Вутра та путман, шывра та çунман чăваш хĕрарăмĕ
Çĕнтерĕве тылра та туптанă… Кашни çемьере, тырă-пулă уй- хирĕнче, кăмăл çирĕплĕхĕнче, ĕçченлĕхре туптаннă вăл. Çавăн пекех Мускав патнех çитнĕ тăшмана тытса чарма епле майпа та пулин пулăшас тесе хĕр-хĕрарăм хÿтĕлев чикки хатĕрленĕ. Шăпах вĕсене, чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене, халаллатпăр çĕнĕ ярăма. Ан тив, унта пуля шăхăрман, снаряд та çурăлман. Анчах мĕн чухлĕ хастарлăх çырăннă, йĕр хăварнă Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисенче. Чăваш наци конгресĕ тата «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ конкурса ас тăвăм материалĕсемпе хутшăнма йыхравлатпăр.