Комментировать

30 Окт, 2020

«Хыпар» 123-124 (27706-27707) № 30.10.2020

«Аххаяссене» аякри чăвашсем те пĕлеççĕ

Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ Надежда Федотова Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче библиотекаре вĕренсе тухсан пĕр тапхăр Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри клубра ĕçленĕ, унтан тăван районне таврăннă. Шăмăршăри тĕп библиотекăра вăй хунă, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче тăван ялĕнчи библиотекăна куçнă. Кÿршĕ ял, Пуянкасси, каччипе çемье çавăрсан унта тымар янă.

Паян та юнашарах
1990 çулхи кĕркунне Пуянкассинчи культура çуртĕнче вăл йĕркеленĕ хĕрарăмсен «Сенкер тĕпел» клубне ал ĕçне юратакансем кăна мар, юрă-ташă ăстисем те кăмăлласа çÿренĕ. Шăпах вĕсем «Аххаяс» фольклор ансамбльне йĕркеленĕ. Надежда Федотова ертсе пыракан ушкăн чи малтан Улах сăрине кăтартнă. Унта хутшăннисем, 7-8 хĕрарăм, хăйсен мăшăрĕсемпе пĕрле ял çыннисен ĕмĕртенпе килĕштернĕ йăли-йĕркине уçса панă. Улах сăринче шăрантаракан юрă çаврăмĕсем хыççăн кашнинчех «Аххаясăм, аххаяс» тени каярахпа коллектив ятне куçнă. «Аххаясăм аххаяс, ман кама качча каяс? Кăçал качча каймасан ман аннене мĕн калас?» — çакнашкал такмаксем янăранă Улах сăринче.
Унтанпа 30 çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Йыш вăхăтран-вăхăт ылмашăнать ĕнтĕ, пĕрисем килеççĕ, теприсем, самай çулланнисем, тухса çÿрейми пулаççĕ. Çапах пĕрремĕшĕсем, ансамбле пуçараканĕсем, паян та юнашарах. Надежда Петровна вĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать, анчах эпир хăйсемпе калаçас терĕмĕр. Мĕн тытса тăрать вĕсене «Аххаясра»?
«Ватăлтăмăр, çапах клуба утатпăр…»
Альбина Гордеева, акă, «Правда» хуçалăхра вăй хунă: фермăра выльăх пăхнă, уй-хирте, поварта ĕçленĕ. Кирек хăçан та юрлама юратнă, çавă илсе çитернĕ те ăна малтан — «Сенкер тĕпеле», унтан — Улах сăрине, «Аххаяспа» вара паянчченех туслă. «Ватăлтăмăр, çапах клуба утатпăр, — тет вăл. — Ачасем те пĕрле çÿретчĕç, вĕсемпе те ĕçлетчĕ Надежда Петровна. Çакăнта савăнăç, вăй-хал илсе киле таврăнаттăмăр. Тăван ял çыннисем авалтанпах юратнă юрăсем илемлĕ, чуна пырса тивеççĕ. Халĕ вĕсене хăнана кайсан шăрантаратпăр, итлесе ларакансене тĕлĕнтеретпĕр. Тепĕр чухне, самай вăхăт юрламасăр ларсан: «Аххаяссем, юрласа ярăр-ха, уява илем кĕртĕр», — теççĕ. Вара тăсса яратпăр хамăрăн юратнă çаврăмсене: «Чĕлхе-çăвар çемçе те, ай, пулинччĕ, Тăвансене пурне те, ай, юринччĕ. Сăмаварĕ çутă та, чейĕ, ай, хура, Каяс килмест сăмавар, ай, умĕнчен. Тăванĕсем лайăх та чĕлхисем япшар, Каяс килмест тăванăм, ай, патĕнчен…»
Ольга Тимофеева çак ялтах çуралса ÿснĕ, мăшăрĕ те Пуянкассисемех. «18 çул тултаричченех качча тухрăм, — аса илет Ольга Николаевна. — Виçĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр. Шел, упăшка виçĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Килте вăталăх ывăлăн Алешăн çемйипе пурăнатăп. Манăн кин те хам пекех Оля ятлă. Вĕсен хĕрĕ, тăваттăри Софья, манпа пĕрле юрлать. «Сенкер тĕпеле» килĕштерсе çÿреттĕмĕр, ал ĕçĕ тăваттăмăр, тĕрлĕ апат пĕçерме вĕренеттĕмĕр. Кайран юрлама пуçларăмăр. Мана упăшка чарман, коллективпа таçта та çитнĕ. Хĕр тантăшсемпе пĕр çемьери пек çывăхлантăмăр. Кăçал авă коронавирус амакне пула темиçе уйăх тĕл пулаймастпăр та тунсăхласа çитрĕмĕр, пĕр-пĕрне питĕ курас килет».
Галина Афанасьева Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ. Пуянкасси йĕкĕтне качча тухнă та ача-пăчаллă пулнă. Халĕ ĕнтĕ пепкисем те тăван йăваран вĕçсе тухнă, хăшĕ ялтах çурт çавăрнă, тепри — Шăмăршăра, хĕрĕ Мускавра тымар янă. Тĕп çуртра мăшăрĕпе Николай Елисеевичпа иккĕшĕ çеç юлнă. Галина Ивановна хăйне «ферма хĕрĕ» тет. Чылай вăхăт унта ĕçленĕрен çеç-ши? Выльăх- чĕрлĕх пăхакансем авалтанпах ал ĕçне те маттур пулнă, юрлама та юратнă. «Халĕ те çаплах, радиопа е телекуравпа илемлĕ юрă илтсен мăнукăмсене флешкăна çыртарса илме ыйтатăп. Хитре юрăсене илтсен чунра лайăх пулса каять. Ал ĕçĕнчен тĕрлеме, хушпу-тухья ăсталама, тевет хатĕрлеме килĕштеретĕп. Клубра манăн тĕрĕсен куравĕ те иртнĕччĕ. Чечексене питĕ юрататăп. Хир-ти çеçкесене те кăларса килсе пахчана лартатăп», — тĕлĕнтерет вăл. Сăмах май, Галина Ивановнăн хуняшшĕ, 1915 çулта кун çути курнă Елисей Афанасьев, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. Вăрçăран таврăнсан кладовщикра, районти «Знамя Октября», «Правда» хуçалăхсенче ĕçленĕ, председатель те пулнă. 1969 çулта çĕре кĕнĕ. Тăванĕсем çеç мар, ял çыннисем те унăн паттăрлăхĕпе мăнаçланаççĕ.
Людмила Карсакова «Аххаяса» мăшăрĕпе Федор Алексеевичпа пĕрле çÿрет. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Килти ĕçсене вĕçлесен мăшăр ял клубне çул тытать. «Ларасчĕ килте, çамрăксем пек клуб тăрăх çÿрес марччĕ», — çапла каласа мăкăртатакан çук çемье-ре. Арăмĕпе упăшки пĕр чĕлхе тупни, пĕр пек шухăш-туйăмпа пурăнни аван çав. Федор Алексеевич хĕрарăм ĕçне те тиркемест. Алла йĕппе çип илсе тĕрлеме, çăм арлама ухата-мĕн. Юрлама-ташлама та кăмăллать. «Алла туя тытичченех çÿресчĕ-ха «Аххаяса» юрлама», — палăртать Людмила Вла-димировна.
Лидия Антонова Пуянкассине 1967 çулта Кахăрлă Шăхальтен качча килнĕ. Виçĕ çул Анат Чаткасри шкулта пионер вожатăйра ĕçленĕ, унтан — Пуянкассинчи шкулта. Хыççăн 29 çул ял канашĕн секретарĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе Виталий Николаевичпа 53 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Лидия Петровна «Аххаясра» та юрланă, хальхи вăхăтра ялти ватăсен канашĕн председателĕнче ĕçлет. Тивĕçлĕ канури çынсен чи çывăх çынни темелле ун пирки. Шăмăрша Шупашкартан театр е юрă ансамблĕ килет-и — унта каяссине Лидия Антонова йĕркелет. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти А.Г.Николаевăн Асăну комплексне, Йĕпреçри тÿпе айĕнчи музее, Шăмăршăри наци паркне темиçе хут çитсе курнă Пуянкасси шурсухалĕсем. «Ватă çынсем хăйсен кун-çулне пурăнса ирттернĕскерсем пек ан туйччăр тетпĕр, — сăмах ваклать Лидия Петровна. — Вĕсен шăпине культура ĕçченĕсемпе май килнĕ таран илемлетме, пуянлатма тăрăшатпăр».
Юрă çывăхлатнă
«Аххаяс» халăх фольклор ансамблĕн çул-йĕрĕ питĕ кăсăклă. Кам кăна юрламан-ши унта: механизаторсем, выльăх- чĕрлĕх пăхакансем, вĕрентекенсем, уй-хир, шут ĕçченĕсем… Вĕсене пурне те юрă çывăхлатнă, çывăхлатать те. Репертуарта — ĕç, хăна, йăла, вăйă… юррисем, туй, çĕнĕ хăта, Сурхури, Çăварни, Çимĕк, улах, салтака ăсатнин, Мăнкун, çĕнĕ пÿрт ĕçкин йăлисем.
Коллектив 30 çул хушшинче ăçта кăна пулса курман-ши, мĕнле конкурс-фестивале хутшăнман-ши? Вăл республикăри, районсенчи, ялсенчи пултарулăх мероприятийĕсенчен пĕрре те ютшăнман, Пĕтĕм чăвашсен зонăри /Патăрьел/, Пĕтĕм чăвашсен /Шупашкар/ уявĕсенче палăрнă. 1995 çулта авалхи Сурхури уявне кăтартнине Чăваш телекуравĕ «Кăмăла ярам ирĕке» передачăра ÿкернĕ. Чăваш наци радиовĕ йĕркелекен «Иксĕлми çăл куçсем» конкурсра 2012 çулта Пуянкасси юрăçисем I степень диплома тивĕçнĕ. Вырăнти йăла-йĕркене упраса тытса пынăшăн анатри чăвашсен «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор фестивалĕнче /2018/ «Аххаяс» каллех лауреат дипломне илнĕ. Пур конкурспа фестивале асăнса пĕтереес те çук. Иртнĕ çул коллектив республика шайĕнчи «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фольклор фестивалĕн районти ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи пулнă, унăн ертÿçи Надежда Федотова иртнĕ çул СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ сăмах конкурсĕнче «Поэзи» номи-нацире II степень диплома тивĕçнĕ. Пĕтĕм чăвашсен пĕлтĕрхи Акатуйĕнче, Шупашкар никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланăскерте, Пуянкассисем тĕп хула çыннисемпе унăн хăнисене авалхи юрăсемпе кăна мар, хăйсем вĕретсе кайнă кăпăклă сăрапа та сăйланă. Кусем — республикăра палăрнă ÿсĕмсем. «Аххаяс» йăхташсем пурăнакан вун-вун региона çитнĕ. Пуçласа унăн хастарĕсем Ульяновск облаçĕнчи йăхташсен «Хĕр сăри» йăла уявĕнче хăйсем пирки ырри енчен калаçтарнă. Унтан Чĕмпĕртех иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче туй йăли-йĕркипе паллаштарнă. Пĕлтĕр унти «Руслан» культура керменĕнче йĕркеленĕ «Чĕмпĕр çĕрĕн халапĕсем» уçă фестивале, Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланăскере, хутшăннă. Пушкăртстанри йăхташсем те ăш-шăн йышăннă Пуянкассисене. 2007 çулта унта иртнĕ халăх пултарулăхĕн республика фестивальне илем кÿнĕ.
Надежда СМИРНОВА. 


Мĕн çитмест-ши пурнăçăмра?
Канаш районĕнчи Асхвара тĕпленнĕ Эдуард Арсентьевпа паллашнă май куç умне ирĕксĕрех Австралири [Мельбурн] Ник Вуйчич сăнарĕ тухса тăрать. Çичĕ тинĕс енче алăсăр-урасăр çут тĕнчене килнĕскер пурнăçра хăй вырăнне тупма пултарнă. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Вăл çĕр-çĕр çынна йывăрлăха парăнмасăр малалла утма, пурăнма хавхалантарать. Ник Вуйчич икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Алă-ура çукки те ăна спортпа туслă пулма чăрмантармасть. Пирĕн ентешĕмĕр, 20-рен иртнĕ йĕкĕт те сывлăх тĕлĕшпе хавшак пулнине пăхмасăр ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Малашлăха шанса тăни, пĕлĕвне аталантарма тăрăшни савăнтарать. Унра тĕлĕнмелле вăй-хăват тапса тăрать тейĕн.
Инкек çине синкек

«Мĕн çитмест ăна, лăпкăн пурăнасчĕ», — тĕлĕнет хăшĕ- пĕри çамрăкран. Каччă вара йывăрлăха пăхмасăр, сас- хурана хăлхана чикмесĕр палăртнă çулĕпе çирĕппĕн утать. Сывлăх тĕлĕшпе хавшаккине пăхмасăр хуçалăхăн юхăннă кантурне, фермине йĕркене кĕртет. Вăрах вăхăт усă курма-сăр выртнă çĕрĕсене сухаласа акать. Эдуард Сергеевич республикăри чи çамрăк фермерсенчен пĕри. Яш-кĕрĕмшĕн чăннипех ырă тĕслĕх вăл. Темиçе çул каялла вара кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман.
Эдуард çемьере кĕтнĕ ача шутланнă. Кĕçĕнни пулнă май лайăхрах пăхма тăрăшнă. Пĕчĕкскер утма тытăнсан аслисем вăл уксахланине асăрханă. Çийĕнчех больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем арçын ача çуралнă чухне пĕçĕ шăмми сикнине пĕлтернĕ. Шурă халатлисем сурана тÿрех асăрхаман-ни Эдуард пурнăçне тĕпрен улăштарнă, сывлăхне ĕмĕрлĕх хавшатса хăварнă.
Кăлтăка тÿрлетме ачана операци тунă. Инкек çине синкек тенĕн яваплă тапхăрта сурана инфекци çакланнă. Сывалас вырăнне чир шала кайнă. Сыпă аманнăран хăрах ури кĕскелнĕ. Вĕçĕм уксахласа, тайăнса утнипе çурăм шăмми те авăннă. Сывлăх хавшанă, чупма-утма йывăрланнă. Ыратнине пăхмасăр вăл тăрăшса вĕреннĕ. Хаваслă, анлă тавра курăмлă Эдуард пĕрле вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупнă. Унăн та ыттисем пекех мечĕк хăвалас, уявсенче ташлас килнĕ. Вăл вара чунне хытарса чăтнă, йывăр чирĕпе кĕрешнĕ.
Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Эдуард Арсентьев каллех больницăна çул тытнă. Сывлăхĕ сасартăк хавшанипе малалла вĕренесси пăчланнă. Пĕкĕ пек авăннă çурăм шăмми йĕркеллĕ сывлама чăрмантарнă, ури итлемен. Шăм-шакĕ вĕçĕм ыратнипе нушаланнă. Шупашкарта федерацин Травматологипе ортопеди центрĕ уçăлни çамрăкшăн çăлăнăç вырăнĕнче пулнă. 18 çултах утайми пуласси хăратнă ăна.
Çулталăк ытла больницăра сипленнĕ вăл. Икĕ кăткăс операци чăтса ирттернĕ. «Юлашки операци хыççăн тепĕр куннех ура çине тăратрĕç. Çĕр каçа палăрмаллах ÿснинчен хама хам ĕненместĕп. Авăнчăк çурăм шăмми те тÿрленнĕ, ура та йĕркеллех. Эпĕ кăна-и, тухтăрсем те тĕлĕнчĕç, маншăн савăнчĕç. Хама çĕнĕрен çуралнăн туйрăм. Вăрах вăхăт тертленнĕ хыççăн тимĕр читлĕхрен ирĕке тухрăм тейĕн. Тăван киле тÿрĕ утса кĕнине курсан анне хĕпĕртенипе куççульпех йĕчĕ. Паянхи кун та ура çине тăратнă тухтăрсене тав тăватăп, — аса илчĕ иртнине йĕкĕт. — Шел, йывăр чир йĕр хăварчех: вăхăт иртнĕ май кăштах уксахлама тытăнтăм…»
Больницăран сывалса тухсан сывлăхне çирĕплетес, канас вырăнне Эдуард Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ. Канмалли кунсенче тăван яла, çывăх çыннисене, юлташĕсене курма васканă. «Мăнукăма çул çинче çÿреме йывăррине ăнланаттăм. Пенси укçинчен хĕрхенмесĕр çăмăл машина туянса патăм. Кайран ăна çĕннипе улăштартăмăр. Вăл тăрăшнине кура пулăшас, хавхалантарас килетчĕ. Ун вырăнĕнче тепри пулсан тахçанах алă сулмалла, ĕçке ярăнмалла. Эдуард вара малаллах талпăнать, пире те лăпкă пурăнма памасть», — терĕ кукамăшĕ Нина Осипова.
Каччă агроинженера вĕренни, умри çул-йĕрне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма кăмăл туни ашшĕне савăнтарнă. Амăшĕпе кукамăшĕ вара хирĕçленĕ. «Сывлăха кура çăмăлрах професси суйламаллаччĕ. Санăн кабинетра ларса кăна ĕçлемелле, хăвна упрамалла», — ÿкĕтленĕ ăна Эмма Валентиновнăпа Нина Егоровна. Çамрăк палăртнă ĕмĕт патне хăюллăн, хăрамасăр талпăннине кура çырлахмах тивнĕ. «Çавăн пек вăл пирĕн, пĕрре тĕллев лартсан пурнăçлатех», — пĕлтерчĕç вĕсем.
Калаçура хĕрарăмсем йĕкĕтшĕн савăнни, мăнаçланни, çав хушăрах пăшăрханни те сисĕнчĕ. Тепле пулсан та уншăн яланах çирĕп тĕрев пулĕç вĕсем.
«Сусăр тесе йĕрсе лармалла-и?»
Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра Эдуард Арсентьев фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма шухăшланă. Ăнсăртран, ыттисене кура тĕвĕленнĕ шухăш-ĕмĕт мар. «Атте Сергей Петрович «Мотор» хуçалăха вунă çула яхăн ертсе пынă. Эпĕ практикăна та кунтах ирттернĕ. Аттепе пĕрле ир-ирех ĕçе каяттăм. Çакă ял-хуçалăхĕнчи лару-тăрăва лайăхрах пĕлме, ăнланма пулăшрĕ. Шел, 2000 çулсенчи йывăрлăха чăтаймасăр агрофирма хупăнчĕ. Пурлăхне парăмсене татма сутса пĕтерчĕç. Вăл куç умĕнчех арканни чуна ыраттарчĕ. Алла диплом илсен хуçалăха тепĕр хут аталантарса яма тĕллев лартрăм. 2016 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа грант илме конкурса хутшăнтăм, çĕнтертĕм. Ку маншăн ĕмĕте çывхартма тунă малтанхи утăм пулчĕ. Укçипе производство обћекчĕсене юсарăм, ĕне выльăх туянтăм. Çапла майĕпен ĕçлесе кайрăм. Ял хуçалăх организацийĕсене панкрута кăларнă хыççăн пурлăхне те вăрласа-аркатса пĕтернĕ. Салатма — çур кун, пуçтарма çулталăк тенĕ. Халĕ йĕркене кĕртме вăй-хал, укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Нивушлĕ вĕсене ĕçлес текенсене тÿрех памалла пулман, — пăшăрханса калаçрĕ Эдуард Арсентьев. — Фермер ĕçне пуçăнакансемшĕн çакă пысăк пулăшу пулатчĕ».
«Аслисене итлемесĕр ял хуçалăхне пуçа чикнишĕн ÿкĕнместĕр-и?» — ыйтрăм унран. «Кирек мĕнле ĕçре хăйĕн йывăрлăхĕ. Тупăш илме, аталанма выльăх йышне, продукци илессине ÿстермелле. Хуçалăхра ĕç шавĕ кĕрлеме, витесем выльăх-чĕрлĕхпе тулма тытăнни кăмăла çĕклет. Ман шутпа, ял хуçалăхĕнче ÿсен-тăран кăна туса илни çителĕксĕр. Сĕт, аш-какай сутни кулленхи тăкаксене саплаштарма, тупăш илме пулăшать. Ялта та пурăнма аван. Халĕ условисем лайăх, хуларинчен кая мар», — хуравларĕ вăл.
Кăçал Эдуард Арсентьев патшалăх пулăшăвĕ илмешкĕн «Çемье ферми» программăна хутшăннă. Конкурса çĕнтерсе 10 млн тенкĕ грант тивĕçнĕ. «Кивĕ фермăна тĕпрен юсаса 100 ĕне вырнаçмалăх тăвасшăн. Унти ĕçсене механизацилесшĕн: сĕт пăрăхĕ, пысăк холодильник вырнаçтарасшăн, тислĕк кăларассине механизацилесшĕн. Халĕ ытларах алă вĕççĕн пурнăçлама тивет. Çĕнелнĕ фермăра ĕçлеме татах икĕ çын йышăнмалла. Грант илни савăнтарать, çав хушăрах ĕç калăпăшĕ ÿсни шухăшлаттарать. Анчах патшалăх пулăшăвĕсĕр малалла аталанма йывăр, пĕр вырăнта тăпăртатса тăнă пекех», — паллаштарчĕ ĕмĕт-шухăшĕпе йĕкĕт.
Ĕлĕкхи мелпе ĕçлесен çитĕнÿсем тăваймасса ăнланать вăл. Ывăлĕ умри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнине итленĕ май амăшĕн чĕри ыратнă: «Хăйне хĕрхенме те пĕлмест-çке». Çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хавхаланса ĕçлекен каччăн кăмăлне хуçман, пăшăрханăвне пытарнă.
Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхне аталантарма çемйипех хутшăнаççĕ. Малтанхи тапхăрта çынсем сахаллипе çичĕ теçетке çултан иртнĕ кукамăшĕ те ĕне сума хутшăннă. «Çулне кура йывăр ĕçлеме чартăмăр. Пирĕн ăна упрамалла. Ĕçрен ывăнса таврăннă чухне час-часах ун патне кĕретпĕр. Уйрăм пурăнаканскер пире ялан тутлă апат-çимĕçпе, ăшă кăмăлпа кĕтсе илет. Ун патĕнчен вăй-хăват хушса тухатпăр тейĕн», — пĕлтерчĕ фермер.
Юлашки çулсенче хуçалăх палăрмаллах сарăлнă. Ĕне выльăх йышĕ 40-е яхăн. Çав шутра сăвăнаканни 16 пуç. Çавна май çынсене ĕçе йышăннă. Усă куракан çĕр те 250 гектар ытла. Ун валли техника çителĕклĕ, тырă вырма комбайн арендăна илет. Арендăри фермăна харпăрлăха куçарнă ĕнтĕ. Уй-хир ĕçĕ ытларах ашшĕ Сергей Петрович çине тиенет. Çуракинче пиччĕшĕ те хутшăннă. Кăçал тырă тухăçĕ пысăк пулни çамрăка савăнтарать. Чĕр тавара тасатса управа хунă ĕнтĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕхе çитермелĕх те, сутмалăх та пур.
Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем те ăна вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. «Пĕр-пĕрне яланах хисепленĕ эпир. Ача чухне те мана кÿрентерни, уксахланишĕн тăрăхлани пулман. Йывăр тапхăрта хăйсен ĕçне пăрахсах мана пулăшма васкаççĕ. Алексей Сергеева, Алексей Осипова, Руслан Константинова, Денис Андреева тата ыттисене тав тăватăп. Вĕсем мана ыттисенчен уйăрманни, пĕрле пулма тăрăшни хуçăлса ÿкме памарĕ, çирĕпрех турĕ, — палăртрĕ вăл. — Шел, юлашки çул-сенче ялти çамрăксем хуласене туртăнаççĕ. Ÿркенмесен, тăрăшсан ялта та ĕç тупма, йĕркелеме май пур. Хамăн тĕслĕхпе вĕсене хавхалантарасшăн, кăтартасшăн».
Каччă ĕçленипе пĕрлех пĕлĕвне университетра малалла ÿстернĕ, магистратурăна вĕренме кĕнĕ.
Лариса НИКИТИНА


Ывăлĕ чирлине пĕлсен ÿлесе макăрнă
«Ывăлăм куçсăр çуралчĕ-ши вара?» — шухăшланă тин çеç çăмăлланнă Анастасия Ермолаева. Ачи çине пĕрре шикленсе, тепре хĕрхенсе тинкернĕ: пĕчĕкскер питĕ тулли курăннă, пуçĕ çинче мăкăльсем пулнă... Тăхăр уйăх чĕре айĕнче йăтса çÿренĕскере çамрăк хĕрарăм çичĕ сехет асаплансан та хăй тĕллĕн çуратайман, Анастасия каланă тăрăх, акушерсем ăна хырăмĕнчен пусса ачана çут тĕнчене килме пулăшнă.
Тĕпсĕр шăтăка йăтăнса аннăн...

«Шыçни чаксан темиçе кунран çеç Женя куçне уçрĕ. Пуç çинчи мăкăльсене пулах ачана сарă илчĕ те час иртмерĕ. Юнри билирубин шайĕ пысăкчĕ. Тĕпренчĕкĕм хăп-хăмăр тĕслĕччĕ, йод сĕрнĕ тейĕн. Тула та тĕксĕм тĕслĕ кайрĕ. Вăл сарра кайни малтан пит çăмарти çинче палăрчĕ. Ун чухне эр-некунччĕ. Шăматкун Женьăна система лартмаллаччĕ, анчах ача кутăнлашнăран пĕр сехет иртсен те çакна тума май пулмарĕ. Хытă макăрнăран пĕчĕкскерĕн пÿсĕр тухрĕ. Тунтикун çитнĕ тĕле ачан ÿчĕ веçех хăмăрланчĕ, икĕ кун ультрафиолет лампа айĕнче выртни те пулăшмарĕ. Тунтикун система лартсан каç енне билирубин шайĕ чакма тытăнчĕ. Пуçри гематомăна тухтăрсем шприцпа сăвăрма тăрăшрĕç, пурпĕр вăл тĕпĕ-йĕрĕпе çухалмарĕ. Мана ывăлăн пуçĕ çаврака марри те пăшăрхантарчĕ — ăна çурăм çине ытларах вырттарма сĕнчĕç», — пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 9-мĕшне хăрушă тĕлĕк пек аса илчĕ Анастасия. Больницăран тухсанах çемье шурă халатлисен сĕнĕвне пурнăçланă, Женя валли ортопеди минтерĕ туяннă, ăна çурăм çинче çывăрттарма хăтланнă. Пуç калăпăшĕ çавах улшăнман. 4 уйăх çурă çитсен пепке хырăмĕ çине хăй тĕллĕн çаврăнманни ашшĕ-амăшне сисчĕвлентернĕ. Анастасийăпа Лев Ермолаевсем невролог патне васканă. «Ачан краниостеноз», — тенĕ специалист, компьютер томографийĕ тума янă. Вăл диагноза çирĕплетменнине кура ачан ашшĕпе амăшĕ те, невролог та лăпланнă.
Тухтăрсем Женя хăйĕн ÿсĕмĕнчисемпе тан çитĕнни, аван аталанни пирки каланă. Çапах арçын ачан пуçĕ çавракаланманран, вăл пĕрмай йĕрмĕшнĕрен тата çурăм çинче лăпкăн çывăрайманран амăшĕн чĕри вырăнта пулман, ырă мара сиснĕ вăл. «Мĕншĕн ачан пуçĕ тăрăхла-ха? Сăлтавĕ мĕнре? Йывăрпа çуратнăран-и е хырăмрах çавнашкал пулнă-ши? Лайăхах аталантăрччĕ тульккăш. Тен, пуç чашкинчи юн пусăмĕ пысăкрах?» — канăçсăрланнă икĕ ача амăшĕ. Кашни медтĕрĕслевре тĕрлĕ специалистран çакна тĕпченĕ. Гиппократ умĕнче сăмах панисем ачан пуçĕ пысăкрах пулнишĕн пăшăрханма сăлтав çук тесе лăплантарнă. Томографи тĕрĕслевĕ тăрăх, Женьăн пуç чашки хăйне евĕрлĕ-мĕн.
Ывăлĕн пуçĕ тăрăхланса пынине, тăнлавĕпе çамки çинче юн тымарĕсем хăпарнине асăрхасан Анастасия тепĕр хут томографи тумашкăн направлени ыйтнă. Хăш чухне Женя пуçне аллипе тытса сăтăрнă, ахăртнех, ăна темĕскер канăçсăрлантарнă. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Ермолаевсемшĕн тĕнче йăтăнса аннăн туйăннă, ывăлĕн краниостеноз кăна мар, скафоцевали те аталаннине пĕлтернĕ. Амăшĕн чунĕнче çав самантра мĕн пулнине сăмахпа каласа кăтартма çук. Вăл хăйне тĕпсĕр шăтăка анса кайнăн туйнă. «Мĕншĕн шăпах пирĕн ывăла сырăннă çак чир? Мĕнпе айăпа кĕнĕ вăл?» — тухтăр панă хут листине чăмăртаса шухăшланă 30-ти хĕрарăм. Ăна пĕрре, унтан тепре вуланă та... ÿлесе йĕнĕ. «Çук-çук! Кун пекки пирĕнпе пулма пултараймасть! Манăн Женечка чирлĕ мар!» — унăн ăс-тăнĕ чăнлăха йышăнма хирĕçленĕ. Медиксен вăйран кайнăскере лăплантарма тивнĕ. «Мĕн пур ача чирлет: сунас ерет-и е шăнса пăсăлать-и... Ку часах иртет. Женьăн амакĕ вара унăн малашлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаканскер, вăл сусăрланма пултарать. Ун пек чухне кашни минут шутра. Диагноз хыççăн манăн пурнăç икĕ пая пайланчĕ. Медтĕрĕслев тухрăмăр, опытлă специалистсене шырама тытăнтăмăр... Шупашкарта Женьăнни пек чирпе çуралнă хĕрача пуррине пĕлтĕмĕр, çав çемьепе çыхăнтăм. Хĕр пĕрчине операци тунă-мĕн, халĕ вăл сывă, кĕçех 4 çул тултарать. Реабилитаци хыççăнхи тапхăр пирки те ыйтса пĕлтĕм — хĕрача пуçне çыхса çÿренĕ, шлем тăхăннă, остеопат патĕнче сипленнĕ, массаж тунă. Вĕсем хирург патне лекиччен тăхăр неврологпа канашланă. Женьăна та массаж, электрофорез çырса пачĕç, остеопат патĕнче те пултăмăр», — чун ыратăвне пĕлтерчĕ Анастасия.
Америкăран та пулăшу çитнĕ
Краниостеноз — ачан пуç чашкин шăммисем ир хупăнса сыпăнни. Çакна пула пуç мими кирлĕ пек аталанаймасть, ÿсеймест. Вăхăтра операци тумасан куç курма, хăлха илтме пăрахас, нерв тытăмĕ хавшас хăрушлăх пур. Ăс-тăн енĕпе те йывăрлăхсем тухма пултараççĕ. Республикăри ача-пăча клиника больницин нейрохирургĕ томографи кăтартăвĕсемпе паллашсан Ермолаевсене çапла ка-ланă: Женьăна пилĕк уйăхрах операци тумалла пулнă. Малтанхи томографи ÿкерчĕкĕнчех крани-остеноз пурри палăрнă-мĕн. Тухтăрсем ăна асăрхаман çеç... Ятарлă операцие çулталăк тултариччен ирттерсен ача хăвăрт ура çине тăрать. Ăна эндоскопи мелĕпе тăваççĕ. Çулталăкран аслăраххисен вара кăткăс процедурăна чăтса ирттерме тивет — вĕсенне пуç купташкине касса шăмма тĕрĕс вырнаçтарса çирĕплетмелле. Женьăна та халĕ çакнашкал операци кĕтет. Ăна Чăваш Енре тумаççĕ. Анастасия Мускаври В.Ф.Войно- Ясенецкий ячĕллĕ ачасене ятарлă медицина пулăшăвĕ паракан наукăпа практика центрĕпе çыхăннă, томографи кăтартăвĕсене ярса панă. «Эсир хальччен ăçта пулнă?» — ыйтрĕ нейрохирург. Операцие мĕн чухлĕ иртерех тăваççĕ, çавăн чухлĕ лайăхрах. Вăхăта сая янишĕн, диагноз маларах çирĕпленменнишĕн ÿкĕнтĕм. Краниостеноз ача кĕтекен амăшĕ рентген тухсан аталанма пултарать. Эпĕ вара рентген тухма мар, хыттăн ÿсĕрме те, апчху тума та асăрханнă. Ачана сиенлетесрен питĕ сыхлантăм. Тухтăрсем каланă тăрăх, çак диагноза ача варта чухнех палăртма пулать. Унăн пуçĕ тăрăхла тăк хĕрарăмăн кесарево мелĕпе çăмăлланмалла. Эпĕ вара Женьăна хам тĕллĕн çуратрăм», — калаçăва тăсрĕ çамрăк амăшĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчи специалистсем арçын ачана тÿлевсĕр операци тумашкăн черете тăратнă, чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче килме хушнă. Анастасия йăлăннă: маларах май çук-ши? Операцие чÿкĕн 9-мĕшне куçарнă. Шăп çак кун пĕлтĕр Женьăна тĕне кĕртнĕ.
Тухтăрсем краниопластика операцине ирттерме ятарлă пластинăсемпе винтсем кирлине пĕлтернĕ. Вĕсем тÿлевлĕ. Пурĕ — 307 пин те 800 тенкĕ. Ермолаевсемшĕн ку пысăк укçа. Водительте тăрăшакан çемье пуçĕн шалăвĕ хваттершĕн ипотека тÿлемешкĕн тата кулленхи тăкаксене саплаштармашкăн кăна çитсе пырать, Анастасия — декрет отпускĕнче. Ултă çул каялла пĕрлешнĕ мăшăр хĕрпе ывăла çитĕнтерет. Унччен волонтер юхăмĕнче тăнă икĕ ача амăшĕ йывăрлăх пирки тус-юлташне пĕлтернĕ, ыр кăмăллăх фончĕсенчен пулăшу ыйтнă. Пĕрисем йышăнман, теприсем ăнăçсăр çемьесен шутĕнче тăнине ĕнентерекен справка тутарма сĕннĕ... Настьăн тусĕсем инкек пирки пĕлсенех соцсетьсенче Женя валли укçа пухма ушкăнсем йĕркеленĕ. «Унччен çынсен ачисене пулăшнă чухне хамăн ача валли те укçа пуçтарма тивесси пирки эпĕ шухăшлама та пултарайман», — терĕ хĕрарăм. Вĕсен инкекне ăнланакан ырă чĕреллĕ çын сахал мар тупăннă, Женьăна чир аллинчен çăлмашкăн пĕчĕккĕн пулăшнă. Тăванĕсем, Настьăпа пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем те айккинче юлман. Укçа куçарса паракансем Женя хăйне мĕнле туйнипе кăсăкланнă, ăна часах сывалса çитме суннă. Пĕррехинче счет çине Америкăран та укçа куçарса панă. Çапла майпа кирлĕ сумма кĕске вăхăтрах пухăннă. Настьăн кукамăшĕ палламан çынсем те мăнукне пулăшни пирки пĕлсен кашниншĕн кĕлĕ вулама тытăннă.
Нина ЦАРЫГИНА
 


«Çак ялта пурнăçа вăтанса ирттерет.п»
«Тăлăхăн Турри тăххăр», — калать ăслă чăвашăмăр. Çав вăхăтрах халăхра: «Тăлăхăн хырăмĕ тăххăр», — тени те анлă сарăлнă. Патăрьел районĕнчи Алманчăра пурăнакан 71 çулти Петр Киргизовпа курса чуна уçса калаçнă хыççăн ваттисен çак сăмахĕсем пушшех шухăша ячĕç.
Виçĕ çул — тăм пÿртре

«Шăпа пĕрешкел килмест çав. Манăн вăл саççим урăх. Çак ялта пурнăçа вăтанса ирттеретĕп. Вы-ляса, кулса ÿсеймерĕм. Шкултан килсенех ĕçлемеллеччĕ. Анне чирлетчĕ. Аппа, анне тата эпĕ — виççĕн пурăнаттăмăр», — çапла пуçларĕ калаçăва Петр Иванович. Унăн хушма ят та пур-мĕн. «Немец», — теççĕ ăна. «Пĕчĕк чухне вылянă вăхăтра нимĕç çинчен интереслĕ сăмах каланă та шкулта çав ята ман çума çыпăçтарчĕç. Анне — хресчен çемйинчен. Кукаçи 1927 çулта колхоз йĕркелекенĕсенчен пĕри пулнă. Вĕсем «Ырлăха» колхоз тунă. Каярахпа ăна колхоз председателĕнче ĕçлеме шаннă. Аннепе пĕртăван аппăшĕ пурччĕ. Кукка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман. Анне Александра Тенюшова Алманчă шкулне «5» паллăсемпе пĕтерсен Шăмалакри гимназире пĕлĕвне ÿстернĕ. Унтан вĕренсе тухичченех ăна пуян çын ачи вăрласа кайнă. Ăна кукаçи каялла илсе килнĕ. Анчах хĕрне тепре вăрланă. Анне çапла арăм пулса тăнă, урăх вĕренеймен. Çĕнĕ çемьере ачасем çуралнă. 1933 çулта Машук аппа çут тĕнчене килнĕ, 1936 çулта — Коля тете, 1938 çулта — Алюш тете, 1941-мĕшĕнче — Лидия аппа. Лидя тесе чĕнеттĕм ăна. Вăл çуралнă кун, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче, анне мăшăрĕ фронтра пуç хуни çинчен хыпар илнĕ. Тăватă ачана ÿстерме, паллах, йывăр пулнă. Юрать, ăна колхозран пулăшнă. Çăкăр пĕçерекенре тăрăшнă вăл. Канаша тырă вырнаçтарма та янă ăна. Анне алă ĕçне маçтăрччĕ. Пир тĕртетчĕ, çыхатчĕ, çĕлетчĕ… Тĕрĕссипе, унăн тума пĕлмен ĕç çукчĕ. Ялта тăватă бригада пулнă. Анне тырă алланă. Колхозра сумлă, хисеплĕ çын пулнă вăл. Аппа 1958 çулта качча кайрĕ. 1957 çулта Алюш тетене салтака илчĕç. Алюш тете тĕреклĕ, вăйлă çынччĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. 1954 çулхи пĕр кунхине кăнтăрла çитеспе пирĕн кÿршĕсен пушар тухнă. Ачасем çăмарта пĕçерме тытăннă та… Эпĕ выляма пускиле каçнăччĕ. Ун чухне пиллĕкри ача пулнă. Пăхатăп та — пирĕн крыльца çунать, лупас тивсе илнĕ. Алюш тете — экзаменра. Пĕтĕм ял сÿс тăвать. Халăх унта ĕçлет. Ялта вара «хĕрлĕ автан» ташлать. Ун чухне хальхи пек телефонпа пĕлтерме çук — 5 кил пĕр харăс çунса кайрĕ. Çав шутра — пирĕн пÿрт те. Хамăр çурт çуннине кăтартман мана… Унтан 5 кил çырмара кирпĕч çапса тăм пÿрт лартрăмăр, çавăнта виçĕ çул пурăнтăмăр. Аннен пир станокĕ те унтах ларатчĕ. Пÿртре çавăрăнма та çукчĕ. Лидя сĕтел çинче çывăратчĕ. Эпир аннепе кăмака çинче хуп турттараттăмăр. Пĕчĕк çеç пăлтăр пурччĕ. Качака усраттăмăр. Каярахпа вăрман пачĕç те — пÿрт лартрăмăр. 1957 çулта кĕтĕмĕр унта», — калаçăва сыпăнтарчĕ Петр Иванович.
Кĕтÿçре çÿренĕшĕн — 24 пăт тырă
Петр Киргизов каласа кăтартнă тăрăх, кÿршĕре питĕ кăра çилĕллĕ арçын пурăннă. Арăмне те, амăшне те хĕненĕ вăл. Хĕрарăмĕсем пĕр- пĕрне элекленĕ. Çапла алă çĕклемелли тупăнсах тăнă. Пĕррехинче, уйрăмах вăйлă кăшкăрашнă чухне, ывăлĕ амăшне çÿçĕнчен çатăрласа ярса тытнă. Сĕтĕрсе çÿресе тапа- тапа хĕненĕ. Çынсем урамра ларнă, пыма хăранă. Яштака та çÿллĕ кĕлеткеллĕ Александра Ивановна шикленсе тăман, хĕрарăма пырса ыталанă. «Мĕн тăватăн эсĕ? Вĕлеретĕн вĕт аннÿне, вĕçерт», — ятланă арçынна. Кÿршĕ хĕрарăмĕ тарса çăлăннă. Лешĕ çилĕпе Александра Киргизовăна пĕтĕм вăйран туртса çапнă… Ун хыççăн Александра Ивановна айванланнă. «Колхозра та йывăр ĕç тăватчĕ. Тырă алланă çĕрте тăрмашатчĕ. 1958 çулта чирлерĕ. Патăрьел больницинче выртса кăштах самайланатчĕ. 13 çул чирлĕ пулчĕ анне. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 7 класс пĕтерейменччĕ эпĕ, Тутар енчен кĕтÿç шырама килнĕччĕ. Çимелли çук, начар пурăнатпăр. Пахча та йĕркеллĕ марччĕ: пылчăклă, шыв юхать. Çĕр улми те çуркуннене çитместчĕ. Шкулта юлашки урокра ларнă чухне куç хуралса килчĕ. Пуç çаврăнса кайрĕ, чутах ÿкеттĕм. «Мĕн пулчĕ сана?» — тет юнашар ларакан ача. «Пуç çаврăнать, манăн çиес килет», — аран сăмах хушрăм эпĕ. «Çиччас урок тухать те пирĕн пата каятпăр», – терĕ хайхи. Вĕсем патĕнче апат çисе килтĕм вара. Ун чухне анне аппан иккĕмĕш ачине пăхма Красномайска кайнă. Кĕтÿç пулма килĕшрĕм. Тутарсем патĕнче виçĕ уйăх кĕтÿ кĕтрĕм. Тутарла аванах калаçма вĕрентĕм. Вĕсем мана çурăмран лăпка-лăпка апат çите-ретчĕç, шеллетчĕç. Ял тăрăхĕнчен тĕрĕслеме пынине астăватăп. «Эсĕ мĕншĕн кунта çÿретĕн? Сана шкултан епле янă? Вĕренмелле-çке», — тенĕччĕ вĕсем. Эпĕ çиме çăкăр çукки пирки каланăччĕ. Мана шеллерĕç, хăварчĕç. Ман пата хире библиотекарь пыратчĕ. Паян пĕр тĕрлĕ кĕнеке, тепĕр кунне теприне илсе пырса паратчĕ. Алманчăра ун чухне кун пек йăла пулман. Кĕтÿçре çÿресе 24 пăт тырă илсе килтĕм. Пĕр уйăхшăн 8 пăт пачĕç мана. Эх, манран Алманчăсем тĕлĕнсе кайнăччĕ. Эпĕ кĕлеткерен пысăк пулман. «Çав ача çавăн пек ĕçлесе илме пултарнă», — тетчĕç. Пĕр тутартан пальто йÿнĕпех илнĕччĕ. Унпа шкул вĕренсе пĕтертĕм. «Ку пальтона ăçтан илнĕ?» — тесе тĕлĕнетчĕç клуба тухсан. Эпĕ кĕтĕве кайсан анне киле таврăннă. Лидя эпĕ кĕтÿ пăхма кайни пирки каласан анне йĕрсе янă. Эпĕ кĕтÿçре çÿренĕ тапхăрта макăрса ăсĕ пăсăлчĕ, аташма пуçларĕ. Анне йăнăш калаçатчĕ. Мĕн тумалла? Тарăхатчĕ, кăшкăратчĕ, йĕретчĕ… Патăрьелтен ун чухне самолет вĕçетчĕ. Çывăх çыннăмăра ярапланпа Шупашкара больницăна илсе кайрĕç. Унтан сипленсе килетчĕ. Кулянмалли пулатчĕ те татах больницăна лекетчĕ. Хушăран Патăрьелте вырттарнă. Кайса çÿреттĕмĕр унта аппапа. Кĕçех Лидя качча кайрĕ. «Авланмалла санăн», — сĕнÿ паратчĕç ялтисем. Вун çиччĕре хамăр ял хĕрне качча илтĕм. Нумай пурăнаймарăмăр, уйрăлмалла пулчĕ. Каярахпа Шă-мăршă районĕнчи Чаткасри Вера Федоровнăна качча илтĕм. Кĕçех мана ялтан строительство енĕпе ятарлă курссене вĕренме ячĕç. Стройкăра вăй хутăм. Шупашкарта бухгалтер курсне пĕтертĕм. Таврăнсан — пĕр уйăх бухгалтерире, кайран перекет кассинче ĕçлерĕм. Кладовщике илчĕç. Ксыл-Чишма участок больницинче вăй хутăм. 150 вырăнлă садик çурчĕ турĕç. Унта ачасем виçĕ ялтан çÿретчĕç. Мана пурте атте тесе чĕнетчĕç. Икĕ ывăлăм унтах ÿсрĕ. Вĕсем атте тенипе ыттисем те çаплах каланă. Кайран Ленин ячĕллĕ колхозра снабженецра ĕçлерĕм. Унтан пенсие тухрăм. Çав вăхăтра ял тăрăхĕнчен хушнипе халăхран сар çу пуçтаратчĕç. «Сарă çăвăн пĕр килограмĕ 26 литр сĕтпе танлашать», — тетчĕç. Мотоцикл, преми, вăрман пачĕç. Ку çурта 1978 çулта лартрăмăр», — чунне уçрĕ кил хуçи.
Киргизовсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе шăкăл-шăкăл 49 çул пурăнаççĕ. Пилĕк маттур ывăл — Лев, Владимир, Алексей, Иван, Илья — пăхса ÿстернĕ вĕсем. 12 мăнукпа, 4 кĕçĕн мăнукпа савăнать телейлĕ мăшăр. Ачисем виççĕшĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Аслисем иккĕшĕ уйрăлса тухса ялтах çурт лартнă. Петр Киргизов садикре ĕçленĕ чухне ялти культура çуртĕнче вăй хунă, фольклор ушкăнне ертсе пынă.
«Хушамат акă мĕнле пуçланнă, — ăнлантарчĕ Петр Иванович. — Манăн аннен упăшки Киргизов пулнă. Маларах асăнтăм ĕнтĕ: вăл вăрçăра вилнĕ. Киргизовсем пуян пулнă. Вĕсен сурăхĕсем мăнтăр, йышлă пулнă. «Кăркăс сурăхĕсем пекех мăнтăр», — тĕлĕннĕ мишерсем. Вĕсен çумне Киргизов хушамат çыпăçнă. Халĕ качака, сыснасем усратпăр. Пурнăç тĕлĕнмелле лайăх, юмахри пек. «Эпир хăй вăхăтĕнче çук пурнăçа епле чăтайнă-ши?» — тĕлĕнетĕп халĕ. Аннене тивĕçлипе пăхайманшăн, ăна пытарма çитме ĕлкĕрейменшĕн кулянатăп. Чĕрем çинчи ĕмĕрлĕх суран вăл».
Роза ВЛАСОВА


Комплексра ĕçлекенĕн килте сысна тытма юрамасть

Ĕç условийĕсене лайăх йĕркеленĕрен, шалу аван тÿленĕрен вĕсем патĕнче çамрăксем те вăй хураççĕ. Ку çеç-и? Хăшĕ-пĕри Шупашкарта çуралса ÿснĕ пулсан та кунта ĕçлеме çÿрет. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна-и, пенсие тухнисем те каясшăн мар, ĕçлесшĕн… Сăмахăм Шупашкар районĕнчи Янăшри сысна ĕрчетекен комплекс пирки.

— Кунта пирĕн маларах ĕне ферми пулнă, — çапла пуçларĕ калаçăва «Прогресс» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ Сергей Ванюшкин сысна ĕрчетекен комплекспа паллаштарнă май. Кунта 2011 çулта пысăк кредит илсе реконструкци тума пуçланă. — Парăма пĕлтĕр тÿлесе татрăмăр. Кăçал çĕнĕрен кредит илсе выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлекен цех тума пуçларăмăр. Паянхи куна 6000-е яхăн сысна самăртатпăр. Комплексра — 22, хуçалăхра 45 çын ĕçлет. Вăтам шалăвăн виçи 26 пин тенкĕрен те иртрĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 5 пин тенкĕ ÿсрĕ. Пирĕн патра ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ Янăшра тата çывăхри ялсенче пурăнать. Ветеринарсем Любовь Гладких — Кăшавăшран, Николай Михайлов Шупашкартан килсе çÿреççĕ. Федор Ковалев комплекс директорĕпе Наталья Ковалева зоотехник та республикăн тĕп хулинчен килеççĕ. Тĕрĕссипе, ĕне те усрамалла, сысна та ĕрчетмелле. Ял хуçалăхĕнче вăл та, ку та кирлĕ. Сĕт сăвасси паянхи кун чи тупăшли. Çавăн пекех чăх ашĕ туса илесси те тухăçлă. Ку тытăмра укçа-тенкĕ хăвăрт çаврăнать. Па-янхи куна сыснана чĕрĕлле сутас тăк килограмĕшĕн 110-120 тенкĕ параççĕ, пĕлтĕр пĕр вăхăтра хак 83-85 тенкĕ таранах чакнăччĕ. Сыснан пĕр килограмм ашне туса илме 90 тенкĕ кирлĕ. Эпир какая Ишлейри кăлпасси цехне ăсататпăр. Сыснасем валли апат-çимĕç хамăрăнах çитсе пырать. Пирĕн акмалли çĕр лаптăкĕ — 1600 гектар. Кĕрхи тулă, пăрçа, урпа туса илетпĕр. Пĕлтĕр 70 гектар куккурус акнăччĕ. Мĕнле калас та — рационта клетчатка та, белок та пулмалла. Кăçал 6100 тонна тыр-пул пухса илтĕмĕр. Ун пек тахçантанпах пуçтарса кĕртменччĕ. Вăтам тухăç гектартан 37 центнер тухрĕ, пĕлтĕр — 26 центнер ытларахчĕ. Шăрăх кансĕрлемен пире. Эпир удобрени нумай хыватпăр. Константин Васильев агрономра чылай çул вăй хурать. Хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста вăл. «Чурачикское» хуçалăхпа та килĕштерсе ĕçлетпĕр. 9 метр сарлакăш икĕ комбайн илчĕç вĕсем. Çĕнĕ техникăпа пĕрле усă куратпăр. Уй-хир ĕçĕсене тума специалистсем лайăх пулни нумай пулăшать. Механизаторсем, комбайнерсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Техника çителĕклĕ. Тепĕр çул тата илесшĕн. Тырă им-çамламалли техника туянтăмăр. Сыснасене ытларах хутăш апат туса çитермелле. Эпир ăна авăртнă тырăпа, тĕрлĕ хутăшпа пĕрлештеретпĕр. Апатăн хăй хаклăхне чакарас тесе комбикорм цехĕ турăмăр. 22 миллион тенкĕлĕх оборудовани кÿрсе килтĕмĕр.
Мăшăрĕ — Етĕрне «полкĕнчен»
Кунти комплексра темиçе ăратлă сысна ĕрчетеççĕ. Дюрок — ула сысна. Вырăс шурă сысни пур. Тата — салă тумалли. Вĕсене пĕр-пĕринпе пĕтĕçтереççĕ. Таса ăратлисем чирлесшĕн-мĕн. Чир-чĕре сарăлма парас мар тесе халĕ ятарлă барьер тăваççĕ. Техника та çав барьер урлă ятарлă растворпа сирпĕтсе тасатнă хыççăн кĕме пуçлĕ. Кăçал хуçалăхра строительство ĕçĕ нумай пурнăçланă. Выльăх апачĕ упрамалли склад хута янă. Çитес çул тепĕр склад тума палăртнă.
Сергей Ванюшкин Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Шупашкар районĕнчи Иккассинче пурăнать. Кунта киличчен Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче — ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Карьерăна тăван ялĕнчен, Нĕркеçри сорт участокĕнче агрономра ĕçленинчен, пуçланă. Каярахпа Шупашкарти сорт участокĕнче вăй хунă. Унтан Шупашкар районĕн Çырмапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă. «Комплексра ĕçлекенсен килте сысна усрама юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсем чир-чĕр илсе кĕртме пултараççĕ. Мăшăрăм агрономра ĕçлет, килте тыр-пул яланах пур. Çавăнпа маларах килти картара та сысна пулнă, — терĕ Сергей Алексеевич. — Манăн анне пурнăçран ир уйрăлнă. Кайран пире тăван мар анне ÿстернĕ. 5 ывăлпа 1 хĕр пулнă пирĕн. Çитĕнсен вăл: «Маншăн пулсан арăмăрсене хăть Етĕрне полкĕнчен кайса илĕр. Хăвăр лайăх пурăнăр», — тетчĕ. Мăшăрăм шăп та Етĕрне тăрăхĕнчен пулчĕ».
Сысна пăхаканăн паян мĕнле тивĕçсене пурнăçламалла? «Вĕсене ятарлă читлĕхсенче тытатпăр. Çăвăрламалли ама ниçталла та пăрăнаймасть, çаврăнаймасть те. Малта — сырăш. Апат çиет те выртать вăл. Ыттисене пĕчĕк-пĕчĕк ушкăнсенче самăртатпăр, вĕсене куçарса пыратпăр, мĕншĕн тесен малти ушкăнри сыснасене какая вăхăтра ямасан вĕсем хÿресĕр тухма пултараççĕ. Пĕр-пĕрин хÿрине татса илеççĕ. Асăрхарăр-и: кунта та конкуренци пур. Сысна пăхакансем апата конвеерпа параççĕ. Тасатаççĕ, çăваççĕ. Хутăштарнă апатсăр, шывсăр тăратмаççĕ», — кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки хавхаланса калаçрĕ Сергей Алексеевич. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, сысна какайĕ Чăваш Енре çителĕксĕр, мĕншĕн тесен халĕ нумайăшĕ килте çак выльăха усрамасть.
Ертÿçĕ тăкака сахаллатассине тата тупăша пысăклатассине çывăхра пурнăçламалли тĕллевсен шутне кĕртрĕ.
Наука сотрудникĕсем те пур кунта
Любовь Гладких Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетне пĕтернĕренпе, 2008 çултанпа, ял хуçалăхĕнче вăй хурать. Малтан унăн ĕнесем усрама тивнĕ. Академи аспирантуринче ăс пухса диссертаци хÿтĕленĕ. Халĕ вăл — ветеринари наукисен кандидачĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕскер хăйĕн ĕçне килĕштерет. «Мĕн ачаранах ветеринар пулма ĕмĕтлентĕм. Выльăх-чĕрлĕхе сиплеме, кайран вĕсем сывалнине курма килĕштеретĕп, — чунне уçрĕ Любовь Павловна. — Аспирантурăна вĕренме кĕрсен çĕнĕ препаратсене тĕрĕслеме тытăнтăмăр, çакă илĕртсе кĕрсе кайрĕ. Ытларах профилактика ĕçĕсене пурнăçлатпăр, сысна амисене çăвăрлама пулăшатпăр. Антибиотиксăр сиплеме тăрăшатпăр — халăх патне таса какай çитермелле-çке. Сыснасем чылай чухне 18-20 çура тăваççĕ. Эрнере 20-шер ама çăмăлланать. Çĕрле те çăвăрлаççĕ. Ун пек чухне каçхи хуралçăсен тăрăшма тивет. Вĕсем пирĕн акушерсем те. Ку ăсталăха вĕсене те вĕрентрĕмĕр. Мĕн те пулин ыйтмалли тупăнсан ветеринар патне шăнкăравлаççĕ. Лару-тăру йывăр тăк çĕрлене пăхмасăрах комплекса килетпĕр. Сысна çурисем сывă çуралаççĕ».

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.