Йăлтах пуçарулăхран килет
Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР Правительствин АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнче лару-тăру улшăннине хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комисси тата ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем РФ Президенчĕ Владимир Путин 2014 çулхи çурлан 6-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен» Указне, РФ Правительствин 2014 çулхи çурлан 7-мĕшĕнчи йышăнăвне пурнăçлама ЧР территорийĕнче палăртакан мерăсем çинчен калаçрĕç.
РФ Президенчĕ В.В.Путин Указĕпе килĕшÿллĕн Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕ, апат-çимĕç, ытти хăш-пĕр тавар - пурĕ 40 тĕрлĕ - кÿрсе килессине çулталăклăха чарса лартнă.
- Продукци туса илекенсен, ăна тирпейлекенсен тата сутакансен çавна май яваплăха туйса тăмалла. Санкцисем пурне те пырса тивеççĕ. Хамăр туса илекен çимĕçе кунтах вырнаçтармалла. Вăл экологи енчен таса, шанчăклă. Тавар туса илекене те, потребителе те хÿтĕлемелле. Продукцие саккунсăр хаклатма, спекуляци тума никамăн та ирĕк çук. Ас тăватăр пулĕ, пĕр вăхăт хура тул кĕрпин килограмне çĕр тенкĕ майлах хаклатса янăччĕ. Малашне апла пулмĕ. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен пушă тăракан управсене арендăна илмелле. Пухса кĕртнĕ çимĕçе вĕсене тултармалла. Республикăра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумалла, - терĕ Михаил Васильевич ларăва уçнă май. Республика малашне епле аталанасси, халăхăн пурнăçĕ хăш шайра пуласси йăлтах хамăрăн пуçарулăхран килнине палăртрĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăра апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ туса хума майсем пурри çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăкра кашни çынна медицина çирĕплетнĕ виçерен ытларах çимĕç туса илетпĕр. Çĕр улми 3 хута яхăн нумайрах та. Сĕт те хамăра çителĕклĕ. Аш-какай кăштах йывăртарах. Уйрăмах - ĕне ашĕ, вăл нормăпа палăртнине чылай çитмест.
Чăх-чĕп хăвăрт çитĕнет. «Юрма» агрохолдингра, «Акашевская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче производство хăватне ÿстерме майсем пур. Сысна ашĕ туса илессипе Шупашкар районĕнчи «Прогресс» АХО аван ĕçлет. Кăçал производствăна 2,5 пин тонна какай туса илмелĕх сарнă. Малашне вăл 11 пин тонна паха аш туса илме тытăнĕ.
- 2015 çул тĕлне ку енĕпе çитменлĕх пулмалла мар, ыйту татăлмалла, - калаçăва хутшăнчĕ Михаил Игнатьев.
Сергей Владимирович текех 41 çĕр-шывран апат-çимĕç туянмалла маррине пĕлтерчĕ. Хамăр патăмăртах ял хуçалăхне тĕллевлĕн аталантарма май пур. СССР чухне Шупашкарти аш-какай комбиначĕ республикăра чи вăйлисенчен пĕри пулнă. Халĕ Вăрнарти тулли хăватпа /100% ытлашшипех/ ĕçлет. Ларура Шупашкартине тепĕр хут ĕçе кĕртес шухăш пуррине палăртрĕç.
Управ тăвакансене патшалăх 30% субсиди парса пулăшать. Çĕр улмине ана çинчен сутма чарăнмалла. Ăна управсене тултармалла. Ытлашшине çуркунне пысăкрах хакпа вырнаçтарма май килĕ.
Суту-илÿре виççĕмĕш çын - килĕштерекен, çураçтаракан - пулмалла маррине те палăртрĕç. Вĕсене пулах ял çынни юлашки вăхăтра сĕтĕн кашни литрне 10-11 тенкĕпе те сутать. Республика Пуçлăхĕ урăхларах майсем шырамаллине, ярмăрккасем, суту-илÿ вырăнĕсем ытларах йĕркелемеллине асăнчĕ.
«Сĕт калăпăшĕ чаксан тирпейлекенсен те ĕçĕ сахалланать, çакă шалăва та витĕм кÿрет. Мĕншĕн çакна ăнланасшăн мар-ха вĕсем? Темиçе çул каялла çеç-ха кивĕ автомашинăсемпе çÿретчĕç. Халĕ - чаплисемпе», - терĕ вăл.
Калаçу пăсăлнă çимĕçе чееленсе вырнаçтарни пирки те пычĕ. Чăх ашне пĕр вăхăт Белгородран кÿрсе килнĕ. Кунта миçе талăк килет вăл, сентре çине хăçан тухать - вăхăчĕ, паллах, самаях иртет. Апла пулин те кăштах йÿнетеççĕ те пите хĕретмесĕрех сутаççĕ. «Ой, йÿнĕ-ха ку», - тесе пенсионерсем савăнсах туянаççĕ.
- Унашкал тĕслĕхпе эпĕ те тĕл пултăм, - терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов. - Арăм чăх какайĕ туяннă. Тирпейленĕ кунĕ вара - ыранхи. Мĕнле ăнланмалла? Срокне çĕнĕрен палăртнă та - вăхăчĕ çитмесĕрех сутма тытăннă. Манса кайнă ĕнтĕ ун çинчен. Халăха куç умĕнчех улталаççĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова апат-çимĕç хакĕсен инфляцийĕ епле йĕркеленнипе паллаштарчĕ, цифра нумай илсе кăтартрĕ. Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чылай çимĕçĕн хакĕ хăпарнă. Çурла-авăн уйăхĕсенче, сезон вăхăтĕнче, пахча çимĕç хакĕ чакать. Çавăнпа та çителĕклĕ туянса хĕл каçмалăх саппас хатĕрлемеллех. Хак епле йĕркеленесси продукци калăпăшĕнчен килет. Вăл ытлă-çитлĕ пулсан, паллах, йÿнелет. Ăна сутасси пахалăхĕнчен, тасалăхĕнчен, тавара епле чĕркенинчен нумай килет.
Михаил Игнатьев юлашки вăхăтра районсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ, лавккасене кĕрсе курчĕ. Шел те, хамăрăн тавар сентре çинче питĕ сахал. Ютран килекенни илемлĕрех-мĕн. Сутуçăсемшĕн пĕрех - хăвăртрах вырнаçтарса пултăр та кĕсьене укçа ытларах кĕтĕр. Чăваш продукцине сутассишĕн хыпăнсах çунни курăнмасть.
Тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан сутуçăсем пытанма ăста иккен. Е ăçта та пулин кайнă е чирлесе ĕçе тухман. «Вăрнарта тăпăрча ăçтан кÿрсе килнине никам та ăнлантараймарĕ. Вулама май çук вĕтĕ çырнă, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Урамра автомашина çинчен сутăнакан кашни таварăн сертификат пулмалла».
Унтан алкоголь продукцийĕ пирки аса илчĕ. Чăваш эрехĕ кăçал сахал сутăннипе кăмăлсăр пулнине палăртрĕ. «Акцизсен калăпăшĕ чакнипе 300 млн тенкĕ çухатрăмăр, - терĕ. - Унпа икĕ лайăх ача сачĕ тума пулатчĕ».
Владимир Путин Указне сÿтсе явма чылайăн хутшăнчĕç. Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе паллашар-ха.
Вадим Николаев, «Чăваш бройлерĕ», АУО директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
- Владимир Владимирович шухăшĕпе тĕпренех килĕшетĕп. Эпир хамăра тăрантарма пултаратпăр, производствăна ÿстерме майсем пур. Шел те, Перекет банкĕ пире ăнланасшăн мар. Кредит илейместпĕр.
Тухăçлă ĕçлес, продукцие йÿнетес тĕллевпе тĕрлĕ меслет шыратпăр. Хамăр патăмăртах тырă туса илетпĕр. Кăтартусем кăçал та япăх мар.
Евгения Беликова, «Ольдеевская» агрофирма» АХО директорсен канашĕн председателĕ:
- Питĕ тĕрĕс шухăш. Ял хуçалăха аталантарассишĕн çине тăмаллах пирĕн. Паллах, çакă йăлтах хамăртан, пуçаруллă та тăрăшуллă ĕçрен килет. Ку чухнехи технологисене пурнăçа кĕрт, аталан. Çулталăкра кашни ĕнерен 8 пин литртан кая мар сĕт суса илмелле, гектартан 40-45 центнертан кая мар тĕш тырă туса илмелле. Шел, ăста специалистсем çук. Пире те çитмеççĕ вĕсем. Вăранма вăхăт. Ĕçе тытăнакан çамрăксене пулăшмалла. Чылайăшĕ диплом илсен хăйĕн тивĕçне, ял хуçалăхне çĕклессишĕн тăрăшмалли çинчен темшĕн манать.
Петр Ивантаев, АПК ветеранĕ:
- Шел те, сад ăстисен юлташлăхĕсем çинчен пĕр сăмах та илтмерĕм. Унччен вĕсене пулăшнă. Халĕ чылайăшĕ çум курăк айне пулнă, çулсем ванса пĕтнĕ, транспорт унта пыраймасть. Юлташлăхсене çĕнĕрен чĕртмеллех. Вĕсем ял хуçалăхне улма-çырла, пахча çимĕç туса илсе пысăк витĕм кÿрĕччĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