Комментировать

Чăваш Ен Информполитика министерствин "Хыпар" издательство çурчĕ" АУн "Тăван Атăл" журналĕн редакцийĕн редакторне палăртмалли конкурс

Тĕплĕнрех

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Хыпар" издательство çурчĕ" автономи учрежденийĕ "Тăван Атăл" журналăн редакторне палăртмалли конкурс ирттерет.

Конкурса хутшăнас кăмăллă çыннăн Информполитика министерствин "Хыпар" издательство çурчĕ" АУн йĕркелÿпе право пайне (адресĕ: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 3-мĕш хут, 313-мĕш пÿлĕм) çак документсемпе килмелле:

алăпа çырнă заявлени;

1-мĕш номерлĕ приложение алăпа çырни тата алă пуснă анкетăпа сăн ÿкерчĕк;

паспорт копийĕ е ун вырăнне усă куракан документ (асăннă документăн оригиналне Информполитика министерствин "Хыпар" издательство çурчĕ" АУн йĕркелÿпе право пайĕн конкурс валли документсем йышăнакан ĕçченне кăтартмалла);

вĕреннине тата (е) квалификаци шайне ÿстерни, стаж çинчен калакан документсем;

ĕç кĕнекин копине е ĕçленине çирĕплетсе паракан ытти документ;

çыпăçтарса хунă конвертра редакцин ĕçĕ-хĕлĕн программи;

судпа айăпланнипе айăпланманнине çирĕплетсе паракан тата (е) уголовлă йĕркепе хĕсĕрлени е каçарма сăлтав пуртан хĕсĕрлеме пăрахни çинчен шалти ĕçсен органĕсенче илнĕ справка;

хăвăр даннăйсемпе усă курма ирĕк пани.

Документсене 2020 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕччен Информполитика министерствин "Хыпар" издательство çурчĕ" АУра çак адреспа: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 3-мĕш хут, 313-мĕш пÿлĕм – ĕç кунĕсенче 9.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен (апат вăхăчĕсĕр пуçне) йышăнаççĕ.

Конкурс иртмелли кун – 2020 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕ.

Конкурса çапла йĕркепе ирттереççĕ:

хутшăнакан çынсем ĕçлени, вĕренни çинчен калакан документсене тăратнине шута илсе;

"Тăван Атăл" журнал редакцийĕн редакторĕн тивĕçне пурнăçлас ĕçе епле йĕркелесси пирки уйрăммăн калаçса;

"Тăван Атăл" журнал редакцийĕн редакторĕн тивĕçне тест евĕр пурнăçласа.

Тĕплĕнрех ыйтса пĕлме (8352) 56-00-67 телефонпа е hypar1@mail.ru электрон почтăпа çыхăнмалла.

Вырăсла верси кунта...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.