ПИÇСЕ ÇИТНĔ ПОМИДОР
Помидорта чĕп куçĕ аталанасран хÿтĕлекен, куç çивĕчлĕхне лайăхлатакан А провитамин, апат ирĕлессине лайăхлатакан, вар хытасран, газ пухăнасран сыхлакан В ушкăнри витаминсем нумай.
*Помидор чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе, япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлнипе, пÿрере, пĕверте, шăк хăмпинче чул пуррипе, юн çитменлĕхĕпе, атеросклерозпа аптракан çынсене, инфаркт хыççăн усăллă.
*Томатăн çепĕç клетчатки пыршăлăхăн усăллă микрофлорине ырă витĕм кÿрет, организмран холестерина кăларма пулăшать. Çавăнпа ăна гастрит, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк пулни, вар-хырăм çулĕ шыçни, пĕвер чирĕсем, халсăрлăх, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ чакни тертлентерсен çиме сĕнеççĕ. Помидор ват шĕвекне кăларма, апат ирĕлессине лайăхлатма, самăрлăхран хăтăлма пулăшать. Диабет, панкреатит чухне вăл диета апачĕ шутланать.
*Анчах симĕс, пиçсе çитмен помидор çимелле мар. Вăл - хырăмлăхшăн питĕ йывăр апат, япăх ирĕлет.
*Газ пухăннипе /метеоризм/ тата хырăмлăхĕ крахмала япăх ирĕлтерекенипе нушаланакансен кăнтăрлахи апат хыççăн кашнинчех помидора хуппипе çимелле. Вăл пыршăлăхра апат куçассине лайăхлатать, апатăн ирĕлмен пайĕсене кăларать.
*Чĕрĕ томат сĕткенĕ иммунитета çирĕплетет, холестерин шайне чакарать, гемоглобин виçине ÿстерет, хырăм ай парĕн, пыршăлăх ĕçне лайăхлатать, организмра йÿçеклĕх-сĕлтĕ шайлашăвне йĕркере тытать.
*Томат сĕткенĕ аскорбин йÿçекĕн виçипе цитруссенчен пĕртте кая мар. Пĕр стакан чĕрĕ сĕткен каротинпа С витаминăн талăкра кирлĕ виçин çуррипе тивĕçтерет. Ăна сельдерей сĕткенĕпе çурмалла хутăштарсан организма çирĕплетекен, вăй хушакан шĕвек пулать. Начарланмалла чухне томат сĕткенне пан улми, кавăн, лимон сĕткенĕсемпе /2:4:2:1/ хутăштарса ĕçеççĕ. Анчах сыпă чирĕсемпе, подагрăпа аптракан çынсене томат сĕткенĕ юрамасть.
*Диетологсем помидора ăшаласа хатĕрленĕ техĕмлĕхсемпе усă курма сĕнмеççĕ. Уйрăмах çăмартапа пĕрле ăшаламалла мар. Ку - йывăр апат. Малтан çăмарта хăпартмăшĕ пĕçермелле, унтан йĕри-тавра помидор касăкĕсем хурса тухмалла, вăйсăр çулăм çинче 1-2 минут вĕрилентермелле те çимелле.
*Вăтам 2-3 помидортан хатĕрленĕ салат кăмăла шăккалатран кая мар çĕклеме пулăшать, çав вăхăтрах шăккалат пек ытлашши калорисем те «парнелемест».