Комментировать

9 Авг, 2014

Хамăрăн - пахарах та, сиплĕрех те

Патшалăх Канашĕн çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççее хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукцийĕсем, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр тавар кÿрсе килессине çулталăклăха чарса лартасси пирки пĕлтерчĕ, правительствăна çак ушкăна кĕрекен продукцисен переченьне хатĕрлеме сĕнчĕ, РФ субъекчĕсенчи ĕç тăвакан влаç тытăмĕсемпе пĕрле тавар рынокĕн мониторингне хатĕрлеме тата унăн тăрăмне тĕпчесе пĕлме хушрĕ. Çак пулăма Чăваш Республикинчи яваплă çынсем мĕнле йышăнаççĕ, мĕнле хак параççĕ?

Анатолий КНЯЗЕВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин парламентри фракцийĕн ертÿçи:

- Питĕ вырăнлă, вăхăтлă тата хамăра такамсен умĕнче айăпа кĕнĕн пуç усса тăманнине уçăмлă çирĕплетекен йышăну тетĕп. Ют çĕр-шывсен ертÿçисен ăссăрла политикине кура, акă, вĕсен экономикиех, тавар туса илсе пирĕн çĕр-шыва ăсатакансемех шар курма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен Раççей вĕсемшĕн чылайăшĕншĕн тавар вырнаçтармалли пысăк «пасар» пекех пулнă-çке. Ăна «хупни» ют çĕр-шывсен ертÿлĕхне самаях шухăшлаттарĕ-ха, туслăха татма тăрăшни çухатусем патне илсе пынине туйтарĕ.

Вĕсемшĕн пăшăрханас кăмăлăм çук. Асăннă йышăну Раççейри ял хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илекенсене мĕн ÿстерни-çитĕнтернине, пахалăхлă апат-çимĕçе йÿнĕ хакпа ытларах вырнаçтарма, сентресем çине ăсанакан продукцин калăпăшне ÿстерме май парĕ. Пытармасăр каласассăн - ку пирĕншĕн питĕ усăллă та. Хамăр республикăри çĕр ĕçченĕсем, аш-пăш, юр-вар туса илекенсемшĕн вăл уçă варкăш пек пуласса иккĕленместĕп. Çакăнпа çыхăнтарса тепĕр шухăша та палăртам: Раççей Президенчĕ - тĕрĕс, хăюллă утăм тума шикленмен, хăйĕн йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртекен ертÿçĕ. Кăна пурнăç нумай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ.

Альбина ЕГОРОВА, Чăваш Республикин конкурент политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи:

- Çакă Раççейри, республикăри ял ĕçченне сывлăш çавăрса яма пулăшĕ. Кун пирки иккĕленÿ çук. Паян эпир хамăра хамăр тĕрлĕ продукципе туллин тивĕçтерме пултаратпăр. Импорта, ют çĕр-шыв апат-çимĕçне турттарса килессине, чакарни хамăрăн продукцин пахалăхне ÿстерме, сывлăха сиен кÿрекен хушма япаласемлĕ ĕçме-çиме, калăпăр - аш-пăшах, сĕтел çинче пулассине пĕтерĕ. «Буш урисем» унсăрăн лавкка сентрисенчен каймĕç. Хăв çитĕнтерекенни, ÿстерекенни, хатĕрлекенни аякран кÿрсе килнинчен вун-вун хут пахарах та, тутлăрах та, сиплĕрех те.

Асăннă йышăну - хамăр экономикăшăн пысăк тĕрев те. Туса илекен продукцин калăпăшне пысăклатса пырса эпир кÿрсе килессине чакарнине самантрах саплаштаратпăр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç. Халăх та тивĕçтерекен хакпа хăйне мĕн кирлине туянма пултарĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ ÿсес хăрушлăх çук, мĕншĕн тесен Владимир Владимировичăн указĕнче хаксене тытса пымалли мерăсене çирĕп палăртнă.

Андрей ШЕСТАКОВ, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Раççей Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе экономикăн уйрăм ятарлă мерисене йышăнасси çинчен» указне манăн пĕртте пирĕн хирĕçле санкци тесе калассăм килмест, вăл пирĕн хирĕçле хурав. Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн - пысăк тĕрев, пулăшу. Мĕншĕн тесен пирĕн выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тыр-пул çитĕнтерекенсем çĕр-шыв тулашĕнчи ĕçтешĕсенчен конкурентлă мар условисенче тăрăшни вăрттăнлăх мар. Аякрисем хаксене палăртассинче пуç пулса тăнă.

Хамăр халăха тĕрлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерессинче нимĕнле йывăрлăх та пулмалла мар. Мĕн туса илнине тăкаксăр пухса кĕртмелле, вырнаçтарма тăрăшмалла кăна. Халĕ пĕтĕмпех хамăртан килет.

 

Михаил КУЗЬМИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ, юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ:

- Ял хуçалăх ĕçченĕсен тухса тăнă лару-тăрăва тĕплĕ тишкерсе производствăна аталантармалли тата продукци туса кăлармалли программа хатĕрлесе йышăнмалла, ăна вăраха ямасăр пурнăçлама тытăнмалла. Паллах, сĕт-çу продукцийĕ, аш-какай туса илнĕ çĕрте çитменлĕхсем пуррине йышăнмалла. Çав вăхăтрах Таможня пĕрлĕхĕнчи партнерсене те манăçа кăларма кирлĕ мар. Сăмахран, Беларуç патшалăхĕн сĕт-çу туса илмелли хушма майсем уçăлаççĕ, çав тапхăрта эпир ку енĕпе хамăр вăй-хăвата ÿстерме пултараттăмăр. Хирĕçле хурав, манăн шухăшăмпа, хамăршăн нимĕнле йывăрлăх кăларса тăратмĕ, пачах та урăхла - агропромышленноç комплексне аталанма хушма вăй парĕ.

Юрий СТЕПАНОВ ыйтса пĕлнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.