Тантăш № 43 (4712) 12.11.2020
1 миллион тенкĕ — аслă пĕлÿ илме
Нумаях пулмасть Крымри «Артек» ача-пăча центрĕнче çĕршыв шайĕнчи «Пысăк тăхтав» конкурсăн финалĕ иртнĕ. Вăл — Раççейри шкул ачисемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ, пысăк çитĕнӳ тума хистекен, çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан тупăшусенчен пĕри. Ку проекта Чăваш Енри 3 пине яхăн ача хутшăннă, çиччĕн финала лекнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ çĕнтерӳçĕсен йышне кĕрсе премипе таврăннă.
Кÿме валли – пулăшуçă
Çĕрпӳ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи шкулта 11-мĕш класра ăс пухакан Иван Иванов 1 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çак конкурс пирки вăл чи малтан сенкер экранпа кăтартнă сюжетра курнă. Каярахпа социаллă сетьсенче те Раççей шайĕнчи тупăшу пирки вуласа пĕлнĕ. Шкул почтине янă çырупа паллашнă хыççăн Иван конкурса хутшăнма çирĕп тĕллев лартнă. Ку ĕçе вăл кăçалхи пуш уйăхĕнче пикеннĕ.
«Пысăк тăхтав» конкурсăн пирвайхи тапхăрĕ дистанци мелĕпе иртнĕ. «Профориентаци тесчĕн ыйтăвĕсене хуравлани проект темине палăртма пулăшрĕ. Эпĕ «Пуласлăха тăватпăр» енпе аталанма шухăшларăм. Яндекс шырав системинчи «Алиса» виртуаллă сасăлав пулăшуçи пирки, ахăртнех, шкул ачи çеç мар, садике çӳрекен шăпăрлан та пĕлет. Манăн проект «Маруся» сасăллă пулăшуçăпа çыхăннă, ку программăна пĕр-пĕр техникăна кĕртмеллеччĕ. Эпĕ сусăрсен кӳмине суйларăм. «Маруся» чирлĕ çыннăн юн пусăмне тĕрĕслесе тăма çеç мар, кирлĕ вăхăтра ăна эмел ĕçмелли çинчен асăрхаттарма, япăх пулсан васкавлă медпулăшу чĕнме тата çул çӳреве çăмăллатма пулăшĕ», — проекчĕпе паллаштарчĕ Иван Иванов.
Çурма финала тухни çинчен пĕлсен яш питĕ савăннă. Тантăшĕсем ăна хавхалантарас тесе вăтăр çеккунтлă видеоролик та хатĕрленĕ.
Экотехнопарк тума сĕннĕ
Ваня çурма финал Чулхулара иртни çинчен каласа кăтартрĕ. Программăпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ енĕпе пултарулăхне тĕрĕслеме пухăннă ачасен пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма тата ĕçсене ушкăнпа пурнăçлама та май килнĕ. «Пирĕн командăн ăслă хулан инноваци проектне тумаллаччĕ. Çĕнĕлĕхĕн паянхи кунпа килĕшсе тăмаллаччĕ. Эпир экотехнопарк хута ямалли проект сĕнтĕмĕр. Унта çӳп-çапа тирпейлесе сортлакан завод тăвассине те кĕртрĕмĕр. Жюри членĕсем чи пултаруллисене ыйтусене тĕрĕс те хăвăрт хуравлама пултарнине шута илсе, шкул ачисен лидерлăх пуррипе çуккине кура палăртрĕç. Пирĕн ушкăнран тăваттăн çеç финала тухма пултарчĕç», — тупăшăвăн тепĕр тапхăрĕпе паллаштарчĕ Иван Иванов.
Смарт сехет ачана мĕн тума кирлĕ?
Крымри «Артек» ача-пăча центрĕнче иртнĕ финал çĕнтерӳçĕшĕн чи çăмăлли пек туйăннă. «Пире пуласлăх шкулĕн проектне тума хушрĕç. Унта мĕнле уроксем ирттерессинчен пуçласа вĕрентекенсен тивĕçĕсем таранах каласа кăтартмаллаччĕ. Пулас шкул ачин кун йĕркине те сĕнмеллеччĕ. Малтан кашниех хăй тĕллĕн ĕçлерĕ. Кайран чи лайăх шухăшсемпе сĕнӳсене ушкăнпа суйларăмăр. Унтан план турăмăр. Юлашкинчен жюри членĕсене хамăрăн проектпа паллаш-тартăмăр. Эпир шкулта искусственнăй ăс-тăна ӳстермелли майсене кĕртме сĕнтĕмĕр. Эпĕ апатлану йĕркинче улшăнусем тума май пурри çинчен пĕлтертĕм. Кашни ачан уйрăмлăхне шута илсе апатланăва тĕрĕс йĕркелеме пулать. Сахăр диабечĕпе е гастритпа аптăракансем валли, тĕслĕхрен, çӳллĕшне тата йывăрăшне шута илсе уйрăм рацион йĕркелеме май пур. Пирĕн ушкăн шкул ачи валли ятарлă смарт сехет шухăшласа кăларчĕ. Вăл ача вĕренсе ывăннипе ывăнманнине тата малалла ăс пухма унăн кăсăклăх пуррипе çуккине кăтартать. Вĕрентекен ятарлă çак сехет çине пăхса ача талăкне мĕн чухлĕ каннине те пĕлме пултарать», — конкурсри кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕ каччă.
Любовь ПЕТРОВА.
Дорога в престижный вуз
В рамках проекта профессионального ориентирования для старшеклассников, который реализует МГИМО МИД России и администрация г. Чебоксары, в 65-й столичной школе прошла открытая лекция «Деловые игры» о системе международных отношений. Слушателями стали учащиеся 60-й, 65-й школ и 44-го лицея г. Чебоксары. Заинтересовавшихся пригласили пройти обучение в Международной школе молодежной дипломатии, которая включает в себя пятидневную сессию: базовую, языковую и выездную. Большим плюсом является то, что выездная сессия позволяет ознакомиться с профессией международников на практике.
Занятие провел генеральный директор Международной школы молодежной дипломатии Андрей Емелин. «Такую программу со школами различных городов Московский государственный институт международных отношений осуществляет 12 лет, 8 лет из них с чебоксарскими школами. Целенаправленно создается академический класс, направленный на изучение международных отношений. Попробовав себя в данной сфере, школьники смогут определиться с профессией, найти свой путь в жизни, а также выбрать правильно факультет, который отвечает их интересам. Не имея представления о международных отношениях невозможно стать известным дипломатом, журналистом, экономистом. По итогам выдается сертификат об окончании школы молодежной дипломатии. В приграничной ситуации и недобора баллов для поступления в МГИМО приоритет отдается тем, у кого имеется сертификат, так как эти старшеклассники получили основную базу знаний для обучения в вузе», – прокомментировал Андрей Борисович.
В свою очередь о лекции и программе МГИМО выразили свое мнение и слушатели.
– В мире происходит много конфликтов и мне это не нравится. Чтобы лучше разбираться в установлении дружеских связей между странами, я решила пройти обучение в этом направлении. Хочу стать дипломатом, – отметила учащаяся 65-й школы Ксения Шароглазова.
– Огромное впечатление на меня произвела информация о перевозке сжиженного природного газа. Оказывается, это очень сложный процесс. Я узнала для себя много нового, – рассказала учащаяся 44-го лицея Ольга Викторова.
– О школе молодежной дипломатии узнал от вожатой. Мне интересны экономика, дипломатия и международные отношения. В будущем планирую освоить профессию экономиста, – поделился учащийся 60-й школы Геннадий Иванов.
Было заметно, что школьники загорелись желанием изучить эффективные методы ведения деловых переговоров и в дальнейшем овладеть профессией международника. Ведь главное – верить в себя.
Ирина ЧЕРНОВА.
Моя прабабушка
Во время Великой Отечественной войны весь народ поднялся на защиту Родины. Наша страна заплатила слишком высокую цену за избавление от фашизма. На фронт уходили все, кто мог держать в руках винтовку. Но кому-то надо было продолжать работать в тылу, помогать армии продовольствием, медикаментами и оружием.
Герои – это старики, девушки, женщины и дети, которые взвалили все на свои плечи. Вот как рассказывает мой дедушка Иван, вспоминая свою маму Хевонию: «Она много трудилась в поле, полола сорняки, собирала урожай, работала на сенокосе».
Хевония Анисимовна – моя прабабушка. Она родилась в деревне Нижние Кунаши Цивильского района. Когда началась война, ей было всего лишь 16 лет. Она была трудолюбивой. Работала, не жалея сил. Зимними вечерами прабабушка с подругами вязали носки, перчатки, шарфы. Эти подарки отправляли на фронт и вкладывали послания с добрыми словами солдату.
Я очень горда, что у меня была такая добрая и отважная прабабушка. В страшное время она не пряталась от опасностей и не боялась работы. Мечтала и надеялась о мирном небе над головой. Победу прабабушка встретила дома. Она вышла замуж за участника войны Юрия Васильева. Прадедушка героически сражался за Отчизну, был наводчиком зенитно-артиллерийских орудий.
Милана ФАДЕЕВА, 4-й класс.
Чебоксары, 2-я начальная школа.
Чăн-чăн тĕслĕх
Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Геннадий Волков çуралнăранпа 93 çул çитрĕ. Паллă этнопедагог тăван халăхшăн нумай тăрăшнă. Ăна халалласа республикăра мероприятисем ирттереççĕ. Эпир те шкулта вĕсене нумай йĕркелерĕмĕр. Уроксенче Геннадий Никандровичăн хайлавĕсене вуларăмăр, видеофильмсем пăхрăмăр. Пиллĕкмĕш классемпе палăк умне чечек хутăмăр. Паллă çыннăмăрăн мухтавлă ĕçĕсем — пирĕншĕн ырă тĕслĕх.
«Чăваш чĕлхи урокĕнче Геннадий Волков хайлавĕсене вуланă хыççăн çакна ăнлантăм — унăн калавĕсем пире ваттисене хисеплеме, ĕçчен пулма вĕрентеççĕ. Эпĕ аннене, кукамая пулăшатăп, вĕсене хисеплетĕп», — пĕлтерчĕ пиллĕкмĕш класра вĕренекен Дарья Владимирова.
Светлана ФЕДОТОВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.
Шупашкар, 24-мĕш шкул.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...