Комментировать

19 Ноя, 2020

Хĕрарăмсен пуçарăвĕ пархатарлă та аталануллă

Паян — Хĕрарăм-предпринимательсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Хальхи вăхăтра пикесемпе арăмсем хăйсен ĕçне йĕркелес ыйтура пуçаруллă та маттур. Хастаррисем пирĕн республикăра та чылай. Шăпах вĕсем «Çĕнĕ вăхăтăн ĕçлĕ хĕрарăмĕсем: пуçарулăх тата аталану» ятпа йĕркеленĕ конференцие хутшăнчĕç.

Тĕнче те, пурнăç та улшăнсах пырать. Чылайăшĕ паян никама пăхăнмасăр хăйĕн ĕçне уçма ăнтăлать.

— Ирĕклĕх, паллах, аван. Анчах та кун валли хăюллă пулмалла. Çакă кăна-и? Ĕç пуçарса йĕркелеме пултарулăх та кирлĕ. Хĕрарăмсем паян питĕ маттур. Çемьере те, ĕçре те, общество пурнăçĕнче те ĕлкĕреççĕ вĕсем, — палăртрĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ, финанс министрĕ Михаил Ноздряков.

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева хĕрарăм тĕнчене илемлĕрех, ырăрах, пархатарлăрах тума килни çинче пусăм турĕ.

Тухса калаçакансенчен чылайăшĕ хĕрарăм маттур анне, лайăх арăм тата пултаруллă предприниматель пулни тавра сăмах пуçарчĕ. Кил ăшшине те упрать, йĕркеленĕ ĕçе те ăнăçтарать вăл. Этемлĕхĕн черчен пайĕ хăйне хăть те хăш тытăмра та хăтлă туять.

Уйрăмах палăрнă маттур чиперккесене тĕрлĕ Хисеп хучĕпе чысларĕç.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: