Комментировать

28 Сен, 2020

Лашасемпе ăмăртнă

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Патăрьел районне лаша спортне кăмăллакансем йышлăн пуçтарăннă. Хамăр республикăран кăна мар, кÿршĕллĕ регионсенчен те пырса çитнĕ.

Лаша спорчĕн ветеранĕн Николай Кошкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртакансен хушшинче финалти тупăшура пĕрремĕш вырăна Патăрьел районĕнчи Альберт Хамбиков пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшĕнче – Шăмăршă районĕнчи Александр Максимов, виççĕмĕшĕнче – Патăрьел районĕнчи Алексей Краснов. Хавхалантармалла ирттернĕ тупăшура Шупашкарти спорт шкулĕнчи Валерий Краснов çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăнта – Ульяновск облаçĕнчи Сергей Головин, виççĕмĕшĕнче – Патăрьел районĕнчи Петр Сидоров. Николай Кошкин 80-ра пулин те ветерансемпе ăмăртнă.

Вера ЭВЕРККИ. batyr.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: