Комментировать

1 Окт, 2020

Наци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Вячеслав Борисов Наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ.

Унта наципе культура тата тĕн организацийĕсене регистрацилесси епле пынине тишкернĕ. Тĕн организацийĕсенче террортан хÿтĕленес тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсем пирки те сăмах хускатнă. Республикăн культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова наци хутшăнăвĕсене çураçуллă йĕркелес енĕпе çыхăннă патшалăх программисем çинчен каласа кăтартнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

Рубрика: