Комментировать

16 Окт, 2020

«Хыпар» 117-118 (27700-27701) № 16.10.2020

Налук тиевĕ çăмăлланĕ

Кун йĕркинчи ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕскер те – Инвестицисемпе тата предпринимательлĕхпе çыхăннă хастарлăха аталантарас, предпринимательсен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ку хутĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта районсемпе хуласен ертӳлĕхĕ, бизнес-пĕрлĕх представителĕсен пысăк йышĕ пухăнчĕ.

Малтанах Раççейри субъектсен инвестици климачĕн наци рейтингне тишкерчĕç. 2019 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен унта 38-мĕш вырăн йышăннă. Экономика атала¬нăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов регионсен инвестици илĕртӳлĕхĕн çак хаклавĕн критерийĕсемпе паллаштарнă май республика рейтингра аяла анса ларнин сăлтавĕсем çинчен каларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, регионти ĕçлĕ климата лайăхлатмашкăн строительство валли, сетьсемпе çыхăнмалли ирĕк памалли процедурăсене ансатлатмалла, çĕр лаптăкĕсене кадастр енĕпе шута илессин вăхăтне кĕскетмелле. Çавăн пекех предпринимательсем тĕрлĕ надзор органĕсен тĕрĕслевĕсем йышлипе кăмăлсăр. Министр иккĕленмест: патшалăх енчен бизнеса «пусарас» сĕмлĕ мерăсене чакармалла, йĕркелӳ-чару мерисем сахалланмалла. Çав вăхăтрах предпринимательлĕхе инфратытăма аталантарса пулăшас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Тĕп ыйту вара — пĕчĕк тата вăтам бизнеса налуксем енĕпе çăмăллăхсем парасси. Вĕсемпе финанс тата экономика аталанăвĕн министрĕсем Михаил Ноздряковпа Дмитрий Краснов паллаштарчĕç. «Регионсене уйрăм предпринимательсем валли налук каникулне тăсма ирĕк панă — эпир çак майпа усă курма, налук каникулне 2024 çулччен тăсма сĕнетпĕр», — терĕ Михаил Геннадьевич.

Сăмах тирпейлекен производствăсене, наука-тĕпчев енĕпе ĕçлекенсене, социаллă предпринимательлĕхе тĕревлесси, предпринимательсемшĕн налук кани-кулне тăсасси, ытти çăмăллăх пирки пырать. Çак тӳрлетӳсен списокĕнче бизнес представителĕсем хăйсем сĕннисем те пур. Е тата — аслă вĕренӳ заведенийĕсен ректорĕсен пуçарăвĕ. Вĕсем студентсен общежитийĕсем тĕлĕшпе çăмăллăхлă налук режимĕпе усă курма ыйтнă. Ку сĕнĕве те ырларĕç.

Николай КОНОВАЛОВ.


Уйрăм çуртра пурăнас килет-и?

Хулара пурăнакансен хушшинче хăтлă çурт е дача пирки ĕмĕтленменнисем сахаллăн. Кану кунĕсенче камăн пĕр вĕçĕм хваттерте ларас килтĕр? Яланхи шав, тусан, кулленхи хыпалану, таса мар сывлăш ывăнтарса çитереççĕ. Çуллахи вăхăтра çынсем хула айккинче е ялта канма уйрăмах кăмăллаççĕ. Хăвăн çурт, сад-пахча пуррине нимĕн те çитмест пулĕ. Ĕçлетĕн те, канатăн та. Уçă сывлăш сывлăхшăн аван.

Тăпăл-тăпăл дача-и — тархасшăн

«Аист 21» компани республикăн кирек хăш кĕтесĕнче тата тулашĕнче те çурт çĕклесе пама хатĕр. Пĕчĕк те тăпăл-тăпăл дача, мунча е 120-150 тăваткал метрлă вăтам е 200 ытларах тăваткал метрлă çурт кирлĕ-и — нихăш саккаса та хирĕçлемеççĕ. Клиент ыйтнă çурта пĕр уйăхрах хăпартса параççĕ, шалти юсав ĕçĕсене те хăйсемех тăваççĕ. Кĕр те тӳрех пурăнма тытăн.
Чăваш Енри «Аист 21» строительство компанийĕ Мускав облаçĕнчи Иваново хулинчи «Аист» строительство компанийĕн официаллă представителĕ шутланать. «Аист 21» вунă çул ĕнтĕ пирĕн республикăра, Атăл тăрăхĕнчи регионсенче тата Чĕмпĕр облаçĕнче каркас, брус çуртсемпе коттеджсем хăпартас тата вĕсене шал енчен юсаса хăтлăлатас енĕпе ĕçлет. Строительство компанийĕн управляющийĕ — Ирина Зубкова предприниматель.
Кирек мĕнле саккаса йышăнаççĕ
Каркас çуртсем çĕклесси юлашки вăхăтра анлă сарăлчĕ. Пӳртсене кăна мар, нумай хутлă çуртсене те çав технологипех хăпартаççĕ. Пĕр енчен, ансат та хăвăрт пулать, тепĕр енчен — йӳнĕ. Вĕсене уйрăмах ăшă лайăх тытнăран тата çирĕплĕхĕшĕн пысăк хак параççĕ. Çуллахи вăхăтра çуртсенче пăчă мар, стенасене йывăç материалтан хăпартнăран лайăх «сывлаççĕ».
Строительство компанийĕн уйрăмĕ тата рабочи бригадисем саккас параканпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ. Пулас çурт хуçин ыйтăвĕсене вăхăта тăсса ямасăр, çийĕнчех, ăна мĕнле кирлĕ çавăн пек тивĕçтереççĕ. Компани тĕллевĕ: строительство ĕçĕ-хĕлне май пур таран йăлтах хăйĕн çине илсе çурта хăвăрт та пахалăхлă тата пурне те килĕшмелле туса парасси. Пӳрт тума саккас параканăн темиçепе мар, пĕр подрядчикпа кăна ĕçлеме тивет. Çавна май вăхăт та, укçа-тенкĕ те перекетленет.
Елена АТАМАНОВА.


Виктор СЕМЕНОВ:

Хыçра кам пулнине пăхмастăп – малта пыракана хăваласа çитмелле

Виктор Семеновăн Олимп вăййисенче икĕ хут «экзамен» тытма тӳр килнĕ: пĕринче хăй старта тухнă, тепринче унăн вĕренекенĕ çĕршыв чысне хӳтĕленĕ. Вăл атлет пек те, тренер пек те палăрнă. Çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулин те ăмăртусене хутшăнать, çамрăксене спорт ăсталăхне алла илме пулăшать. Вăл пиччĕшĕсен — РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕсен Василипе Геннадий Семеновсен — ĕçне тăсать.

— Виктор Семенович, эсир пиччĕрсен çулĕпе кайнă, вĕсем пурнăçра сире вĕрентсе те пулăшса пынă. Эсир спортра хăçан пĕрремĕш утăмсем тума пуçланă?

— Пичче Василий мана 7-мĕш класс хыççăн çуллахи каникул вăхăтĕнче Шупашкара илсе каятчĕ. Хулара вăл физкультура, математика вĕрентетчĕ, тренерта ĕçлетчĕ. Хăвăрт утакансен ушкăнне йĕркеленĕччĕ. Кашни каникула унта ирттереттĕм. Вăл мана спорт мелĕпе утма вĕрентетчĕ. Малтанхи тапхăрта тренировкăсенче йывăрччĕ, ыттисемпе пĕрле утаймастăм, ĕлкĕрсе пырас тесе чупаттăм. 1964 çулта телевизорпа Олимпиада çинчен ӳкернĕ передачăна пăхрăм. «Манăн та унта лекесчĕ», — персе ятăм эпĕ. «Лайăх шухăш», — терĕ пичче. Каникул вĕçленсен яла атте-анне патне таврăнаттăм, вăл ман валли тренировкăсен планне парса яратчĕ. Анчах эпĕ пĕр-икĕ эрнеренех хатĕрленме пăрахаттăм, никам та тĕрĕслесе тăмастчĕ. Тепĕр пичче Геннадий энергетика техникумĕнче вĕренетчĕ, унпа та пĕрмай тренировкăна тухнă. «Энергия» стадионта хатĕрленеттĕмĕр. Пединститута вĕренме килсен пичче патĕнче пурăнтăм, вăл мана куçран вĕçертмерĕ. Диплом илсен тăван ялти шкула ĕçлеме ячĕç. Унта физика, астрономи вĕрентрĕм. Спорт мастерĕ пулнă май физкультура урокĕсем те ирттереттĕм. Анчах ялта тренировка тума йывăрччĕ. Çулталăкран çара илчĕç. Пенза облаçĕнче ракета çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçларăм. Унта та спорта пăрахмарăм. Округри ăмăртусене хутшăнса мала тухрăм.

— Апла пулсан эсир Олимпиада пирки телекăларăм куриччен пурнăçăра спортпа çыхăнтарма шухăшламан.

— Пысăк спорт çинчен ĕмĕтленмен. Ытти ача-пăча пекех шухă пулнă, лара-тăра пĕлмен. Медтĕрĕслев вăхăтĕнче чĕре чирĕ пуррине тупса палăртрĕç. Мана физкультура урокĕсене çӳреме чарчĕç, ăмăртусене илсе кайма пăрахрĕç. Тен, çавăнпах аттеста¬тра физкультурăпа «4» паллă ларать. Василий Семенович тухтăрсен сĕнĕвне пăхмасăрах мана спорта явăçтарма тытăнчĕ. Хамăн та айккинче пăхса тăрас килместчĕ. Чире уямасăрах йĕлтĕрпе чупаттăм.

— Эсир Олимпиадăна хутшăннă. Ăна епле кăмăлпа аса илетĕр?

— Эпĕ унта лекмесен те пултарнă. СССР чемпионатĕнче çĕнтернĕ пулин те ун чухне çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп йышне кĕртменччĕ, çавăнпа мана унта илсе каясшăн марччĕ, мĕншĕн тесен тĕнчери тĕп ăмăртăва ыттисем хатĕрленнĕ. Чемпионатра ял ачи мала тухасса никам та кĕтмен паллах. Тренерсем те мана хурланă, «вăл япăх утать, ăна дисквалификацилеме пултараççĕ» тенĕ. Эпĕ киле хурланса таврăнтăм, тренировкăсене те çӳреме пăрахрăм. Василий Семенович кунашкал ĕç-пуçпа çырлахма пултарайман. Вăл Мускава çитнĕ, ертӳçĕсене ман пирки каласа ĕнентерме пултарнă. Çавăн хыççăн мана олимпçăсен командине кĕртрĕç. Паллах, эпĕ савăнтăм, тӳрех хатĕрленме пуçларăм. Олимпиадăччен эпир СССРпа Франци хушшинчи матча хутшăнтăмăр, унтан Канадăра сборта пултăмăр. Тренировка вăхăтĕнче Владимир Голубничипе /Совет Союзĕнчи паллă атлет, Олимп вăййисен чемпионĕ. — Авт./ пĕрле шалкăм çумăр айне лекнĕччĕ. Çавăн хыççăн вăл чирлесе ӳкрĕ, çапах çиччĕмĕш çитрĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.


Виктор БРИТВИН:

Художник чунне нихăçан та ăнланмĕç

Кирек мĕн те, анчах картина ӳкересси Виктор Бритвина нихăш енчен те илĕртмен. Литература, истори, астрономи, юрă-кĕвĕ, сăвă-калав çырасси... кăсăклантарнă. Професси суйлама вăхăт çитсен çамрăкăн ӳкересси нимрен лайăх пулни палăрнă. Хальхи вăхăтра Виктор Бритвин — çĕршыври чи паллă иллюстраторсенчен пĕри. Художникăн ятне чăваш, вырăс тата ют çĕршыв çыравçисен кĕнекисенче асăрхама май пур. Кристиан Андерсен, Шарль Перро, Оскар Уайльд, Виктор Гюго хайлавĕсене, «Пĕр пин те пĕр каç» юмаха тата ытти вун-вун произведени кĕнекисене ӳкерчĕкпе пуянлатнă ăстапа тĕплĕнрех паллашар-ха.

— Виктор Глебович, иллюстрациленĕ пĕрремĕш кĕнекĕре астăватăрах ĕнтĕ.

— Эпĕ çав ĕçе Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Мурашковский çыравçă пулăшнипе пуçăнтăм. Вăл ун чухне издательствăра вăй хуратчĕ. Иллюстратор карьерине И.Ф.Кузнецовăн «Привет вашей бабушке!» шӳтлĕ калавсен пуххине ӳкерчĕксемпе илемлетнинчен пуçларăм. Пĕчĕк калăпăшлă кĕнекеччĕ вăл, 1978 çулта пичетленчĕ. Ун валли пысăках мар хура-шурă тĕслĕ мыскараллă ӳкерчĕксем, йĕплекен-тăрăхлакан характерлă сăнарсем кирлĕччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ Ленинградри И.Е.Репин ячĕллĕ институтăн пĕрремĕш курс студенчĕччĕ. Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ тапхăрта та, хĕсметре те шарж тавраш сахал мар ӳкернĕрен кĕнекене иллюстрацилесси йывăрлăх кăларса тăратмарĕ. Ун чухне хушаматăм кĕнеке хуплашки çинче пуçласа пичетленчĕ.

— «Искусство — тĕнчери кăткăс та тĕплĕ пурнăçламалли пĕртен-пĕр ĕç, анчах художник — тĕнчери йăлтах çăмăллăн йышăнакан пĕртен-пĕр çын», — тенĕ акăлчан çыравçи Оскар Уайльд. Ӳнерçĕ пулнă май ку сăмахсемпе килĕшетĕр-и?

— Оскар Уайльд çивĕч ăс-тăнĕпе, хăйне евĕр шухăшлавĕпе палăрнă. Художникăн пурнăçĕ тата искусство пĕр-пĕринчен уйрăммăн пулаймаççĕ, вĕсем тачă çыхăннă. Ӳнер — пенсие тухсан сыв пуллашмалли ĕç мар. Каларăшăн пĕрремĕш пайĕ шăп çакăн пирки! Унсăр пуçне искусствăн витĕмĕ этемшĕн те, обществăшăн та капашсăр пысăк. Вăл обществăри идеалсене, тĕллевсене, аталану çулне палăртать. Тĕслĕхрен, Совет Союзĕнчи социализмла реализм искусствин витĕмĕпе çĕнĕ идеалсемпе культурăна тĕпе хуракан нацизма тĕп тума пултарнă ăру пурнăçа килнĕ. Искусство яланах пире ырă тĕслĕхсем тупса парать, хурипе шуррине палăртать. Çак тĕслĕхе пăчлантарма çук, мĕншĕн тесен вăл çыннăн ăс-тăнне мар, чун-чĕрине кĕрсе вырнаçать. Художник пирки калас пулсан... ăна ыттисем нихăçан та ăнланмĕç. Тепĕр тесен, ăс-тăна ытлашшипех ĕçлеттерни пултарулăха сиен кӳме пултарни пирки калаççĕ. Чăн-чăн произведени чи малтан çыннăн чунне тивмелле. Александр Пушкин калашле: «Поэзи, Тур каçартăр та, кăшт айванрах пулмалла». Пултарулăх вăйă евĕр: материалпа, сăнарсемпе, туйăмсемпе вылятăн. Искусствăра малта — кăмăл-туйăм, ун хыççăн кăна ăс-тăн тăрать.

— Пултарулăха кăтартасси е картина ӳкересси пĕлтерĕшлĕрех?

— Пултарулăх — Турă пани, картина — художникăн ĕçĕ. Ăста ӳнерçĕн произведенийĕнче пултарулăхне ятарласа палăртма кирлех мар, вăл хăех курăнать.
Нина ЦАРЫГИНА.


«450 гектар кĕрхи тулă акса хăвартăмăр»

«Хамăр çĕршывра туса илекен культурăсене ытларах ӳстерме тăрăшмалла. Мĕн тума кирлĕ пире аякран илсе килни?» — тейĕ хăшĕ- пĕри. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть-çке. Ясмăк, пăри, вир, кантăр тата ыраш çитĕнтернипе кăна çырлахасшăн мар паянхи ăру. Тĕрĕс, пĕр вырăнта тăмалла мар, аталанса пымалла. Хăшĕ ăнса пулать, хăшĕ лайăхрах тупăш кӳрет – йăлтах тĕрĕслесе пăхмалла. Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă тăрăхĕнчи «Победа» хуçалăхăн ертӳçи Владимир Абсалямов хăй тĕрĕс çулпа пырать тесе шухăшлать.

«Кăçал кахалсен çанталăкĕ тăрать, темĕнле ĕç тума та май парать», — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире Владимир Ильич. Пӳлĕмре питех ларса-тăракан йышшисенчен мар та вăл — тӳрех йĕтем çине чĕнчĕ. Унта арçынсем хĕвел çаврăнăш аллатчĕç. Çу уйăрмалли ятарлă сортсене акаççĕ кунта. Ертӳçĕ палăртнă тăрăх, ĕçĕ икĕ-виçĕ кунлăха кăна юлнă. Унтан эпир куккурус уйне çитсе килтĕмĕр. Уй-хир патши çимĕçĕпе мухтаннă евĕр саркаланса ларать. Çанталăк кăçал типĕ тăнине пăхмасăр аванах çӳллĕ çитĕннĕ вăл. Куккурус пуçĕсем саралнă. «Куккуруса кăçал пĕрремĕш хут акрăмăр. 20 гектар йышăнать вăл. Тухăçĕ епле пулĕ — калама пултараймастăп. Вăрлăхне Чĕмпĕрти сăнав институтĕнчен туянтăмăр. Куккуруса юпа уйăхĕн вĕçĕнче вырса илĕпĕр», — калаçăва сыпăнтарчĕ ертӳçĕ.

Владимир Абсалямов каланă тăрăх, «Победа» тулли мар яваплă обществăна икĕ çул каялла йĕркеленĕ. Çак ĕçе вĕсем юлташĕпе Виктор Алексеевпа пĕрле пуçарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илеççĕ. Асăннă хуçалăхăн 1195 гектар çĕр. «450 гектар кĕрхи тулă акса хăвартăмăр. Тепĕр çул валли 250 гектар хĕвел çаврăнăш, 200 гектар соя, урпа, ытти тĕш тырă акма çĕр хатĕрлерĕмĕр. Паян-ыран сухаласа пĕтерĕпĕр. 40 гектар кăна юлнă. Хĕвел çаврăнăшне вырса илнĕ. Ăна Хусана çу тăвакан завода ăсататпăр. Ку заводпа кашни çулах ĕçлетпĕр. Çанталăк шăрăх тăнăран хĕвел çаврăнăшĕн тухăçĕ кăçал кăшт пĕчĕкрех пулчĕ. Гектартан 15 центнер кăна тухрĕ. Килограмне 28 тенкĕпе вырнаçтаратпăр. Соя гектартан 13 центнер тухрĕ. Унăн хакĕ: 28-29 тенкĕ. Ăна Чĕмпĕре ăсататпăр. Эпир малтанхи çулсенче те хĕвел çаврăнăш ӳстернĕ. Тупăшлă культура вăл. Пĕрчĕллĕ культурăсем гектартан 28-29 центнер тухрĕç. Ку кăтартăва начар тесе шухăшламастпăр», — палăртрĕ Владимир Ильич.

Владимир Абсалямов /сăмах май, унăн хушамачĕ тĕне кĕмен чăвашсенчен юлнă/ Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Малтан вырăнти, каярахпа Шăмăршăри шкулсенче вĕреннĕ. Унтан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ашшĕ колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра тăван яла таврăннă, «Победа» колхозра снабженецра ĕçлеме тытăннă. Пурăна киле «Карлинская» агрофирмăна ертсе пынă. Владимир Ильич аслашшĕн килĕ вырăнĕнче çурт лартса уйрăлса тухнă.
«Победа» хуçалăхра паян тăватă çын ĕçлет. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче ялти хĕрарăмсене, аслă классенче вĕренекен ачасене ĕçлеттереççĕ. Владимир Архипов, Виктор Султанаев, Александр Архипов паян хирти çĕре сухалаççĕ. «Хĕллехи вăхăтра çурт-йĕрте юсав ĕçĕсем тума тытăнатпăр.
Роза ВЛАСОВА.


«Мирона манран туртса ан ил»

Çапла каласа Турра йăлăннă Наталия ывăлĕ çуралсан

Чĕри айĕнче пепке аталаннине пĕлсен Наталия Емельянова утса мар, вĕçсе çӳреме тытăннă тейĕн. Шупашкарта пурăнакан 42 çулти хĕрарăм аслă ывăлне ура çине тăратнă, амăшĕ пулма тепĕр хут ĕмĕтленнĕ. Хваттер ача сассипе ту-ласса чăтăмсăррăн кĕтекенскер тухтăрсем мĕн каланине сăмахсăрах пурнăçланă, анализсем те, УЗИ те япăххине систермен.

Чир-чĕр ячĕсене каласа пĕтереймĕн

Хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи çӳллĕ çуртра пурăнаканскер лифт ĕçлеменнипе кăна нушаланнă. Кунсерен ӳссе пыракан хырăмпа 12-мĕш хута хăпар-ха. Ача кĕтекен 42 çулти хĕрарăмăн кăна мар, вăй питти арçыннăн та сывлăшĕ пӳлĕнĕ. Кĕтмен çĕртен шăнса пăсăлни те витĕм кӳнĕ-ши: варти пепке 27 эрнене çитсен Наталийăн шыв кайнă. «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна илсе çитернĕскере тухтăрсем савăнтарман: пепкен пурнăçĕ хăрушлăхра.

— Консилиум хыççăн ман пата тухтăр килчĕ. Лару-тăрăва сăнласа панă май йышăну тума хушрĕ: 7 уйăха та çитмен пепкене сыхласа хăваратăп-и е çук-и? Ывăлăмăн пурнăçĕ пĕр манран килчĕ. Операцие çавăтса каякан медсестра эпĕ хама лăпкă тытнинчен тĕлĕнчĕ. Эпĕ вара больницăна лекнĕренпех ача чĕрĕ çуралтăр тесе ăшра кĕлтурăм. Мирон — Турăран ыйтса илнĕ ача, — 48-ти хĕрарăмăн сасси чĕтренсе тухрĕ.
Çут тĕнчене тин çеç килнĕ пепке 1477 грамм тайнă. Ăна тӳрех реанимацие илсе кайнă. Кювезри тĕрлĕ приборпа çыхăнтарнă, кислород трубкипе сывлакан ывăлне курсан хĕрарăм куççульне чарайман.

— Ывăлăн сывлăхĕ начаррине пĕлеттĕм, анчах кун пекех пуласса кĕтмен. Хама улттăмĕш кунхинех кăларчĕç, ывăлăм икĕ уйăха яхăн реанимацире выртрĕ. Кунсерен Турра кĕлтурăм, чиркĕве çӳрерĕм. «Мирона манран туртса ан ил», — тесе йăлăнса ыйтрăм. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнăçемĕн çĕнĕрен те çĕнĕ чирсем палăрма пуçларĕç. Ачан пуç мими сиенленнĕ, чир-чĕр ячĕсене каласа та пĕтереймĕн: ДЦП, эпилепси, аталану енчен тантăшĕсенчен самай кая юлса пырать тата ытти те, — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм.

Тĕнче ырă çынсăр мар

— Мирон çуралнăранпа пурнăç çулĕпе пĕччен утатăп. Тĕрев паракан çумра çукран хамăн вăйланма лекрĕ. Пĕлетĕп: манăн вĕçне çитиех вăйлă пулмалла. Турă панă тĕрĕслевĕн пĕр утăмне кăна утса тухрăм-ха, пĕтĕмпех малта, — фи-лософла калаçрĕ Наталия. Унăн сăмахĕсенче шăпипе килĕшни курăнать. Анчах вăл алă усмасть: хăйĕн пек амăшĕсемпе хутшăнать, ывăлне аталантармалли, сиплемелли мелсем шырать.

Мирон — выртакан ача. Вăл амăшĕсĕр пуçне никама та йышăнмасть. Наталия пĕтĕм вăхăтне ывăлĕпе ирттерет: кашăкран çитерет, çăвать, тасатать, алли-урине, кĕлеткине хускатать, ӳчĕ ан шăттăр тесе енчен енне çавăрать. Никамран та пулăшу ыйтман вăл, йывăр-и, çăмăл-и — пĕчченех тапаçланнă. Ывăлĕ кун йĕркине пăхăнманнине пула унăн хăш чухне 2-3 сехет çывăрса илнипех çырлахма тивет. Миронăн кашни хусканăвне сисекенскер кăшт сас пулсанах куçне уçать. 6 çулти арçын ачана лăплантараканни — амăшĕн сасси тата юрă- кĕвĕ. Мирон классикăна, çут çанталăк сассине тата «Синий трактор» мультфильма уйрăмах кăмăллать. Уçăлма тухсан та амăшĕ ăна мультфильмри юрра ярса парать. Савăннине арçын ача хăйĕн чĕлхипе калаçса, кăшкăрса пĕлтерет. Амăшĕпе те çаплах «пуплет».

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.