Комментировать

13 Авг, 2014

«Чăвашсен тараватлăхĕпе Атăлăн хăватне чунпа туйса илтĕмĕр»

Украинăри çапăçăва пула çĕр-шывăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакан пин-пин çыннăн Раççее куçса килсе хÿтлĕх ыйтма тивнĕ. Çав шутра пирĕн республика вĕсенчен çиччĕрĕшне ытла йышăннă, вăхăтлăх пунктсене вырнаçтарнă, япала тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Пурăнмашкăн кĕтес тупса пани, паллах, пĕлтерĕшлĕ, çапах та вĕсене ĕçлĕ пулма пулăшасси те тĕп вырăнта тăрать. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинчен пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне вĕсенчен 24-шĕ ĕçлеме тытăннă.

Ăш пиллĕн йышăннă

Йывăр вăхăтра хăйĕн çемйине пулăшнăшăн, тăрантарнăшăн, выртса тăмашкăн кĕтес тупса панăшăн Андрей Евгеньевич Чăваш хутлăхĕн ертÿлĕхне, ырă кăмăллă çынсене чĕререн тав тăвать. «Турă сывлăх патăрах», - тет. Çапах та унăн шухăшĕпе - ырăлăх пĕлĕтрен татăлса анманнине яланах асра тытмалла, тăнăçлăха тумашкăн тÿрремĕнех хутшăнмалла. Çакăн çинчен вăл çуралнă вырăнтан тапранса тухнă чухнех шухăшланă.

Донецк облаçĕнчи Мариуполь хулинче пурăннă Жилинковсем: Андрейпе мăшăрĕ, вĕсен 12-ри ывăлĕ тата 78 çулти ватă ашшĕ. Ахăр самана пуçлансан тăван тăрăхран ирĕксĕр тухса кайма тивнĕ - çар хирĕç-тăрăвĕ кунран кун вăйланса пынă май çемье пуçне çывăх çыннисен шăпи канăçсăрлантарнă. Хĕсмете илмелли ÿсĕме Украинăра тăснипе 16 çултан аслăрах яшсенчен тытăнса тăнлавĕ кĕмĕлленнисем таранах урама тухмашкăн хăракан пулнă. Хĕрĕх урлă каçнă вăй питти арçыннăн халăха хирĕçле çар ретне тăрас килмен: камшăн тата мĕншĕн юн тăкмалла? Тĕп Радăра ларакан депутатсемшĕн-и? Çук паллах. Мăшăрĕн хăрушсăрлăхĕ пирки те пăшăрханнă. Донецк Халăх Республики йĕркелесе ăна Украинăран уйăрас ыйтупа ирттернĕ референдума Екатерина Юрьевна пуçаруллă хутшăннă, вăл комисси членĕ пулнă. Çавна май хĕрарăма кирек хăш самантра тытса кайма пултарнă, унашкаллисем каялла таврăнман, йĕп пек çухалнă. Ăçтине милици те уçăмлатайман.

Ильич ячĕллĕ комбинатра электромонтерта тăрăшнă Андрей Евгеньевич ĕçсĕр юлсан: «Эпĕ кунта ытлашши тĕк Раççейре юрăхлă пулăп», - тесе инçе çула пуçтарăнасси пирки çывăх çыннисене пĕлтернĕ. Мăшăрĕ хирĕçлемен, ывăлĕ те. Анчах ватă ашшĕ тăван киле пăрахса тухасшăн пулман, çар çыннисем хăйне тивмессе шанса Мариупольтех юлнă.

Хуларан ăнăçлă тухмашкăн вĕсене хăватлă вăй пулăшнă пулинех - автобуса чăрмавсăр кăларса янă, ун хыççăн рейса тухнинчен мĕн пур арçынна тытса юлнă.

 

Атăл тăрăхне, Чăваш хутлăхне...

Чикĕ урлă каçса Тамбова çитсе чарăннă вĕсем, хулара пĕр эрне пурăннă. Унта çав вăхăтра Чăваш Ен делегацийĕ пырса çитнĕ. Вĕсен йышĕнче «Текстильмаш» АУОн яваплă çынни Евгений Табаков та пулнă. Вăл хăйсен предприятийĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, вырнаçмашкăн йыхравланă.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çитнĕ ушкăна Шупашкарсем ăш пиллĕн кĕтсе илнĕ. Çул çитмен çамрăксен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ, çитĕннисем хăйсене мĕнлерех туйнипе интересленнĕ, Федерацин миграци службин республикăри специалисчĕсем çав кунах ĕçлĕ хутсене йĕркелеме тытăннă. Ирĕксĕр куçса килме тивнисене «Чувашия» хăна çуртне вырнаçтарнă.

«ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пулăшнипе хамăра ятăн кĕтес тупрăмăр: Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровскинче тĕплентĕмĕр. Мĕншĕн хулара мар тетĕр-и? Яллă вырăн пирĕншĕн меллĕрех пек туйăнчĕ, таса сывлăш илĕртрĕ. Тĕрĕссипе, сирĕн тăрăхра пур çĕрте те сывлăш таса-ха. Эпир - хамăр çуртра ÿссе çитĕннĕ çынсем. Мариупольте пахча, сад пур. Çĕр ĕçĕпе аппаланма юрататпăр, çут çанталăка çывăхрах пулас килет. Шупашкарта, паллах, хăтлă, Çĕньял Покровскинче тата лайăхрах. Унта та ырă çынсем сахал мар. Вырăнти фермер пирĕн çемьене капмар та илемлĕ икĕ хутлă çурта вырнаçма сĕнчĕ, коммуналлă пулăшу тăкакĕсене саплаштарни те çителĕклĕ пулнине пĕлтерчĕ, - тет Андрей Евгеньевич. - Пурăнмалли кĕтес уйăрнисĕр пуçне прописка ыйтăвне татса пачĕ, документ йĕркелемешкĕн укçа парса пулăшрĕ. Çакă пирĕншĕн чăннипех пысăк телей».

Андрей Жилинков «Текстильмаш» АУОра электрика вырнаçнă. Ăна кунта ăшшăн кĕтсе илнĕ, кал-кал ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ услови туса панă.

«Мăшăрăм Екатерина Юрьевна та ĕнер Шупашкарти электроаппаратура завочĕн туслă йышне хушăнчĕ, тимĕр касакан станоксен операторĕ пулса тăчĕ. Малтан хула транспорчĕн техник-электромеханикĕнче тăрăшнăскершĕн çĕнĕлĕх сахал мар паллах, çапах та электричество, оборудовани, станок мĕн иккенне аван чухлать. Хамшăн вара ку енĕпе кăткăсси темех пулмарĕ: пралук вăл Украинăра та, кунта та пĕрешкелех», - калаçăва тăсать çемье пуçĕ.

Ывăлĕ вĕренÿ çулне Çĕньял Покровски шкулĕнче пуçăнать. Асăннă пĕлÿ учрежденине суйласа илмешкĕн ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова сĕннĕ иккен: кунти опытлă педагогсем арçын ачана Раççей вĕренĕвĕн программине ăша хывма пулăшĕç.

 

Вĕсем кунтах юлма ĕмĕтленеççĕ

«Эпир хальлĕхе ялта тĕплентĕмĕр. Пурнăç йĕркеленсе кайсан, пурте хамăр шухăшланă пек килсе тухсан Чăваш хутлăхĕнчех юлас тетпĕр. Кунта хамăра хăтлă туятпăр. Чăваш халăхĕ ĕçчен те сăпайлă, ăш пиллĕ те ырă кăмăллă пулни пирки малтанах илтнĕ-ха. Халĕ хамăр курса ĕнентĕмĕр, унăн хÿтлĕхĕнче чун канăçлăхне тупрăмăр. Тавах ăна çакăншăн, ырăлăхĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр, - тет Андрей Евгеньевич. - Мариупольти ентешсемпе телефонпа час-часах калаçатпăр. Хула хĕрринче пăшал сасси чарăнмасть иккен, малтан ун пекех марччĕ. Хăрушлăх кунсерен ÿссе пырать. Чăваш Енрех тымар ярас тăк аттене те илсе килетпĕр, пĕччен кансĕр ăна унта».

Жилинковсен Раççейре тăван пурри-çуккипе интересленсен Андрей Евгеньевич арăмĕн ашшĕ-амăшĕ Белгород тăрăхĕнчен пулнине, унта Украинăран тарса пынă çынсем вĕсемсĕрех йышлине пĕлтерчĕ. Хăйĕн тăванĕсенчен пĕри Инçет Çурçĕрте пурăнать иккен, анчах унта чун туртмасть, çулĕ те çывăх мар.

Сăмах май, Екатерина Юрьевна Молдовăра çуралса ÿснĕ, Мариуполь вырăсĕпе çемье çавăрса телейлĕ пурăнма ĕмĕтленнĕ. Шăпа тени шурă Шупашкара илсе çитерчĕ. Мĕнех, хула питĕ килĕшнĕ вĕсене, симĕс тумĕпе, тасалăхĕпе тыткăнланă. «Атăл хĕрринче уçăлса çÿрерĕмĕр. Шыва кĕреймерĕмĕр паллах, çапах та унăн шывĕпе алă-урана йĕпетсе хăватне чунпа туйса илтĕмĕр», - кăмăллăн пĕлтерчĕ арçын.

Валентина СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.