Комментировать

5 Ноя, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 43 (6340) № 05.11.2020

 Ывăлне чысланă ятпа така пуснă

Ĕмĕтри çĕршыв

Унăн ячĕ «Турă ывăлĕ», «пуян» тенине пĕлтерет. Аллабая аслашшĕн ятне хунă. Туркменсен çемйинче ваттисене çапла чысласси йăлара. Аллабай Дашогуз хулинче çуралнă, ялта пурăнман пулин те ачаранах ĕçе хăнăхнă. Ку хулара нумай хутлă çурт сахал. Аманмухамедовсем хуçалăх тытаççĕ, выльăх усраççĕ. «Арçын кĕреçе-сенĕкпе усă курма пĕлет тĕк выçса вилмест, ăс-тăнпа ĕçлесен çемьене те ним мар тăрантарать», — вĕрентнĕ ывăлне ашшĕ. Медицинăра вăй хуракан амăшĕ Аллабая тирпейлĕхе, çынна пулăшма хăнăхтарнă. Çирĕп воспитани Аллабая тĕрĕс çул суйлама пулăшнă. 11-мĕш класа куçсан вăл кадет корпусне вĕренме кĕнĕ.

«Чăваш Енре специальноç илес килнине пĕлтерсен аттепе анне хирĕç пулмарĕç. Ют çĕршывра пурăнса курни тавра курăма лайăх витĕм кÿни пирки каларĕç. Хăй вăхăтĕнче анне Йошкар-Олара пĕлÿ илнĕ, атте Германире, Украинăра вĕреннĕ, çавăнпа вĕсем мана ăнланаççĕ. Телевизорпа Раççей пирки кăларăмсем пăхаттăм та, вăл ĕмĕтри çĕршыв пек туйăнатчĕ. Пирĕн тăвансем Пушкăртстанра, Тутарстанра, Чăваш Енре професси илнĕ, ну-майăшĕ унтах тĕпленнĕ», — каласа кăтартрĕ 21 çулти çамрăк. Вăл — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн юридици факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕ.

Шупашкар Аллабая тÿрех килĕшнĕ, общежитири пурнăçа часах хăнăхнă. Каччă апат хатĕрлеме вĕреннĕ. Чи малтан йĕкĕт хулара уçăлса çÿресе кунти пурнăçпа паллашнă. Общежитири виçĕ вырăнлă пÿлĕмре унпа пĕрле туркмен тата азербайджан çамрăкĕсем пурăнаççĕ. Яшсем пĕр-пĕрне хăйсен наци апат-çимĕçĕпе хăналаççĕ. «Пĕр вăхăт эпĕ ЧПУн 4-мĕш общежитийĕнче пурăнтăм. Унта çамрăксем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă. Инди, Монголи, Иран, Афганистан, Кăркăсстан тата ытти çĕршыв культурипе паллашма май пулчĕ, тĕрлĕ наци апатне тутанса куртăм», — каласа кăтартрĕ халăхсен йăли-йĕркипе кăсăкланакан студент. Яш университетри общество пурнăçне хастар хутшăнать. ЧПУра ют çĕршыв студенчĕсемпе çулсерен иртекен «Ритмы мира» фестивальте вăл хăнасене Туркменистанпа паллаштарнă, килтен парса янă наци тумне тăхăннă. Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче, общежитире йĕркелекен мероприятисенчен те юлмасть, хастар каччă республикăри туркменсен пĕрлĕхĕнче тăрать.

Паттăрсем

Аллабая чăваш культурипе чĕлхи те кăсăклантараççĕ. Пĕррехинче унăн чăваш туйĕнче пулма тÿр килнĕ: «Туй Çĕмĕрле районĕнчи ялта иртрĕ. Çак уявпа çыхăннă мĕн чухлĕ йăла-йĕрке иккен! Чăваш кĕпи тăхăннă качча каякан хĕр кĕвентепе шыв йăтни тĕлĕнтерчĕ. Туй тăк туй! Уяв виçĕ кунран та вĕçленмерĕ, эпĕ Шупашкара таврăнтăм. Туй тăршшĕпе фотоаппаратпа çÿрерĕм. Мĕн чухлĕ юрă, ташă... Çамрăк мăшăр кăвайт тавра темиçе хут çаврăнчĕ. Кун пеккине туркменсен туйĕнче те курма пулать — хĕрпе каччă ашшĕ-амăшĕн килне кĕрес умĕн кăвайт тавра утаççĕ», — хавхаланса калаçрĕ çамрăкскер. Унăн гардеробĕ пуянлансах пырать. Кăçал çулла Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртнĕ фестивальте Аллабая Египет çыннисем хăйсен наци тумне парнеленĕ. Чăвашсен шупăрне те тăхăнса курасшăн вăл.

Туркмен каччине халь университетра кăна мар, республикăра та чылаййăн паллаççĕ. Нумаях пулмасть ЧПУна икĕ студент ячĕпе çыру çитнĕ. Унта çамрăксене тав туса çырнă. Çуллахи каникулта каччăсем Хусана юлташĕ патне кайсан паттăрла ĕç тунă. Вĕсем хĕрарăма хурахран çăлнă. «Пĕрремĕш хутри хваттерте лараттăмăр. Каçчĕ. Чÿречесем уçăччĕ. Тăрук чуна çÿçентермелле кăшкăрса пулăшу ыйтни илтĕнчĕ. Çав самантрах чÿречерен сикрĕм, манăн юлташ Эльдар та нумай шухăшласа тăмарĕ — хыççăн ыткăнчĕ. Эпĕ хăть тапочкă тăхăннăччĕ, вăл вара çара уранахчĕ. Хĕрарăма тапăннă арçын пире курсан тарчĕ, ăна хăваласа çитрĕмĕр. Полици киличчен хураха тытса тăма тиврĕ. Шар курнă хĕрарăма лăплантартăмăр, шыв ĕçтертĕмĕр. Хăраса ÿкнĕскер йĕркеллĕ калаçаймарĕ...» — аса илчĕ Шалти ĕçсен министерствинче вăй хума ĕмĕтленекен каччă. Аллабай юлташĕпе Шупашкара таврăннă, вĕренÿ çулĕ пуçланнă, кÿршĕ хулари пулăм манăçма та ĕлкĕрнĕ темелле. Пĕр кунхине куратор икĕ юлташа: «Ну, паттăрсем эсир пирĕн», — тенĕ. «Ăçта айăпа кĕтĕм-ши?» — мĕлтлетнĕ шухăш Аллабайăн пуçĕнче. Куратор шÿтленĕн туйăннă ăна.

Нина ЦАРЫГИНА.


Упăшки салтакра чухне пасара кайман

Ваççили вăрçăран таврăнсан çемйипе нумаях пурăнман. 5 ачине пăрахса икĕ çурт урлă пурăнакан Наçтуç патне киле кĕнĕ. Унăн упăшки вăрçăра пуç хунă, хĕрпе ывăл — Райккапа Куля — пулнă. Ваççили килĕнче пĕр пĕрчĕ тырă та хăварман, йăлтах çĕнĕ арăмĕ патне илсе тухса кайнă.

Арăмĕн ылханĕ

Василий Ильина вăрçа арăмĕ Хветура ăсатнă. Вăл чĕрĕ-сывă таврăнасса питĕ кĕтнĕ. Унпа пĕрле 5 ачи те ашшĕшĕн шутсăр тунсăхланă. «Атте вĕт-ха вăл! — аса илет халĕ хĕрĕ Йĕпреç районĕнчи Хурамалта пурăнакан 82-ри Клавдия Пудовкина /ялта ăна Катя аппа тесе чĕнеççĕ/. — Вăл лайăх çын пулман. Çапла каланăшăн çылăх мана, анчах халĕ «атте» тесе ăшшăн аса илейместĕп». Ваççили çемйине хăйĕнчен сивĕтнĕ. Упăшки урăх хĕрарăм патне тухса кайсан Хветура хĕрĕпе ывăлне Катяпа Ванюша çавăтнă та ашшĕ патне кайса янă. Çимелли пулман ĕнтĕ, ашшĕ ачисене пăхтăр тенĕ-ши? Ачасем пÿртре кĕтесе тăнă та ниçта тапранман. Çуллахи вăрăм кун вĕсемшĕн аран-аран иртнĕ. Катяпа Ванюш ларман та, выртман та — тăнă та тăнă. Вĕсене «иртĕр» текен те, шыв сĕнекен те пулман. Ашшĕпе Наçтуç юсман пĕçерсе /пашалу пек япала/ иккĕшĕ ларса çинĕ, ачасене пĕр татăк та паман. Çимесĕр, шыв ĕçмесĕр кун каçнă вĕсем. Çавăн пек мĕскĕнленме мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши? Кĕтÿ ансан амăшĕ выльăха хирĕç тухнине ачасем пĕлнĕ те киле кайнă. Унăн куçĕ умне курăнман, ашшĕ патне тепĕр хут леçесрен хăранă. Аппăшĕпе шăллĕ вутă сарайĕнче пуленкесен хушшинче пытанса çĕр каçнă.

Ваççили Наçтуçа питĕ вăйлă хĕненĕрен лешĕ тухса тарнă. Хветура ăна хĕрхенсе хăйсен мунчинче пытарнă. Кайран пÿрте кĕртсе апат çитерсе ăсатнă. Вăхăт нумай та иртмен, садра ĕçлекенсем Катяна Наçтуç çакăнса вилни çинчен пĕлтернĕ. Хĕрача ĕненмен: ара, тин кăна вĕсем патĕнчен апат çисе тухса кайнă-çке. Хĕрарăмсем суйман. Кайран Ваççили анатри урамран Наçтуçăн килне самăртарах хĕрарăма илсе килнĕ. Арçын ăна та хĕненĕ. Вĕсем нумай пурăнайман, арăмĕ чирлесе пурнăçпа сыв пуллашнă. Ун хыççăн тата тепĕр хĕрарăма киле кĕртнĕ. Ваççили нихăш арăмĕпе те ырă курса пурăнайман, виççĕшне те тăпрапа хупланă. Тек вăл авланман. Тен, Хветура ылханĕ çитнĕ. Уйрăмах ĕнесĕр тăрса юлсан Хветура питĕ куляннă. Наçтуç кураймасăр ĕне хăлхине йĕтĕн вăрри янă тесе шухăшланă. Выльăх питĕ нушаланса вилнĕ. Хветура япăх хĕрарăм пулнă-им? Упăшкин мĕншĕн çапла хур кăтартмаллаччĕ ăна? Вăл пĕр лашапа, икĕ ĕнепе, хăйĕн çуртне сутса Ваççилие качча пынă. Хветура хăй 74-ччен пурăннă.

Катяпа Ванюш урама ярăнма тухсан ашшĕ пурăнакан кил умне пырса тăрса юриех хыттăн кăшкăрса сăвă каланă:

«Катăр-катăр катаччи!

Катăк çатма икерчи,

Карчăккине — çу çиме,

Стариккине пăх çиме!»

Ашшĕ\хăвалама тухнă, ачасем тарса пытаннă. Тепĕр тесен, пĕрле пурăнманни лайăх та, унсăрăн Хветура та патак айĕнчен тухаймĕччĕ. Вăл вара упăшки пăрахса кайнăшăн малтан питĕ куляннă.

Фермăна — ташлама

«Чăнласах калатăп: эпир выляса ÿсмен. Каникулта колхозра пĕрмай çум çумлаттаратчĕç, кайран пучах пуçтарма илсе каятчĕç. Ачисем пĕчĕк пулнăран аннене аякка ĕçлеме яман. Кукамай та, асанне те çукран ăна йывăр килнĕ, пире хăех пăхнă вăл. Пиччепе аппана пĕрмай колхоз ĕçĕпе хăвалатчĕç: е курăс кăларма, е урăх çĕре. Курăк çисе выçăллă-тутăллă ÿснĕ эпир. Вăрмана çÿренĕ, çăка çулçи пуçтарнă. Ăна çăнăхпа хутăштарса пĕçеретчĕ анне. Мăян, пиçен… çулçи çинĕ», — куçĕ умне тухрĕç ачалăх кунĕсем. 7-мĕш класс хыççăн хĕрача колхоз фермине сурăх пăхма кĕнĕ. Выльăх ун чухне питĕ йышлă вилнĕ. Апат пулманнипе вите тăрринчи улăма сÿсе çитернĕ. Темĕнле йывăр пулсан та хĕрсем савăнма пĕлнĕ. Уйрăмах ферма заведующийĕ улшăннă хыççăн хăйсене ирĕклĕрех тытнă. Ĕç пĕтерсенех, хырăм выçă-и, тутă-и — пăхса тăман, ташша янă. Купăс калакан та пулман, такмак каласа питĕ хытă тĕпĕртетнĕ. Пĕтĕм савăнăçĕ çакă пулнă вĕсен. Кайран краççин лампи çутипе тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă. Улах ларма та пайтах çÿренĕ. Хирĕçле çуртра кинемей пĕчченех пурăннă та ун патне кайнă. Каччăсем пынă унта. Хайхискерсем Çветке чупса хĕрсене пайтах шар кăтартнă. Кăмака çинчен туртса антарса упалентернĕ, йăвалантарнă. Фермăра 7 çул тар тăкнă хыççăн хĕр шкула тирпейлÿçе ĕçе кĕнĕ.

Виталий Пудовкин ку ялтах çуралса ÿснĕ. Катяпа вĕсем 3 çул çÿренĕ хыççăн пĕрлешнĕ. Хĕр — 24-ра, каччă 21-ре пулнă ун чухне. Пĕрремĕш ачи 8 уйăх тултарсан Виталие салтака илсе кайнă. Çав хушăра, 3 çул, Клавдия пасара пĕрре те кайман, сас-хура тухасран хăранă. Виталин ашшĕ те, амăшĕ те суккăр пулнă. Ашшĕ йĕтем çинче ĕçленĕ чухне вăйлă тарланă хыççăн сивĕ шывпа çăвăннă, çавăн хыççăн куçпа аптăрама тытăннă. Хулана больницăна кайнă. Ун чухне вăл курнă-ха. Кайран, районта сипленме тытăнсан, эмеле арпаштарнă имĕш, çавăн хыççăн пач курми пулнă. Ашшĕ-амăшне пăхакан çуккипе ывăлне Виталие салтака çамрăклах илсе кайма тăхтанă. Клавдия упăшки хĕсметре чухне хăйĕн тĕпренчĕкне, суккăр икĕ ватă çынна, упăшкин икĕ йăмăкне /шкул ачисене/ пăхнă. Ĕçе те çÿренĕ. Хăйĕн пепкине астумашкăн тăван амăшĕ пулăшнă. Вăл шкулпа юнашарах пурăннă, Катя ун патне ачине кăкăр ĕмĕртме йăпăртлăха чупса каçнă. Çав çулсенче самаях ăшталанса куççуль тăкнă çамрăк хĕрарăм. Юрать, хуняшшĕпе хунямăшĕ ăна сивĕ сăмах каласа курман.

Шкулти сăрăпа витмен урая тирпейлÿçĕсем хăйăрпа çунă. Çăвĕпе вутă хатĕрленĕ, хăйсемех йывăç касма вăрмана кайнă, турттарса килнĕ. Хĕрарăмсемех татса çурнă. Шкулта нумай ача вĕреннĕ, пĕлÿ çурчĕ самаях капмар пулнă. Катя 13 класс, спортзал, учительсен пÿлĕмне çунă. Ачасене ун чухне шкулта урай çутарман. Тирпейлÿçĕсем те швабра тытса курман, алă вĕççĕн мунчалапа сĕрнĕ.

Алина ИЗМАН.


 

«Юмăç сăмахĕсем чăна çаврăнĕç-ши?»

«Хăв маттур пулман тăк çурт лартаймăттăн», — упăшкинчен 33 çултах 6 ачапа тăлăха юлнă Раиса Захаровăран тĕлĕнсе çапла каланă çынсем. Хĕрарăм мăшăрĕпе хăпартнă йывăç пÿрт вырăнне çĕннине çĕкленĕ, ăна ку ĕçре ывăлĕ-хĕрĕ пулăшнă.

«Шыва сикетĕп те…»

Раисăпа Микула пĕр ялтанах пулнă, анчах çемье çавăриччен пĕр-пĕрне пĕлмен. «Виçĕ каччăран туртса илчĕ мана», — шÿтлерĕ Раиса Михайловна. Ун чухне вăл Свердловск облаçĕнчен торф кăларнă çĕртен тăван ялне, Йĕпреç районĕнчи Хурамала, килнĕ. Хĕр унта 9 уйăх торф кăларнă, ĕçлекенсем çитменрен ярасшăн пулман ăна. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн тепĕр çулхине тин тăван ялне таврăннă вăл. Хăйĕнчен 6 çул аслăрах Микулапа çемьеленнĕ. Вăл хĕрĕн чунне ырă кăмăлĕпе çавăрнă. Иккĕшĕн те ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр тапхăрта иртнĕ. Раиса 13-ре чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăл шкулта 7 класс çеç вĕреннĕ, ун хыççăн колхозра ĕçлеме тытăннă. Вĕсен çемйи 1941 çулта колхоза кĕнĕ, хĕрача тепĕр кунхинех тырă вырма кайнă. Тантăшĕсемпе мар, хăйĕнчен 4-5 çул аслăрах хĕрсемпе пĕрле ĕçленĕ. Бригадир вĕсене мухтанă, Райăн сăн ÿкерчĕкне ял канашĕ умĕнче хисеп хăми çине çакнă. Унăн ашшĕ шушкă пĕçернĕ. Унпа пĕрле 6 çулти Раиса та ĕçе хăнăхнă. Ашшĕ чуста хурсан шушкă янтăланă, ăна кăмакара пĕçернĕ, хĕрĕ хуран умĕнче аппаланнă. «Ман вырăна Коля тăтăр-ха, эпĕ пахчана çĕр улми çумлама тухатăп», — Рая пĕртăванне ĕçлеттерес тесе пĕрмай çапла каланă. «Вăл сан чухлĕ ĕçлеймест», — пулнă хурав. Шушкăна ашшĕ лав çине тиесе сутма çула тухнă. Пĕррехинче ăна ĕç вырăнĕнченех тытса кайнă. Вăл çăрнă чуста çавăн пекех выртса юлнă… Кайран ашшĕне кулак тесе персе вĕлернине пĕлнĕ. 50 çултан çеç унăн таса ятне тавăрнă.

Раиса 19 çулта арăм пулса тăнă. Мăшăрĕпе тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Çемьере умлăн-хыçлăн ача çуралнă. 14 çулта тăватă хĕрпе икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ вăл. Микулапа вĕсем шăпах çавăн чухлĕ пурăннă. Çемье пуçĕ 39 çулта пурнăçран уйрăлнă. Ăна тăван тăрăхра мар, Казахстанри Костанай хулинче пытарнă. Раиса Михайловнăн пиччĕшĕ унта тĕпленнĕ, çурт хăпартнă. Микула урай сарма, мачча тума пулăшас тесе инçе çула парăнтарнă. Часах яла телеграмма çитнĕ. Микула хăсăкпа чыхăнса вилнĕ-мĕн. «Хĕрĕм Тоня телеграммăна манран маларах вуланă. 13-реччĕ вăл. Эпĕ пахчаран ĕçлесе таврăнаттăм. Макăракан хĕре курсан унăн аллинчи хута ярса тытрăм. «Ах, шыва сикĕп те вилĕп», — терĕм вуласа тухсан. «Анне, эпир кампа пурăнăпăр вара?» — Тоня çапла каласан тăна кĕтĕм», — иртнине аса илчĕ кинемей.

Раиса Михайловна ачисене кÿршисемпе хăварнă, кĕçĕннипе 5 уйăхри Маруçпа пуйăса ларса Казахстана çул тытнă. Шăллĕн арăмĕ те пĕрле пынă. Виçĕ талăк кайнă вĕсем. Упăшкине тăван тăрăхра пытарайман, самолетпа илсе килме 2 пин тенкĕ /çав вăхăтра питĕ пысăк укçа шутланнă/ кирлĕ пулнă.

Маруç кăçал 60 çул тултарĕ. Рая аппа ăна лайăх пăхманшăн кулянать: «Çулталăк та 3 уйăхри ачана килте хăварса Костанай хулине тепĕр хутчен кайрăм. Ачасене пĕччен ÿстерме çăмăл пулмарĕ, пурпĕрех ăслă-тăнлă çитĕнчĕç, вăрра каймарĕç». Ашшĕ çук тесе патшалăх ачасене 43 тенкĕ панă. Рая аппан тепĕр хутчен качча каяс шухăш пачах та пулман: «Ултă ача вĕт! Ачисем картлашка пек: пĕри тепринчен пĕчĕк. Тавах Турра, интерната памарăм, выçă лартман, çĕтĕк çÿретмен. Вĕсенчен вăрттăн макăраттăм. Эпĕ йĕнине курсан вĕсем те куççульленетчĕç. Шăллăм нумай пулăшрĕ. Вăл та çемйипе Костанайра тĕпленнĕччĕ. Яла килсен темĕн чухлĕ çитсă кăларса хучĕ». Упăшкине пытарнă хыççăн тепĕр уйăхран Рая амăшне ĕмĕрлĕхех çухатнă. Ăна вăл виличчен 3 эрне пăхнă.

Мăнукне пăхса ÿстернĕ

Халĕ Рая аппан 3 хĕрĕ çеç пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ тăрăхра тĕпленнĕ пулсан та амăшне пăрахмаççĕ. Надежда Хурамал каччипех çемье çавăрнă, тăван килне кашни кун килет вăл. «Мана хăй пĕçернĕ апат-çимĕçпе сăйлать. Ĕнер, сăмахран, кукăль килсе пачĕ. Хĕрĕмсем хăйсем патне пурăнма илсе каяççĕ, кашнин патĕнче 1-ер уйăх кун кунлатăп. Анчах килтен ниçта та каяс килмест. «Эпир саншăн ют çын мар вĕт», — теççĕ. Çапла та-ха, пĕрех килте лайăх мана», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Аслă хĕрĕ Тоня пурнăçран уйрăлни Раиса Михайловнăшăн уяр кун аçа çапнă евĕрех пулнă. Икĕ ача амăшне мăшăрĕ вĕлернĕ. «Хамăн пурнăçра темĕн те куртăм. Хĕрĕме хура тăпрапа хупларăм. Упăшки ăна мĕншĕн хĕненине пĕлместĕп. «Иккĕ кăна çапрăм», — терĕ судра. «Арăму çĕр айĕнче выртать, суранĕ нумай», — çапла каларĕ судья. Кĕрÿ тĕрмере 10 çул ларса тухрĕ. Тоньăн кĕçĕн ывăлне хамăрах пăхрăмăр. Тĕрмерен тухсан кĕрÿ нумаях пурăнаймарĕ, телевизор пăхса ларнă чухне ăна шалкăм çапнă. Унпа инкек хыççăн калаçсах кайман, çапах начар сăмах та сарса çÿремен. Усал чунлă мар эпĕ», — малалла калаçрĕ Раиса Михайловна.

Ирина КОШКИНА.


Тăватă çул иртсен тупнă

Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çуртне хурлăхлă хыпар çитрĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра [халĕ «Хыпар»] яваплă секретарĕн заместителĕнче чылай çул ĕçленĕ, «Капкăн», «Çил çунат» журналсен яваплă секретарĕн-редакторĕн заместителĕ пулнă Осип Алексеевăн [литературăра вăл Ăсан Уçăпĕ пек палăрнă] ÿчĕн юлашкийĕсене тупнă. Осип Алексеевич 2016 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче килтен тухса кайнă та çухалнă. Ăна тăванĕсем, йĕрке хуралçисемпе волонтерсем шыранă, Шупашкар урамĕсенче унăн сăн ÿкерчĕкне çыпăçтарнă, çырма-çатрапа вăрмансене тĕрĕсленĕ. Анчах кăлăхах, 72-ри çыравçă йĕп пекех çухалнă.

Ăс-тăнĕ пăтраннине асăрханă

«Çуралсанах эпĕ питĕ хавшак ача пулнă. Анне каланă тăрăх, сăпка таврашĕ пулманран мана асаттен çĕлĕкĕ çинче вырттарнă. Кăкăр ĕмме те вăй пулман, ку ача вилет пуль тенĕ. 3-4 уйăхран çамрăк бригадир анне патне çитнĕ. «Санăн ачуна ят хумалла», — тенĕ. Каярахпа эпĕ вăй илнĕ. Спортпа çывăх туслашни çирĕп, патвар çитĕнме пулăшрĕ», — çапла аса илнĕ Ăсан Уçăпĕ. Осип Алексеев 7 пĕртăванран чи кĕçĕнни пулнă, çапах аслисем унăн шухăшне итленĕ. Хушма ячĕ ун çумне пĕрремĕш класрах çыпăçнă.

«У» сас паллипе паллашнă вăхăтра букварьти пĕчĕк калавра çакăн пек йĕркесем пулнă: «Уçăп су-нара кайнă. Хураçки малта пынă. Уçăп ăсан тытнă». Вăт çакăн хыççăн пуçланчĕ те пĕтĕм тамаша! Шкулта пĕрле вĕренекенсем, хамăр класри ачасем мана «ăсан» тесе витлеме пуçларĕç. Алла ручка тытса шурă хута хуратма тытăнсан çак ят патне тепĕр хут таврăнтăм, çапла вара эпĕ Ăсан Уçăпĕ пулса тăтăм», — каласа панă писатель.

Мăшăрĕпе Наталия Степановнăпа вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне паллашнă. Çемьере 2 хĕрпе 1 ывăл кун çути курнă. Ывăлĕ Александр 12 çул тултарсан амăшĕн пурнăçĕ татăлнă. Осип Алексеев ачисене пĕчченех воспитани парса ура çине тăратнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл калавсем çырнă, кĕнекесем кăларнă. 2016 çулхи çуркунне хĕрĕсемпе ывăлĕ ашшĕн ăсĕ- тăнĕ арпашăннине сиснĕ. Вăл Красноармейски районĕнчи Санькассине час-часах аса илнĕ, тахçанах вилнĕ амăшĕпе калаçасшăн пулнă. Ачисем ашшĕне тухтăр патне илсе кайма палăртнă. «Уявсем иртсе кайччăр та, больницăна çитĕпĕр», — тĕв тытнă вĕсем. Анчах ĕлкĕреймен…

Инкеке сиснĕ

Çав кун Осип Алексеевич килте мăнукĕпе пулнă. Кукашшĕ урама тухсан арçын ача ун хыççăн васканă. Светофор умĕнче ача чарăнса тăнă. Çав вăхăтра кукашшĕ куç умĕнчен çухалнă. Осип Алексеевич кутамкка çакса тухнă, анчах телефонне килтех хăварнă. Тăванĕсем инкеке сиснĕ пекех ăна тÿрех шырама пуçланă. Çыравçă тăван ялне çул тытнă тесе шухăшланă, анчах Осип Алексеевич унта çитмен.

«Урамра пĕлтерÿсем çакрăмăр. 4 талăкран кутамкка тупăнчĕ. Эпир хыпарсăр çухалнă çынсене шыракан отряд пуррине пĕлмен. Кун пирки илтсен «Лиза Алерт» ушкăн ертÿçинчен пулăшу ыйтрăмăр. Волонтерсене тÿрех пĕлтернĕ пулсан аттене тупаттăмăр пуль», — 4 çул каялла пулса иртнине аса илчĕ Ирина Осиповна. «Лиза Алерт» хастарĕсем çынсем Осип Алексеева Шупашкарти Хĕвел тухăç поселокĕнче курнине пĕлнĕ. Анчах малалла йĕр татăлнă. Çемье пушшех те канăçа çухатнă. Ашшĕне тупас тесе вĕсем юмăçсем патне те çитнĕ. Пĕри шанчăк çуратнă, тепри сăн ÿкерчĕке пăхсанах: «Вилнĕ», — тенĕ.

Пĕррехинче Осип Алексеевичăн хĕрĕ патне палламан çын шăнкăравланă, ашшĕне Киров облаçĕнчи вăрманта тупнине пĕлтернĕ. Укçа куçарсан унăн сăн ÿкерчĕкне ярса пама шантарнă. Ирина Осиповна шăллĕ патне васканă. Хавхаланнăскерсем çула тухма шут тытнă, анчах вĕсене темĕн тытса чарнă. Каçа хирĕç тухма шикленнĕ-ши? Тепĕр кунхине Ирина Осиповна адреса уçăмлатас тесе çав çын патне темиçе хут та шăнкăравланă. Лешĕ каллех укçа пирки калаçнă. Çемье иккĕленме тытăннă: вĕсем ултавçăсем мар-и? Йĕрке хуралçисем кам тата ăçтан шăнкăравланине палăртнă. Чăнах та, вĕсем çын хуйхи çинче пуякансем пулнă.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче Шупашкарти Хĕвел тухăç поселокĕнчи çырмара çын ÿчĕн юлашкине тупнă. Унтах пенси удостоверенийĕ выртнă. Осип Алексеевăн ачисем ДНК экспертизи тутарнă, ывăлĕн биоматериалĕсене илнĕ. Пĕр уйăх çурăран анализ пĕтĕмлетĕвĕ çитнĕ. Çырмара тупнă ÿт юлашкийĕ — Ăсан Уçăпĕ.

«Тинех лăплантăмăр»

«Атте ырă кăмăллă çынччĕ. Сайра хутра çеç сасă хăпартса калаçатчĕ. Ытларах пире анне вăрçатчĕ. 4 çулта чухне никама пĕлтермесĕр килтен тухса кайрăм. Çакăншăн атте вĕлтĕренпе вĕтĕлерĕ. Урăх нихăçан та аслисенчен ыйтмасăр килтен тухман. Айванлăха пула йăнăшсан атте тăн кĕртрĕ. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне тантăшсене кура çăвара пирус хыпрăм. Атте куншăн пиçиххипе «ачашларĕ», темиçе кун лараймарăм. Çавăн хыççăн пĕрре те пирус туртман эпĕ», — аса илчĕ Ирина Осиповна.

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.