Комментировать

8 Окт, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 40 (1165) № 08.10.2020

Кăмăлĕ — çирĕп, чунĕ — ачаш

«Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске» каларăш тахçанах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă. Çакна пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ пултаруллă хĕрарăмсем тĕрлĕ тытăмра сулмаклă утăм хыççăн утăм туни çирĕплетет. Çунакан пÿрте кĕме те, ĕрĕхекен ăйăра çăварлăхлама та майне тупакан сахал мар. Вĕсен йышĕнче — патшалăх тытăмĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Ираида Стекольщикова. КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, ЧР Аслă Канаш Президиумĕн Секретарĕ, ЧР Аслă Канашĕн секретариачĕн ертÿçи... Яваплă тĕрлĕ должноç тилхепине алăра çирĕп тытма пултарнă хĕрарăм — пирĕн тĕпелте.

Чи тутлă торт

Ираида Ивановна, кирек камшăн та паллă: çитĕнсе çитсен мĕнле çулпа утасси çемьере тĕвĕленме тытăнать. Сирĕн «кун-çул сăпки» çинчен пĕлес килет.

— Муркаш районĕнчи Шомикре вĕрентекенсен çемйинче çуралнă эпĕ. Атте Иван Григорьевич ялти шкулта — математика, анне Вера Михайловна биологипе хими предмечĕсемпе пĕлÿ паратчĕç. Çичĕ ачаллă кил-йышра туслăн çитĕнтĕмĕр. Çапах атте-аннене пире ура çине тăратма çăмăлах пулман ĕнтĕ. Ас тăватăп, аслă классене çÿреме черет çитсен шкулсенче вун пĕр класс вĕренмелли йĕрке пуçланчĕ. Пирĕн районта пĕртен-пĕр Калайкасси шкулĕнче кăна вунă класс хăварчĕç. Аттепе анне мана çавăнта çÿреме ÿкĕтлеççĕ. «Е педучилищĕне вĕренме кайăн», — теççĕ. Пĕр суймасăр калатăп: вĕрентекен пулас килетчĕ, анчах пĕчĕккисемпе ĕçлес кăмăл çукчĕ. Килти йăмăк-шăллăма пăхса ывăннă пулас. Улттăрах йĕкĕреш Ленăпа Мишăна асăрхама хушатчĕç. Эх, çÿреттĕм вара пĕрне ĕнсе çине лартса, теприне алăран çавăтса. Тантăшсем шыва кĕме каяççĕ — ман пĕчĕкскерсене хăварма çук. Аслисем пушаннă çĕре туссем шыв хĕрринчен каялла таврăнатчĕç. Хам та пĕчĕк пулнă — çапах яваплăха туйнă.

Калайкасси шкулĕнче аттестат илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне физика-математика факультетне çул тытрăм. Çемьене çăмăлрах пултăр тесех çине тăрса вĕренеттĕм. Сехечĕ-сехечĕпе лараттăм вулав залĕнче. Ыйхă пусса килсен пуçа темиçе минутлăха сĕтел çине хурса илеттĕм. Çапла малтан — пысăклатнă, каярах Ленин стипендине тивĕçрĕм. Виççĕмĕш курсран пуçласа 80 тенкĕ илеттĕм. Шкулта ĕçлеме тин пуçăнакан вĕрентекенсен шалăвĕ 60 тенкĕччĕ. Курсра Ленин стипендиачĕ иккĕ çеçчĕ. Яла кайнă чухне кучченеç сумка тулли илсе кайма тăрăшаттăм. Нумай пулмасть-ха хайхи йăмăкăм Лена аса илчĕ: «Эсĕ Шупашкартан торт илсе килнĕччĕ. Çавăн чухне ку çимĕçе пуçласа çисе курнăччĕ».

Вĕренÿре çÿллĕ шайра тытăнса тăма ял ачине çăмăлах пулман-тăр?

— Пĕрмай кĕнеке-тетрадь çийĕн ларнăран ташă каçне кайса курман темелле. Пĕрремĕш курсра спортзалра Çĕнĕ çул тĕлне ирттернĕ уява хутшăннине ас тăватăп. Хам ташлама шутсăр юрататăп. Уяв хальхи пек нумай пулман — кашни факультета хăшне-тĕр йĕркелеме хушатчĕç. Çавăнта хатĕрленес ĕçре пуçаруллăччĕ.

Вĕренÿре, аслă шкулăн общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакан студентсене хавхалантаратчĕç. Çапла виççĕмĕш курс хыççăн мана Санкт-Петербурга кайса курма путевка пачĕç. Çавăн чухне Нева хĕрринчи хулана çав тери килĕштертĕм те... Паянхи кунчченех маншăн Питĕр, Шупашкар пекех — чунтан юратнă хула! Тивĕçлĕ канăва тухсан ултă çул пĕр сиктерми çÿрерĕм унăн илемĕпе киленме.

Юррипе илĕртнĕ каччă

Аслă пĕлÿ илсен çапах та тăван шкулах таврăннă-ха...

— Çапла. Николай Иванович директор институт ректорĕ патне темиçе те пынă мана Калайкасси пĕлÿ çуртнех «çураçма». Анчах çав ял шкулĕнче нумай та ĕçлесе ĕлкĕреймерĕм — савнă тусăм мана кĕтсе ывăннине пĕлтерчĕ, качча тухма çине тăрсах ыйтрĕ. Геннадий Стекольщиковпа аслă шкулта эпĕ пĕр çул вĕренсе тухсан паллашнăччĕ. Тĕрĕссипе, ăна пĕрремĕш курс студенчĕсене халалланă концертрах асăрханăччĕ. Сцена çине мĕнле тухрĕ, юрлама пуçларĕ!.. «Эх, ку каччă савнă хĕрне еплерех çепĕç юрăсем шăрантарса парать пуль», — тесе тĕлĕнсе пăхса лартăм. Вăл филологи факультетĕнче вĕренетчĕ. Юрлама чăнах ăстаччĕ. Хитре майрасем явăнатчĕç кăна ун тавра. Çавнашкал чипер те маттур йĕкĕт мана, куçлăхпа çÿрекен сăпайлă студенткăна, куç хывасса шухăшлама-и?! Çуллахи пĕрремĕш сесси хыççăн студентсен пĕр ушкăнне хими комбинатне çĕкленĕ çĕре ĕçлеме ячĕç. Гена та пурччĕ унта. Вырăна çитсе автобусран ансан каччăсем хĕрсене чăматанĕсене йăтса пулăшрĕç. Гена манăнне çĕклесе утасшăн пулчĕ — памарăм. Çавала шыва кĕме кайрăмăр. Хайхискер вылякаласа путарма хăтланать. Эпĕ тарăхмах пуçларăм. Çыран хĕррине тухсан каччă мана ним пулман пекех тĕкĕр пырса тыттарчĕ, сухал хырма хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Каçхине вара ташă каçĕнче иксĕмĕр çаврăнтăмăр. Çапла туслашрăмăр.

Хăвăр шухăшланă пекех илемлĕ юрăсем сирĕн ятпа шăрантаратчĕ-и?

— Пулнă ун пекки те. Сăмах май, Гена та йышлă çемьере çитĕннĕ /вăл — кĕçĕнни/, саккăрăн пĕртăванччĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Пиччĕшĕсенчен пĕри — Александр Ильич — математика вĕрентекенĕччĕ. Вăл та тĕлĕнмелле хитре юрлатчĕ, гитара калатчĕ. Хĕрлĕ Чутайра хор йĕркеленĕччĕ. Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕччĕ. Шел, çĕре ир кĕчĕ.

Тĕпкĕче качча тухнă май мăшăрăн килĕнчех пурăнма тивнĕ-тĕр. Хунямапа хирĕç-тăру сиксе тухман-и?

— Перасковья Васильевнăна пĕрремĕш кунранах «анне» тесе чĕнме тытăнтăм. Чăннипех çывăх çын пулса тăчĕ вăл ман пурнăçра. 20 çула яхăн пĕр килте пĕр çăвартан пурăнтăмăр. Тĕлĕнмелле ăш пиллĕ хĕрарăмччĕ! Ватăлсан анне пекех юратса пăхрăм. Мунчара çăвăнма пулăшаттăм. Çамрăк чухне чылай ĕçе унран вĕреннĕ. Пирĕн пахчара çум курăк нихăçан та пуç тăратман — пилĕкне тÿрлетми чаваланатчĕ вăл. Выльăх-чĕрлĕх те — сурăх, сысна, хур-кăвакал — усраттăмăр. Мăшăрĕ çĕре ир кĕнине пăхмасăр кашни ачине тивĕçлĕ пĕлÿ пама вăй çитернĕ вăл. Чыслă çынсемччĕ Стекольщиковсем Чутай тăрăхĕнче.

Вырмара «тĕне кĕртни»

Район ертÿлĕхне ĕçлеме шкулта хăвăра хăтлă туйманран куçрăр-и?

— Хамăн профессие шутсăр юрататтăм. Общество ĕçĕнчен те ютшăнман паллах. Çакă та йăхран куçнă пулинех: ачисем йышлă пулнине пăхмасăр тăван аннем ял пухăвĕ-уявĕнче тăтăшах лекци вулатчĕ. Тăван чĕлхепе илемлĕ калаçаканскерне итлеме юрататчĕ ял-йыш. Хастарлăхне кура Чăваш Республикин Аслă Канашĕн 6-мĕш Пухăвĕн депутатне суйланă ăна.

Комсомол пуçламăш организацине, кайран шкулти партком пĕрлешĕвне ертсе пыма тÿр килчĕ. Спортпа та туслăччĕ. Пĕррехинче Социализм Ĕçĕн Геройĕ Александр Смалайкин, пĕрремĕш секретарьте тăрăшаканскер, район комитетне чĕнтерчĕ. Мана партком секретарьне суйласшăн иккен. Виçĕ кун пачĕç шухăшлама. Ман хăнăхнă ĕçе пăрахас килместчĕ. Мăшăрăм: «Учительте кирек хăçан та вăй хума ĕлкĕретĕн, район ертÿлĕхне вара кашни кун йыхравламаççĕ», — терĕ.

Хама секретаре суйланă хыççăн çав кунах район ертÿçисене уя илсе кайни асра. Йĕпе-сапа çанталăкра комбайнсем хире кĕреймеççĕ, ял ĕçченĕсем тырра çурлапа выраççĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ Семен Ислюков мана «тĕне кĕртме» шухăш тытрĕ. «Тырă вырса кăтартăр-ха, Ираида Ивановна», — терĕ вăл. Чăн та, çурла тытса ĕçе пуçăнтăм. Çав çул йывăрлăха пăхмасăр тырра пухса кĕртрĕмĕрех.

— Республикăра пĕрремĕш секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă хĕрарăм питĕ сахал.

— Çапла. Манăн вара кунашкал тилхепене те тытма тÿр килчĕ. Маларах Чулхулана парти аслă шкулне вĕренме республикăран вуннăн кайнăччĕ. Çав йышра та хĕрарăмсенчен пĕччен пултăм. Петр Ивантаев хыççăн икĕ çул ертсе пытăм района. Малтанхи вăхăтрах ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекен агрономпа пĕрле уйсене курса çаврăнтăмăр. Манăн ăçта мĕнле культура çитĕннине, чикĕсене пĕлес килетчĕ. Хырăм выçсан чĕре сури тумалăх апат, термоспа чей илеттĕм.

Ирина ИВАНОВА калаçнă.


Вăрман ытамĕнче хăтлăх шыраççĕ

Йĕпреç районĕнчи вăрманăн вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Вăл хăйĕн пуянлăхĕпе ял çыннисене илĕртет. «Вăй-хал тапса тăнă вăхăтра вăрмантан тухма пĕлмен. Çÿлевĕç пекех туйнă хама», — аса илет 30 çул сухăр пуçтараканра тăрăшнă, Çăкалăхра тĕпленнĕ Вера Иванова. Чим, мĕнпе уйрăлса тăнă çак ĕç? 

Унăн ашшĕ Иван Пыркин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Ăна тăшманпа çапăçма ăсатнă чухне хĕрача çут тĕнчене килме ĕлкĕреймен-ха. Çавăнпах çывăх çыннин ăшшине туйман вăл. Вун ултă çул тултарсан чукун çул линийĕ çинче шпал йăтнă. «Йывăр ĕçлекенсем ача çуратаймаççĕ», — шеллесе асăрхаттарнă хĕр шутне кĕнĕскерне аслă ÿсĕмрисем. Çурма тăлăх çитĕнекенскер, чăн та, йывăрлăхран хăраман.

Икĕ анчăка хăйĕнчен хăварман

Çулталăкран урăх ĕçе, сухăр пуçтаракана, куçма май килнĕ унăн. Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс хĕрĕ хыр лапамне çичĕ çухрăм утнă. Каçхине çак çулпах киле васканă. Çамрăк ывăнма та пĕлмен. «Витрене 16 килограмм сухăр кĕретчĕ. Вăл та çăмăлах пулман. Апла пулин те айккине хурăн хуппи хураттăмăр та сухăр тÿпелесе тултараттăмăр. Ай-яй, йывăрччĕ. Сывлăха упрасси çинчен шухăшламан», — çамрăклăхне куç умне кăларать Вера Иванова.

Пĕррехинче вăрманта сухăр пуçтаракансем патне çаппа-çарамас çын тухнă. Ун чухне икĕ хĕрарăм витрисене лартнă та çаврăнса пăхмасăр тарнă. Çил ачисемпе ăмăртма вăй çитерекенскерсене кам хăваласа çитĕ? Сехре хăптарнă çын тĕлĕшпе тĕпчев ирттермен. Телее, унашкаллине урăх курман хĕрарăмсем.

Çав вăхăтрах Вера Иванова çĕленрен те хăраман. Икĕ анчăкĕ йĕри-таврари тискер чĕр чуна хуçи çывăхне яман. Çавăнпа лăпкăнах ĕçленĕ вăл. Йытăсене сухăр витрине сыхлама та шаннă. Ун чухне вара тăватă ураллă тусĕсем вырăнтан та тапранман.

«Пĕчченех пĕр пичке сухăр пуçтартăм. Тепри те тулса пыратчĕ. Кĕтмен-туман çĕртен машина сас пачĕ. Вăрăммăн кăшкăртать. Мĕн пулнă? Кама шыраççĕ? Вăрмантан тухрăм. Улатăрти организацирен ятарласа сăн ÿкерме килнĕ. Çав сăн ÿкерчĕке Хисеп хăми çине вырнаçтарчĕç», — ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине çирĕплетет хĕрарăм. Сăмах май, вĕсем иккĕн виçĕ пай лаптăкра ĕлкĕрсе пынă.

Ĕç вырăнĕ çывăхрах пултăр тесе Вера Ивановна Улатăр районĕнчи Полукирере çурт туяннă. Ух чухне, хальхипе танлаштарсан, вăрман варринчи ялта та халăх йышлă пурăннă. Паян, Кире ял администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, унта 8-ăн юлнă.

Çаврăнăçуллăскер пулас мăшăрĕпе те çак ялтах паллашнă. Çав вăхăтра Иван Иванов вăрман каснă. Ахăртнех, çак тăрăхри çынсен хăйне евĕрлĕ пурнăçĕ çывăхлатнă вĕсене.

«Аннене те Полукирене куçарса килнĕччĕ. Вăл манпа пĕрле, эпĕ унпа юнашар хăтлă туйнă. Туй хыççăн упăшка килĕнче те, анне патĕнче те çĕр каçаттăм. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, мăшăрăма салтака илсе кайрĕç», — тăсăлать калаçу.

Вера Иванова хĕлле те вăрмана çÿренĕ. Çăпаталлăскер йĕлтĕр сырса çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварнă. Сивве пăхмасăр хыр хуппине хырса тасатнă.

«Пĕрре те çул çухатман. Халĕ те çав хырсене ним мар шыраса тупма пултаратăп. Çак вырăн яланлăхах асра юлнă», — палăртать çут çанталăк ытамĕнче ĕçленĕскер.

Ултă ачипе пĕччен юлнă

Темле йывăр ĕçлесен те Вера Ивановăна амăшĕ пулма пÿрнĕ. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлсан 6 ачапа юлнă вăл.

Вăрман варринче пурăннăскер Вальăна, Кольăна килтех çуратнă. Толя «Васкавлă пулăшу» машининче çут тĕнчене килнĕ. Светланăпа Любăна çуратиччен ăна, телее, больницăна илсе çитернĕ. Шел те, ытти ывăл-хĕрĕ пĕчĕккĕлле те, çитĕнсен те çĕре кĕнĕ. Вĕсем амăшĕн чĕрине ыраттарса хăварнă.

«Декрет отпускĕнче те канман. Юрать, анне ачасене пăхма пулăшрĕ. Светланăна çуратсан кăкăр сĕчĕ юхатчĕ. Ĕçрен киле ача ĕмĕртме çÿремешкĕн май пулман. Çавăнпах кăкăр шыçрĕ. Ун чухне мĕнле тертлентĕм.

Полукирере колхоз пулман. Эпĕ вара ачасене ял хуçалăх ĕçне явăçтарма ĕмĕтленеттĕм. Ан тив, мăн çын вырăнĕнче вăй хумасан та ĕçленине кура тырă, çĕр улми парсан çемьешĕн усăллă вĕт. Çавăнпах колхоз пуррине шута илсе юнашар яла, Йĕпреç районĕнчи Çăкалăха, куçрăмăр», — пурнăçăн тепĕр тапхăрне аса илет Вера Иванова.

Тăлăха юлсан тăванĕсем урăх арçын тупса панă ăна. «Старикпе иксĕмĕр какай çийĕпĕр те ачасем пăхса ларччăр-и?» — хирĕçленине çапла палăртнă хĕрарăм. «Çурту начар тетĕн вĕт», — хăпман унран. «Ачасем çитĕнсен çĕнетĕпĕр», — хурав тупнă Вера Иванова.

Тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратма вăй-хал та, укçа-тенкĕ те çитернĕ вăл. «Ун чухне йывăр çынччĕ. Çур çĕр иртни 1 сехетре хура çырла сутма тухса каяттăмăр. Икĕ алла витре тытаттăм, кутамкка çакаттăм. Кирене çитме 18 çухрăм парăнтараттăмăр. Унтан пуйăспа Улатăрти пасара çитме май пурччĕ», — тет тенкĕ çумне пус хушма ăнтăлнăскер.

Каярах Вера Ивановна çак тăрăхри виçев приборĕсен завочĕн филиалĕнче хуралçа вырнаçнă. Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт хăпартма та мехел çитернĕ хĕрарăм. Халĕ хăнана килсе çÿрекен ачисем шалта юсав ĕçĕсем ирттерме пулăшаççĕ. Нумаях пулмасть кил хапхине çĕнетнĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.


Историе çынсем йĕркелеççĕ

Тăвай районĕнчи Анаткас Тушкил ялĕнче çуралнă Екатерина Петрова халĕ — Никитина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вун тăваттăра пулнă.

— Радиопа пĕлтерекен хыпара илтсе пурте ял канашĕ патнелле чупма тытăнчĕç. Эпир те аннепе унталла васкарăмăр. Вăрçă тухнине пĕлсен чылайăшĕ куççуль кăларчĕ. Пурте кулянса ÿкрĕç. Çавăн чухнех тепĕр кун вăрçа тухса каймалли арçынсен ячĕсене вуласа пачĕç.

Пирĕн çичĕ ачаллă çемьерен икĕ пичче çула пуçтарăнчĕ. Иван çемьеллĕччĕ, икĕ ача ашшĕ пулма ĕлкĕрнĕччĕ. Шел, çапăçу хирĕнчен Николайпа иккĕшĕ те таврăнаймарĕç, — куçне капланнă куççульне шăлать ватă çын.

Вăрçă кунĕсене аса илнĕ май Екатерина Петровна хăйсен тăрăхне эвакуаципе çынсем килнине калать. Вут-çулăм алхасман вырăн шыраса çула тухнă ушкăнри пĕр çемье, Украинăра пурăннăскер, вĕсен килĕнче вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă. Амăшĕпе икĕ хĕрĕ ял халăхĕпе пĕрле колхозра тăрăшнă.

— Малтанах хăйсен чĕлхипе тата вырăсла калаçатчĕç. Каярахпа чăвашла та перкелешме хăнăхнăччĕ, — каласа кăтартать тыл ĕçченĕ.

Вăрçă пуçлансанах тăван хуçалăхра ĕçленĕ хĕре 1943 çулта аппăшĕ Зеленодольск хулине илсе каять. Унта 184-мĕш çар завочĕ ĕçленĕ. Кĕтерук çĕвĕçе вĕреннĕ, каярах салтаксем валли гимнастерка, галифе çĕленĕ. Тар чикмелли хутаç ăсталанă.

— Конвейер çине те тăма тиврĕ. Гильза хатĕрлесе кăлараттăмăр. Вĕсен ăшне тултармалли тара пĕчĕк тарасапа виçеттĕмĕр. Йăнăшма юраман! Атăл урлă хывнă кĕпере, Сĕвепе Зеленодольск хушшинче вырнаçнăскере, сыхласа хăварас тĕллевпе завода «пытарма» тăрăшнă. Çутă ан курăнтăр тесе чÿречесене каçхине хуплаттăмăр. Атăл хĕрринче вара сых ятне тупăсем лартнăччĕ. Вĕсене те курăкпа, йывăç турачĕсемпе хуплаттăмăр, — тылра та лару-тăру лăпках пулманнине палăртать Екатерина Петровна.

Çĕнтерÿ çинчен хыпара столовăйра апат çинĕ вăхăтра кĕтсе илнине ас тăвать тăхăр вуннăран иртнĕ хĕрарăм. Вăрçă вĕçленсен çар заводĕнче тата икĕ çул ĕçленĕ, ун хыççăн ашшĕ-амăшĕ патне яла таврăннă, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтернĕ вăл.

— Мăшăрăм Николай салтакра пурĕ 7 çул пулнă. Хĕсметрен таврăнма вăхăт çитнĕ чухне шăпах вăрçă пуçланнă та... Мирлĕ пурнăçра пĕрлешрĕмĕр, 4 ачана — виçĕ хĕрпе ывăла — пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Вĕсем çĕршыва юрăхлă çитĕнчĕç. Хальхи вăхăтра эпĕ хĕрĕмĕн Зойăн ывăлĕпе Владиславпа, унăн çемйипе пурăнатăп. Çамрăк кинĕм Людмила çав тери вашават. Больницăра ĕçлекенскер сывлăхăма тĕрĕслеттерсех тăрать. Çамрăксемпе пурăннă май чир-чĕр çинчен манма тăрăшатăп: манăн та кил-йыша усă кÿрес килет вĕт. Виçĕ кĕçĕн мăнук килте — вĕсем те ватăлма памаççĕ. Çамрăксен хăйсен çулĕпе утма майсем çителĕклĕ халĕ — вăрçă кăна ан тухтăр, — чунтан калаçрĕ Екатерина Петровна.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн конференц-залĕнче «Кунта кашни — Аслă Çĕнтерÿ пайĕ» мультимедиа кăларăмăн презентацийĕ иртрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ электрон пухмачра — республикăра пурăнакан тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсем. Архив ĕçченĕсем аслă ăрури 123 çын патне килне çитсе видеоматериал хатĕрленĕ. Тĕнчене кисретнĕ хăрушă кунсене кĕнеке-документ тăрăх мар, чĕрĕ калаçу урлă куç умне кăларма май парать вăл. Ан тив, вăрçă хирĕнче пулман, анчах мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн çапăçăва хутшăннисенчен кая мар тăрăшнă çак çынсем. Вĕсен йышĕнче — мультимедиа кăларăмăн хăтлавне хĕрĕпе Нина Николаевнăпа пĕрле килсе çитнĕ Екатерина Никитина та.

Ирина ИВАНОВА.


Атте килĕ — чун сăпки

Унăн пултарулăхĕ, çитĕнĕвĕсем çинчен вĕçĕмсĕр çырма пулать. Ĕмĕр тăршшĕпех чăвашлăхшăн ĕçлекенскер кирек хăш вырăнта та чунне парса вăй хунипе, тăрăшулăхĕпе палăрать. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй пĕр çынра? Ăçта, мĕнле майпа, хăш вăхăтра йăл илсе аталаннă чунĕнче чăвашлăх туртăмĕ? Тен, мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе вулама юратни, çуралнă тăрăха савни, ашшĕ килĕшĕн тунсăхлани çак туйăма чĕрĕлсе хĕмленме вăй панă?

Мусăкçă пулнă тăк, ун çинчен «хăех оркестр» теме юрĕччĕ. Анчах вăл, самана таппинчен пач юлма хăнăхманскер, компьютер техникине суйласа илнĕ. Техникăпа çывăх çын пултарулăхран айккинче тăрать пек. Анчах çак хĕрарăм журналист та, сценарист та, редактор та, режиссер та, оператор та. Монтаж та хăех тăвать вăл. Паян «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелĕнче — Чăваш наци конгресĕн пресс-служба ертÿçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Яковлева.

«Çывăрать-ха та…»

— Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ, — хастарлăхĕн сăлтавне уçăмлатрĕ Зоя Аркадьевна. Ара, ку тăрăхра тĕлĕнмелле хĕрÿ те ĕçчен çынсем пурăнни пуриншĕн те паллă. — Мĕн ачаран библиотекăран тухма пĕлмен чăнах та. Вырăс классикĕсене те темшĕн куçарура вулама кăмăллаттăм. Тăван тăрăх историйĕпе кăсăкланаттăмăр. Пирĕн ялта, сăмах май, сала шутланать вăл, хăй вăхăтĕнче икĕ чиркÿ пулнă. Пăлхар тапхăрĕнчен сыхланса юлнă хулаш та пур. Çав вырăнтан инçе мар ĕне çитерме çÿренĕ май несĕлĕмĕрсен пурнăçне куç умне кăларма тăрăшаттăм. Пирĕн вĕрентекен Петр Попов туризма явăçтарни çак туртăма малалла аталантарчĕ — тавра пĕлÿ тыткăннех лекрĕм темелле.

Çак туйăм авăрне пĕрре çакланнă та хĕр, текех унтан тухайман. Истори вăрттăнлăхĕсене тĕпчес туртăмах ăна шкул хыççăн И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне илсе çитернĕ. «Ку абитуриентсем пурте историк пуласшăн-и вара?» — преподаватель çапла калани хĕр ĕмĕтне çапса хуçнă. Шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пынă пулин те хăйĕн вăйĕ, пултарулăхĕ пирки иккĕленсе кайнăскер тытнă та… документсене каялла илнĕ, педагогика училищине кайса панă.

— Шкулта та уроксене хатĕрленсе курман эпĕ, — чи ырă вăхăта, ачалăха, таврăнатпăр унпа. — Киле панă ĕçсене тăхтав вăхăтĕнчех пурнăçласа ĕлкĕреттĕм. Каçсерен вара, урок тумалли вăхăтра, алăра каллех илемлĕ литературăччĕ. Атте-анне курсан вăрçасран ун айне учебник хураттăм та кирлĕ вăхăтра шалт! кăна çиеле туртса кăлараттăм. Училищĕре вĕренме çавăнпах йывăр пулмарĕ-тĕр. Эпĕ ыйхă туртнине курсан тантăшăмсем: «Çак Сапожникова çывăрать-ха та ыран пур пĕр «пиллĕк» илет ĕнтĕ», — тесе тĕлĕнетчĕç.

Çамрăк арăм

Çамрăк ĕмĕр, шухăшсăр вăхăт мĕншĕн хăвăрт иртет-ши? Вĕреннĕ вăхăтрах качча тухать хĕр. Çирĕм çулти çамрăк арăм пĕрремĕш ачине кун çути кăтартать. Унтан — иккĕмĕшне… Иккĕшĕ те — хĕр. Хăйсен çемйинче ывăлсем кăна пулсан та — ултă пăхаттир — упăшки хĕр пĕрчисене, шел те, çемçен каласан, пĕрре те хапăл мар. Çапах пуç усмасть хĕрарăм. Шав малалла талпăнать. Пепкисем пĕчĕк пулнине, мăшăрĕ тĕревлеменнине пăхмасăр куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илмех тĕв тăвать. Тĕревлеме-и унта? «Кама кирлĕ эсĕ вĕренни?» — вĕçĕмех ÿпкелеме пăхать арçын. Хĕрарăм вара çемьере лăпкăлăх курасшăн. Апат-çимĕç яланах хатĕр. Ачисене пăхнă, кил таврашĕнче ăшталаннă вăхăтра тĕрĕслев ĕçĕсем çырма, экзаменсене вăхăтра тытма ĕлкĕрет вăл. Историк дипломне алла илетех. Çак вăхăтра телекуравра режиссерсем кирлине пĕлсен конкурса хутшăнса пăхма шухăшлать. Пур тапхăр витĕр те ăнăçлă иртсе фе-дераци телеканалĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлать. 1993 çулта пулса иртнĕ ку.

— Кăларăмсем тÿрех пачĕç, — аса илет иртнине Зоя Аркадьевна. — Çăмăлах пулмарĕ паллах. Унта ĕçленĕ чухне кинолентăсене те касса çыпăçтарма тиврĕ. Анчах куç хăрать те — алă тăвать. Тĕнчене режиссер куçĕпе пăхма-хаклама хăнăхса-вĕренсе пытăм. 2001 çулта Мускава режиссерсен аслă курсне вĕренме ячĕç. Останкино чăн-чăн шкула çаврăнчĕ. В.Комиссаров, В.Познер ăсталăхĕсемпе паллашрăмăр. Шоу-программăсене хутшăнаттăмăр. Музее, театра çÿреттĕмĕр. Ăсталăх класĕсем нумай ирттерчĕç. «Видеофильм режиссерĕ» пулнине çирĕплетсе Шупашкара таврăнтăм. Ĕç çĕнĕ шайра йĕркеленме пуçларĕ.

Килти лаборатори

Чăваш тăрăхĕнчи пултаруллă нумай çынпа ĕçлет Зоя Яковлева. Халăхсен хушшинчи конкурссене хутшăнса çĕнтереççĕ. Шăпах çак вăхăталла йĕркеленет те пултарулăх тандемĕ. Пĕр-пĕрне путарса мар, хавхалантарса пурăнаççĕ арçынпа хĕрарăм — Зоя Яковлева тата Валерий Иовлев. «Килти лаборатори» тет çемье хутшăнăвĕсем çинчен хĕрарăм.

— Пĕр вĕçĕм ĕç çинчен кăна калаçаттăмăр, — татах иртнĕлĕхе таврăнатпăр Зоя Аркадьевнăпа. — Кашни утăмра сăнар, илем шыраттăмăр. Эпĕ ытларах техникăпа аппаланаттăм, вăл артистсемпе ĕçлетчĕ. Вĕçĕмех çула тухаттăмăр. Мĕн чухлĕ фильм ÿкернĕ çак тапхăрта. Çук, çемьере те япăх пурăнман эпир. Пĕр-пĕрин ачисене те кÿрентермен. Иксĕмĕрĕн те кăмăл ытла та çемçеччĕ. Ахăртнех, çакă пĕтерчĕ пире… Çапах иксĕмĕрĕн «çимĕçсем» — фильмсем — асăнмалăх юлчĕç.

Чунне хытарса, нимсĕр-мĕнсĕр тухса каять хĕрарăм килтен. Пĕр шухăшлă, пурнăç çине пĕр куçпа пăхакан çынран уйрăлма çăмăл мар. Анчах пĕлет — малашлăх çук. Каллех — йăлт çĕнĕрен, пушă вырăнта пуçламалла. Татах чуна хытармалла. Татах малалла талпăнмалла. Чунра вара — пушă… Вăй-хал çăл куçне ăçта шырамалли те паллă мар…

Çук-çук, паллă, пĕлет, кун пекки, çул юппинче тăни, пĕрре мар пулнă унăн пурнăçĕнче. Çăлăнăç — ĕçре. Чăваш телекуравĕ йĕркеленсен ăна халăх патне пĕрремĕш çитерекенсен хушшинче каллех вăл — Зоя Яковлева. Кунта — йăлт çĕнĕ техника. Унпа ĕçлеме хăвăртах вĕренсе çитет вăл. Çамрăк йышăн ĕç опычĕ çук. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ĕç меслечĕсене хăнăхтарать, нумай камерăпа ĕçлеме, спектакльсем ÿкерме вĕрентет. Ĕç нумай, ан ÿркен кăна. Çĕнĕ хыпарсене шута илмесен уйăхра 11 программа хатĕрлесе эфира кăларать вăл. Текст çырса та, вуласа та ĕлкĕрет. Унра журналист пултарулăхĕ вăранать. Çакă йăлтах черетлĕ ĕçре кирлĕ пулать.

Çĕр тенкĕ вырăнне — çĕр юлташ

Чăваш наци конгресĕнче ертÿлĕх улшăннă хыççăн çĕнĕ должноç йĕркелеççĕ. Пресс-служба ĕçне йĕркелесе пымашкăн Зоя Яковлевăна сĕнеççĕ.

— Ĕç тата анлăланчĕ, — каласа кăтартать Зоя Аркадьевна. — Малтан мана хам куçпа курни çитместчĕ. Халĕ йăлтах пĕр алă витĕр тухать. Çул çÿресси те хушăнчĕ: Иркутск, Тюмень, Красноярск, Эрĕнпур… Кÿршĕ регионсем пирки каламăп та. Сăмах май, йăхташăмăрсем халĕ чăвашлăха юрлас-ташлас шайра кăна упрамаççĕ. Ăслăлăх-тĕпчев шайне хăпарчĕ ку ĕç. Чи кирли, çамрăксене явăçтараççĕ, тăван халăх утнă çулпа кăсăклантараççĕ. Çакна палăртмалла, ытти регионта пурăнакан чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕпĕрнаттăрсем пĕлсе тăраççĕ, йăхташăмăрсен опытне тĕслĕх шайĕнче илсе кăтартаççĕ.

Зоя кулли

Çак вырăнта, тен, пăнчă лартма та юратчĕ-тĕр. Анчах та Зоя Аркадьевна тÿссе ирттернĕ самантсем кунпа кăна вĕçленмен-ха. Тепĕр инкек ăна чăнласах феникс кайăка çавăрнă. Черетлĕ хут çула тухсан кÿршисем ун патне шăнкăравланă: хваттер çунать…

— Самантрах хуралса лартăм, — унтанпа вăхăт самай иртнĕ пулин те куççульне тытса чараймарĕ хĕрарăм. — Киле таврăннă çĕре йăлт кăмрăк купине çаврăннăччĕ. Кредит илсе туяннăччĕ ăна. Йăлт майласа çитернĕччĕ. Инкек хыççăн киле çаврăнса çитсен мĕн тумаллине те пĕлмерĕм малтанах… Усал хыпар лашапах çÿрет курăнать. Юлташлăх инкекре туптанать. Тепĕр кунах пĕлĕшĕмсем, ĕçтешĕмсем пухăнса килчĕç, хăйне майлă субботник ирттерчĕç. Ольăн каччи укçа илсе килчĕ. Кăштах чун кĕнĕ пек пулчĕ. Пурне те асăнса пĕтерме те çук, йывăрлăхра пăрахманнисен умĕнче пуçăма таятăп. Хваттере темиçе кун тасатрăмăр. Инкек çинчен пĕлнĕ çынсем укçа куçарма пуçларĕç. Тавăрса парăттăм вĕсене халĕ каялла, анчах та кам ярса панине те пĕлместĕп. Хам вĕрентнĕ çамрăксем Женя Степанов, Алина Шамбулина, иккĕшĕ те халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ, пулăшу алли тăсрĕç. Олеся Руссакова та вĕсен йышĕнчех. Конгресс ертÿçи Николай Угаслов нумай пулăшрĕ. Çапла халăхпа кар! тăрса икĕ уйăхра хваттере тирпейлесе, сĕтел-пуканпа тивĕçтерсе çитертĕмĕр. Çын хушшинче хама та чун кĕчĕ. «Зоя кулнине аранах кĕтсе илтĕмĕр», — терĕç юлташăмсем.

Çĕр сывлать…

Эпĕ — телейлĕ хĕрарăм. Çапла калама паян пĕтĕм сăлтав пур Зоя Аркадьевнăн. Аслă хĕрĕ Наталия пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Мĕн ачаран хусканусене кăмăллаканскер Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче мăшăрĕпе пĕрле ĕçлет. Çемьере виçĕ ача ÿсет. Çамрăк хĕрарăм иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Нумаях пулмасть ăна тăванĕ-пĕлĕшĕ «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ятпа саламланă. Иккĕмĕшĕ Ольга та çемьеллĕ, ача-пăчаллă.

Чунне тунсăх пусаканни те, куçĕнчен куççуль кăлараканни — чи çывăх çыннисем ку тĕнчерен кайни, çуралнă кил пушанса юлни. Час-часах кайса çÿреме çулĕ çывăх пулманнипе çурт тăлăххăн ларни ыраттарать хĕрарăм чунне.

Маргарита ИЛЬИНА

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.