Комментировать

22 Окт, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 41 (6338) № 22.10.2020

Пуç айне кавăн хурса та çывăрнă

Холодильник алăкĕ çинче ярăннă

Кирилл Тольятти хулинче çу рал нă, вăл 2 çулта чухне çемйи Шу пашкара, амăшĕн тăван тăрăхне, куçнă. Ача чухне çывăх çынни ăна скейтборд парнеленĕ. Кирилл унпа пĕрре-иккĕ усă курнă та антресоль çине хунă. Аслă класа куçсан кăна вăл парне пирки аса илнĕ. Çывăх тусĕ пĕррехинче тĕлпулăва скейтпа килнĕ, Кирилл та çав кунах тусан витнĕ парнене шкапран кăларнă, ярăнма вĕреннĕ. Унăн юратнă маршрут пур: Афанасьев урамĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ таран, унтан — Атăл хĕррине. Скейтбордист халĕ те ку çулпа çÿреме кăмăллать. Кивĕ скейт трюксем тумашкăн меллĕ пулман. Çулталăкран Кирилл АПШра туса кăларнă чăн-чăн скейтборд туяннă. Хыççăн иккĕмĕшне илнĕ, унтан тата чаплăраххине, пахараххине... Вĕсен шутне тахçанах маннă ĕнтĕ вăл. Малтанхи вăхăтра шутласа пынă, халĕ унăн 100 ытла скейт та пур пулĕ. Кирилл Коробков — Раççейре çул çÿрекен паллă скейтер. Скейтбординг субкультури пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартма пултараканскер хăй вăхăтĕнче ятарлă сайт хута янă, ăна тытса пынă. Пĕрмай çул çÿрекен çамрăк арçын ют çĕршыв журналĕсемпе çыхăну тытать, унта статьясем çырать. Кирилл сейтбординга аталантарас енĕпе ĕçлекен икĕ командăна ертсе пырать, хăçан, хăш хулана е çĕршыва турпа каяссине палăртать, мероприятисем йĕркелет. Сăмах май, кăçал авăн уйăхĕнче Шупашкарта та Раççейри скейтерсен фестивальне ирттернĕ. «Скейтбординг тĕрлĕ енлĕ. Пĕрисемшĕн вăл спорт кăна — унашкаллисем чемпионатсенче медаль çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ, иккĕмĕшĕсемшĕн — чун киленĕçĕ. Маншăн вăл тĕнче курма май паракан тата çул çÿреме хистекен туйăм. Тĕрлĕ хулана çитетĕп. Кашни çĕнĕ вырăн маншăн таса пир пекех, скейтпа йĕрлесе унта ÿкерчĕк хăваратăп темелле. Ярăнмалли вырăнсем ниçта та пĕрешкел мар. Яланах çĕнĕ маршрут шыратăп. Архитектура та кăсăклантарать. Скейтбординг социаллă сеть пекех, тус-юлташ тупма çăмăл мар. Палламан хулара вырăнти скейтерсем тÿрех хăйсен ушкăнне йышăнаççĕ, пулăшаççĕ, туристсем çÿремен интереслĕ маршрутсемпе, хулапа паллаштараççĕ. Тĕнчери скейтерсем туслă. Араб çĕршывĕсенче-и, Африкăра-и, Монголире-и, Китайра-и — кирек ăçта та «хамăрăннисем» тупăнаççĕ», — каласа кăтартрĕ ирĕклĕхе юратакан çамрăк. Унăн пĕрремĕш çул çÿревĕ Хусанта иртнĕ. Унтан ушкăнпа Çĕмĕрле хулине кайнă, анчах скейтпа ярăнман йĕркеллĕ вырăн тупăнман. Каччăсем çÿп-çап купи çинче выртакан холодильникăн алăкне тăпăлтарса илнĕ те ун çинче ярăннă.

Полицейскисем тытса чарнă

Кирилл Мускавра скейтбордистсен юхăмĕнче тăнă. Вăл Раççейри наукăсен академийĕн диплом не илнĕ, анчах профессипе ĕçлемен. Хăйне евĕр специальноç — Çурçĕр Америкăри регионсене тĕпчесси — çамрăка илĕртмен. Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче практикăра пулнă хыççăн пурнăçне скейтбордингпа çыхăнтарасси пирки шухăшланă. «Эпĕ çул çÿрекен, тĕнчепе кăсăкланакан çын пулса тăтăм», — терĕ. Аслă шкулпа сыв пуллашсан вăл чикĕ леш енне кайма тытăннă. Ытларах чухне скейтерсен ушкăнĕпе, сайра хутра — пĕччен. Çул çÿрев — тăкаклă киленĕç. Кирилл каланă тăрăх, скейтерсен пĕрлешĕвĕсене тумтир, скейтборд, вăй кĕртекен шĕвек туса кăларакан тĕнчери паллă брендсем укçан пулăшаççĕ. Пулăшăвне хăйсемех сĕнеççĕ-мĕн. Çапла майпа вĕсем чапне ÿстереççĕ.

Çул çÿреве хăйсем тĕллĕн тухсан Кирилăн ушкăнне вырăн ти скейтерсем пурăнмалли кĕтес тупса параççĕ, пысăк турпа килĕшÿллĕн кайсан спонсорсем чаплă условисемпе тивĕçтереççĕ. Каччă сĕтелпукансăр пÿлĕмре пуç айне минтер вырăнне кавăн хурса та, пилĕк çăлтăрлă хăна çуртĕнче те çĕр каçса курнă. Çавăнпа юратать те вăл скейтбординга. Ыран мĕн кĕтнине пĕлменни пушшех те илĕртет. Паллă артистсемпе, политиксемпе, мусăкçăсемпе, дизайнерсемпе, художниксемпе... пĕр сĕтел хушшинче ĕçсе çинĕ. Пĕррехинче командăпа Курск хулине мероприятие кайнă. Чукун çул вокзалĕнче анса юлсан такси саккас пама шухăшла

нă. Багаж енĕпе кăткăслăх тухнă — скейт хăмисене «хĕç-пăшал» тесе палăртнă. Ют хулара ирттернĕ икĕ кунра скейтерсем çапăçу икĕ хутчен курнă, каçхи клубра вĕсене хуралçăсем тапăннă. Скейтпа хÿтĕленме те тивнĕ. Ют çĕршывра полици тытса чарни те пулать. Монакăра çул çинче пилĕк минут ярăнсанах йĕрке хуралçисем машинăпа вĕçтерсе çитнĕ, «лекци» вуланă. «Сирĕн пеккисене Монакăра хапăл мар», — тенĕ сыв пуллашас вырăнне вĕсем. Абхазире вырăнти çынсем ютран килнисене асăрхасан шăв-шав çĕкленĕ, патак çитерессипе хăратнă. «Вунă çул каялла ушкăнпа Египетри Каира кайрăмăр. Хула варринче пурăнтăмăр, тĕп лапамри тикĕс асфальт çинче ярăнтăмăр. Вырăнти çынсем çакна цирк вырăнне хучĕç — йĕри-тавра пухăнчĕç те тĕлĕнсе сăнарĕç, телефон çине ÿкерчĕç, хыттăн калаçрĕç, трюк тунă е йăтăнса аннă самантсенче сăпса пек сĕрлерĕç. Афганистанра та тĕлĕнмелли пайтах тупăнчĕ. Унти çынсем вăтам ĕмĕрти пек пурăнаççĕ, хăйсем ăсталанă хатĕрсемпе ĕçлеççĕ, наци тумтирне тăхăнаççĕ — истори кĕнекинчи пекех. Çурчĕсем те тăмран тунăскерсем. Авалхи вăхăтра пулнăнах туйăнчĕ. Мадагаскар утравĕ çинче чухăн нумай. Унта тĕттĕмленсен урама тухмасан лайăхрах. Анчах пирĕн каçа хуп турттарса сая ярас килмест вĕт. Юлташпа вырăнти йĕркене шута хумасăр вăхăта хупахра ирттертĕмĕр. Кайран та киле таврăнмарăмăр. Ирхи 5 сехетре урамра кивĕ тимĕр пичкере чĕртнĕ кăвайт умĕнче лараттăмăр, пирĕн тавра — таксистсем, «каçхи лĕпĕшсем», килсĕр-çуртсăр ачасем... Пире нимĕн те çыхăнтармасть пулин те пĕр-пĕрне ăнлантăмăр», — каласа кăтартрĕ Кирилл.

Темиçе çул каялла вăл Перси заливĕнчи Бахрейн утравĕ çине çитнĕ. Унччен ку çĕршывра скейтерсем пулман. Вырăнтисем Раççейри ушкăнпа паллашсан питĕ хавхаланнă, тарават йышăннă, савăннипе мĕн пур тăкака хăйсем çине илнĕ, автомобиль тара тытса илсе çÿренĕ. Кунсерен каçхи апат е ресторанра, е çамрăксен элити патĕнче иртнĕ. Бахрейн скейтерĕсемпе халĕ те çыхăну татăлман.

Нина ЦАРЫГИНА.


Ачасене эмелпе выляма ирĕк панă

Ача упаленме пуçласан пÿртре мĕн пуррине тĕпчет, пĕтĕм япалана çăвара хыпать. Шел те, ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне астуса çитереймен тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ: ачасем эмелпе, тĕрлĕ сиенлĕ шĕвекпе, уксуспа наркăмăшланаççĕ. Инкек ан пултăр тесен мĕн тумалла? Хулари ача-пăча клиника больницин анестезиологи-реанимаци уйрăмĕн заведующийĕпе Александр Федоровпа çак ыйту тавра калаçрăмăр.

— «Эпĕ лавккана 5 минутлăха çеç тухрăм», — теççĕ амăшĕсем инкек хыççăн. Ача çав самантра наркăмăшланма ĕлкĕрнĕ.

— 1-5 çулсенчи шăпăрлансене эпĕ «сунарçăсем» тетĕп. Пĕчĕк ача хăйне кăсăклантаракан япалана çăвара хыпать, кăшлать, чăмлать. Ача веçех пĕлме ăнтăлни — йĕркеллĕ пулăм. Вăл аталанать, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине сăнать, аслисем мĕн тытнине асăрхать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çынна наркăмăшлантарма пултаракан 6 миллион ытла япалана палăртнă. Кашни çул 40-50 пин çĕнĕ япала сутма пуçлаççĕ. Пĕр килте вăтамран 12-15 тĕрлĕ эмел упранать. Кĕçĕн çултисем пылак япала çеç çăвара хыпаççĕ тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ. Пĕчĕккисем йÿçĕ эмел те чăмлаççĕ, хими хутăшне, атă-пушмак тасатмалли крема, тумтир çумалли порошока та тутанса пăхма пултараççĕ, уксуса, çилĕме, им-çама çăвара хыпаççĕ. Çак япаласене çăрапа питĕрĕнекен шкапра упрамалла.

Пĕчĕккисене пÿлĕмре пĕччен хăварма юрамасть. Ашшĕ-амăшне ача шăпланни яланах сисчĕвлентермелле. Ăна куçран вуçех вĕçертмелле мар. Аслашшĕасламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне хăнана каяççĕ те чей ĕçме лараççĕ. Аслисем калаçнă вăхăтра шăпăрлан мĕн тăвать? Вăл çĕнĕ вырăна тĕпчет, илĕртÿллĕ курупкасене уçать, тĕрлĕ тĕслĕ эмеле çăвара хыпать. Кунашкал тĕслĕх нумай.

— Тухтăрсене шанмасăр чирлĕ ачана килте сиплекен ашшĕ-амăшĕ те пур. Эмелсемпе пĕлмесĕр усă курни ырри патне илсе çитерместех.

— Çапла. Чирлĕ ачана педиатр патне илсе каймалла е киле чĕнсе илмелле. Тухтăр ача ÿсĕмне кура эмел çырса парать. Нумаях пулмасть ĕçтешĕмсемпе юн тымарĕсене пĕрĕнтерекен эмелпе пĕлмесĕр усă курнă тĕслĕхе сÿтсе яврăмăр. Сăмахăм сунас ерсен сăмсана ямалли шĕвек, спрей, пирки. Ун йышши препаратсемпе асăрханса усă курмалла. Ачасем вĕсемпе час-часах наркăмăшланаççĕ. Эмел нерв тытăмне сиенлетет — ача вăйсăрланать, куштанланать, нумай çывăрать. Унсăр пуçне чĕре ĕçĕ йывăрланать. Чирлĕскер нумай çывăрать пулсан чĕре таппине итлемелле. Вăл аран-аран тапсан васкавлă медицина пулăшăвне шăнкăравламалла. Ача шурса кайни, алли-ури сивĕ пулни, хăй вăйлă тарлани те — эмелпе наркăмăшланнине систерекен паллăсем.

Аслисен тимсĕрлĕхне пула ача шар курать. Савăт çинче мĕн çырнине пăхмасăр Д витамин вырăнне пачах урăх эмел параççĕ. Е ачан сăмсине аслисем валли туса кăларнă препарата яраççĕ. Астăвăр: тухтăр патне каймасăр сипленни сывлăха сиенлетме пултарать.

Эмелсемпе асăрханса урă курмалла, вĕсем ача аллине ан лекчĕр. Больницăра ачасен токсикологи центрĕ ĕçлет. Пĕррехинче 3-ри ачана илсе килчĕç. Хайхискер 6-ри пиччĕшĕпе «больницăлла» вылянă. Теттесем вырăнне усă курмалли вăхăчĕ тухнă эмелсем пулнă. Асли — тухтăр, кĕçĕнни — пациент. Пĕчĕкки сиплевçĕ хушнине пурнăçланă, панă мĕн пур эмеле çăвара хыпнă, çăтса янă. Ачана аран-аран çăлса хăвартăмăр. Мĕн пулса иртнине каласа парсан шалтах тĕлĕнтĕм. Çав çемьере ачасене срокĕ тухнă эмелсемпе выляма ирĕк панă иккен. Ашшĕ-амăшĕ кунта нимĕн япăххине те курман. Кĕçĕн ывăлне чутах ĕмĕрлĕхех çухататчĕç вĕт.

— Токсикологсем кашни çул кăмпапа наркăмăшланасран асăрханма ыйтаççĕ. Ашшĕамăшĕ ку çимĕçре белок нумаййине кура ăна усăллă тесе шухăшлать, ачана çитерет. Кĕçĕн çултисене кăмпа сĕнме юрать-и?

— Çук. 10-12 çул тултарман ачасене кăмпа çитерме юрамасть. Хитин вĕсен организмĕнче шăранмасть, хырăмлăх сĕткенĕ тухас ĕçе вăрахлатать.

Кăмпана «ÿсен-тăран какайĕ» тесе хаклаççĕ. Унри аминойÿçексем ăс-тăн çивĕчлĕхне паха витĕм кÿреççĕ. Вăл нерв тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме, çÿçе, чĕрнене, ÿте лайăхлатма пулăшакан В ушкăнри витаминсемпе пуян. Анчах кăмпа таврари сиенлĕ япаласене пухать. Вĕсене вăл тăпраран, шывран, сывлăшран губка евĕр çăтать. Экологи тĕлĕшĕнчен таса мар вырăнта ÿснĕ кăмпара йывăр металсем, радиоактивлă япаласем, сиенлĕ ытти хутăш пур. Кăмпапа наркăмăшланакансем кашни çулах пулаççĕ. Çынсем çимелли тата наркăмăшлă кăмпасене уйăрма пĕлеççĕ-ха, анчах хăшĕ-пĕри ăна тĕрĕс тасатса пĕçермест.

Ольга КАЛИТОВА.


Сăмаварсем, ĕлĕкхи теттесем пухать

Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан Малышевсен кушакĕсем те «Здорово» тесен малти урине тăсса параççĕ. Малыш усал пулнине асăрхаттарса хапха çине çырнă. Чăнах та, сарă хĕрлĕ тĕслĕ мăр-мăр патне пыма та хăрамалла: кăмăлĕ çук пулсан çыртать, чавать. Леопольд — лăпкă кушак, кил хуçи хĕрарăмĕ Татьяна Васильевна унпа вырăсла калаçать, Малыш вара чăвашла кăна ăнланать. «Чупи пар» тенине иккĕшĕ те ăнкараççĕ, ачашланса хуçине чуптăваççĕ.

Кĕтишок пÿрте кĕрсе апат çинĕ

Татьяна Васильевна чĕр чунсене питĕ юратать. Качча кайиччен вăл чăхха мĕн пĕчĕкрен алла хăнăхтарнă. Кĕтишок хăйне çемьери пекех туйнă: пÿрте кĕрсе апат çинĕ, унтан тухса кайнă. Татьянăн ашшĕпе амăшĕ те чăхха чарман. Качча кайсан хĕрарăм Хулиган ятлă автана алла хăнăхтарнă. Вăл та ним пулман пекех пÿрте кĕрсе тухнă. Автан çулне кĕтсе илнĕ чухне Малышевсем ăна сĕтел хушшине лартнă, мĕн пуррипе хăналанă. Хулигана пусса çиме вĕсен алă çĕкленмен, вăл хăйĕн вилĕмĕпех вилнĕ.

Урам хапхи çине хăмаран касса çыпăçтарнă кÿлепесем Малышевсем пултаруллă çемье пулнине кăтартаççĕ. Пÿрте кĕрсен шалтах тĕлĕнсе каймалла: стенаран ÿкерсе илемлетнĕ ывăссем çакăнса тăраççĕ, сервант çинче — ĕлĕкхи сăмаварсем. «Пĕррехинче телевизорпа республикăри пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ сăмавар пухни пирки сюжет кăтартрĕç. «Мĕн, эпĕ пултараймастăп-им?» — терĕм. Ун пек 6 сăмавар мар, 16 пухрăм. Нихăшне те укçалла туянман, пурне те тăвансем, пĕлĕшсем панă. Пĕрне туйра иккĕмĕш сыпăкри пиччепе арăмĕ парнеленĕччĕ. Фермăра ĕçленĕ чухне унпа чей вĕретсе ĕçеттĕмĕр. Чи «ватти» — XIX ĕмĕрти. Кÿршĕ Василий Данилов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕччĕ, çав сăмавар унăн аслашшĕн пулнă. Маншăн чи хакли — асаттен пулни, вăл килтех упраннă. Кÿрше хĕрарăм куçса килчĕ. Картишре сăмавар ахалех выртнине курсан ăна йăтса каçрăм. Ют çĕршывран илсе килни те пур. Ăна иккĕмĕш сыпăкри пиччен аппăшĕ пачĕ», — каласа кăтартрĕ Татьяна Васильевна. Вăл сăмаварсемпе чей вĕретсе ĕçмест, вĕсем ăна хитрелĕхĕпе, ĕлĕкхи япала пулнипе илĕртеççĕ. «Тусан пуххи, ахальтен хăвăн валли ĕç тупатăн», — тет мăшăрĕ Сергей. Вăл техникăпа кăсăкланать. «Унăн трактор чирĕ», — терĕ шÿтлесе упăшки пирки Татьяна. Кил хуçин — икĕ трактор, вĕсем валли агрегатсем туяннă. Эпир килнĕ чухне Сергей картишре «тимĕр ута» сăрлатчĕ.

Лачакара тупнă

Татьяна Васильевна сăмавар пухма тытăниччен Совет Союзĕнче туса кăларнă теттесемпе кăсăкланнă. Пĕррехинче фермăна ĕçе утнă чухне лачакара хурпа кăвакал выртнине асăрханă, вĕсене киле йăтса килнĕ, çуса тасатнă та сăрласа илемлетнĕ. Çавăнтанпа вăл урамра йăваланса выртакан теттесене курсан ахаль иртсе каяйман, пĕлĕшĕсем те унăн коллекцине пуянлатма пулăшнă. Хĕл Мучипе Юр пике тăватă мăшăра çитнĕ. «Плюшкин эсĕ», — тенĕ Сергей арăмне, анчах хăй те теттесем тупсан киле йăтса пынă. Икĕ ывăлĕ шкултан вĕренсе тухсан Татьяна Васильевна теттесене пуçтарса хунă, тăватă хутаç тулнă. Халĕ сервант çинче вĕсен вырăнне сăмаварсем лараççĕ. Теттесем хăйсен вăхăтне кĕтеççĕ: ывăлĕсем Русланпа Егор авланса мăнуксем парнелесен кукамăшĕ чăланти хутаçсене туртса кăларĕ.

Татьяна Малышевăнни пек гардероб хальлĕхе эпĕ ниçта та курман. Шифоньерта — эксклюзивлă тумтир. Татьяна Васильевна çекĕлпе кĕпе, юбка, кофта, блузка — пĕр сăмахпа, темĕн те пĕр — çыхать. Шлепкесемпе калпаксен, тутăрсен шучĕ çук. Диван, кравать, сĕтел çиттисене те хăех çыхнă. Маччаран çекĕлпе çыхнă чечексем çакăнса тăраççĕ. Лавккана кайма сумкăсем те çыхнă. Турăш умне çакнă карă та хăй хатĕрленĕскер. «Мĕне пĕлсе çавăн чухлĕ çыхса тултарнă-ши? Хамăн ĕмĕре тăхăнмалăх çитет», — шÿтлесе каларĕ Татьяна Васильевна. Хăй вара чун киленĕçĕнчен уйрăлаймасть, пахчари ĕçсем вĕçленсенех çыхма пуçлать. Çе кĕл тытса ывăнсан пĕр вăхăт ÿкерет. Хĕл каçипе фанертан касса кăларнă 20-30 ывăса сăрласа илемле тет, чылайăшне парнелет. Вĕсем çине чăваш тумне тăхăнтартнă матрюшкесем те ÿкернĕ. Унашкаллисене Татьяна Васильевна «Çамрăксен хаçатĕнче» наци çи-пуçĕпе тухнă çынсене пăхса ÿкернĕ. Лавккаран туяннă сумкăсене те сăрăпа илемлетнĕ. Пластмасса витресен хупăлчисем çине те ÿкернĕ, вĕсене стенаран çакнă. Урайĕнче чечексем «ешереççĕ». Вĕсене кам ÿкернине ăнкарма йывăр мар. Пĕр ÿкерчĕк йăлăхтарсан ăна часах тепри ылмаштарĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.


Маякра Яка карчăк шăпăрпа вĕçет, Тапанарта чăх «кĕтиклетет»

Чăваш ялĕнчи пĕверен Черноморпа витязьсем тухаççĕ. Пирĕн республикăра Александр Пушкинăн хайлавĕсенчи сăнарсем пурăннине пĕлнĕ-и эсир? «Курочка Ряба» вырăс халăх юмахĕнчи чăх Çĕрпÿ районĕнче «кĕтиклетет».

1. Çĕрпÿ районĕнчи Тапанар ялĕнче çăл куç уявне йĕркелеççĕ. Тĕлĕнмелле вĕт, э? Яла кĕнĕ çĕрте «Чашлама» çăл куç юхса выртать. Таппи хăватлă, шывĕ таса, унăн температури яланах 5 градус ăшă. Ку тăрăхра пурăнакансем çăл куç хăçан йĕркеленсе кайнине пĕлмеççĕ, анчах ăна «ĕмĕрхи» теççĕ. Унти шыв вăй панине ĕненеççĕ.

Темиçе çул каялла çăл куç вырăнĕ таса мар пулнă. Çакă Римма Михайловăна ĕçе пуçăнма хистенĕ. Мăшăрĕпе Анатолипе ултă ача ÿстернĕ хĕрарăм «Чашламана» çĕнĕрен чĕртме тĕллев лартнă. Малтан шыв юхакан вырăна тасатнă. Ун патне илсе пыракан çула юсанă, 8 машина тăпра, 5 машина асфальт тĕпренчĕкĕ тăкнă. Çывăхра сцена тумашкăн тепĕр 2 машина асфальт тĕпренчĕкĕ илсе килнĕ. Михайловсем ку ĕçе хăйсен укçине хывнă. Вĕсем «Чашлама» çывăхĕнчи вырăна хăтлăлатнă, юмахсене тĕпе хурса илемлетнĕ. Кил-тĕрĕшре усă курмалли хатĕр-хĕтĕртен кайăксемпе чĕр чунсен кÿлеписене хатĕрленĕ. Вĕсене Римма Ивановна касса кăларнă. Алă пăчкипе ĕçлесси уншăн нимĕн те мар. Мăшăрĕ Анатолий Николаевич вара сăрланă, вăл ÿкерме кăмăллать. «Ун чухне пĕр предприятире хуралçăра ĕçлетчĕ. Ĕçе кайиччен сăрласа хăваратчĕ, эпĕ кÿлеписене хатĕрлеттĕм. Эпир çăкапа ĕçлетпĕр. Халĕ йывăç тупаймарăмăр та çĕнĕ сăнарсене «чĕртеймен-ха», — палăртрĕ клуб заведующийĕнче тăрăшакан хĕрарăм.

Михайловсем хĕле кĕриччен кÿлепесене мотоблок çине тиесе киле илсе каяççĕ. Çуркунне каялла кăларса лартаççĕ. Унччен кÿлепесене çĕнĕрен сăрлаççĕ. Хăшне-пĕрне вара çăл куç çывăхĕнчех хĕл каçарма хăвараççĕ. Халĕ унта туй карети, урапа ларать. Чăваш хĕрĕ шыв ăсма хатĕрленет тейĕн, кĕвентерен икĕ витре çакнă. Унта Чебурашка та пур. «Чĕр чунсене — сыснана, качакана, ĕнене, кушака, лашасене — нумаях пулмасть киле илсе килтĕмĕр. «Курочка Ряба» юмахри сăнарсене, карчăкпа старике, чăхха, çуркуннеччен пуçтарса хутăмăр», — пĕлтерчĕ Римма Михайлова. Çăл куç патне килекенсем таса шывпа сăйланаççĕ çеç мар, çăтмахри евĕр вырăнпа та киленеççĕ. Инçех мар часавай вырнаçтарнă. Ăна та Михайловсем хăйсен укçипе çĕкленĕ. Римма Ивановнăпа Анатолий Николаевич çут çанталăкшăн тăрăшни куçкĕрет. Мăшăр çăл куç çывăхĕнче, яла кĕнĕ çĕрте 100 ытла йывăç лартнă. Тапанарсем çăл куç çывăхĕнчи илемлĕ вырăнта кашни çул ял уявне йĕркелеççĕ. Шÿрпе пĕçерессине йăлана кĕртнĕ вĕсем.

2. Александр Пушкин хайлавĕсене кăмăллатăр-и? Эппин, Канаш районĕнчи Маяк ялне çитсе килмеллех сирĕн. Унта пурăнакан Маловсем Абаш пĕве çывăхĕнчи вырăна вырăссен паллă сăвăçин хайлавĕсене тĕпе хурса хăтлăлатнă.

Çак ĕçе ашшĕпе ывăлĕ Владимирпа Сергей пуçарнă. Çемьен ку çырма çывăхĕнче çĕр лаптăкĕ пур, унта тыр-пул çитĕнтереççĕ. Сергейăн çырмари çĕр лаптăкне тара илес шухăш çуралнă: пĕвере пулă ĕрчетме, тыр-пула шăварма. Маловсем пысăк утар тытаççĕ, вĕллисене çак вырăна куçарнă. «Ку çырмара йывăçсем, хамăртан çÿллĕ курăк ашкăратчĕç. Утар валли лайăх вырăн пулчĕ», — аса илчĕ кил хуçи арăмĕ Роза Николаевна. Маловсем çырмара плотина тунă, кун валли ятарласа пăрăх туяннă, Владимир Петрович трактор рулĕ умне ларнă. Ывăлĕпе иккĕшĕ питĕ ĕçчен, темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ. Çырма хĕррипе юмансем тÿпенелле кармашнине шута илсе çак вырăна «Лукоморье» тенĕ. Владимир Петрович Пушкин хайлавĕсенчи сăнарсене «чĕртме» шухăшланă. Юман çинче ылтăн сăнчăр çакăнса тăрать, ăсчах-кушак вырăн тупнă унта. Вутăш хĕр те турат çинче ларать. Ăна Канашри пукане ăсти ятарласа хатĕрленĕ. Çавăнтах Яка карчăк шăпăрпа вĕçсе пынăн туйăнать. Йывăçсенчен инçех мар унăн çурчĕ ларать. Ăна ашшĕпе ывăлĕ пураланă, юмахри пекех «уралантарнă». Пÿрте кĕмелли алăкĕ те пур, ятарласа пусма вырнаçтарнă. Сергей халĕ унта чÿрече тăвасшăн. Абаш пĕви хĕррине пулăç çитсе тăнă, ылтăн пулă çаклатасшăн. Инçех мар карчăкки çурăк валашка умĕнче хуйхăрса ларать. Вĕсен кÿлеписене кÿршĕ ялти ăста çын йывăçран касса кăларнă, Сергейпе ашшĕ якатнă хыççăн лакпа сăрланă. Пĕверен 30 витязь тата вĕсен пиччĕшĕ Черномор тухаççĕ. Владимир Петрович вĕсене цинк шăвăçран касса кăларнă.

