Комментировать

12 Авг, 2014

Кевер юбилярсем

Кевер /бриллиант/ - çирĕплĕх, питĕлĕх палли, çавăнпа та кевер туй çинчен калаçнă чухне çемье телейĕн тĕреклĕхĕ пирки шухăшлатăн. 60 çул пĕр сукмакпа утакан мăшăрсем чăннипех пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнаççĕ. Çакă вĕсене вăй-хал, тÿсĕм парать.

Муркаш районĕнчи Катикасси ял тăрăхĕнчи Аполинария Николаевнăпа Василий Григорьевич Григорьевсен çемйинче Культура çулталăкĕнче савăнăçлă самант пулчĕ: вĕсем çемье çавăрнăранпа кăçалхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче шăпах 60 çул çитрĕ. Паллă пулăмпа вĕсене асăннă ял тăрăхĕн специалисчĕ А.В.Григорьева, ветерансен канашĕн председателĕ В.Н.Волкова, ыттисем саламларĕç, парнесемпе чысларĕç. «Çăл куç» фольклор ансамблĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

Григорьевсем икĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсен халĕ тăватă мăнук. Мăнукĕсен тата тăватă ача çитĕнет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.