Комментировать

17 Сен, 2020

Çамрăксен хаçачĕ 36 (6333) № 17.09.2020

♦ Инесса Шашкина, Мальвина Петрова — чăваш литературипе кăсăкланакансемшĕн çĕнĕ ятсем мар. Вĕсем çамрăк пулин те хăйсен хайлавĕсемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтерме ĕлкĕрчĕç. Нумаях пулмасть пултаруллă çак чиперккесен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ — вĕсене ЧР Профессионал писательсен союзне илчĕç.

«Аванспа» илнĕ

Пысăк литературăри аксакалсем çамрăксене шыраççĕ, вĕсем хыççăн килекен ăру хăварма тăрăшаççĕ. Ку — пурнăç саккунĕпе пулса иртекен йĕркеллĕ ĕç-пуç. Çĕнĕ Хусанкайсем, Айхисем… вара литературăра питĕ кирлĕ. Литературăна çĕнĕ варкăш кĕртмеллех. Çамрăксен тапса тăракан вăй-халĕпе усă курса хăватлăрах ĕçлемелле, çĕнĕ кĕнеке ытларах кăлармалла.

«Профессионал писательсен сумлă пĕрлешĕвне кĕмешкĕн мĕнех çырса ĕлкĕртĕм- ши?» — шухăшланă Инесса. Союза «аванспа» илнĕ пек йышăнать вăл хăйне. Пике 23-ре кăна. Çапах хăйне шаннăшăн савăнать, ăна тÿрре кăларас тесен пĕр пăт тăвар çиме тивессе лайăх ăнланать хĕр. Инесса Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл ачаранах çырма тата ташлама юратнă. Шкулта пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытнă. «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» конкурса хутшăнса çĕнтернĕшĕн «Орленок» лагерьте канма тивĕçнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕ. Инесса кăмăллакан жанр — фантастика. Чăн пурнăçпа çыхăннă сюжетсемпе те калавсем çырать вăл. Чăваш кĕнеке издательстви кăçал кăларнă «Пирĕшти патне янă çыру» кĕнекере унăн «Йăмра тĕнчи» калавĕ кун çути курнă. 11-мĕш класс хыççăн Инесса Шашкина Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн хореографи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вăл 2-мĕш курсра чухнех ĕçлеме тытăннă. Халĕ çамрăк специалист Шупашкарти професси колледжĕнче — ритмикăпа хореографи преподавателĕ. Унсăр пуçне ача садĕнче ташă кружокне ертсе пырать. Инесса хăйĕн калавĕсене чăвашла кăна мар, вырăсла та хайласшăн.

«Раствор йăтакансем»

Мальвина Петровăна, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вăй хурать пулин те, хамăр ĕçтеш вырăнне хуратпăр. Вăл чылай вăхăт Чăваш наци радиовĕнче, телекуравра тăрăшрĕ. Спортра-и е урăх ĕçре-и — пултарулăхран вăл нихăçан та уйрăлман. Унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл» журналта кун çути кураççĕ. Мальвина философиллĕ сăввисемпе, юптарăвĕсемпе литература çÿпçине пуянлатать. Ăна союзра çамрăксен ассоциацине ертсе пыма шаннă. Вĕсем çĕнĕ проектсемпе ĕçлесшĕн, грантсем выляса илесшĕн. «Союзăн хальхи ертÿçи Лидия Филиппова ытти çыравçă хурса хăварнă никĕс çинче литература керменне малалла купаласа пырать. Мĕн чухлĕ çĕклеме май килет — ку урăх калаçу. Эпир хальлĕхе «раствор йăтаканнисем» кăна-ха. Ят-сум çĕнсе илнĕ писательсемпе поэтсем пире анлă çул уçса пачĕç. «Çыравçă» ята тивĕçни — пысăк яваплăх тата чыс», — палăртрĕ Мальвина.

Ансат çырнине вуласшăн

Вулакансен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Кĕнеке кăларсан кам вулĕ? Çак ыйту хăратмасть-и çамрăк çыравçăсене? «Апла тăк пирĕнне илччĕр, вулаччăр тесен тата вăйлăрах çырма тăрăшмалла. Хăш-пĕр писателĕн кĕнекисем çÿлĕк çинче тусанпа витĕнсе выртмаççĕ, вĕсене тухнă-тухманах туянса пĕтереççĕ», — калаçрĕ Мальвина. Писательсем ĕлĕк кĕнеке кăларса самаях пысăк укçа ĕçлесе илнĕ. Халĕ вара пачах тепĕр майлă: кĕнеке пичетлес тесен хăвăн кĕсйÿнтен кăлармалла. Кун пирки çамрăксем пĕр евĕр шухăшлаççĕ: «Кĕпе илмесĕр укçа пухса кĕнеке кăларăпăр», — терĕç.

«Пысăк литературăна пурнăç тути-масине курнă, кĕнеке кăларнă çыравçăсене йышăнаççĕ. Эсир хальлĕхе хăвăр ятран кĕнеке кăларман-ха. Сире союза мĕнле йышăнчĕç?» — ыйтрăм эпĕ. «Союза кĕме условисем пур. Эпир вĕсене пăсман. Кĕнекере тухнă хайлав нумай манăн. «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурсра çĕнтернĕ май манăн сăвăсем тăватă кĕнеке пуххине кĕнĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Светлана Асамат союза кĕме сĕнÿ çырчĕç. Комиссире питĕ с у м л ă çынсем пулчĕç: Василий Кервен, Улькка Элменĕ… Ман пултарулăха тишкерчĕç, хакларĕç, ыйтусем пачĕç. «Ку ахаль-махаль организаци мар вара», — шухăшларăм эпĕ. Мана союз хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркелесе пыни килĕшрĕ. Хăйсен хуранĕнче кăна вĕресе лармаççĕ, регионсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пурнăçран уйрăлнă писательсене те манăçа кăлармаççĕ, вил тăприйĕсене тасатса тăраççĕ», — терĕ Мальвина Петрова. Вăл хăйĕн сăввисенче калаçура сайра тĕл пулакан сăмахсемпе усă курать. Кашниех ăна ăнланаймĕ. Мана унăн сăввисем тарăн шухăшлă пулнăшăн, чĕлхе пуянлăхĕшĕн, чунра пуррине уçса пама вăтанманшăн килĕшеççĕ. «Çакна ăнлантăм: ансат чĕлхепе çырсан тата ытларах вулаççĕ. Халĕ ман тĕллев — вулакансен йышне ÿстересси. Хайлавсене Инстаграма, «Контактра» вырнаçтаратăп та çынсем комментарисем хăвараççĕ. Юптарусене эпĕ шăпах çапла, ача-пăча чĕлхипе, çыратăп. Ку маншăн пĕртте йывăр мар. 15 минутрах шăрçаласа хума пултаратăп», — пытармарĕ Мальвина.

(«Кĕпе туянмасăр укçа пухса кĕнеке кăларăпăр»)

 

♦ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче пĕлÿ илекен хĕр аслă шкулти мероприятисенчен юлмасть. Форум, конференци иртет-и — Катя яланах хастар. Вăл 1-мĕш курсра «ЧуГУнок» педагогика отрядне кĕнĕ. Иртнĕ çул Крымри лагерьте шкул ачисен канăвне хаваслă ирттерме пулăшнă. Кăçал коронавируса пула унта каяйман. Çапах вăл тунсăхламан — сессие хатĕрленнĕ, педотрядăн пресс-службин ертÿçи пулнă май соцсетьри ушкăна хыпарсемпе пуянлатнă. Занятисене дистанци мелĕпе ирттерме пуçласан Катьăн компьютер умĕнче нумай лар-ма тивнĕ. Вăл «чĕрĕ» хутшăнусемшĕн тунсăхласа çитнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ яланхи пекех иртнĕшĕн савăнать вăл.

Ÿркенмен хĕр тăхтавра та педотряд ушкăнне хыпар вырнаçтарать. Вăхăтпа тĕрĕс усă курсан йăлтах ĕлкĕрме май пур тесе шухăшлать. Катя финанс директорĕнче вăй хуракан амăшĕн çулĕпе каясшăн. Шкулта та экономикăпа кăсăкланнă, экзаменра та çак темăпа эссе çырнă. Литературăпа икскусство та хавхалантараççĕ çамрăка: ÿнер шкулĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă Екатерина картинăсем ÿкерет, Роберт Рождественскипе Анна Ахматовăн пултарулăхне кăмăллать. Вĕсен хайлавĕсене сехечĕ-сехечĕпе вулама пултарать.

Вожатăйсен ретне тăрас текенсен ятарлă занятисене виçĕ уйăх çÿремелле, тĕрĕслев витĕр тухмалла, экзамен тытмалла. Катьăн ку енĕпе — йăлтах «5». Çемьере пĕртен-пĕр ача пулнăран вăл хутшăну çителĕксĕррине туйнă, хăйĕнчен кĕçĕнрех шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупать, çавăнпа пике вожатăй пулма шухăшланă. Катя лагерьте каннă ачасемпе интернет урлă çыхăну тытать, нумаях пулмасть вĕсемпе тĕл пулма Мускава çитнĕ хĕр. Вожатăйăн мĕнле çын пулмалла-ха? Ачасене ăнланни çеç çителĕксĕр. Чи кирли — яваплăх, ĕçе юратни. Катя ку ыйту тавра сахал мар шухăшланă. Унтан çак шухăшсене тĕпе хурса «Ĕмĕтри команда» проект хатĕрленĕ. Кăçал ăна Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Территория смыслов» вĕрентÿ форумĕнче хÿтĕлесе 258 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ! Катьăн проекчĕ вожатăйсемпе çыхăннă. Вăл пулăшнипе кану лагерĕсене чи лай-ăх вожатăйсем çеç кайĕç. «Лагерьте тăрăшас кăмăллă кашни çамрăк ятарлă онлайн тĕрĕслев витĕр тухĕ, вожатăй психологи тĕлĕшĕнчен мĕнле çын пулнине палăртма май пур. Стреса епле чăтса ирттерет, кăмăлĕ мĕнлерех?.. Тен, çав çын лагере канас тĕллевпе çеç каясшăн? Команда ертÿçисем кашни çĕнĕ вожатăйпа куçа-куçăн калаçаймаççĕ. Пирĕн отрядра — 200 ытла çамрăк. Пурне те пĕлсе çитереймĕн. «Ĕмĕтри команда» проект интернетпа усă курмалли программа та темелле, ăна вожатăйсен ятарлă сайтĕнче вырнаçтарĕç. Тестсене онлайн мелпе те ирттересшĕн, çавна май ку программăпа федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионти çамрăксем те усă курайĕç. Видеороликсем, лекцисем, мероприятисем ÿкерсе вырнаçтарăпăр», — ăнлантарчĕ проект авторĕ.

(Проект вожатăйсене суйлама пулăшĕ)

 

♦ Тăхăр çулти Санькка амăшĕпе район центрне, Красноармейскине, ярмăрккăна кайсан вăрçă тухнине пĕлнĕ. Хĕрача çак сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланман. Килне, Кушар ялне, таврăннă чухне лав çинче ларса пыраканскер кун пирки амăшĕнчен ыйтнă. «Бомба пăрахаççĕ», — хуравланă хĕрарăм. «Ма пăрахаççĕ?» — ыйту хыççăн ыйту парса халтан янă пĕчĕкскер. Киле çитсен Санькка вăрçă мĕн иккенне ăнланма тытăннă.

«Кинора кăтартнинчен хăрушăрах»

Çав вăхăтра унăн пиччĕшĕ Яков хĕсметре пулнă, çĕршыв умĕнчи тивĕçне чикĕре пурнăçланă. Килĕнчисем уншăн пăшăрханма тытăннă, амăшĕпе мăшăрĕ Лена пĕрмай макăрнă. Вăхăт нумай та иртмен — акушеркăра тăрăшакан Ленăна та вăрçа кайма повестка тыттарнă. Çамрăк хĕрарăма тăрантас çине лартса ял тăрăх çаврăнса фронта ăсатнă. Яков пирки пĕр сас-хура та пулман, унран çыру килмен. Вăл çухалнă тесе шухăшланă. Лена Калинин /халĕ Тверь/ облаçĕнчи госпитальте аманнисене сипленĕ. Ку тăрăха нимĕçсем килсен санчаçре выртакансене урăх вырăна куçарма тивнĕ. Медсестрасем салтаксене юхан шыв урлă каçарнă, хăйсем госпитальтен юлашкинчен тухнă. Ленăпа ĕçтешĕн çулĕсем уйрăлнă, лешĕ чăваш хĕрарăмĕ вилнĕ тесе шухăшланă та кун пирки тăванĕсене хыпарланă. «Инке вилни пирки пĕлсен унăн ашшĕпе амăшне киле чĕнсе илтĕмĕр. Ленăн арчи пирĕн патраччĕ. Ватă хăта пирĕн пата килчĕ. «Эпир сире хĕр патăмăр, вăл сирĕн патра вилнĕ тĕк япалисем те кунтах юлччăр», — тесе арча уççине аттене тыттарчĕ. Инке вара вилмен. Госпи-тальти салтаксене Свердловск хулине пуйăспа ăсатма кайнă вăл. Каялла килнĕ чухне Трак станцине çитсен: «Кам Чăваш Енрен? Виçĕ утăм малалла туса стройран тухăр»», — çапла хушнă асли. Инке анса юлнă. Киле кĕтмен çĕртен пырса кĕчĕ. Эх, эпир савăннипе ташларăмăр кăна», — иртнине куç умне кăларчĕ Александра Ильина. Саньккăн амăшĕ окоп чавнă. Кинĕ фронтран таврăннине пĕлсен вăл тÿрех килелле чупнă. «Амбулаторире ĕçлеме тытăнăп, сана санитаркăна ĕçлеме илĕп», — тенĕ ăна Лена. Вăл вăрçă хирĕнче мĕн курнине кайран Саньккăна каласа кăтартнă: «Кинора кăтартнинчен те хăрушăрах». «Инке ĕçрен таврăнсан ал ĕçĕ тăватчĕ, пĕрле çăм арлаттăмăр. Салтак арăмĕсем пĕрле пухăнса ларнине астăватăп, мĕн те пулин пĕлес тесе юмăç пăхатчĕç. Стакана шыв, çĕрĕ яратчĕç те ун витĕр темĕн куратчĕç имĕш. Çамрăклăхне аса илсе тĕрĕс пурăнмаллине вĕрентсе калатчĕç вĕсем. Эпĕ вĕсен сăмахне ăша хывнă», — каласа кăтартрĕ 88 çулти Александра Яковлевна.

Часах пиччĕшĕнчен Яковран çыру килнĕ, вăл чĕрĕ-сывах иккен. Арăмĕ унăн почеркне палласа илсен те çакна ĕненмен. Арçын партизансен отрядне лекнĕ. Вăл темиçе çул киле çыру ярайман, урăх ятпа пытанса пурăннă. Кайран Яков çав хăрушă вăхăта куççульпе аса илнĕ.

Саньккăн тепĕр пиччĕшне, Алманч ялĕнче ветеринарта тăрăшакан Степана, 1942 çулта фронта кайма повестка тыттарнă. Хĕрача ăна ăсатма Красноармейскине кайнă. Степан 2-мĕш класра вĕренекен йăмăкне Иван Ивникăн сăввисен пуххине, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ тыттарнă. Санькка вĕсе-не шкула йăтса кайса ачасен умĕнче мухтаннă. Пиччĕшĕ вăрçăра кавалерист пулнă, кайран ăна Курил утравĕсем çине службăна янă. Чăваш арĕ украин хĕрне качча илнĕ, вăхăт иртсен çемье Карпат тăвĕсен леш енче тĕпленнĕ. Степан офицер пулсан та çынсем ăна выльăх-чĕрлĕхне сиплеме ыйтнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ку ĕçпе аппаланма пăрахман вăл.

«Геркулес» пулăшнă

Санькка ача чухнех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. «Икĕ звено йĕркеленĕччĕ пирĕн, звеньевойсем çамрăкчĕ. Пĕри — 9-мĕш класра вĕренекен ачаччĕ, тепри — вăрçăран аманса таврăннă салтакчĕ. Икĕ звено ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр. Звеньевойсем балалайка, купăс каласа ташлаттаратчĕç пире. Сăвă калама ăстаччĕ тата вĕсем», — аса илчĕ «вăрçă ачи».

Вăрçă вĕçленнине Санькка шкула кайнă чухне пĕлнĕ. Ачасем пĕлÿ çурчĕ çывăхĕнчи лавкка умне пырса тăнă. Унта халăх нумай пухăннă: пĕрисем макăрнă, теприсем савăннă. Лавкка умĕнче трибуна пулнă. Учительсем тухса сăмах каланă.

