирĕн тăрăхрипе танлаштарсан. Тата инçерех кайнăçемĕн вăл хушăнать. Чăвашсен паллă çыравçисем Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ çуралса ÿснĕ тăрăхсене, сăртлă-туллă вырăнсене парăнтарса кÿршĕ Челябинск облаçне хăвалатпăр. Çулсем серпантин пек тăсăлаççĕ, вырăн-вырăнпа тăрук пăрăнаканнисем те тĕл пулаççĕ. Водителĕн питех те асăрханма тивет. Унсăрăн чăнкă çĕр хушăкне ним мар вĕçсе анатăн. Пысăк опытлă е кунти çулсене хăнăхнă автомашина хуçисем вĕсене парăнтараççех. Кĕçех тарават та кăмăллă çулташпа сыв пуллашса урăх машинăна чарма ыйтса алă çĕклеме лекрĕ. Акă мĕн тĕлĕнтерет: нумай водитель, уйрăмах аякри çулсемпе çÿрекенсем, хăйсен ырăлăхĕпе палăраççĕ. Кăмăллă çынсем. Курган облаçĕн çеçен хирĕнче чарăнса палатка вырнаçтарса çĕр каçма хатĕрленнĕччĕ çеç, хăватлă МАЗ машина çитсе чарăнчĕ. Унăн хуçи çĕнĕ машина ларма, хăйĕн инçе çулне пĕрле кĕскетме сĕнчĕ. Валера ятлă водитель Бурят Республикин тĕп хулине Улан-Удэне çул тытать иккен. Тĕлĕнмелле те, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш маттурĕ иккен вăл! Чăвашла та калаçать. Епле пысăк савăнăç! Тăванпа тĕл пулнăнах туйăнчĕ. Тăватă кун унпа юнашар ларса виçĕ пин çухрăм ытла çула пĕрле кĕскетрĕмĕр. Хыçа Омск, Новосибирск, Кемĕр, Красноярск пысăк хуласемпе вуншар ялсем юлчĕç. Тĕлĕнмелле тăрăхсем! Сăртсем, шавласа юхакан шывсем, вăрмансем... Вăхăтăн-вăхăтăн ишĕлекен, çĕр çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе çухалакан, пĕтсе пыракан ялсем мĕлтлетсе иртеççĕ. Ытарма çук тавралăх илемне курса савăнса та тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Иркутска та çитсе пыратпăр. Кĕçех Валера çулташпа сыв пуллашмалли самант та çитет. Тăванлашсах çитнĕ ентешĕмĕртен уйрăлма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Мĕн тери ырă çын вăл! Тавах ăна! Акă Иркутск! Акă Байкал! Тĕнчери чи таса кÿлĕ!

Байкал – тĕнчери чи таса кÿлĕсенчен пĕри. Вăл Еврази варринче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 31 пин те 470 тăваткал çухрăм, тарăн вырăнĕ 1637 метрпа танлашать. Кÿлĕ тăршшĕ 636 çухрăм, сарлакăшĕ – 80.

Çак таса шывлă кÿлĕ Африкăри Танганьика кÿллинчен 200 метр тарăнрах. Байкала 336 пысăк тата пĕчĕк юхан шыв хăйĕн туприне парнелет. Унран вара пĕр Ангара кăна юхса тухать. Тавралăх хăйĕн калама çук илемĕпе çупăрлать. Йĕри-тавра тусемпе сопкăсем. Мĕн тĕрлĕ йывăç, курăк çитĕнмест! Кÿлĕре ишсе çÿрекен пулăсем пÿртри аквариума аса илтереççĕ – шыв çав тери тăрă. Витĕр курăнать. Унăн асамлăхĕпе паллашма мĕн чухлĕ вăхăт кирлине никам та пĕлес çук.

