Комментировать

"Чăваш хĕрарăмĕ" черетлĕ конкурс ирттерет: кĕр тĕлĕнтермĕшĕсем

Кĕр мăнтăрĕ тухăçĕпе савăнтарать, тĕлĕнтермĕшĕпе тыткăнлать. Çĕр ăшĕнчен мĕнле кăна çимĕç сиксе тухмасть пулĕ! Е пахча çимĕç тĕлĕнмелле пысăк тухăç парать.

Чăваш эстрада юрăçи, композитор Игорь Иванов акă нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Чакă ялне кумăшĕсем Коля тата Маня патне хăнана кайнă. Кил хуçисен ăшă кăмăлне ытараймасăр вĕсене пулăшма пахчана тухнă. Юрать, тухнă — унсăрăн кун пысăкăш çимĕçсене пĕччен пухса кĕме чăнласах йывăр пулĕччĕ кил хуçине! Иккĕн те кавăна урапапа аран турттарса пĕтернĕ вĕсем.

Сăмах май, Игорь Иванов Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пахчара кăна мар, пултарулăх анинче те çанă тавăрсах тăрăшать. Хăй çырнă сăвăсене кĕвĕлет. Унăн хайлавĕсене чăваш паллă юрăçисем Андрей Думилин, Алексей Московский тата ыттисем шăрантараççĕ. Игорь хăй те маттур — Пушкăртстанра иртнĕ «Шăпчăксен сасси» конкурсра вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Юлашки вăхăтра Валерий Раштав сăввисене кĕвве хывнине палăртать пултаруллă каччă /çапла-çапла, йĕкĕт хусах-ха. Хальлĕхе/.

Игорь Ивановпа унăн кумĕсен ял хуçалăхĕнчи опычĕ ыттисене хавхалантартăр тесе «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ Шупашкарти «Телей» кафепе пĕрле сăн ÿкерчĕксен конкурсне пĕлтерет. Сире кăçалхи кĕр кунĕ мĕнпе тыткăнланă, мĕнпе тĕлĕнтернĕ — çав çимĕçĕн сăн ÿкерчĕкне, паллах, ăна çитĕнтернĕ çын-семпе пĕрле, редакцие электрон адреспа ярса пама ыйтатпăр: zuwxeraram@mail.ru. Сăн ÿкерчĕкри çынсем çинчен каласа кăтартсан та аван пулмалла. Ĕçсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнатпăр. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ! Сăн ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнма васкăр.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.