Комментировать

19 Ноя, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 45 (6342) № 19.11.2020

Арктикăра хăйне уйăх çинчи пек туять

Географа ятарласа вĕреннĕ

Дима тÿпери самолет-вертолета сăнама кăмăлланă. Вăл «тимĕр кайăкпа» аякка вĕçме ĕмĕтленнĕ. Тăвай салинче çитĕннĕскер тусĕсемпе кивĕ сарайсене, çурт тăррисене тĕпченĕ. Çырма-çатрана тĕрĕсленĕ, çĕр пÿртсем чавнă — ăçта вăрттăнлăх, унта васканă. Арçын ача ĕмĕтне мĕнле пурнăçлама май пурри пирки шухăшламан-ха. Хусанти аслă шкулта инженер дипломне илнĕ те ĕçе кĕнĕ. Кĕсьере кăштах укçа-тенкĕ тупăнсанах тĕрлĕ хулана кайнă каччă. Таиланда, Египета турист пек çитнĕ.

Тавралăха тĕпчес шухăш çирĕпленсен Дмитрий 2014 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи вырăс географи обществин Чăваш Енри уйрăмне пынă. Унта экспедици отрячĕ йĕркеленĕ. Дмитрий Владимировичăн тăтăш çул çÿресси çак тапхăртан пуçланнă та. Пĕрремĕш экспедици куç умĕнчех. Вăл студентсемпе Хусан хÿтĕлев чикки пулнă вырăнсене тĕпченĕ: Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкейрен пуçласа Тăвай районĕнчи Хутăр Октябрь таран, пурĕ — 102 кило-метр. Амăшĕпе кукамăшĕ Дмитрие ача чухне хÿтĕлев чиккине туни пирки нумай каласа кăтартнă. Арçынна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи пулăмсем те кăсăклантараççĕ. Çавна май отрядпа Мурманск хулинчи çапăçу пынă вырăна та çитсе тĕпченĕ, кунсăр пуçне байдаркăсемпе Сăрпа Атăл тăрăх ишнĕ.

2017 çулта Дмитрий Алексеев Раççейри вырăс географи обществипе Финн заливне экспедиципе тухнă. Çав çулах Баренц, Норвеги тата Гренланди тинĕсĕсенче пулнă хыççăн çул çÿревçĕ хăйне тинĕс тĕпчевçи пекех туйнă. «Экспедици пăтăрмахсăр иртмерĕ — икĕ хут çил-тăвăла лекрĕмĕр. Унашкал самантра çула тухнăшăн кулянтăм: «Килте ларасчĕ пĕрех хут!» — тарăхрăм. Анчах çанталăк лăплансанах кăмăл çĕкленетчĕ. Халĕ шухăшлатăп та: вăл маншăн пурнăçри чи лайăх çул çÿрев пулнă», — аса илчĕ арçын. Киле таврăнсан темиçе кунранах Дмитрий Арктика экспедицине тухса кайнă. Географ специальноçне алла илмешкĕн вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ.

41 çулти çул çÿревçĕ — нумай ача ашшĕ, мăшăрĕпе тăватă тĕпренчĕкне ура çине тăратаççĕ. Çемье пуçне çул çÿревсене çÿренишĕн укçа тÿлемеççĕ. Унăн тĕп ĕç пур. Общество ĕçне хутшăннисĕр пуçне вăл коммерци организацийĕ хута янă, ăна ертсе пырать. Раççейри шырав юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчи коррекци канашĕн членĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. «Общество ĕçĕ — хама лайăх фор-мăра тытмалли мел. Шыравсемпе тĕпчевсене явăçни спорт евĕрех — тренажер залне çÿремесĕрех кĕлетке пиçĕхет, çул çÿреври чăрмавсем кăмăла та çирĕплетеççĕ», — терĕ Дмитрий.

Хыçра — 21 пин ытла миля

Çулталăкра вăтамран виçĕ хут çула тухать вăл. Кăçал утă уйăхĕнче Раççейри вырăс географи обществипе арçын Арктикăна тĕпчеме кайнă. Чи вăрах командировка пулнă унăн — 3 уйăх «Илья Муромец» ледокол çинче пурăннăскер иртнĕ уйăхра Шупашкара таврăннă. «Пысăк çĕре» курмасăр, телефон çыхăнăвĕсĕр епле-ха? Кунашкал тĕрĕслев чăн-чăн арçынсем валли. «Талăкĕпе тинĕсре пулман паллах, çĕр çине те тухнă. Утравсемпе çур утравсене тĕпченĕ. Кăсăклă ĕç пайтах пулнăран экспедицири вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Ĕмĕр ирĕлмен юрлă-пăрлă кĕтес хăйне евĕр илемĕпе кирек кама та тыткăнлама пултарать. Уйăх çине çитсе килнĕн туятăп. Хитре тавралăх, сăрт-ту, шурă упасемпе моржсем... Ку чĕр чунсем — кашни утраврах, ялта ĕнесем урам тăрăх утаççĕ, Арктикăра вара — упасем. Эпир çывăха пыман. Тискер чĕр чунсем выçă мар, пирĕн ушкăн вĕсене кăсăклантармарĕ. Кĕтменлĕхсем пулнă тăк пире пĕрле çула тухнă тинĕс пехоти хÿтĕлĕччĕ. Хăш чухне çĕр çине кунне виçĕ хутчен анаттăмăр. Ирхи 4 сехетре тăнă та ĕçе пуçăннă. Карап çинче пурăнмалли условисем аванччĕ. «Илья Муромец» — çĕнĕ карап, хăтлă. Спортзал та, сауна та пур. Ирĕк, çутă каютăра пушă вăхăтра кĕнеке вулама пулать. Экипажпа пĕрле 60-ăн çула тухрăмăр. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те. Вĕсем поварта, буфетра ĕçлеççĕ», — каласа кăтартрĕ опытлă çул çÿревçĕ.

Экспедицие ăсчахсем тата медиа ушкăн хутшăннă. Пĕрремĕш йыша кĕрекенсем — Раççейри наука академийĕн институчĕсен представителĕсем. Кашни ушкăн уйрăм тĕллевпе çула тухнă. Ăсчахсем утраври тăпра уйрăмлăхĕсене, вырăнти çĕре тĕпченĕ май 5-10 пин çул каялла çĕр чĕтреннĕ темиçе вырăна тупса палăртнă. Биологсемшĕн те тĕлĕнмелли тупăннă. Сăмахран, орнитолог кайăксен тăватă çĕнĕ тĕсне асăрханă. Унччен вĕсем Арктикăра пурăнманни паллă. Медиа ушкăн «Аслă çурçĕр çулĕ» фильм ÿкернĕ.

Экспедици ушкăнĕ темиçе тĕллевпе çула тухнă. Арктикăна хăçан тĕпчеме пуçланă? Вăл 17-мĕш ĕмĕртех çынсене илĕртнĕ-мĕн. Çакна тĕпчевçĕсем тупнă Хаяр Йăван тапхăрĕнчи укçа çирĕплетнĕ. Дмитрий Алексеев каласа кăтартнă тăрăх, çул çÿревре асăрханă япаласене малалла тишкерме специалистсене параççĕ. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн çарсем Арктикăра та хÿтĕлев базисем туса хунă. Çакна тĕпчесси те пирĕн тĕллевччĕ. Чăнах та, асăннă вырăна тупрăмăр. Артиллерин икĕ батарейи, орудисене вырнаçтармалли лапамсем, казармăсем, çĕр пÿртсемпе сăнав пункчĕсем аван сыхланса юлни савăнтарчĕ. Калăн, салтаксем 10-20 çул каялла çеç кунтан кайнă. Истори вырăнĕсенче пулни хавхалантарать мана. Раççей тĕпчевçи Эдуард Толль чарăннă тĕле те çитрĕмĕр. Вăл 1902 çулта лартнă пÿртре кăмака хутса ăшăнни тĕлĕнмелле мар-и-ха? Кунашкал самантсем асрах тухмаççех. Пĕр сăмахпа, экспедицире çĕнĕлĕх чылай пулчĕ», — калаçăва тăсрĕ 8 тинĕспе 3 океана парăнтарнăскер. Хальхи экспедицире 21 пин ытла миля хыçа хăварнă вăл. Ку тăршшĕ — çур экватор ытла!

Нина ЦАРЫГИНА.


Кунĕн-çĕрĕн пациентпа юнашар

Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне Ольга Чернова больницăна ĕçе вырнаçма шухăшланă. Опытсăр студентсене чылай чухне йышăнасшăн мар: вĕсем вĕренеççĕ, яланах ĕçе тухаймаççĕ. Пикене ăннă, кăçалхи ака уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин больницинче медицина сестрин тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă вăл. Коронавирус алхасма пуçласан та ĕçрен кайман, чирлисене сыватасси тĕп тивĕç пулнине лайăх ăнланнă.

«Медицина факультечĕн студенчĕсен 4-мĕш курсра медсестра, медбрат сертификачĕсене илме май пур. Ăна кăçал, çулталăк пуçламăшĕнче, пачĕç те тÿрех ĕç шырама тытăнтăм. Çĕнĕ Шупашкар хулин больницинче хапăл турĕç, эпĕ ĕçлекен уйрăмра инсульт чăтса ирттернĕ пациентсене сиплеççĕ», — каласа кăтартрĕ халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен хĕр. Вăл ĕçе вырнаçнă хыççăн коронавирус инфекцийĕ анлă сарăлма тытăннă. Çывăх çыннисем пăшăрханнă пулин те хĕрĕн шухăшне ырланă.

Вĕреннĕ вăхăтра ĕçре вăй хума çăмăлах мар. Ольгăпа пĕр ушкăнра ăс пухакансем те çаплах: веçех ĕлкĕрме тăрăшаççĕ. «Ман пек çынсем татах пурри вăй хушать çеç», — пытармасть 22 çулти пике. Кăçал вăл экзаменсене дистанци мелĕпе панă. Студентка каçхи сменăра ĕçлет, канмалли кунсенче те больницăрах. Унта вырнаçсанах вăл пациентсемпе ĕçлеме хăнăхнă: венăран юн илнĕ, укол тунă, капельница лартнă, йывăр чирлисене апат çитернĕ… Пандеми пуçлансан унăн ĕç кунĕ тĕпрен улшăннă. Ольга ĕçе çитсенех респиратор, куçлăх, хÿтĕлев тумтирĕ тăхăнать. Унпа смена вĕçлениччен, 12 сехет, çÿремелле. Малтанхи вăхăтра, уйрăмах çулла, питĕ йывăр килнĕ. Респиратор тăхăннă хыççăн юлнă йĕрсене, хĕрелнĕ пите нÿрлентерекен крем сĕрме тивнĕ. Халĕ урамра шăрăх çанталăк мар, хÿтĕлев çи-пуçĕпе çÿреме çавах йывăр. Смена вĕçленсен ăна хăвăртрах хывас килет.

Тепĕр чухне шурă халатлисен апат çиме мар, шыв ĕçме вăхăт пулман. Ольга ĕçлекен больницăна пациентсене республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен илсе килеççĕ. Уйрăмра коронавируспа чирлисем валли — 45 вырăн. Пациентсен йышĕнче тĕрлĕ ÿсĕмрисем пур. Каварлă чир тĕлĕрмест, çавăнпа, Ольгăн шухăшĕпе, çынсен сыхланмалла: «Паллах, гигиенăна пăхăнмалла, сăлтавсăр унта-кунта çÿремелле мар. Иммунитета çирĕплетни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, витаминсем ăша ямалла, усăллă апат-çимĕç çимелле, ытларах çывăрмалла. Начар шухăшсене хамăртан сирмелле, ку çăмăлах мар тапхăр хыçа юлатех».

Паллах, ку çамрăкшăн хăйне евĕр опыт пулĕ. Вăрмар поселокĕнче çуралнă хĕр пуласлăхĕ пирки шу-хăшлать. Ординатура хыççăн унăн специальноç суйламалла. Ольгăна тĕрлĕ наука кăсăклантарать. Неврологи те, дерматологи те интереслĕ сăмахран.

Ирина КОШКИНА.


«Чăт, чунăм, чăт, çак лагерьтен тухиччен»

Пÿрте почтальонка чупса кĕнĕ те: «Вăрçă пуçланнă!» — тесе кăшкăрнă. 5 çулти Улькка нимĕн те ăнланман. Амăшĕ Укахви макăрса янă. Нумай та пурăнман — Ульккан пиччĕшĕ Иван патне повестка килнĕ. Вăрçа каймалли кун вăл шалти пÿрте кĕрсе тумланма пуçланă, костюмне, галстукне хывса шкапа çакнă, «Вăрçă чарăнсан тăхăнма кирлĕ пулĕ-ха», — тенĕ. Кĕрĕкне те çавăнтах хурса хăварнă. Улькка ăна куç илмесĕр сăнаса тăнă.

Юратса «чĕр чун» тенĕ

Йăван тумланса пĕтерсен урайне тăрст! тапнă, «Эй, чĕр чун!» — тесе Ульккана çÿлелле çĕкленĕ. Пиччĕшĕ йăмăкне юратса яланах çапла чĕннĕ. Салтака ăсатма халăх пухăннă, пÿртре шăв-шав тăнă, хĕрарăмсем макăрнă. Улькка тепĕр пÿлĕме тарса пытаннă. Кайма вăхăт çитсен арçынсем салтак юррине пуçланă. Йăван сĕтел хушшинчи ватăсемпе сыв пуллашнă. «Ăçта ман чĕр чун?» — тесе Ульккана шыранă. Йăмăкне йăтса илнĕ те амăшне çапла каланă: «Апай, çак чĕр чуна лайăх пăхса ÿстер». Урамра пĕр чарăнмасăр çумăр çунă. «Мана ăсатма кам пырать? Кайнă чухне лашине хамах тытса пырăп, ăна каялла илсе килекен çын кирлĕ», — тенĕ Йăван. Уксах хĕрарăм пыма килĕшнĕ. Вăл каялла йĕп-йĕпе таврăннă, çумăр çаплах чарăнман. Йăван фронтран янă çырусенче те Ульккана лайăх пăхма ыйтнă. Вăхăт иртсен унран çыру килме пăрахнă, вăл хыпарсăр çухалнă.

«Чи асли Андрей, 1915 çулта çуралнăскер, Йошкар-Олара хурт-хăмăр ăстине вĕреннĕ. Эпĕ ăна астумастăп та. Ăна çавăнтанах вăрçа илсе кайнă. Фронтран виçĕ йĕрке çырнă вăл: «Ати, апай, эпĕ сывах. Малалла мĕн пулать — пĕлместĕп. Пурне те салам». Пичче вăрçă пуçланнă-пуçланман хыпарсăр çухалнă. Кайран ăна шыраттартăмăр, 1945 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуç хунă. Йошкар-Олара Андрейăн юратнă хĕрĕ Тоня пулнă. Вăрçа кайнă чухне пичче пуйăс çинчен çыру янă, общежитире япалисене, кĕнекисене апая кайса илме ыйтнă. «Чун хурланать, каяймастăп, савнă хĕрĕ япали-сене илчĕ пуль», — тетчĕ апай», — Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Кузнецова ачалăхне аса илсен куççульленчĕ.

Укахвипе Никифор 8 ача çуратнă. Иккĕшĕ, Катяпа Мишка, пĕчĕк чухнех вилнĕ. «Шатраллă ачасем хыççăн тĕне кĕртрĕмĕр те чирлесе кайрĕç», — каласа кăтартнă Укахви, Виктор хыççăн çуралнă ачана та Мишка тесе чĕннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Нинăна, 16-ри хĕре, Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Хĕл питĕ сивĕ килнĕ. Нина килти тимĕр кăмакана пĕрле илсе кайнă, çывăхри ялсенчен улăм вăрласа ăна хутнă, окопрах выртса тăнă.

Тырă акма янă та…

Çемье пуçĕ Никифор Гаврилович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинчен сусăрланса таврăннă, сулахай аллинче пÿрнисем пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна çар комиссариатне чĕннĕ те Çĕмĕрлери комбината ĕçлеме янă. Канмалли кунсенче киле çÿренĕ.

Пĕррехинче Никифор Волков патне колхоз председателĕ Çимон пынă. «Тырă акмалла. Комбината сан вырăна урăх çынна ярăп. Тырă акни те вăрçă ĕçĕ шутланать», — тенĕ. Никифор ăна ĕненсе тепĕр арçынпа пĕрле хул пуççи урлă кунтăк çакса 45 гектар тырă акнă. «Ах, Укахви, хул пуççи пиçсе кайрĕ», — тенĕ арçын арăмне. «Çимон сан вырăнна комбината никама та яман», — Укахви упăшкине темиçе хутчен те асăрхаттарнă, анчах лешĕ тырă акса пĕтересех тенĕ. Ĕç вĕçленсе пынă, Волков тарса çÿрет тесе Çимон çăхав çырнă. Никифора çар комиссариатне чĕнсе илнĕ, ăна çавăн чухнех тытса чарнă. Суд ялти шкулта пулнă. Çуртăн пĕр пуçĕнче ачасем вĕреннĕ, тепĕр пуçĕнче суд пынă. Учительсем Укахви çине пăхса темĕн пăшăлтатнă, никама та тăхтава кăларман. Хĕрача ашшĕне курмасăрах юлнă.

Суда халăх йышлăн пухăннă. «Волков ĕçрен пăрăнса юлас тесе эпĕ пырсан алăк хыçне пытанатчĕ. Пытанса çÿриччен кайса тырă акма хушрăм», — тухса калаçнă колхоз председателĕ. Суд Никифора тĕрмене 4 çуллăха хупма йышăннă, Чăваш Ене 4 çул килме чарнă. Айăпланнă çынна юлашки сăмах панă. «Эпĕ тарса çÿремен. Иртнĕ вăрçăран пÿрнесĕр таврăнтăм пулин те ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Ку вăрçăра манăн икĕ ывăл çапăçать. Килте — тепĕр тăватă ача. Кун пек пуласса пĕлнĕ тĕк икĕ лав тырă вăрлăттăм, хăть ачасем выçă юлмĕччĕç. Икĕ лав тырăшăн кун пек айăпламĕччĕç», — тенĕ Никифор. Кун хыççăн суд ĕçе тепĕр хутчен пăхса тухнă, тĕрмене 4 çуллăха хупассине хăварнă, Чăваш Ене 4 çул килме юраманнине пăрахăçланă. Айăпланнă арçынна Етĕрнене илсе кайнă, унта арестантсем Сăр урлă кĕпер тунă. Выçăпа вăйсăрланнă арçынсем сăвай çапнă чухне тайăнса кайса юхан шыва ÿксе путнă. Тури Кăмашари Сухăр Аннин упăшкин те пурнăçĕ çавăн пек татăлнă.

Икĕ мăшăр çăпата çĕтĕлнĕ

Укахви упăшки патне Етĕрнене 18 хутчен çуран кайнă. Çула тухсан темиçе кун иртнĕ, ачасем килте хăйсем тĕллĕнех юлнă. Укахви хăйĕнпе пĕрле тепĕр мăшăр çăпата илнĕ. Киле таврăннă тĕле вăл та çĕтĕлсе пĕтнĕ, тĕпне турпас хурса таврăннă. Мăшăрĕ валли кутамккана пашалу чикнĕ. «Ах, Укахви, мĕншĕн ачасене çитерес апата кунта илсе килетĕн? Хам пĕр татăк та çисе юлаймастăп, шалта тÿрех туртса илеççĕ», — тенĕ упăшки ачисене хĕрхенсе. Каярахпа Никифор Волкова Смоленск хулине куçарнă. Укахви мăшăрĕ патне тек каяйман. «Кунта ĕç йывăр мар, çăпатасем çеç тăватпăр», — Никифортан çакăн пек çыру килнĕ. Арестантсене тăварланă пулă нумай çитернĕ. Никифор Гаврилович юнлă вар виттие ернĕ. Ялти пĕр çын тăрăшнипе Никифор Волкова киле яма ирĕк панă. Анчах вăйран кайнă арçын хăй вилессине пĕлнĕ ахăртнех, «Вĕç, вĕç, куккук» юрă сăмахĕсене улăштарса юрланă: «Чăт, чăт, чунăм, чăт, чунăм, çак лагерьтен тухиччен».

Никифор лагерьте пĕрле пулнă ентешĕнчен тăван килне çыру парса янă. «Укахви, ачасене лайăх пăх. Сывă пул. Сывă пул. Сывă пул», — тесе çырнă. Ку унăн юлашки çырăвĕ пулнă. Лагерьте вăйсăрланнă çынсене вилнĕ-вилмен кăларса пăрахнине, çавăнпа Никифор юлашки сăмахĕсене çырма мачча çине хăпарнине, çавăнтах ĕмĕрлĕхех куç хупнине каярахпа пĕлнĕ арăмĕ.

Укахви упăшкине арестлесен ун вырăнне конюхра лаша пăхнă, тырă вырма та тухнă. Кăвак шуçăм килсенех вăл лаша кÿлсе вăрмана вутă патне кайнă, хăйĕнпе пĕрле Ульккана илнĕ. Ĕçе кайиччен Укахви пĕр лав вутă кÿрсе килнĕ. Конюхра ĕçлеме пăрахсан ĕне кÿлме вĕреннĕ. Вăрмантан илсе килнĕ вутăран кăмрăк тунă. Ĕне е лаша кÿлсе ăна Тутарстана сутма çÿренĕ. «Нумай утнăран ĕне çын пек ахлатса выртатчĕ, 30 литр сĕт параканскер типĕтсе лартатчĕ. Виçĕ кунран ура çине тăратчĕ те сĕтне каллех хăйĕн виçинех çитеретчĕ. Пĕррехинче анне хамăр урамри Микулайпа кăмрăк сутма кайнă. Каялла килнĕ чухне вĕсене тутарсем хăваланă. Юрать, паромпа юхан шыв урлă каçма ĕлкĕрнĕ. «Пире вĕлерсе юхан шыва пăрахĕччĕç, лашасене илсе кайĕччĕç», — тетчĕ апай», — аса илчĕ Ольга Никифоровна. Ашшĕне тĕрмене хупнă хыççăн çемьене налук ытларах тÿлеттернĕ. Укахви тÿлесе çитереймен, агентсем ĕнене илсе кайма тăнă. Выльăха картишĕнчен çавăтса тухнă, анчах кил хуçи хĕрарăмĕ ăна парса яман, калаçса татăлнă. «Ĕнине те йăта-йăта тăрататтăмăрччĕ, апачĕ çителĕклĕ пулман. Апай кашни ир чи малтан витене тухса пăхатчĕ. «Ах, лайăхах-ши паян? Алăк хыçне выртман-ши? Унта выртсан уçаяс та çук», — тетчĕ. Тырă вырсан тĕпне çулса килетчĕ, «ыраш ай» теттĕмĕрччĕ ăна. Унпа выльăх ăçтан пурăнтăр?» — малалла аса илчĕ Ольга Никифоровна.

«Инке, вăрçă чарăннă!» — пĕр кунхине Алексей Егорович пÿрте кĕрсе лайăх хыпар пĕлтернĕ. Анчах Укахви савăннипе пĕрле хурланса макăрнă: «Вăрçăра манăн икĕ ывăл вилчĕ, упăшка та аякра çĕре кĕчĕ». Улькка çичĕ класс вĕреннĕ. Вăрçă чарăнсан 5-мĕш класа 3 çухрăмри кÿршĕ яла çÿренĕ. Тăхăнмалли пулман, çăпати пĕрмай çĕтĕлнĕ. Пиччĕшĕн Иванăн кĕрĕкĕ шкапра вăрçă чарăничченех çакăнса тăнă. «Халь тин килес çук ĕнтĕ», — тесе амăшĕ ăна Ульккана тăхăнтартнă. Шкул пĕтерсен вăл артеле ĕçе кĕнĕ, чăпта çапнă. «Манăн пиччене тиркеместĕн-и? Вăл лайăх, кĕçех салтакран килмелле», — тенĕ тусĕ Вера. Вăл Ульккана Санькăпа паллаштарнă. Каччă салтака кайиччен пÿрт лартнă, анчах вăл таврăниччен ашшĕпе амăшĕ ăна сутнă, хăйсем мунчара пурăннă. Улькка çав мунчана качча пынă. Çамрăк мăшăр малтан — пĕчĕк пÿрт, кайран пысăкраххине лартнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ: Раиса, Аля, Люба, Света, Гера.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.


Шартлама сивĕре окоп чавса та ăшăнайман

Тĕрлемес станцине вĕтĕ кукăльсем, тапак сутма каякан хĕрне Тарье икĕ чĕлĕ çăкăр тăвар сапса парса янă: «Тен, аçуна курăн, пуйăспа иртсе кайма пултарать вăл», — тенĕ.

«Вилетпĕр-и, чĕрĕлетпĕр-и — курăпăр…»

Куславкка районĕнчи Йĕршерсем 10 çухрăмри станцие тăтăшах сутма çÿренĕ. Вăрă-хурах тапăнасран йышпа пуçтарăнса çуран утнă. Хĕллехи пĕр кун Тонька та çавсемпе ерсе кайнă. Пуйăс чарăнсан тапак туянас тĕллевпе хĕре салтаксем сырса илнĕ. «Йĕршерсем пур-и кунта?» — ыйтнă тахăшĕ: Матюк ятлă хĕрарăм Тонька пуррине каланă. «Сан аçу пуйăсра!» — пĕлтернĕ ăна. Кĕçех хĕре вакун патне илсе кайнă. Çавăн чухне Тоня шинель тăхăннă ашшĕне курнă. Вăл унран килти, ялти хыпарсене ыйтса пĕлнĕ. Хĕрарăмсем чупса килнĕ, салтака кукăльсем, апат-çимĕç тыттарнă. Илья госпитальте выртса тухнă иккен. Сывалнă хыççăн фронта тепĕр хут каять. «Пĕр-икĕ эрнерен паллă пулать: вилетпĕр-и унта, чĕрĕлетпĕр-и…» — çак сăмахсене каласа сыв пуллашнă ашшĕ. Киле таврăнсан унпа тĕл пулнине Тонька амăшне каласа кăтартнă. «Мĕншĕн хам каймарăм-ши, чун сисрĕ вĕт-ха», — тесе вăл шутсăр куляннă. Кайран ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухални пирки телеграмма килнĕ. Пуç хунă салтакăн хĕрĕ Антонина Лебедева паянхи кун та ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнать. Çĕршывра вăрçă кĕрленĕ чухне вăл 16-20 çулсенчи вăй питти хĕр пулнă. Çемьери 6 ачаран — чи асли. Çавăнпа та ун çине нумай ĕç тиеннĕ.

«100-е те çитрĕм пуль. Хамăн çулсен шутне те мантăм, сÿтĕклентĕм…» — тет кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 95-ри юбилейне паллă тунă кинемей. Çак ÿсĕме çитсе те шÿтлеме ăста вăл. Хăйне сăпайлă тытать, иртнине те астăвать. «Вăрçă вăхăтĕнче выçăллă- тутăллă пурăнтăмăр. Аттене малтанхи çулсенчех фронта илсе кайрĕç. Анне ачисене ÿстерес тесе нумай асапланчĕ. Вăрçă тухнă çул вăл кĕçĕн ачине çуратрĕ. Аннене май килнĕ таран пулăшма тăрăшрăм. Уйра крахмал та пайтах пуçтарнă. Килте лартман, колхозран ĕçлеме хăваланă мана: е вăрман касмалла, е окоп чавмалла… — аса илчĕ тыл ĕçченĕ. — Улатăр районне вăрман касма кайсан Кире поселокĕнче çын патĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Кил хуçисем ахаль усраман, пире ĕçлеттеретчĕç. Кăмака хутма вутă вăрмантан çĕклесе килеттĕмĕр, хамăр çимĕçпе апат пĕçереттĕмĕр».

Капмар юмансене те алăпа каснă вĕт. Пилĕк таран юр ашса тăватă хĕр икĕ авăрлă пăчка туртнă. Хальхи пек йĕмсем те, çи-пуç та пулман. Чĕнтĕрлĕ чăваш кĕпипех ĕçленĕ. Каç тĕлне вăл та, çăпата та пăрланса хытнă. Хушнă плана тултарма тĕлĕнмелле йывăр пулнă. Çамрăклăх, ачаран ĕçлесе ÿсни пулăшнă. Çавăн пекех шÿт-кулă та. Киле таврăннă чухне хĕрсем юрă шăрантарнă. Шартлама сивĕсенче пурин те пĕр ĕмĕт пулнă: тăраниччен çывăрасси, хырăм сарăличчен апат çиесси. Лашасене тăварнă, йĕпе тумтире типме çакнă çĕре çур çĕр те иртнĕ. Ыйхă валли 2-3 сехет кăна юлнă…

Тырă леçме кайсан…

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительстви пуçлансан Йĕршерти вăй питти хĕрсене те окоп чавма илсе кайнă. Вĕсем хăйсен районĕнчи Аслă Куснар тĕлĕнче ĕçленĕ. Антонина Ильинична унта 3 кун çеç хутшăннă пулин те самаях нушаланма тивнĕ. «Çанталăкĕ сивĕччĕ. Ĕçлесен те ăшăнма çукчĕ. Тимĕр лум алла самаях шăнтатчĕ. Юр çинче ĕçлесе ура йĕп-йĕпе пулатчĕ, пăрсан шыв тухатчĕ. Ир валли типсе те çитеймен. Хĕрхенекен пулман пире. Питĕ вăйлă хăваланă», — каласа пачĕ кинемей. Кайран ăна ял канашне телефонограмма йышăнма çирĕплетнĕ. Колхоз правленийĕнче çĕрле дежурство ларнă. Çар комиссариатĕнчен шăнкăрав тăтăш килнĕ: е ăна чĕнмелле, е кăна… Çав самантрах кирек ăçтан çын тупса памалла. Çур çĕр варринче те çынсем патне пайтах пырса шакканă. Çавăнпа та окоп чавнă çĕртен илсе кайнăшăн Тонька пĕртте савăнман.

Çулла вăл лашапа лавпа çÿренĕ. Тĕрлемесе тырă леçме кайсан унăн янаварĕ пуç хĕрлĕ чикеленсе йăванса кайнă. Выльăх вилчĕ пуль тесе хăранă хĕр. Юрать-ха, лавĕ пушă пулнă. Вăйлă лашасене вăрçа ăсатнă та начартараххисем кăна юлнă. Апатне те лайăх çитермен-тĕр, халтан кайиччен ĕçлеттернĕ. Çав лаша кайран пурпĕр ура çине тăнă.

Вăрçăчченех Тонька вăййа тухса савăнма ĕлкĕрнĕ. Çамрăксем вĕсен пахчи хыçне пухăннă. Анчах хĕр пĕр качча та хăйне ăсаттарман — вăтаннă. Кайран та вăл йĕкĕтпе çÿресе курман. Ун чухнех качча каймастăп тесе пурăннă. Тен, савнийĕ пулнă? Анчах кун пирки шарламарĕ: «Кирлĕ пулман мана каччă», — терĕ çеç. Йăмăкĕ-шăллĕ пурте килтен тухса кайнă, Тоня çеç юлнă. Ватлăхра суккăрланнă амăшне пăхнă. Тарье 90 çулччен пурăннă. «Анне çумĕнче лайăхчĕ. Вăл мана çемье çавăрманнишĕн нихăçан та ÿпкелесе сивĕ сăмах каламан. Хула мана илĕртмен, килтен ниçта та каяс килмерĕ. Колхозрах ĕçлесе ĕмĕрлерĕм, фермăра пăрусем пăхрăм», — чунне уçрĕ тыл ветеранĕ.

Çак ÿсĕмре те вăл пĕччен пурăнать. Тонька аппа çын ĕнин сĕтне кăмăлламан, çавăнпа хăй усранă. Ăна тытма пăрахни 3-4 çул кăна-ха. 90-ра та вăл ĕне суса сĕт-турăхне тирпейленĕ. Тăванĕсем килнĕ çĕре тăпăрчă хатĕрленĕ. Йăмăкĕсемпе вĕсен ачисем Куславккаран, Шупашкартан килсе çÿреççĕ. Пахчана, хуçалăха тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Тонька аппа хăй те çум çумлама питĕ юратать. Хăнасем килнĕ çĕре кукăль пĕçерме чуста хурса хатĕрлет. «Çын мĕн чуль сахалрах ĕçлет, çавăн чуль ыратать, чирлет. Ĕçленипе çын вилмест. Ура утми пулчĕ. Стена хыпашласа кăна çÿрекелетĕп е упаленетĕп. Хама хисте-хисте туя тытса уттаратăп. Выртсан шăм-шак хытать те тăраяс çук. Ыйхă вĕçнипе аптăратăп, çĕрле тăрса ларатăп вара. Ĕлĕк ĕçлесе ĕшенсен хытă сак çинчех хуп турттарнă. Нихăçан та çывăрса тăранассăн туйăнман. Халĕ çемçе вырăн çинче те çĕрĕпе çывăрмастăп тепĕр чухне. Мамăк утиял та витĕнме йывăр пек, çăмăллине туянса пачĕç… Ĕлĕкхипе хальхи пурнăç питĕ расна. Пурнăç хăвăрт улшăнать: çывăрса тăнă çĕре — урăх саккун. Мĕн каласси пур, халĕ хытса кайнă кулача та чăхсене паратпăр. Эпир çамрăк чухне ăçтаччĕ вăл? Çук, пулман. Выçăпа самай тертленнĕ. Çав пурнăç килсе ан тухтăрччĕ кăна…» — тăсăлчĕ калаçу.

Кăлпассире йĕке хÿре çăмĕ курнă хыççăн вăл çак çимĕçе астивме пăрахнă. Хăнисем илсе килсен те кушака кăна парать. Хăй экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç кăна ăша ярать.

Алина ИЗМАН.


Пуяссишĕн 5 ывăл çуратнă-и?

Иккĕмĕш хут ача кĕтнине пĕлсен Екатерина Шигильчева районти больницăна çул тытнă. Терапевт çамрăк хĕрарăма кăмăлсăррăн кĕтсе илнĕ, ятланă. Специалист пÿлĕмĕнчен тухсан Катя шухăша путнă: вăл никамран та пулăшу ыйтмасть, хăйĕн вăйне шанса ача çуратать. Халĕ Куславкка районĕнчи Пăрмасра пурăнакан Шигильчевсен çемйинче 5 ывăл ÿсет: асли — 12- ре, кĕçĕнни — 8 уйăхра.

Катя Тюменьте çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухне вăл ача садне çÿресшĕн пулман. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне ÿкĕте кĕртеймесĕр Куславкка районĕнчи Йĕршерте кун кунлакан асламăшĕ патне янă. Ватă çыннăн вăйĕ чакса пынă, çавăнпа ывăлĕ çемйипе Чăваш Ене пурăнма куçнă. Кил хуçи çулталăк çурăра çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ. Катя Пăрмасри тĕп шкул сукмакне такăрлатнă. Унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Куславккари ăслăлăхпа вĕрентÿ центрĕнче пĕлÿ пухнă. Аттестат илсен пике Чăваш патшалăх ял хуçалăх ака-демине çул тытнă, агронома вĕренме кĕнĕ.

«Нихăçан та хулара тĕпленес шухăш пулман. Ялтах пурăнăп теттĕм, çавăнпа çак специальноçа суйларăм. Упăшка манран 4 çул аслăрах. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр- пĕрне курнă, анчах сăмах чĕнмен. 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне хĕрпе каччă пек çÿреме пуçларăмăр. Коля уйăхранах венчет тăма сĕнчĕ. «Атте, эпĕ качча тухатăп», — терĕм киле çитсен. Çывăх çыннăма ку хыпар пачах савăнтармарĕ. Çемье çавăрма иртерех терĕ. «Эсĕ ан кулян, паян-ыранах качча тухмăп», — лăплантартăм ăна», — аса илчĕ Катя. Коля — йывăрлăхсем умĕнче парăнман каччă. Яш 18 çул тултарнă кун салтак атти тăхăннă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан вăл тăван тăрăха таврăннă, чукун çул станцийĕнче ĕçлеме пуçланă.

Хĕрпе каччă 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче мăшăрланнă. Çав кун Николайăн ашшĕпе амăшĕ çемье çавăрнăранпа 40 çул çитнĕ. Çапла çамрăксем Галина Николаевнăпа Валентин Ивановича хисепленине палăртнă. 2017 çулта пысăк та туслă йыш каллех пĕрле пухăннă. Катьăпа Дима пĕрлешнĕренпе — 10 çул, хуняшшĕпе хунямăшĕ çемьен 50 çулхи юбилейне паллă тунă.

Екатерина 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Ефим çуралнă. Пĕчĕк ачапа пĕлÿ илме йывăр пулать тесе студентка куçăмсăр майпа вĕренме шутланă. Анчах преподавательсем унăн шухăшне ырламан. «Декан заместительне халĕ те тав тăватăп. Юрать, хамăн ушкăнпа вĕренсе тухрăм. Ефима çуратас умĕн пуринчен малтан сессие вĕçлерĕм. Ял хуçалăх предприятийĕнче практика тухрăм. Хулана ывăлпа, аннесемпе таврăнтăм. Эпĕ лекципе семинарсенче ларнă вăхăтра ачана кукамăшĕпе асламăшĕ черетленсе пăхрĕç», — каласа пачĕ кил хуçи арăмĕ. Халĕ çемье Николайăн ашшĕпе амăшĕпе пĕрле пурăнать. Аслă ăрурисем мăнукĕсене тимлеççĕ. Катя ахаль ларма хăнăхман — ача утма пуçласанах заправкăна ĕçлеме тухнă. Каярах вăл ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хума пуçланă.

Шигильчевсем аслисене кĕçĕннисене астума хăнăхтарнă. Ята кĕрсен пурте явап тытаççĕ. Екатеринăпа Дмитрий яланах лăпкăн калаçма, айăпа кĕрсен вĕсен йăнăшне сăмахпа каласа ăнлантарма тăрăшаççĕ. Кил хуçи арăмĕ хăйĕн ачалăхне аса илсе çÿçенчĕ. Вăл виçĕ пĕртăванпа ÿснĕ. Катьăн пиччĕшĕ ашкăнма юратнă, ку инкек патне илсе çитерессе чухлама та пĕлмен: розеткăна йĕп чикнĕ, чутах 8-мĕш хутри чÿречерен сикмен…

Ольга КАЛИТОВА.


