«Хыпар» 129-130 (27712-27713) № 13.11.2020
Вĕлт те вĕлт... Йĕп вĕçĕ пĕр кĕрет те пĕр тухать — пир çинче илемлĕ эреш шăрçаланать...
Халиччен миçе тĕрĕ тунă-ши? Ку ыйтăва Ольга Волкова татăклăн хуравлаймасть. Ал шăллисем, сĕтел çиттисемпе салфеткăсем, савăт-сапа, сумкăсем, тумтир... Мĕн кăна тĕрлемен-ши вăл? Унăн ăста алли витĕр эрешленсе тухнă япаласем тĕрлĕ куравсене илем кӳреççĕ, конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ... «Килте пĕтĕмпе те пĕр ал шăлли кăна пур. Ăна ятарласа ывăл валли тĕрлерĕм. Салтака ăсатнă чухне, тен, кирлĕ пулĕ терĕм. Ĕçĕмсем йăлтах çĕршыв тăрăх саланнă. Аслă Британие çитнине те пĕлетĕп. Эпĕ вĕсене пĕрне те сутман, пĕтĕмпех парнеленĕ», — çапла пуçланчĕ пирĕн калаçу.
Чи хаклă ĕçĕ вара амăшĕ патĕнче вырăн тупнă. Çав япала — этем, çут çанталăк çĕртен вăй илсе çитĕннине сăнлакан панно. «Сухаланă хир. Çын, йывăç, курăк шăтса тухнă. Хĕрарăм тăрать, унăн варĕнче — пепке. Тӳпере асамат кĕперĕ, тĕнчене хӳтĕлекен виçĕ хĕвел... Кашни тĕрре пĕлтерĕш кĕртме тăрăшатăп. Ку паннона икĕ хутчен те тĕрлерĕм. Пĕрне анне валли хăвартăм», — каласа кăтартрĕ Ольга Владимировна.
Чăваш халăхĕн авалхи ăсталăхĕпе — тĕрĕпе — Ольга Волкова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ чухне кăсăкланма пуçланă. «2003 çулта тĕрлеме вĕрентекен ятарлă предмет кĕртрĕç. Педагог пире тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма пуçларĕ. Вĕренме тытăнни çур çул кăна иртнĕччĕ. Пире, çамрăк тĕрĕçĕсене, питĕ яваплă ĕç шанса пачĕç. Хăвăрт утакансен республикăра иртнĕ тĕнче чемпионачĕн хăнисем валли парнелĕх салфеткăсем тĕрлеме хушрĕç. Çакăн хыççăн тĕрĕпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçларăм», — аса илчĕ ăста.
Алла диплом илнĕ хыççăн вăл пурнăçне тӳррĕн тĕрĕпе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра Ольга Владимировна Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче ĕçлет, çитĕнекен ăрăва мăн асаннесемпе кукамайсен ăсталăхне алла илме хăнăхтарать. «Ачасене тĕрĕ чăннипех те интереслентерет. Вĕсене çак ăсталăхпа теттесем урлă паллаштаратпăр. Акă упа çури. Унăн хăлхисене, ура лапписене тĕрленĕ. «Хитре вĕт? Атя, эпир те тĕрлесе пăхатпăр», — тетĕп пĕчĕкскере. Малтанах иккĕленет ача. Кайран вара туртăнса кĕрсе каять», — кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май пĕлтерет педагог.
Ачасен ĕçĕсемпе те, хăй тĕллĕн те Ольга Волкова тĕрлĕ конкурса, курава час-часах хутшăнать. Шупашкарта çулсерен иртекен Пĕтĕм тĕнчери «Ăстасен Руçĕ» конкурсра, сăмахран, 2011 çултанпа хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. 2019 çулта гран-при çĕнсе илнĕ. Кăçалхи çитĕнӳсен шутĕнче регионсен хушшинчи II «Эреш» фестивальти çĕнтерĕве палăртмалла. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ вун пилĕк тĕрĕ ăсти хушшинче вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă.
«Çичĕ сехетре хальхи вăхăтри эреше хатĕрлемеллеччĕ. Паянхи тумпа мĕн килĕшӳллĕ пулĕ-ши тесе шухăшланă май йăх-несĕле хӳтĕлекен композици — икĕ ярăмлă мăй çыххи — ăсталасси пуçăма килчĕ. Аялти пайĕнче — пурнăç йывăççи, çӳлте — виçĕ хĕвел. Пилĕк сехетре ĕçе вĕçлерĕм. Юлнă вăхăтпа усă курса тата тепĕр эреш хатĕрлерĕм. Конкурс ĕçĕсем Чăваш тĕррин музейĕн фондĕнче юлчĕç. Манăн япаласем те унта вырăн тупни, паллах, савăнтарать», — каласа кăтартрĕ ăста.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Вадим ГРИГОРЬЕВ: Пациент чĕрĕ юлнине нимĕнле савăнăçпа та танлаштарма çук
«Пĕтĕм пурнăçăм çакăнта иртрĕ. Ĕçе яланах чун туртать», — тет Республикăри клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Вадим Григорьев.
— Вадим Леонидович, хăвăр çинчен кăштах каласа кăтартсамăр.
— Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Манăн атте Леонид Макарович Канаш тăрăхĕнчен пулнă. Чăвашла хитре калаçатчĕ. Вăл ЧР строительство министрĕн çумĕнче ĕçлерĕ. Анне Нина Александровна Чĕмпĕр облаçĕнчен, вырăс хĕрарăмĕ. Хĕрĕх çул ытла Шупашкарти фармацевтика фабрикин директорĕнче вăй хучĕ.
— Йăхра тухтăрсем те пур-и?
— Атте енчен иккĕмĕш сыпăкри пичче Александр Васильевич Шупашкар хулин больницин тĕп врачĕ пулнă. Унăн ашшĕ, амăшĕ, ытти тăванĕ — медиксем. Мускавра, ют çĕршывра вăй хураççĕ. Анне шурă халатлисемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Çакă манăн шăпана та витĕм кӳнĕ.
— Тухтăр пуласси ав ăçтан килнĕ иккен…
— Туслă çемьере çитĕнтĕм. Килте медицина ыйтăвĕсене час-часах хускататтăмăр. Маншăн ку специальноç интереслĕ пек туйăнатчĕ. Тĕрĕс наука мар вăл, чи ăста тухтăра та интуици пулăшать. Интуици — чи малтанах опыт тата тарăн пĕлӳ. Халĕ, паллах, компьютер технологийĕсем аталаннă, çапах профессие лайăх пĕлни пĕрремĕш вырăнта пулмалла.
— Ахăртнех, ачăрсем те хăвăр çулах суйланă?
— Пирĕн, шел те, пĕр ача кăна. Çапла, ывăлăмăр Сергей — шурă халатлисен йышĕнче. Шăл тухтăрĕ. Хусанта клиника ординатурине пĕтерчĕ. Çемйипе Хусантах пурăнать. Стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕн çумĕнче ĕçлет. Кинĕмĕр те
— шăл тухтăрĕ. Мăнукăмăрсем Савелий — 4 çулта, Макар — 5 уйăхра. Тен, вĕсем те стоматологсем пулĕç? Мăшăрăм Елена Сергеевна маларах «Эларăра» инженер-конструкторта ĕçлерĕ, халĕ суту-илӳ çурчĕн кадрсен пайĕн инспекторĕнче тăрăшать.
— Калăр-ха: сирĕн професси чи малтанах мĕнпе интереслĕ?
— Пирĕн пата йывăр чирлисем, ӳпке, пĕвер, пӳре ĕçлеме пăрахнă пациентсем, лекеççĕ. Çав органсен функцийĕсене хамăр çине илме тивет. Пӳрене тасатма гемодиализ тăватпăр. Енчен те пациент йывăр сывлать тĕк искусственнăй мелпе сывлаттаракан аппаратпа çыхăнтаратпăр. Вара вăл хăй тĕллĕн сывлама пуçласса кĕтетпĕр. Çынна пурнăçа тавă-расси — çав тери интереслĕ специальноç. Пациент чĕрĕ юлсан пысăк киленӳ илетĕн. Çав савăнăçа нимĕнле хĕпĕртевпе те танлаштарма çук. Ăна укçапа та, нимĕнпе те виçейместĕн.
— Çапах вилекенсем те пулаççĕ ĕнтĕ…
— Паçăрах каларăм: реанимацие йывăр чирлисем лекеççĕ. Малтанах вĕсене район больницисенче сиплеççĕ. Унта пулăшу парайманнисене санитари авиацийĕпе пирĕн пата илсе килеççĕ. Пирĕн патра çĕре яхăн çын тăрăшать. Паянхи кун пациентсем валли 12 койка уйăрнă. 2018 çулта юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, çĕнĕ оборудовани туянтăмăр, кашни кравать патнех нумай функциллĕ монитор вырнаçтартăмăр, койкисене те улăштартăмăр. Çулталăкне пирĕн патра 1500 яхăн çын пулать, вĕсенчен 10 ытла проценчĕ пурнăçран уйрăлса каять. Раççейри хăш-пĕр реанимацире ку кăтарту 25 процентпа танлашать, çавăнпа эпир начар мар ĕçлетпĕр теме пулать. Кунта пысăк квалификациллĕ тухтăрсем пуçтарăннă. Пирĕн команда туслă. Эпĕ аслăраххи пулнă май çамрăксене пулăшса, вĕрентсе пыратăп.
— Сирĕн ĕçре чи пĕлтерĕшли, чи хакли мĕн?
— Çын пурнăçĕшĕн кĕрешесси. Çапла пултăр тесен коллективăн пĕр тĕллевлĕ пулмалла. Калăпăр, пĕр смени аван ĕçлет, эмелсене пĕлсе, виçеллĕ ярать. Вĕсене улăштаракан бригадăрисем ячĕшĕн ĕçлесен умĕнхи сменăн ĕçĕ харама каять. Пирĕн уйрăмра кашни бригадăнах «5» паллăлăх вăй хумалла. Пациентсен шăпи те çакăнтан нумай килет. Пирĕн пата лекнисене сиплемесен вĕсен вилес хăрушлăхĕ 80-90 процента çитет. Çавăнпа кашни утăма 100 хут шухăшласа тумалла. Эмеле те кирлĕ чухлĕ кăна ямалла, ытлашши юрамасть, унсăрăн организмра «хими завочĕ» сирпĕнет.
- Итлесе ларатăп та — сирĕн професси йывăр пек туйăнать.
— Çапла, йывăр та питĕ яваплă. Анестезиолог-реаниматолог тĕрĕс мар утăм турĕ тĕк çын икĕ минутрах вилме пултарать. Çавăнпа анестезиологăн çирĕп сывлăхлă кăна мар, таса ăслă та пулмалла. Калăпăр, терапевт йăнăшма пултарать, анчах вăл эмелсемпе вун-вун çул сиплеет…
Роза ВЛАСОВА.
Николай ВОСТРИКОВ: Пурнăç кнопка пусса ларнипе кăна пулмасть
Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конкурссенче палăраççĕ. Районта иртнисенче 74 ача çĕнтернĕ, республикăра — 44, Раççейре — 11. Николай Востриков учитель арçын ачасенчен чăн-чăн арçын ӳстерсе ашшĕ- амăшне савăнтарнисĕр пуçне шкул, район, республика ят-сумне çĕклет, чăваш ачисем пултаруллă та ĕçченни иккенне пĕтĕм Раççее пĕлтерет. «Тимĕре хĕрнĕ чухне тупта», — теççĕ халăхра. Кӳкеç шкулĕн учителĕ вара ачана вăхăтра ĕçе вĕрентмеллине малти вырăна хурать.
— Николай Андреевич, эсир вĕрентӳ тытăмĕнче 43 çул вăй хуратăр. Ачасен кăмăлне тупма пĕлнин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
— Ача-а-а вĕт вăл, ăна вăрçмалла мар, ăнланмалла, ăнлантармалла. Ĕç вĕрентет, аталантарать, пурнăç çулĕ çине кăларать. Шăпах çакна тĕпе хурса ачасене пĕлӳ паратăп. «Сирĕнтен çак ĕç пӳлĕмĕнче чăн-чăн арçын тăватăп», — тетĕп ачасене. Хăшĕ-пĕрин алли çыпăçмасть, анчах арçыннăн пурнăçра пăта çапма, савалама, чутлама пĕлмелле, электричествăна мĕнле кĕртмеллине ăнланмалла. Пур енчен те аталанмалла.
— Сире итленĕ май эсир ĕçлекен шкулта технологи урокне юратман ача çуках пуль тетĕп.
— Çук та пуль /йăл кулать/. Хăшĕ- пĕрин пулмасть, вĕсене пулăшатăп, хавхалантаратăп. Вăхăтра тимлĕх уйăрни хаклă. 5-мĕш класа пынă арçын ача сава та тытса курман, вăл мĕн иккенне те ăнланмасть. Ытла çӳллĕ шая хăпармасан та, чи кирли — пĕлӳ илтĕр, ĕçе хăнăхтăр. Пурнăç кнопка пусса ларнипе кăна пулмасть-çке. Тен, эпĕ те шухăрах ача пулнă-тăр. Учительсем вăхăтра асăрхаса пулăшни çула уçрĕ.
— Ача чухне мĕнле ĕмĕтпе çунатланнă-ха эсир? Пурнăçланчĕ-и вăл?
— Аттепе анне сарăмсăр вилсен виççĕн, икĕ йăмăк тата эпĕ, тăрса юлтăмăр. Хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх ман çине тиенчĕ. Эпĕ 8-мĕш класра вĕренеттĕм. Йăмăксемшĕн ашшĕ те, амăшĕ те пултăм, çапах пĕр кун та ĕне усрамасăр пурăнман. 10-мĕш класа çитрĕм, вĕренме каймалла. Мĕн пĕчĕкрен летчик пулма ĕмĕтленеттĕм. Аттестат илсен киле таврăнтăм та: «Манăн малалла вĕренмелле, çар училищине каятăп. Эсир мансăр мĕнле те пулин пурăнăр», — терĕм хамран 2 тата 4 çул кĕçĕнрех йăмăксене. Хĕрачасем макăрса ячĕç. «Пире кампа пăрахса хăваратăн? Сансăр мĕнле пурăнмалла?» — йăлăнчĕç вĕсем. Йăмăксене хĕрхенсе пединститута çул тытрăм. Шкулта аван вĕреннĕ эпĕ, тӳрех илчĕç. Ĕмĕчĕ вара ĕмĕтрех юлчĕ…
— Эсир вĕренекенĕрсемпе пĕрле 2000 çултанпа çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăватăр. Шкула ĕçе вырнаçсанах кружоксем йĕркеленĕ. Пĕрин хыççăн тепри — «Йывăçран касса кăларасси», «Самолет, ракета, пăрахут, автомобиль… моделĕсене тăвасси», «Тимĕртен илемлĕ эрешсем шăратса кăларасси» … — уçăлнă шкулта.
— Пирĕн ĕçсем курăмлă. Тин кăна, юпа уйăхĕнче, республика шайĕнчи олимпиадăра манăн вĕренекен призер пулса тăчĕ. 20 çул хушшинче таçта та — Мускава, Курска, Питĕре, Тамбова, Липецка, Новосибирска, Армавира — çитрĕмĕр. Хăш-пĕр хулара икĕ-виçĕ хут та пултăмăр. Асрах, Питĕрти конкурс жюрийĕн комиссийĕнче 11 çынччĕ. Раççейри тĕрлĕ хулари ачасем пуçтарăннă. «Ку ĕç кăна мар, ку — илемлĕ хайлав!» — çапла пысăк хак пачĕç жюрире чăваш ачин ĕçне. Чăваш хăм-лине тимĕртен явса илемлетнĕччĕ, варринче — тĕкĕр.
— Инçе çула çӳресси тăкаксăр пулмасть.
— Ачасене Раççей шайне кăларма тăрăшса, илсе çӳресе яланах хамăн кĕсьерен тăкакланнă. Расхучĕ 200 пин тенке те çитнĕччĕ. Ырă ĕç ырăпах таврăнать. Николай Федоров республика президенчĕ пулнă чухне лауреат ятне тивĕçрĕм. Премипе хавхалантарчĕ, унтан Дмитрий Медведев, Владимир Путин премийĕсене илтĕм. Ачасемпе хулара нумай курав йĕркелерĕмĕр: театрта, университетсенче, Акатуйра… Вĕсен ĕçĕсене ялан хамăн машинăна тиесе тухнă.
— Шкул картишĕнчи тимĕрçĕ лаççинче ĕç вĕрет.
— Хамăр вăйпа, вĕренекенсемпе, туса лартрăмăр ăна. Ачасене кĕрхи çумăр та, хĕл сивви те хăратмасть. Тăрăшаççĕ, хавхаланса вăй хураççĕ. Тимĕрне те, çĕр кăмрăкне те хамăрах туянатпăр.
— Паянхи ачасем чылай урăхларах, алăран телефон ярасшăн мар. Вĕсене кăсăклантарма йывăр.
— Ĕç пӳлĕмне кĕрекен çĕрте «Кабинета телефонпа кĕме юрамасть» тесе çырнă. Ăна кăтартса, асăрхаттарсах тăратăп, çавăнпа манăн урокра ачасем телефонсăр. Пушшех, тепĕр май, вĕсем мана кăсăкланса итлеççĕ, теорие вĕреннĕ чухнех хăçан ĕçлеме тытăнăпăр тесе халтан яраççĕ.
— Конкурс-олимпиадăна тухсан çĕнтермесĕр таврăнни, алă усăнни пулнă-и?
— Эпир укçа тăкса çӳреме мар, çĕнтерме хатĕрленетпĕр . Ачасене тӳрех чăтăмлă, тĕллевлĕ пулма вĕрентетĕп. Проектне, унтан ĕçне хатĕрлеме çăмăл мар. Туптаса тунă япала 250 пайран тăни те пулнă. Çирĕппĕнех калатăп: Липецк хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи олимпиадăра жюрире лара-кансем: «Кӳкеç ачисен тимĕртен туптанă ĕçĕсемпе танлашаяканни çĕршывра çук, Мускав шкулĕсем пушшех те хăваласа çитеймĕç», — терĕç. Ĕçсенче чăваш эрешне, хăмлине, юманне кăтартма тăрă-шатпăр. Шăпах çак ĕçсене Раççей шайĕнче хаклаççĕ. Хамăр халăх çинчен тĕнчене пĕлтерес килет.
Елена ЛУКИНА.
Чăваш ялĕнчи фермăсем çÿллĕ шайра пулнинчен тĕлĕнеççĕ
«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг — Чăваш Республикинчи ял хуçалăхăн ертсе пыракан предприятийĕсенчен пĕри. Кăтартусене лайăхлатсах пынăран вăл регионта йĕркелекен тĕрлĕ ăмăртура çулсеренех малти вырăнсене йышăнать. Раççей шайĕнчи конкурссенче те медальсем çĕнсе илет. Акă кăçал вăл республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе производствăна ăнăçлă ертсе пынăшăн 1-мĕш вырăна йышăннă.
Выльăха мĕн çитерни пĕлтерĕшлĕ
Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществин генеральнăй директор¬не Николай Аливанова Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалланă уявра Дипломпа чысларĕ. «Професси уявне эпир лайăх кăтартусемпе кĕтсе илтĕмĕр. Кăçалхи тăхăр уйăхра сĕт сăвасси, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 13% ӳсрĕ. Аш-какай туса илесси 9% пысăкланчĕ. Хальхи вăхăтра самăртма хупнă вăкăрсем талăкра 1430 грамм ӳт хушаççĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Аливанов.
Выльăхсем еплерех ӳт хушасси, сĕт парасси вĕсене мĕнле çитернинчен нумай килет. Агрохолдин-гăн Малтикас Ялтăрари выльăх- чĕрлĕх комплексĕнче çулталăк пуçламăшĕнче комбикорм цехне хута янă. Унăн производство хăвачĕ пысăк: 1 сехетре 5 тонна комбикорм хатĕрлет. Кунта пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ. Выльăхсен кашни ушкăнĕн /пăрусен, вăкăрсен, пăрулама хатĕрленекен, сăвăнакан ĕнесен…/ — хăйне уйрăм рацион. Менюна зоотехник компьютерпа усă курса хатĕрлет. Агрохолдингăн мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хушма хуçалăхĕн директорĕ Валентина Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, оператор компьютер умне ларать те ятарлă программăна тупса кнопка çеç пусать. Выльăх апатне 10 ытла компонентран хатĕрлеççĕ, унта куккурус, урпа, хĕвел çаврăнăш жмыхĕ, рапс тата соя шрочĕсем, куккурус тата курăк силосĕ, урпа, тулă, микроэлементсем яраççĕ. Вĕсем ятарлă пăрăх тăрăх бункера çитеççĕ, унта миксер вĕтетет. Пĕтĕмпе 5 бункер: эппин, выльăхсен кашни ушкăнĕ валли хăйне уйрăм. Хатĕр комбикорм пăрăхсем тăрăх тӳрех урама каять, выльăх апачĕ валеçекен ятарлă техника /кормораздатчик/ ăна витесем тăрăх салатать.
«Комбикорм цехне тăвиччен эпир малтан алăпа ĕçлемелли дробилкăпа усă кураттăмăр. Ун чухне выльăхсен кашни ушкăнĕ валли уйрăм комбикорм тăвайман, пахалăхĕ те хальхи пек питех чаплă марччĕ. Хальхи условисенче, уйрăмах компьютерпа, ятарлă программăсемпе ĕçлеме кăсăклă», — терĕ Валентина Степановна.
Тухăç савăнтарать
Агрохолдинг выльăх апатне çулсеренех хĕл каçмалăх çеç мар, ытлашшипех хатĕрлесе пырать. Кăçал акă куккурус 1400 гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Çав шу¬трах 600 гектарĕ — силослăх, ытти — тĕшĕлеме. Силос 18 пин тонна хатĕрленĕ. Сăмах май, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ республикăра чи малтан тĕшĕлĕх куккурус çитĕнтерме пуçланă. Унăн тухăçĕ те савăнтарать: 1 гектартан — 70 центнер. 5700 тонна çапса илнĕ. «Куккуруса ӳснĕ вăхăтра ăшă кирлĕ. Ăна пухса кĕртнĕ вăхăтра вара çанталăк типĕ тăрсан аван. Куккуруса типĕтсе складсене кĕртрĕмĕр. Ăна хамăр усракан пĕтĕм выльăха çитеретпĕр. Çак культура сĕт пахалăхне лайăхлатать, вăкăрсем ӳт хушассине ӳстерет», — ăнлантарчĕ Николай Аливанов.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
«Банксенчен» шăнкăравлаççĕ — татти-сыпписĕр
Контактсăр ултав тĕслĕхĕсемпе çыхăннă сводкăна пăхас тăк — банксенче ĕçлекенсен урăх ĕç те çук, вĕсем клиентсене телефонпа шăнкăравласа кăна лараççĕ тейĕн. Вĕсем мар, ултавçăсем шăнкăравлаççĕ çав…
Çынсем вара ĕненеççĕ. 30 çулти хĕрарăм, Шупашкарта пурăнаканскер, каçхине палламан çын телефонпа шăнкăравлани çинчен полицие евитленĕ. Банк сотрудникĕ имĕш. Вăл хĕрарăмăн банк карточкипе иккĕленӳллĕ операци пулни çинчен каланă. Укçа хăрушсăрлăхне, управлăхне тивĕçтерес тесен ăна резерв шучĕ çине куçарма сĕннĕ. Çапла майпа карточка реквизичĕсене ыйтса пĕлме пултарнă та — унта упраннă 124 пин тенке вăрланă.
Шупашкар районĕн арçынни те, 47 çултискер, çак вăлтанах çакланнă. Банкăн суя сотрудникне ĕненни уншăн 400 пин ытла тенкĕлĕх çухатупа çаврăнса тухнă.
35 çулти хĕрарăма «банк сотрудникĕ» унăн ячĕпе такамсем кредит карточки хатĕрлени çинчен пĕлтерсе тĕлĕнтернĕ. Кунăн вара кредит илесси асра та пулман – нимĕнле заявка та паман. «Банкир» ултавçăсем çапла хăтланаççĕ, вăрлама пултараççĕ тесе хĕрарăма унăн темиçе банк карточки çинчи укçине илме, хăй пĕлтернĕ телефон номерĕсем çине куçарма ӳкĕте кĕртнĕ. Çак сĕнĕве пурнăçланă — 299 пин тенкĕ куçарнă — хыççăн вăл хĕрарăма тӳлев чекĕсене упраса хăвармалли пирки асăрхаттарма та манман. Тепĕр талăкран ун патне Мускавранах банк менеджерĕ килсе çитессе шантарнă, вăл малашне çакнашкал кăмăлсăр лару-тăрăва лекесрен сыхланма пулăшать имĕш. Ултавçă мăшкăлĕ пулнине хĕрарăм 24 сехетрен тин, менеджера кĕтни кăлăхах пулни çирĕпленсен, ăнланса илнĕ.
Суйса хăйсем пирки банк сотрудникĕсем тесе пĕлтернĕ çынсемпе çыхланса улталаннисен списокĕ республикăра куллен хушăнса пырать. Шупашкар хĕрарăмĕ, 57 çултискер, 270 пин тенкине çухатнă. 41 çулти тепĕр хĕрарăм ултавçăсене шанса 210 пин тенкĕ куçарса панă. 33 çулти хĕрарăма «сирĕн ятпа такам кредит илесшĕн» тесе сехĕрлентернĕ те — вăл хăй ăнланмасăрах, ултавçăсем каласа пынине пурнăçласа, 269 пин тенкĕ кредит илнĕ, çав укçана преступниксене куçарса панă. 30 çулти хĕрарăма санкцилемен операцие пăрахăçлама сĕнсе улталанă: ют çын унăн финансĕсемпе ĕçлеме пултарать имĕш — çакăнтан сыхланас тесен укçана урăх шут çине куçармалла. 120 пин тенкĕ халь таçта – хуçи пĕлмен çĕрте…
Николай КОНОВАЛОВ.
Чир пурнăç пĕтнине пĕлтермест
Хĕрарăм кун-çулĕнчи чи çутă самант вăл, ахăртнех, чĕри айĕнче йăл илсе çут тĕнчене килме хатĕрленекен пепкине кĕтни.
Пĕчĕкскере пĕрремĕш хут алла тытатăн… Йăл куллине курса чун ăшăнать, çутă ĕмĕтсем çуралаççĕ… Ача ларма, упаленме пуçлать… Утса каять… Пĕрремĕш сăмахсем… Пĕр пĕчĕк чун çемьене мĕн чухлĕ савăнăç илсе килет! Елена та /ята улăштарнă/ телейлĕ амăшĕ пулма хатĕрленнĕ. Чылай çул йывăрланма май килменрен çие юлнине пĕлсен пурте питĕ хĕпĕртенĕ. Уйрăмах аслă ывăлĕ, вуннăри Кирилл, йăмăкне чăтăмсăррăн кĕтме пуçланă.
Кунсем пĕрин хыççăн тепри хăвăрт иртнĕ. Варти пепке аталаннă, çут тĕнчене килме васканă. Инкек пулассине нимĕн те систермен. Ара, çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килессе пĕлнĕ чухне япăххи çинчен шухăшлатăн-и вара? Усалли юнашарах пулнă иккен. Пĕчĕк хĕрĕн чирĕ пирки пĕлтерни Еленăпа мăшăрĕшĕн уяр кунра аçа çапнă пекех пулнă. «Ачан диагнозне ниепле те йышăнма пултараймарăм, — йывăррăн аса илет çав самантсене хĕрарăм. — Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ха? Пĕчĕк çак чун мĕн туса айăпа кĕнĕ? Ача вырăнне мĕншĕн эпĕ чирлемерĕм? Йăлтах тӳссе-чăтса ирттерме вăй çитмен пулĕччĕ-ши? Çак ыйтусем кунĕн-çĕрĕн чунăма кăшлатчĕç».
Ачан сывлăхне варта чухнех упрайманшăн Елена хăйне айăпланă. Çавăнпа унран шит те хăпман. Самантлăха та пулин уйрăлсан та пепкене тем пуласран питĕ хăранă. «Маша сывлăхне çирĕплетме пулăшакан ĕçсене пурне те туса çитереймен пек туйăнатчĕ. Çавăнпа ăçта мĕнле çĕнĕ методика пирки илтетĕн, вулатăн — часрах унпа усă курма васканă. Çак сиплев курсне ирттермесен ачан сывлăхĕ тата та хавшать тесе шухăшлаттăм. Тен, шăпах ку меслет пире пулăшĕ? Шанăçа çухатмасăр кашни кун ырă пуласса кĕтеттĕм», — тет Елена шывланнă куçне шăлса.
Елена пĕчĕк хĕрне сыватма пулăшакан «тĕлĕнтермĕш эмелсене» шыраса таçта та çитнĕ, тĕрлĕ меслетпе си- пленнĕ. Анчах усси пулман: ачан сывлăхĕ таврăнман. Ăнăçсăр кашни çул çӳрев, усăсăр иртнĕ терапи курсĕ хыççăн кăмăлĕ ытларах та ытларах пусăрăннă, алли усăннă…
Çакăн евĕрлĕ йывăр самантсенче ачана кăна мар, ашшĕ-амăшне те пулăшу кирлĕ. Сусăр пепке çурални çемье пуласлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Шел те, арçынсем çемçерех. Чылай чухне чирлĕ ача вĕсемшĕн пы- сăк тиев пулса тăрать. Вара унăн йывăрлăхне тӳсеймесĕр килĕсенчен тухса каяççĕ. Телее, Еленăн упăшки çавăн йыш- шисенчен мар. Вăл ачине те, мăшăрне те çăмăл маррине чунпа ăнланнă, май килнĕ таран яланах пулăшма тăрăшнă. Апла пулин те хĕрарăмăн çутă сăнĕ куллен тĕксĕмленсех пынă. Пичĕ-куçĕнчен ăшă кулă тарнă…
«Шанăç сӳнсе пыни мĕн патне илсе çитеретчĕ-ши? Шухăшлама та хăратăп, — малалла калаçрĕ Елена. — Пĕррехинче больницăра Татьянăпа паллашман пулсан, ахăртнех, хам та йывăр чире кайнă пулăттăм. Вăл манпа,
тухтăр патне лекессишĕн черетре пуç усса лараканскерпе, юнашар пырса ларчĕ. Сăмах çумне сăмах… Çапла калаçу сыпăнчĕ. Çав кунран пĕр-пĕринпе туслашсах кайрăмăр. Унăн ачи те сусăр. Çакă та пире çывăхлатрĕ».
Татьянăранах вăл республикăра кăткăс диагнозлă ачасен ашшĕ-амăшне пĕрлештерсе тăракан пĕрлĕх çинчен пĕлнĕ. Хăй те унта çӳреме пуçланă. «Пирĕшти ачасем» /Дети-Ангелы/ общество организацийĕ Чăваш Енре 2013 çулта йĕркеленнĕ.
Çичĕ çул ытла ĕнтĕ вăл церебральлĕ параличпа нушаланакан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне кулленхи пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Пĕрремĕш вырăнта, паллах, реабилитаци тата социаллă адаптаци тăрать.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...