3. Шупашкарта хăш-пĕр вырăнта граффити мелĕпе ÿкернĕ пултарулăх ĕçĕсемпе паллашма май пур. Çамрăк ÿнерçĕсем темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ, ăна стена çине куçараççĕ. Икĕ çул каялла граффитистсем тĕп хулари çуртсем çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен сăнĕсене ÿкернĕччĕ.

Граффити мелĕпе капăрлатнă вырăнсене халĕ Хĕрлĕ Чутай салинче те курма май пур. Ÿкерчĕксен авторĕ — çамрăк ÿнерçĕ Станислав Неупокоев. Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренекенскер, тепĕр çул диплом хÿтĕлеме хатĕрленекенскер çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, ытларах тĕп хулара пурăннă. Каччă ачаранпах ÿкерме кăмăллать. Студентсен ретне тăрсан хăйне Раççей шайĕнчи конкурссенче тĕрĕслеме пуçланă. Тăватă çул каялла вăл паллă вырăс художникĕн Иван Крамскойăн тăван хулинче Воронежра иртнĕ пленэрта Чăвашри пĕр ÿнерçĕпе республика чысне хÿтĕленĕ. Хусанта йĕркеленĕ конкурсра илемлĕ композицишĕн грант çĕнсе илнĕ. Çамрăкскер граффитипе те кăсăкланать. Ку çул уншăн питĕ тухăçлă иртнĕ. Вăл хăй çуралса ÿснĕ салара кивĕ стенасене илемлетнĕ. Ытларах çут çанталăка, чĕр чунсене сăнлать вăл. Унăн хăш-пĕр ĕçĕпе Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта паллашма май пур. Стенасене илемлетес тесе вăл хăйĕн укçине тăкакланă: ятарлă сăрăсем туяннă. «Кун пекки час-часах пулать. Капла хам мĕн ÿкерес тенине ÿкерме пултаратăп. Ку ĕç мар, хăйне евĕр терапи», — пытармарĕ яш. Ÿкерчĕк мĕнле пуласси, миçе çул упранасси стенаран нумай килет. Граффитистсем ăна малтан тусанран тасатаççĕ, штукатурка тăваççĕ. Каччăн хăш-пĕр ĕçне 6 çул каяллах ÿкернĕ. «Вĕсем халĕ те çĕнĕ пек курăнаççĕ», — палăртрĕ çамрăк ÿнерçĕ.

4. Пирĕн республикăра хăйне евĕр зоопарк пуррине пĕлнĕ-и эсир? Унта чĕр чунсем утса çÿремеççĕ, сасă кăлармаççĕ, анчах чĕрĕ пекех курăнаççĕ. Вĕсене Красноармейскинчи «Виçĕ хĕвел» этнопаркра курма пулать. Светланăпа Валерий Мефодьевсем пирки чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Вĕсем кедр ÿстереççĕ, ятарлă проект та шухăшласа кăларнă. Çемье тăрăшнипе кедр ращи ÿсме пуçланă. Мăшăр хăйсем пурăнакан тăрăхра кăна мар, пĕтĕм республикипех çак йывăçа çитĕнтерме ĕмĕтленет. «Виçĕ хĕвел» этнопарк Красноармейски салине кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Кунта ĕлĕк ярмăрккă иртнĕ. Ячĕ хăйне евĕр, çапла-и? Ăна йăх-несĕлсен авалхи халапĕнчен илнĕ. Этнопаркра пирĕн тăрăхра çук чĕр чунсем — зебра, жираф, арăслан — вырăн тупнă. Павлин хÿрине сарма хатĕрленет. Пăлан, пăши, лаша, упа мăнаçлăн курăнаççĕ. Вĕсене Валерий Мефодьев йывăçран касса кăларнă, сăрланă.

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.