Кÿлĕри вăтăр утравран чи пысăкки – Ольхон. Хăйĕн ĕмĕрĕнче кирек камăн та кунта çитсе курмаллах тесе шухăшлатăп. Тĕрлĕ ÿсен-тăрантан, çут çанталăк палăкĕсенчен пуян утрав. Ольхон Байкал тăрăхĕнчи наци паркĕн территорийĕнче вырнаçнă. Утрав уйрăмах кĕркунне хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Унăн çыран тăрăхĕнчен туристсем те сахалланаççĕ, кĕрĕн пин-пин тĕслĕ сăрри куçа йăмăхтарать. Пĕтĕм тавралăх ылтăн та кĕмĕл кавирпе витĕнет. Ольхон Байкалăн вăйлă хумĕсемпе çăвăнса, сăрт-ту çилĕсене тÿссе хаяр Çĕпĕр сиввине кĕтсе илме хатĕрленет.

Ольхон вăрăмăшĕ 73 километр, сарлакăшĕ – 15. Утравра ытларах бурятсем пурăнаççĕ. Утрав ячĕ те "ойхон" – "вăрманлă" е "ольхан" – "типĕ" сăмахсенчен пулнă текен шухăшсем пур. Ольхон пысăк утрав. Унта Нурское ятлă пысăк, археологи палăкĕсенчен пуян Ханхой, кунта пĕртен-пĕр тăварлă Шара-Нур тата шывра пурăнакан тĕрлĕ чĕр чунран пуян Нуку-Нур кÿлĕсем пур.

Утă тата çурла уйăхĕсем – утравра чи ăшă кунсемпе савăнтараканнисем. Кунта çын пурăнакан темиçе ял пур. Ытларах пайĕ бурятсем. Вĕсен выльăх-чĕрлĕхĕ ирĕкрех çÿренинчен тĕлĕнтĕмĕр. Туристсем экологи енчен таса сĕте пĕр литрне 60 тенкĕпе те туянаççĕ. Вырăнти халăх выльăх-чĕрлĕх усрать, пулă тытса пурăнать. Чуна хумхантараканни те çук мар. Çут çанталăк çын айăпне пула инкек тÿсет. Юлашки çулсенче кăна утрав çинчен нумай чĕр чун çухалнă. Хĕлле кашкăр тĕл пулать, вăл утрав çине пăр çийĕн каçать. Ольхон çинче упа çук. Утраври чи паллă çут çанталăк палăкĕ – Шаман сăмсахĕ. Унта пулса курни те пирĕншĕн телей пулчĕ. Çут çанталăк пуянлăхне пирĕнтен кашни упрамалла. Шел те, юлашки вăхăтра тавралăх илемлĕхне сыхласа хăварас текен сахалланса пырать. Ĕмĕрсем хушши шывпа, çилпе çийĕннĕ чулсем çине темĕн те çырса, чĕрсе хăваракансем тĕл пулаççĕ. Утраври чылай çут çанталăк палăкне патшалăх сыхлать, пăхса тăрать. Пирĕн шухăшпа вĕсенчен хăшне-пĕрне кăна мар, пĕтĕм Ольхон утравне хăйĕн çунатти айне илсе чун-чĕрепе тискерленсе çитнисенчен сыхлама вăхăт мар-ши?

Ольхон утрав хăйĕн илемĕпе тыткăнларĕ, пуянлăхĕпе савăнтарчĕ. Вăл малашне татах та хитреленсе пытăрччĕ.

Кăмăл туличчен курса çÿрерĕмĕр утрава. Чылай вăхăт пулса чун-чĕрене йăпатрăмăр. Курса савăнмалли татах та пурччĕ, паллах. Анчах палăртнă вăхăтран юлас мар тесе вăрăм çула кĕскетсе малалла кайма тиврĕ. Утрав çыранĕсемпе утса тухни тата Байкалта шыва кĕрсе савăнни, "Виле кÿлĕ" тавра вырнаçнă сăртсем çинче пулни хăй мĕне тăрать! Байкал шывне пĕр вĕретмесĕр ĕçме пулать! Акă ăçта вăл таса экологи! Канакансем хăйсем хыççăн юлакан çÿп-çапа пăрахса хăварманни те тĕлĕнтерчĕ. Уйрăмах урăх çĕр-шыв турисчĕсен тирпейлĕхне ырламалла çеç. Ку тĕлĕшпе пирĕн вĕсенчен вĕренмелли пайтах-ха. Эпир вара мĕн кăна хăтланмастпăр: варалатпăр – паянхи кунпа çеç пурăнатпăр! Ыран мĕн пуласси вара паллă та мар.

Тахçан курма ĕмĕтленнĕ çак тăрăхран уйрăлса малалла каятпăр. Иркутскпа Улан-Удэ хушшинчен ниепле те часах ларса кайма май килмерĕ. Ют çĕр-шыв çăмăл машини, телее, çула май лекрĕ. Вăл Хабаровска каять. Улан-Удэ хулипе паллашасси пулмарĕ. Телее, пире каллех ырă çынпа тĕл пулма турă пÿрчĕ. Чита – Хабаровск тăрăха виçĕ кунра парăнтартăмăр. Виçĕ пин çухрăм çула çĕнĕ юлташпа кĕскетрĕмĕр. Хабаровскри туссене кăшт чăрмав кÿнĕ хыççăн çак хулапа (ăна 1880 çулта никĕсленĕ) паллашрăмăр. Кунта пурăнакан çамрăксем спорта юратни, вĕсем хулара ытларах велосипедпа çÿрени кăмăла кайрĕ.

Хабаровскран тухса Амур-çи-Комсомольск хули еннелле кайсан Лидога поселокĕ еннелле пăрăнмалла. Ванино порта çитме вара чĕр тамăк пулчĕ. 350 çухрăма (çул калама çук япăх!) сопкăсем, тусем урлă виçĕ талăк "парăнтарма" тиврĕ. Советская Гавань хулапа, Заветы Ильича поселокпа паллашнă хыççăн Ванино порта лекрĕмĕр.

Сахалина вун ултă сехет "Сахалин-7" паромпа ишрĕмĕр. Холмск хулинче кăшт пулнă хыççăн Сахалина кăнтăртан, Япони енчен, парăнтарас шухăш çĕнтерчĕ. Невельск пĕр урамран тăракан, тăршшĕпе тăсăлса выртакан илемлĕ хула. Вăл 2007 çулхи çурлан 2-мĕшĕнче çĕр чĕтреннине пула нумай арканнă. Кунта юлашки çыравра шута илнипе 11 пин ытла çын пурăнни паллă. Халь вара халăх йышĕ самай чакнă. Сахалин утраврĕнчи чылай вырăнта çакнашкал ÿкерчĕк асăрхама пулать. Паллах, питĕ шел. Холмск – Невельск – Анива – Южно-Сахалинск хулисенче пулнă, унти илемпе паллашнă хыççăн çурçĕрелле çул выртрĕ. Хăй вăхăтĕнче яппунсем хывнă чукун çул тăрăх пуйăспа Поронайск, Ноглики хулисене çитни те пысăк çитĕнÿ. Серăпа водородран пуян кÿлĕсенче шыва кĕни, çынран та çÿллĕ хупахсем хушшинче "пытанмалла" выляни, тĕрлĕ чĕр чунпа куçа-куçăн тĕл пулни, вырăнти халăхпа калаçни, музейсенче, Сахалинăн çурçĕр пайĕнчи тĕп халăхăн нифхсен çурмаçĕр пÿрчĕсемпе паллашни асăмра ĕмĕрлĕхе юлчĕç.

Ăнчĕ çул çÿрев. Асран тухмĕ унăн илемĕ, пуянлăхĕ. Çав вăхăтрах манăçĕ-ши эпир чунпа чухăн пулни, хамăртан килекен хуçасăрлăх ÿкерчĕкĕсем çухалĕç-ши куç умĕнчен хăçан та пулин?.. Газпа, нефтьпе ытлă-çитлĕ утрав çинче халăх йышĕ чакни, хуласем пушанса та юхăнса пыни питех те шухăшлаттаракан пулăм. Пуласлăх тĕтреллĕ-ши? Çук пуль. Аталанĕ утрав та, Инçет Хĕвелтухăç та... Пирĕн чунсем те хытмĕç. Шанас килет.

Сахалинăн хăйне евĕр архитектури.

Байкал илемĕ

Муравььев-Амурский палăкĕ (скульпторĕ А.М. Опекушин). Невельск хулинче çĕр чĕтреннĕ хыççăн юлнă çурт.

Евгений ФЕДОРОВ,

архитектор.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.