Комментировать

15 Окт, 2020

Ача прависене Алевтина Федорова хÿтĕлĕ

ЧР Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ 44-мĕш сессийĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйне çирĕплетрĕç: вăл — Алевтина Федорова.

Авăн уйăхĕнче иртнĕ сессире депутатсем ЧР Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ ЧР вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алевтина Федорова пултăр тесе сасăланине эпир пĕлтернĕччĕ. Аса илтеретпĕр: унăн кандидатурине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «врио» пулнă чухне сĕннĕ. Алевтина Федоровăн кандидатурине РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй та ырланă. Паянхи сессире депутатсем Алевтина Николаевнăна Ачасен омбудсменне çирĕплетрĕç. Уполномоченнăй ачасен саккунлă прависемпе интересĕсене хӳтĕлеме тупа турĕ. Депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ, пĕрле çыхăнса тухăçлă ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ. Ăна удостоверени пачĕç.

Çакна палăртса хăвармалла: Алевтина Федорова 2017-2019 çулсенче ЧР вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ пулнă, 2019 çултанпа — пĕрремĕш заместитель. Çул çитменнисен опекипе тата попечительлĕхĕпе çыхăннă ĕç-хĕле йĕркелес, ачасен прависене хӳтĕлес, тăлăхсене пулăшас енĕпе нумай ĕçленĕ. Ача усрава илес текен граждансене хатĕрлес ĕç мĕнле пынине тĕрĕсленĕ, тăлăхсене опекăна илнĕ çемьесене пулăшакан республикăри службăна аталантарас енĕпе тăрăшнă. «Вĕрентӳ» наци проекчĕн «Ачаллă çемьесене пулăшасси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ «Ашшĕ-амăшĕ 3.0», «Уçă ача сачĕ — уçă ашшĕ-амăшĕ — телейлĕ ачасем!», «7Я» проектсене пурнăçлама хутшăннă. 2017 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 2020 çулхи çĕртме уйăхĕччен Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ те пулнă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: