Комментировать

21 Сен, 2020

Канмалли кунсенче мунчасем çунаççĕ

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче мунчасем час-часах çунаççĕ. Çавăнпа та вут-кăварпа питех те асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ.

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче каçхи 9 сехет тĕлĕнче Шупашкарти Калинин районĕнчи Айзман урамĕнчи уйрăм çуртра пушар алхаснă. Специалистсем шухăшланă тăрăх, инкек мунча кăмаки юсавсăррипе пулса иртнĕ. Вырсарникун Шупашкар районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче йывăç мунча кĕлленнĕ. Çав кунах, тăр кăнтăрла, Çĕнĕ Шупашкарта пĕрисен мунчи сиенленнĕ.

Шупашкар районĕнчи Кăшавăшра авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче пÿрт тата ытти хуралтă вутпа кĕлленнĕ. Пушар сăлтавне электрооборудованипе усă курнă чух асăрханманнипе çыхăнтараççĕ.

www.hypar.ru 21.mchs.gov.ru архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Рубрика: