Тантăш № 36 (4705) 24.09.2020
♦ Вăл математика предметне килĕштерет тата ÿкерме юратать. Унăн ÿкерчĕкĕсем республикăри ача-пăча кăларăмĕнче — «Тетте» журналта – кун çути кураççĕ. Шашкăлла выляса 7-8 çултах аслă класрисене пĕрре мар çĕнтернĕ. Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчен пĕлÿ çуртне кашни кунах велосипедпа çÿрет спортпа туслăскер. Сăмахăм Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри шкулта пиллĕкмĕш класра вĕренекен Настя Быкова пирки.
Настя пĕрремĕш класранах кĕçĕн классен учителĕ пулас ĕмĕтпе пурăнать. Валентина Владимировна вĕрентекен — уншăн тĕслĕх шайĕнче.
«Пĕрремĕш учителĕн ăшă кулли, ырă кăмăлĕ тата çирĕплĕхĕ килĕшет мана. Парта хушшине ларсанах тÿме, çавăн пекех пушмак кантри йĕркеллĕ çаклатма та пĕлместĕмĕр. Валентина Владимировна анне вырăнĕнчехчĕ, иртен пуçласа кăнтăрла иртичченех пирĕн тавра чупкалатчĕ. Юмахри асамçă пек, йĕрекенннине часах лăплантаратчĕ, ыйхăран вăранса çитейменнин кăмăлне уçатчĕ. Вăл пире малтанхи кунранах: «Шыра, туп пĕрех май, «çук» сăмаха манса кай», — тетчĕ. Вăл мĕн калани халĕ те асра, «çук» теме тытăнсанах куç умне Валентина Владимировна тухать», — йăл кулать Настя. Тăваттăмĕш класс хыççăн юратнă вĕрентекенрен уйрăлма йывăр пулнине те пытармарĕ.
«Парта хушшине пĕрремĕш хут лар-
санах пурте учитель пуласшăн-ха.
Майĕпен ачасен шухăшĕ улшăнать çав.
Настя ав халь те, тăватă çул иртсен те,
вĕрентекен пулас ĕмĕтпех хавхалан-
са пурăнни савăнтарать пире», — ăш-
шăн ыталарĕ Валентина Владимиров-
на пиллĕкмĕш класс хĕрачине.
«Ун чухне эпĕ шкул лагерĕн
ертÿçиччĕ. Пĕрремĕш класс пĕтернĕ
Настя районти ăмăртуран таврăнчĕ.
Шкул картишне кĕрсен: «Эпĕ пурне те
çĕнтертĕм паян», — терĕ. Халь те куç
умĕнче çакă. Вăт, ку хĕрачаран çын пу-
латех шухăшларăм ăшăмра. Сăнатăп
та, малалла çирĕппĕн утни сисĕнет»,
— каласа кăтартрĕ Галина Кузьмина
вĕрентекен. Çавăнтанпа Настя ăмăр-
туран кашни çулах Хисеп хучĕпе килет.
Шкулти 10-11-мĕш классенчи хĕрача-
семпе те пĕрре мар вылянă вăл, пурне
те кашнинчех çĕнтернĕ. Халĕ ĕнтĕ унпа
тупăшма та шикленеççĕ.
«Настьăна кукамăшĕ пĕрмай шаш-
кăлла выляттаратчĕ. Мĕнле пушă вă-
хăт тупăнать — тÿрех сĕтел хушшине
вырнаçатчĕç. Ыррине нумай вĕрентрĕ
анне, шел те, иртерех уйрăлса кайрĕ.
Ачасен çумĕнче асли, кукашшĕ-
кукамăшĕ е аслашшĕ-асламăшĕ, пулни
аван çав», — калаçăва хутшăнчĕ амăшĕ
Галина Петровна.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисен вы-
рăнне килти ĕçе хăйсем пурнăçласан
çывăх çынни апла хăнăхтарман. Кĕçĕн
классенче час-час ÿкерттереççĕ, На-
стя вырăнне нихăçан та алла киçтĕк
те тытман. Çавна кура хĕр пĕрчи тата
ытларах тăрăшать, яланах хăйĕн вăй-
не шанать. Сăмах май, иртнĕ вĕренÿ
çулĕшĕн унăн пур предметпа та
«пиллĕк» тухнă.
Настя тăхтав вăхăтĕнче ытти çулти
пекех халĕ те шкул библиотекине ва-
скать. Вырăсла та, чăвашла та вулама
юратать вăл. Ун хыççăн тус-тантăшĕ
те кĕнеке шĕкĕлчет. «Эп вуланисен-
чен чи-чи асра юлни — Элис Маклер-
рен çырнă «Кайăка юратнă ту» юмах.
Вăл мана пуринчен ытла хăйĕн асам-
лăхĕпе илĕртрĕ. Пĕччен тăва питĕ ки-
чем. Джой кайăк кашни çулах вĕçсе
килсе ăна хăйĕн илемлĕ юррипе са-
вăнтарать. Уйрăлнă чухне яланах ку-
лянса юлать. Джой ту çинче тĕрлĕ че-
чек лартса ÿстерме шухăшлать. Кĕçех
çуркунне çитет, йĕри-тавра йывăç-
курăк ешерме тытăнать. Ту çинчи пур-
нăç юмаха çаврăнать. Юлашкинчен
Джой çак вырăна яланлăхах вĕçсе кил-
се йăва çавăрать», — юратнă юмахĕ-
пе мана та паллаштарчĕ Настя. Иртнĕ
çул «Чи нумай кĕнеке вулакан» кон-
курсра çĕнтернĕ вăл. Çуралнă кунра
амăшĕнчен пĕчĕкренех нимĕн те мар,
кĕнеке парнелеме ыйтнă Настя. Çĕнĕ
çул каçхине Хĕл Мучи те чăрăш айĕнче
маттур хĕрача валли кашнинчех юмах
кĕнеки е энциклопеди тавраш хăва-
рать. Çавна май килти кĕнеке çÿлĕкĕ
пуянлансах пырать.
Пушă вăхăтра кĕнеке вуланисĕр
пуçне шарф çыхма ăста хĕр пĕрчи.
Çемçе те илемлĕскерне амăшне те
парнелеме ĕлкĕрнĕ. Ал ĕçне юратас-
си çывăх çыннинчен куçнă. Галина Пе-
тровна хĕр пĕрчин тавра курăмне ата-
лантарассипе нумай ĕçлет. Пушă вă-
хăтне пĕрмаях хĕрачипе ирттерет вăл.
Ачаранах спорта юратма хăнăхтарнă.
Хура çĕре юр хупласанах пĕрремĕш
йĕлтĕр йĕрне иккĕшĕ хываççĕ. Вăрман
юнашарах пулнăран кашни кану кунĕ-
нче унта уçăлса çÿреççĕ.
(«Эпĕ пурне те çĕнтертĕм»)
♦ Мой прадедушка Петр Колбасов родился и вырос в
Канашском районе. Он – участник Великой Отечествен-
ной войны. На фронт его забрали в 27 лет. К счастью,
он вернулся оттуда живым. У него было 7 детей, одна из
них – моя бабушка.
У прадедушки было много медалей. Он умер в 2008
году. И бабушка, и я очень гордимся им.
(Горжусь прадедом)
♦ Ученица Карабай-Шемуршинской школы Таня
Елисеева – отличник учебы, спортсменка, актив-
ная участница юнармейских игр «Орленок». За до-
стижения в спорте и учебе в 2019 году удостои-
лась стипендии Главы республики.
С ученицей 11-го класса удалось встретиться во
время урока физкультуры. Старшеклассники гоня-
лись за мячом в футбольном поле, пытаясь забить
гол в ворота соперника. Футбол – одна из любимых
игр мальчишек и девчонок. Тане он тоже по душе.
– Люблю разные виды спорта: бегать, плавать,
играть в футбол, волейбол, кататься на лыжах.
Мой папа в молодости занимался бегом, навер-
ное, любовь к здоровому образу жизни перешла
от него, – рассказала старшеклассница.
Таня – одна из лучших спортсменов школы. У нее
хорошие показатели как в индивидуальных, так и
в командных состязаниях. Она занимает призовые
места в районе в лыжных гонках, в соревновани-
ях по легкой атлетике. Не раз выступала на респу-
бликанском уровне. В Казани в Академии туризма и
спорта, соревнуясь индивидуально, заняла 2 место.
Также Таня – призер районного этапа Всерос-
сийской олимпиады по биологии, ОБЖ. В про-
шлом учебном году стала победителем республи-
канского этапа олимпиады по физкультуре, но, к
сожалению, из-за пандемии не получилось пое-
хать в Москву.
Для выпускников уже с начала учебного года на-
чалась горячая пора. Все они готовятся к ЕГЭ. По-
сле окончания школы Таня собирается поступать
на медицинский факультет, поэтому уже сейчас
большое внимание уделяет химии и биологии.
(Отличница, спортсменка…)
♦ Ученица 56-й школы города Чебок-
сары Анастасия РОМАНОВА удо-
стоилась значка «Туристических со-
ревнований школьников Чувашии»
за ориентирование на местности. В
копилке спортивной девушки – ди-
плом за 1-е место на первенстве го-
рода по спортивному ориентирова-
нию, грамоты за 2-е места в откры-
том первенстве по спортивному ту-
ризму и лыжной эстафете. Также ей
вручили диплом за участие в ме-
роприятиях «XXX Всероссийского
олимпийского дня».
У Анастасии очень насыщенная спортивная жизнь, в то
же время она успевает заниматься плаванием.
(За достижения – значок)
♦ Ученица 11-го класса 47-й школы го-
рода Чебоксары Даша ИВЛЕВА прошла
в полуфинал конкурса для школьников
«Большая перемена», целью которой
является создание условий для разви-
тия способностей старшеклассников,
включение школьников в деятельность
по преобразованию и развитию среды
вокруг себя.
Даша в ноябре будет представ-
лять Чувашию на финале кон-
курса и сможет побороться за
главные призы «Большой пере-
мены»: денежные премии в раз-
мере 1 миллиона рублей , а так-
же дополнительные баллы к
портфолио достижений при по-
ступлении в вузы.
(Представит Чувашию)