Комментировать

29 Окт, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 43 (1168) № 29.10.2020

Арçын сахал, хĕрарăм нумай... Çавăнпа кÿрентереççĕ те

Чăваш наци библиотекинче хăйне евĕр кăсăклă мероприяти иртрĕ. Хĕрарăм прави тавра йĕркеленĕскерне «дискусси» тесе палăртрĕç. Чăн та, тавлашу пуçаракан ыйтусене хускатрĕç кунта. Экспертсем те тĕрлĕ енлĕ шухăшне палăртрĕç, студентсен те каламалли тупăнчĕ.

Мероприятие Право информацийĕн секторĕн ертÿçи Янина Горская йĕркеленĕ.

— 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Паян цивилизаци те, влаç та, саккунсем те улшăннă, технологисем те аталанаççĕ. Анчах çын правипе ирĕкне пăснă тĕслĕхсем çаплипех тĕл пулаççĕ-ха. Мĕнлисем? — ыйтуран пуçларĕ Янина Владимировна мероприятие.

«Сăмах ирĕклĕхĕ», «çын харпăрлăхĕн тĕкĕнменлĕхĕ», — илтĕнчĕ чи малтан. Дискуссие вара хĕрарăм правипе ирĕклĕхĕ пăсăлни тавра йĕркелеме шухăш тытнă.

Раççей историйĕ вырăс хĕрарăмĕсен нумай чарăва пăхăнма тивнине çирĕплетет. Вăхăт иртнĕ май кăна улшăннă лару-тăру. Петĕр патша реформисен вăхăтĕнче çеç хĕрарăмсен те пурлăха тивĕçме май пурри пирки калаçма тытăннă. Арăмĕсене пусмăрлама та арçынсене саккунпа XIX ĕмĕрте çеç чарнă. Этемлĕхĕн черчен пайне паспорт та паман вĕт. Ятне упăшкин е ашшĕн хучĕ çине çеç çырнă. Хĕрарăм прависен институтне XX ĕмĕр çеç курăмлă улшăнусем кĕртнĕ — этемлĕхĕн черчен пайĕ те вăйлипе пĕр тан праваллă пулса тăнă. Халĕ ĕнтĕ пикесем те вĕренме тытăннă. Шухăшне палăртма пултарнă. Мăшăр суйлама та ирĕк уçăлнă.

Апла пулин те паян хĕрарăм прави пăсăлмасть теме çук. Раççейре, сăмахран, халĕ те çемьери пусмăра тÿсет вăл. Чиперуксен чысне варалакан киревсĕр ĕç те сахал мар. Çакна шута илсех-тĕр 2017 çулта Хĕрарăмсен интересĕсене хÿтĕлес енĕпе наци стратегине палăртнă. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май тĕрлĕ мероприяти иртет. Асăннă «тавлашу» та — вĕсен йышĕнче. Унăн ĕçне «Волга» психологи центрĕн психологĕ Ольга Карпова, ЧР ШĔМĕн 1-мĕш полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен ин-спекторĕ Татьяна Вашурова, ЧПУ юридици факультечĕн аслă преподавателĕ Гульназ Гайнетдинова, «ТОС» автошкул директорĕ Дмитрий Мардежев хутшăнчĕç.

Ачана икке пайлаççĕ

Юлашки вăхăтра, чăн та, çемьери пусмăр пирки калаçу час-часах пуçарма тивет. Ашшĕ-амăшĕ ачисене кÿрентернине те, ывăл-хĕрĕ çывăх çыннисене шар кăтартнине те час-часах илтетпĕр. Арăмĕ упăшкинчен хĕн тÿсни те тăтăшах тĕл пулать. Тепĕр чухне çакă, шел те, пысăк инкекпе вĕçленет. Арăмĕ çине алă çĕклеме хăякан паллă çынсен хушшинче те сахал мар.

Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? Кашни тĕслĕхре уйрăм сăлтава асăнмалла паллах. Çав вăхăтрах обществăна пĕтĕмĕшле пырса тивекеннисем те пур: наркомани, эрех-сăра, укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăр лару-тăру. Çакнашкаллисен йышнех ĕçсĕр юлнине те, çурт-йĕр ыйтăвĕ сиксе тухнине те, çемье тулли маррине те, кил-йышра ама çури амăшĕ е тăван мар ашшĕ пуррине те, сывлăх енчен хавшак çын пуррине те кĕртеççĕ психологсем. Эппин, пусмăр кăмăл пусăрăннипе, усал йăлапа туслашнипе тÿрремĕнех çыхăннă.

— Ытларах чухне кама шута илеççĕ-ха? Ĕçекен, йĕркене пăсакан çемьере ачисем аслисене евĕрлеççĕ те полици куçĕ тĕлне лекеççĕ. Пусмăр та кунашкал кил-йышра ытларах. Ĕçкĕç арçын арăмне, ачисене кÿрентерме пăхать. Тепĕр чухне тата ашшĕ-амăшĕ ачисене тăхăнтартма та, апат çитерме те манать. Манăн практикăра çапла тĕслĕх те пулнă: ÿсĕр ашшĕ балкона пирус туртма тухсан ачине кушак çурине çавăрса çапнă пекех урайне пенĕ. Йывăр суран кÿнĕ. Паллах, уголовлă явап тытать кунашкал çын. Пĕрре çапать, тепре — çакă яланхи йăлана çаврăнать. Çавăнпах шкулта тата ача садĕнче тăрăшакансем пĕрмай кăвакпа çÿрекенсем пирки систереççĕ, — палăртрĕ Татьяна Борисовна инспектор.

Пусмăр теминчен айккине пăрăнчĕ пулин те чÿречесем пирки тепре аса илтерчĕ вăл. Ара, аслисен асăрханусăрлăхне пула пĕчĕккисем шар кураççĕ вĕт. Иртнĕ эрнере акă çул çитмен ача чÿречерен тухса ÿкнĕ 10-мĕш тĕслĕхе шута илнĕ.

Уйрăлакан çемьесенчи тепĕр инкек пирки те сăмах пуçарчĕ полици ĕçченĕ. Чылайăшĕ ачине пайлаймасть иккен. Арçын та, хĕрарăм та тĕпренчĕкĕпе пуласшăн. Тепĕр чухне шкула е ача садне иккĕшĕ те килсе тăни те пулать.

— Полицие шăнкăравлама тытăнаççĕ. Ача кампа, хăçан, мĕн чухлĕ пуласса судра палăртман тăк иккĕшĕн те пĕрешкел права. Кашни илсе кайма хатĕр, ирĕкĕ те пур, анчах калаçса татăлаймаççĕ. Тепĕр чухне ачана икĕ аллинчен тĕрлĕ енне сĕтĕреççĕ. Ачан мĕнле пулмалла? Çавăнпах, хĕрсем, мăшăра пĕлсе суйламалла. Пĕрре çапсан — тепре çапать, ĕçекенни те — малаллах ĕçет. Хĕрарăмсем кăна мар, хĕрсем те пусмăр тÿсеççĕ. 15 çултисем те ача çуратаççĕ паян, — палăртрĕ çул çит-меннисемпе ĕçлекенскер.

Сивĕ шыв, парашют, экстремаллă спорт

— Хĕрарăм ĕмĕртен вăйсăр шутланнă. Арçын яланах патвар пулнă. Хăть те мĕнле ача та хăйĕн ашшĕ-амăшне юратать. Мĕнле пур — çапла. Лайăх-и вăл е япăх-и, ĕçет-и е туртать-и, ачашлать-и е çапать-и — ывăл-хĕршĕн хăй пурăнакан услови — пурнăç норми. «Пусмăр» тени вара тĕрлĕрен пулать. Психологи тĕлĕшĕнчен те. Калăпăр, хутшăнманни. Ашшĕ е амăшĕ, упăшки е арăмĕ пĕрмай шăп çÿретĕр-ха… Е акă тата хăш-пĕр çĕршывра арçын хĕрарăм çине хăяккăн пăхни те — кÿрентерни, сак-куна пăсни шутланать. Ку тĕлĕшрен пирĕн йăла-йĕрке урăхларах. Кукамай-асанне ĕмĕртен-ĕмĕре чăтма, тÿсме хăнăхнă. Ашшĕ-амăшĕ те хĕрне упăшкине итлеме, мăшăрĕ калаçнă чухне шăп тăма вĕрентсе ÿстернĕ-çке, — пуçларĕ сăмахне Ольга Валерьевна.

Паян та чылайăшĕ хăйне-хăй хаклама пĕлмест. Çакă, тен, йăларан та килет.

Татьяна НАУМОВА.


«Упăшкам — миллионра пĕрре»

Мăшăрĕшĕн чи шанчăклă упăшка вăл, ачисемшĕн — чи лайăх атте. Хаçатăн паянхи хăни — Куславкка районĕнче пурăнакан Геннадий Маркиданов.

Кил хуçи Юпсарта çуралса ÿснĕ. Пĕр ял хĕрне Иринăна куç хывнă йĕкĕт, шăпах ăна мăшăр тума суйланă. Çапла 1988 çулта çĕнĕ çемье чăмăртаннă. 1989 çулта çамрăк мăшăр патне «çĕн кайăк» вĕçсе килнĕ. Пĕрин хыççăн — тепри. Халĕ Маркидановсен 5 ывăлпа 5 хĕр çитĕнет. «Çитĕнет» тени чĕлхе çине килнĕ пĕрремĕш сăмах- ха. Аслисем тăваттăшĕ çунат сарса ашшĕ-амăшĕн килĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ, хăйсем йăва çавăрнă. Ирина Константиновнăпа Геннадий Николаевича тăватă мăнук парнелеме ĕлкĕрнĕ вĕсем. Вăталăххисем иккĕшĕ — студент. Кĕçĕннисем, тăваттăшĕ, Тĕрлемесри пĕлÿ çуртне çÿреççĕ. Шкул сакки çине кăçал пуçласа ларни те пур вĕсен йышĕнче.

Ашшĕ-амăшĕн телейĕ, паллах, ачисенче. Уявра çывăх çынсемпе пĕр сĕтел хушшине пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçнине мĕн çиттĕр? Тепĕр тесен, йышпа ĕç те кал-кал пырать.

2014 çулта Маркидановсене «Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ» орденпа чысланă.

— Хутсене тăратнă чухне 8 ачаччĕ-ха пирĕн. Наградăна илме вара йыш хушса кайрăмăр. 10 ачана ÿстерсе воспитани пама çăмăл теме çук. Йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ пурнăçра. Çав вăхăтрах кăткăсах та мар. Чи кирли – пĕр-пĕрне хавхалантарса, тĕревлесе пыни. Ачасем те пулăшаççĕ, аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ. Хамăр та ывăл-хĕршĕн тĕслĕх пулма тăрăшатпăр. Ĕçсе-çапăçса çÿремен, алхасман, айкашман. Ачасем мĕн пĕчĕкрен телей курса ÿсеççĕ, — палăртать кил ăшшин управçи.

Ывăлĕсемпе вăхăта ытларах ашшĕ ирттерет. Арçыннăн çирĕп пулмалли тавра йĕркеленет калаçу. Спорт — пăхаттирсен çывăх тусĕ. Чупма-сикме юратнипе пĕрлех ашшĕ вĕрентнипе-хавхалантарнипе бокса ачаран кăмăллаççĕ ку çемьери йĕкĕтсем. Студентсем футбол вăййине те хапăллаççĕ, тренажер залне те çÿреççĕ — ашшĕ ачаран сывă пурнăç йĕркине мала хума вĕрентсе каланине тĕпе хураççĕ.

Арçын çирĕплĕхе хăнăхтарать тĕк хĕрарăм калаçăва ачашлăх, çепĕçлĕх, тасалăхпа тирпей пирки пуçарать. Хĕрĕсем, паллах, амăшĕпе çывăхрах. Вĕсем илем патне туртăнаççĕ. Çÿç-пуçа пуçтарма, сăн-пите илем кĕртмешкĕн вĕренме ăнтăлаççĕ. Чыслă çÿреме хăнăхаççĕ.

Çемьери хĕрсем те сывă пурнăç йĕркишĕн. Арçын ачасемпе пĕрле чупаççĕ, пĕрле сикеççĕ. Ташлама-юрлама та ухата. Юрă-кĕвĕпе уйрăмах кăсăкланакан тĕпренчĕкĕсем валли синтезатор та туяннă Маркидановсем. Ку туртăм ывăл-хĕрне ашшĕнчен куçнине çирĕплетсех калама пулать. Кил хуçи музыка тĕрлĕ хатĕрĕ патне мĕн ачаран туртăннă. Купăспа гитара калама та хăй тĕллĕнех вĕреннĕ вăл. Хăть те мĕнле инструмент пар ăна — пуринпе те пултарать.

— Ачасенчен кашниех музыка туртăмĕллĕ теме\çук, çапах чылайăшĕ аллине гитара тытать. Иртнĕ канмалли кун мăнуксем хăнана килчĕç. Кĕçĕнни çулталăк та тултарман-ха — купăспа эх! ташша çаптарчĕ кăна! Пĕчĕкскер савăнтарса хăварчĕ, уяв туса пачĕ. Хамăр ачасем те ташласа çитĕннĕ. Темле ывăнса таврăнсан та аллине купăс тытатчĕ Гена. «Канатăп çапла», — тетчĕ, — мăшăрне ырламалли тупăнсах тăчĕ хĕрарăмăн.

Геннадий Николаевич музыкăна юратакан çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ, амăшĕ, тăватă пĕртăванĕ — пурте хăть купăс, хăть гитара каланă. Ялти маттур купăсçăсен ятне малтан Николай Гаврилович тивĕçнĕ, ха-лăха уявра савăнтарнă. Халĕ ку тивĕçе ывăлĕсем чыслăн пурнăçлаççĕ.

К у п ă с ç ă п а п у р ă н а к а н х ĕ р а р ă м юрламасăр-ташламасăр пурăнаять-и вара? Унччен те юнашар тăрса юрă шăрантарнă, халĕ те çаплах.

— Паян та çамрăк чухнехиллех туятпăр хамăра. Юрă-кĕвĕсĕр пурнăç çук. Пĕрре те ватăлас килмест. Клубра ташă каçĕнче купăспа юрласси-ташласси йăлараччĕ. Ку тĕлĕшпе питĕ маттурччĕ Гена, йĕрке тытатчĕ. Клуб кĕрлесе кăна тăнă. Халĕ, шел те, хупăнчĕ вăл. Ÿсекен ăрăвăн ниçта кайма çук, — кулянăвне пытармарĕ хăй вăхăтĕнче кунта администраторта тăрăшнă хĕрарăм.

Çемье килĕштерсе пурăнтăр тесен, паллах, упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне пулăшмалла, ăнланмалла, тĕрев памалла.

— Юрату сÿнмест. Хĕртсе, ăшăтса, хавхалантарса пырать. Савăнса тулли телейпе пурăнатпăр. Пĕремĕш патриот упăшка. Питĕ тăрăшать. Староста пулнă вăхăтра мăшăр тăрăшнипех газ çитрĕ, ачасем автобуспа çÿреме пултарччăр тесе яла çити çул сарассипе çине тăчĕ, — мухтава тивĕç арçынна епле ырламăн?

Хăй вăхăтĕнче депутат та пулнă çемье пуçĕ. 33 çул ĕнтĕ чукун çул хуçалăхĕнче тăрăшать.

— Пурнăç тем тума та вĕрентет. Çĕлеме те, çыхма та. Эпир аслисенчен пур ĕçе те хăнăхнă. Анне çĕвĕ тĕлĕшпе маçтăрччĕ. Халĕ ачасем мана кура машина умне пырса лараççĕ. 10 ачана нуски çыхса тăхăнтартма вара асламăшĕ-кукамăшĕ пулăшнă. Укçа çитсен лавккара та сутаççĕ паян. Унччен — пулман. Халĕ вара хам та асанне-кукамай. Мăнуксене хам çыхнине тăхăнтартас килет, йăлана пăрахăçа кăларма чун хушмасть. Капăр япала янтăлама вăхăт çитмест. Ку тĕлĕшпе кин Настя пит маттур. Мĕн кăна тумасть ылтăн алăллăскер!

Татьяна НАУМОВА.


Пурнăçран хакли çук

 Чи хакли мĕн-ши пурнăçра? Çакна тĕрлĕ ÿсĕмри ăру тĕрлĕрен хуравлĕ. Чи кĕçĕннисемшĕн, ахăртнех, юратнă теттинчен пахараххи нимĕн те çук. Кăшт ÿснисемшĕн аннерен хакли никам та пулас çук. Тата кăштахран ун çумне савни, мăшăр хушăнать. Амăшĕн телейĕ вара — ачисенче… Çапла çаврăнать пурнăç кустăрми. Мул тыткăнне лекнисен куçĕнче, паллах, укçа-тенкĕ кăна. Анчах пур ушкăна та, пур ÿсĕме те пĕрлештерсе тăраканни пур — пурнăç. Унран хакли вара, чăн та, нимĕн те, никам та çук. Шел, нумай чухне шăпах ăна хаклама пĕлместпĕр те. Çак тĕнчерен пĕрре кайсан тепре килес çуккине чылай чух аса та илместпĕр. Çакăнпа кăна ăнлантарма пулать-тĕр теветкеллисен хăш-пĕр утăмне. Сăмахăма паян хăрушсăрлăх пирки хускатас килет. Тĕрĕссипе, хаçат страницисенче çакăн çинчен çырсах тăратпăр-ха. Статистика вара пур пĕр чуна çÿçентерет.

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата унран сыхланас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе усă курса районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Комисси ларăвĕн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе пынă.

Статистика пирки ахальтен сăмах пуçармарăм. Ларура унпа РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин регионри уйрăмĕн ертÿçи Герман Майков тата шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов паллаштарнă. Çапла, 2020 çулхи шăрăх кунсем асра кăна тăрса юлчĕç, анчах вун-вун çемьешĕн вĕсем инкеке çаврăнчĕç. Шыва кĕмелли тапхăра хатĕрленсе водолазсем кăçал 13 пляж тата ятарласа хатĕрленĕ 67 вырăна тĕрĕсленĕ. Пĕлтĕр 109 вырăнта шыв тĕпне тишкернĕ. Кăçал сахалтарах пулни пандемипе çыхăннă. Ас тăватăр пулĕ ĕнтĕ, вирус сарăлассинчен сыхланас тĕллевпе пляжсем час уçăлмарĕç. Апла пулин те шыв хĕрринчи инкексен шучĕ ÿснĕ — кăçал çулла шăрăх пулнă пирки ватти-вĕтти те хĕвелĕн çунтаракан пайăркисенчен çăлăнас тĕллевпе пляжа, юхан шыв е пĕве хĕррине васкарĕ. Тивĕçлĕ служба çирĕплетнĕ тăрăх, шăпах ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче путаççĕ шыва çынсем. Инкек тепĕр сăлтавĕ — эрех-сăрапа минренĕ хыççăн тарăн вырăна кĕрсе кайни. Иртнĕ çулла, ачасене шута илмесĕр, 22 çын шывран тухайман, вĕсенчен 12-шĕ урă пулман… Çăмăлттайлăх çинчен мĕн чухлĕ калаçсан-çырсан та пĕрин инкекĕ теприншĕн урока çаврăнмасть.

Çут çанталăк илемĕпе çулталăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче киленме юрататпăр. Хĕлле те астарать пире шыв çийĕ. Пăрпа витĕннĕскере конькипе чăр та чăр чĕрме мĕнлерех аван. Илемĕпе кăна мар, çут çанталăкăн ырлăхĕпе чуна кантарас текенсем вăлта çĕклесе шыв хĕррине васкаççĕ. Çапла, чи тĕрĕс сăмах кунта — ВАСКАÇÇĔ. Пăр сийĕ çÿхе кăна-ха, пулăçсем вара вак касса шăкăрин ларса тухаççĕ. Пулла сивĕре те улталас текенсен йышĕнчен хурлăхлă статистикăна тăсакан тупăнсах тăни те шухăшлаттармасть вĕсене.

Инкеке лекекенсем кăçал та пуласси иккĕлентермест. Çулла çуна хатĕрле тенешкел, пĕрремĕш пулăшу памашкăн çăлавçăсем тахçанах йăлтах хатĕрленĕ темелле: ятарлă хăмасем, пусмасем, жилетсем, гидрокостюмсем… Николай Глухов вырăнти влаç органĕсене ятарлă службăпа çыхăнса ĕçлеме сĕнет. Малтанах çăлав мероприятийĕсен планне хатĕрлемелле, вырăнти вăйсене тĕрĕслемелле. Çав вăхăтрах профилактика мероприятийĕсене те манăçа кăлармалла мар. Инкеке асăрхаттарни ăна сирессинчен вырăнлăрах.

Маргарита ИЛЬИНА


Çын пуянлăхĕ илĕртмен

Турă этеме йăтайми çĕклем памасть теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмех тивет пуль. Акă ман умра 88 çулти хĕрарăм ларать. Ун çине пăхсан, вăл ĕмĕрĕпе йĕркеллĕ, ытлă-çитлĕ, хуйхă-суйхăсăр пурăннăн туйăнать. Сăнĕпе çамрăк курăнать, куçĕ ăшшăн пăхать. Хăйĕн вăрçăчченхи ачалăхĕ, йывăр саманари пурнăçĕ çинчен каласа пама турткаланса тăмасăрах килĕшрĕ. Анчах çывăхрах паллашсан, вăл мĕн курни-тÿсни çинчен илтсен çан-çурăм çÿçенет. Тăшмана та çак нушана курма сунас килмĕ.

Эпир кĕнеке вуланă, фильм курнă май шухăшлавра чылай чухне унти сăнарсен пурнăçĕпе пурăнма пуçлатпăр, вĕсемпе пĕрле хурланатпăр, савăнатпăр. Мĕншĕн тесен кĕнекери е фильмри сăнарсен кăмăл-туйăмĕ пирĕн чуна та çывăх. Илемлĕ хайлавсене чăн пурнăçран илнĕ тĕслĕхсене тĕпе хурса калăплаççĕ те ĕнтĕ.

Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юлия Михеевăн пурнăçĕ çинчен роман та çырма пулать.

Колхозсем йĕркелениччен Юльăн ашшĕпе амăшĕ çирĕп хуçалăх тытса тăнă. Кулак тесе шутланнă хресченсене тĕп тума пуçласан пурнăç арканса кайнă. Вĕсен çуртне сÿтсе тиесе тухса кайнă, картишĕнче пĕр пуç выльăх та хăварман. Кил-йыш кивĕ пĕчĕк пÿртре хĕсĕнкеленсе пурăннă. Юля çемьере кĕçĕнни, ун умĕн 1921 çулта çуралнă Лена тата 1926 çулхи Лидия аппăшĕсем пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çемье пуçĕ çапăçу хирне тухса кайнă. 1943 çул вĕçĕнче Юльăн ашшĕ сусăрланса киле таврăннă. Çăва тухсан курайман çынсем чĕртсе янипе çемьен пĕчĕк пÿрчĕ те çунса кĕлленнĕ. Телее, çав каç хĕрача пахчара йыттипе, кушакĕпе пĕрле çывăрнă. Ашшĕ тимĕрçĕ лаççине кайнă та унтах юлнă. Мăнтарăнсем çĕр пÿрт чавса унта пурăнма пуçланă.

Пĕррехинче ашшĕ хĕрачаран кукăль пĕçерсе çитерме, сăра вĕретсе ĕçтерме ыйтнă, хăй вĕрентсе-кăтартса тăрса килте тĕртнĕ шурă катан пиртен кĕпе-йĕм çĕлеттернĕ. Ашшĕ каланине пĕтĕмпех пурнăçланă Юля. Тепĕр ирхине вăраннă çĕре вăрçă инваличĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Çак ĕç-пуç çинчен каласа панине итлесе ларнă май Юлия Васильевна çине пăхатăп та чĕре пăчăртанать, чун хурланать. Мĕншĕн çакăн пек нушаланмалла пулнă-ши çамрăк ачан? Мĕнле тÿссе ирттернĕ-ши вăл çав синкерлĕ кунсене- çулсене? Малалла талпăнмашкăн мĕнле вăй пулăшса пынă-ши? Çакăн тавра темиçе хутчен те сăмах пуçартăм. «Турă пăрахмарĕ», — терĕ кашнинчех хĕрарăм. Çĕр çинче ырă çынсем пур пĕрех ытларах. Тăлăх турата кÿршĕсем пăрахман, хĕл каçма ирĕк панă. Анкартинче вара хĕрача хăех çимĕç туса илнĕ.

Хамăр мĕнле ÿснине аса илсен çавнашкал лару-тăрăва чăтаймассăн туйăнать. Темĕнле питĕ çирĕп шăнăр ура çинче тăма, çил вĕрсе тайăлтарсан та хуçăлма паман Юльăна.

Ĕçчен хĕрачана темиçе хутчен те усрава илсе кайнă. Анчах чунне хĕнесех çын патĕнче пурăнма пултарайман Юля. Çыннисене тиркенине пĕлтермест ку, кирек епле лару-тăрура та, хăш ÿсĕмре пулнине пăхмасăрах харпăр хăй тивĕçлĕхне туйнине çирĕплетет. Хăйсем патĕнче усрас текенсем хĕрачана ытлă-çитлĕ пурăннине, туприне кăтартма тăрăшнă. Анчах çын пуянлăхĕ пĕрре те илĕртмен ăна. «Ман валли майлаштарса панă кивĕ япаласене тăхăнма хирĕç пулман, анчах çĕнĕ япалана йышăнаймастăмччĕ», — каласа парать Юлия Васильевна.

1947 çулта 15 çулти хĕрачана вăкăр кÿлтерсе вăрмана вутă илме янă. Çак самант та асĕнче юлнă.

Чылай чухне эпир хамăр пурнăç тапхăрĕсене шурă тата хура тĕссемпе танлаштаратпăр. Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнче мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе пĕрле пурăнакан Юлия Васильевнăн хура тĕсли ытла та вăраха тăсăлнă. Çитĕнсе çитсен ултавпа, çын сутăнчăклăхĕпе тĕл пулма, упăшкин тискерлĕхне тÿсме, çуралнă пĕчĕк хĕр пĕрчи хăй аллинче вилсе кайнине курма, 65 çула çитнĕ хĕрĕпе яланлăх сыв пуллашма тивнĕ унăн. Анчах пур пĕрех чĕри хытман, чунĕ чурăсланман çак ĕçчен те сăпайлă, хура- шур курнă чăваш хĕрарăмĕн.

Юлия Михеева тивĕçлĕ канăва тухичченех тата ун хыççăн та Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче вăй хунă.

РОЗА ДЕМЕНЦОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.