Чĕри чăттăр çеç

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Варвара Закладная пысăк сцена çинче ташласшăн. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланаять-ши? Тухтăрсем ăна хореографи ăсталăхне вĕренме чараççĕ. Чĕре чирне пула Варвара тулли кăкăрпа сывлаймасть. Ахăлтатса кулсанах хĕрачан сывлăш пÿлĕнет, чĕри сикме пуçлать.

Специалист йăнăшман

Чирлĕ хĕрачан амăшне калаçу пуçарма йывăр пулчĕ. Ольгăн куçĕ шывланчĕ, сасси чĕтрерĕ. «Турă мана тĕрĕслесшĕн пулчĕ. Ку хĕрарăм йăтăнса аннă инкеке чăтса ирттерĕ-ши?» — терĕ пуль. 2013 çулта ача кĕтнине пĕлтĕм. Куншăн питĕ савăнтăм. Пирĕн ывăл ÿсет. Çавăнпа варта аталанакан пепке хĕрача пуласса шантăм. Эпĕ питĕ тимлĕ çын, сывлăха упратăп. Мĕн пур анализа тухтăр хушнă пек вăхăтра патăм. Веçех йĕркеллĕччĕ. Иккĕмĕш УЗИре пирĕн хĕрача пулассине пĕлтерсен манран телейлĕрех çын çукчĕ. Кĕтмен çĕртен инкек йăтăнса анчĕ. Темиçе çеккунтранах тухтăр сăнран ул-шăнчĕ. Шурă халатли пытармарĕ: «Ачан чĕринче кăлтăк пур пек туйăнать». Хайхискер 2 эрнерен тепĕр хут УЗИе килме ыйтрĕ. Тăрук пурнăçăм улшăнчĕ. Тухтăр сăмахĕсем пуçран тухмарĕç. 2 эрне 2 çул тăсăлнăн туйăнчĕ. Йывăр шухăшсемпе çывăрса каяттăм та усал тĕлĕк курса вăранаттăм. Специалист йăнăшнă пуль терĕм… Унăн иккĕленĕвĕ тÿрре тухрĕ. Хĕрĕмĕн, чăнах та, чĕре чирĕ пулнă», — аса илчĕ Ольга Закладная. Çав самантран хĕрарăм пурнăçĕнчи чи йывăр тапхăр пуçланнă. Вăл кашни эрнере больницăна чупнă, консилиумсене çÿренĕ. Варти ача 23-мĕш эрнере чухне диагноз палăртнă. Пепкен чĕрин артери хăвăлĕ аталанайман иккен. Тухтăрсен сăмахĕсем сехĕрлентернĕ. Унашкал ачасем пурăнаймаççĕ-мĕн. Ольгăна пепкерен хăтăлма сĕннĕ. Хĕрĕ ху-скалнине туякан хĕрарăм çак утăма тăвайман.

«Ача пурнăçне епле татăн-ха? Çакăншăн хама кашни кун айăплă туйăттăм. Упăшкапа пĕр шухăшлă пултăмăр, мĕнле пулсан та çурататăп терĕм. Гинеколог парăнчĕ, Пензăри кардиологи центрне çитме сĕнчĕ», — пĕлтерчĕ амăшĕ.

Мăшăр пулăшăва шанса çула тухнă. Центр специалисчĕсем çемьене шанчăк парнеленĕ. Варти пепкен, чăнах та, сайра тĕл пулакан тата питĕ йывăр чир аталаннă. Анчах ăна операци тума май пур иккен. Тухтăрсем ачана çăлма, пурнăç парнелеме шантарнă. Вăл çуралсанах операцие илсе кайма пултарнă, çавăнпа Ольгăна Пензăри центрта çăмăлланма сĕннĕ. Кардиологсем йăнăшман — 2014 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче кун çути курнă Варьăн сывлăхĕ начар пулнă. Çавăнпа операцие çывăх вă-хăтра тума йышăннă. Раççейри чи пултаруллă кардиохирургсенчен пĕри — Тимофей Невважай — йы-вăр операцие пуçарма шикленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ куçран пăхсах йăлăннă — Варварăн пурăнмалла.

Операци 6 сехет пынă. Тимофей Игоревич чăн-чăн ăсталăх кăтартнă — тума май çуккине пурнăçланă. Хĕрача реанимацире вăрах выртнă. Операци вăхăтĕнче унăн ÿпки çурăлнă. Вăл хăй тĕллĕн сывлайми пулнă. 3 талăк аппарат пулăшăвĕпе пурăннăскер тăна кĕнĕ. Ÿпке артерин пусăмне чакармашкăн вăйлă терапи çырса панă. Ăна 2 çул пăхăнмалла пулнă. Тимофей Неважжай Варьăн ашшĕ-амăшĕпе тĕплĕ калаçу ирттернĕ. Операци чĕрене ÿсме май парĕ. Анчах темиçе çултан ачан хирург çĕççи айне каллех выртма тивĕ.

4 миллион тенкĕ ытла пухнă

Варя питĕ хастар ача пулса ÿснĕ. Çемье çур çулта пĕрре Хусанти больницăра медтĕрĕслев витĕр тухнă. Унти кардиолог хĕр пĕрчишĕн иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнă. Вăл тимленипе ача тĕрĕс- тĕкел ÿснĕ. Пĕлтĕрхи çуллахи кун Варьăн кĕлетке температури 40 градус таран хăпарнă. Хĕрачана больницăна илсе кайнă. Пĕринче пăхнă та теприне янă… Ача организмне инфекци лекнĕ. Варвара 3 уйăх больницăра сипленнĕ. Анчах каварлă чир чĕре клапанне сиен кÿнĕ. Çавна пула унăн ĕçĕ пăсăлнă. Закладнойсем иккĕмĕш операцие хатĕр пулнă. Ольга Пензăри кардиологи центрне шăнкăравланă, Тимофей Игоревичпа калаçасшăн пулнă. Паллă хирург ĕçрен тухса кайнă иккен. Çакă çемьешĕн пысăк кĕтменлĕх пулнă.

«Нумай ача пурнăçне çăлнă Тимофей Невважай халĕ Лейденри /Нидерланд патшалăхĕ/ Марк Хазекамп профессор ассистенчĕ пулса ĕçлет. Тĕнчипе паллă профессор ача-пăча кардиохирургине аталантарать. Вăл Варварăна операци тума килĕшрĕ. Ку пысăк ăнăçу. Пултаруллă икĕ хирург пирĕн ача пурнăçне çăлатех», — пĕлтерчĕ Ольга.

Варварăн вăйĕ кашни кун чакать. Вăл хăвăрт ывăнать, чĕри ыратнине пĕлтерет. Хĕрачана сăнакан кардиолог халех операци кирлине пĕлтернĕ. Варьăн чĕринчи инфекцие пула сиенленнĕ клапанне çĕнетмелле, артери кондуитне /протез/ улăштармалла. Ют çĕршывра операци тумашкăн çемье 4 миллион тенкĕ ытла пухнă, ăна клиникăна куçарнă. Анчах тĕнчере коронавирус сарăлнине пула çемье клиникăна каяймасть.

Ольга КАЛИТОВА.


Картишре — шăнкăрчсен башни, «дача» çурчĕсем…

Куславкка районĕнчи Чашламара пурăнакансем ăна Чаппа Мишши тесе чĕнеççĕ. 72 çулти арçын пĕчченех кун кунлать.

Çуртра газ, электричество çук. Çутă пралукĕсене укçа тÿлеменшĕн татнă. Апла пулин те Мишша пиччене кичем мар. «Тата мĕн тумалла-ши?» — алли кĕçĕтет унăн. Вăл интернатра столяр ĕçне вĕреннĕ, Турă панă пултарулăхĕ те пурах. Алли ĕç патне çыпăçать. Уйрăмах йывăçпа ĕçлеме кăмăллать вăл. Мĕн-тĕр саваламалла-и, касса кăлармалла-и — наччасрах ĕçе пурнăçлать. Эпир пынă вăхăтра та картишре кăштăртаткаласа çÿретчĕ. Хăй кĕрĕк тăхăннă, пуçĕ — çара. Сивĕ çанталăк та хăратмасть-ши ăна? «Ара, каччă пек çÿретĕп, эпĕ 17-ре вĕт», — шÿтлеме пăхрĕ Чаппа Мишши, унтан хуçалăхĕпе паллаштарма тытăнчĕ. «Ак, курăр, çакна тата», — унталла та кунталла ертсе çÿрерĕ пире.

Вăл çырма хĕрринче пурăнать. Харпăрлăхĕнче 24 соткă çĕр. Çырма хĕррипе йывăç чылай лартнă Михаил Иванович, картиш варринче те хыр хунавĕсем ешеретчĕç. Вĕсене курса кăмăлĕ çĕкленет-мĕн арçыннăн. Пире вĕр çĕнĕ теплицăна ертсе кĕчĕ. «Пĕтĕмпех помидор валли, ман валли çитет», — тепĕр çул помидор çиессине савăнса каласа кăтартрĕ вăл. Кÿршисен пахчинче виçĕ теплица ларать, пурте — поликарбонатран. Мишша пичче мĕнрен кая? Йывăçĕ те, кантăкĕ те пур. Чи кирли — «ылтăн» алă. Лавккана та каймалла мар: кăçалхи çулла хăех теплица хăпартнă. Çынсем ăна ĕçлесе пулăшнăшăн хăма панă-мĕн. Акă хуçалăхра кирлĕ пулнă та. Тăррине çеç витмен-ха. Пасара кайса пленка туянмалли кăна юлнă.

Михаил Иванович пенси укçипе пурăнать. Енчĕке хулăнлатмалли майсем те пур-ха унăн: бизнес уçмалла кăна. Вăл картишре 5-6 пĕчĕк çурт мĕншĕн лартнине эпир ниепле те ăнланаймарăмăр. «Ара, дача вĕт ку», — малалла калаçрĕ кил хуçи. Çуллахи вăхăтра унта тухкаласа выртать иккен. «Дачăна» арендăна пама сĕнтĕмĕр. «Майрасене илсе килетĕп-ха», — шÿтлерĕ арçын. Чăннипе вара çак çуртсене вăхăт ирттермелле, хобби евĕр, çĕкленĕ Мишша пичче. Вĕсене сăрламашкăн укçине хĕрхенмен. «Сăрри пулăштухран та хаклăрах», — хушса хучĕ вăл.

Арçын выльăх-чĕрлĕх усрамасть, чăхсем кăна. Вĕсем валли сарай хăпартнă, халĕ унта урай сарасшăн. «Ак курăр-ха, вĕр çĕнĕ хапха турăм. Манăнни пекки ялта çук, эксклюзив!» — калаçăва тăсрĕ Мишша пичче. Çуллахи вăхăтра вăл хапхи çине тĕрлĕ ÿкерчĕк çыпăçтарать-мĕн. Вĕсене журналтан касса кăларать. Пичет кăларăмĕсене ятарласа çырăнса илет, унтан- кунтан тупать. Журнал страницисене «дачăри» стенаран та çакнă.

Ал ĕçне кăмăлласси ăна ашшĕнчен куçнă-тăр. Иван Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Вăл ывăлне Берлина çитсе килнине каласа кăтартнă. Çитĕнерехпе Михаил кил картишĕнче 11 метр тăршшĕ «Рейхстаг» хăпартнă. Çак сооруженипе Чаппа Мишши чапа тухнă тесен те юрать. Ăна телевизорпа та кăтартнă, çынсем те курма килнĕ. «Рейхстагра» вутă упранă. Çуртăн никĕсĕ пулман, пурпĕр вăл 32 çул ларнă. Ăна пăсса Мишша пичче тепĕр об±ект çĕкленĕ — шăнкăрчсен башни. Шертесем çинче 7 шăнкăрч йăви çакăнса тăрать. Çак кайăксен юррине ытараймасăр ăсталанă вăл башньăна. Унта хăпарса анмашкăн пусма та пур. «Шăнкăрчсем кашни çул килеççĕ, вĕсен юррине итлесе канса выртатăп», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Михаил çемье пурнăçне астивсе курнă. Хăйĕнчен 17 çул аслăрах хĕрарăма килĕштернĕ, пĕр хĕре пурнăç парнеленĕ вĕсем. Мăшăрĕ чылай аслă тесе тиркесе тăман вăл. Çемье Канаш хулинче пурăннă. Мишша пичче стройкăра ĕçлесе хваттере тивĕçнĕ. Анчах мăшăрĕпе ултă çул çеç пурăннă, кайран тăван килне таврăнма тивнĕ. Хĕрĕ халĕ Канаш хулинче пурăнать. «Ман пата сайра килет. Çапах лайăх кĕрÿ лекрĕ: ĕçмест, туртмасть, — пĕлтерчĕ арçын. — Мана вара матка кирлĕ мар. Веçех пур манăн: сĕтел-пукан та, кăмака вĕри, какай илетĕп». Кăмакине те хăех ăсталанă. Калăма çÿресе çынсене те çĕнĕ кăмака туса савăнтарнă-ха вăл. Халĕ кайма пăрахнă, çамрăк мар имĕш, мĕн пуррипе çырлахать.

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.