Класра 32 ача вĕреннĕ, анчах вун иккĕшĕ çеç 7-мĕш класчен ăс пухнă. 7 класс пĕтерсен Александра малалла ăçта вĕренме каясси пирки шухăшланă. Район центрне инçе: 10 çухрăм утмалла. Хĕрача Муркаш районĕнчи Тивĕше кайма шухăшланă. Унта унăн кукамăшĕ, амăшĕн пĕртăванĕ пурăннă. Çапах Санькка кашни кунах киле таврăннă. «Радио çук, сехет тĕрĕс мар кăтар-тать. Çынсен чÿречинчи çутта курса шкула тухса каяттăм. Ачасемпе пĕрле те, пĕччен те утнă. 10-мĕш класра вĕренекенсем те пурччĕ. Пĕри халĕ те куç умĕнчен каймасть. Çÿллĕччĕ вăл, унран «Геркулес» тесе тăрăхлатчĕç. Хăюллăскер хĕлле патак тăррине улăмпа чĕркетчĕ, ăна чĕртетчĕ те хунар пек çутатса утатчĕ. Вĕсене кĕтсе тăраттăм», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Пĕр кĕрхи кун киле таврăннă чухне Санькка урипе шыва кĕрсе ларнă. Вăл хăй тĕллĕн тухайман. «Геркулес» ăна пулăшнă. «Санькка, ут часрах, уру шăнать», — кăшкăрнă арçын ачасем. Киле çитиччен вăл питĕ шăннă, кайран ури ыратма тытăннă. Амбулаторире ĕçлекен инкĕшĕ кĕрсе тухма ыйтнă. Санькка больница умĕнчен кулленех иртсе çÿренĕ пулин те унта кĕмен. «Пĕр кун вĕрен-месен юлатăп», — тенĕ вăл.

Хваттере янăшăн — пĕр машина вутă

Александра Яковлевна Тивĕш шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ. Аттестат илес умĕн директор ăна хăйĕн пÿлĕмне чĕннĕ. «Ăçта вĕренме каятăн?» — ыйтнă вăл. Санькка сĕнÿ ыйтнă. Директор учитель профессине суйлама сĕннĕ. Шупашкарта учительсен институтĕнче 2 çул вĕренме май килнĕ çав вăхăтра. Ун хыççăн çамрăк педагогсене çичĕ класлă шкула ĕçлеме направленипе Саратов облаçне, Чкалов /халĕ Патăрьел/ районне янă. Тăванĕсем хĕре инçе ярасшăн пулман, «Ниçта та ан кай, кунтах ĕç тупатпăр», — çапла каланă пиччĕшĕ. Пĕр кунхине Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамирен тăванĕ хăнана килнĕ. Вăл шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ çуккине каланă. «Ара, пирĕн Санькка кăçал диплом илнĕ вĕт», — тенĕ кукамăшĕ. Çав каçах Александра Çĕнĕ Мамине çул тытнă. Шкул директорĕ Шупашкара кайса направлени илме ыйтнă. Унта çитсен каялла Шăхасан /халĕ Канаш/ районне янă ăна. Роно ертÿçи ăна ĕçлеме ирĕк панă.

Çамрăк педагога 5-мĕш класа шанса панă. Унта 39 ача вĕреннĕ. Александра Яковлевна класа кĕрсе тăрсан тĕлĕннипе шанк! хытса тăнă. Парта хушшинче хăйĕнчен пĕр пуç çÿллĕрех ачасем ларнă. Вĕсем тепĕр класа куçаймасăр юлнă иккен. Учительтен 4 çул кĕçĕнреххисем те 5-мĕш класра вĕреннĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенне пĕр кинемей патне хваттере янă. Куншăн карчăк пĕр машина вутă ыйтнă. «Унпа 2 çул амăшĕпе хĕрĕ пек пурăнтăмăр. «Сан валли каччă пур, ниçта та ямастпăр», — терĕç мана. Йĕкĕчĕ салтакра-мĕн. Эпĕ ăна пачах курман. Хайхискер салтакран таврăнчĕ. Куртăм та кăмăла кайрĕ пек. Хĕр чухне тантăшсемпе мĕнле çынна качча каясси пирки калаçаттăмăр. Эпĕ яланах: «Лăпкă пултăр, хĕрарăм çине алă ан çĕклетĕр», — теттĕм. Василин шăллĕсене вĕрентеттĕм, вĕсем лăпкăччĕ. Учитель пулнăран час-часах килĕрен çÿреттĕм. Ашшĕ-амăшне те сăнаттăм», — иртнине аса илчĕ Александра аппа.

Демобилизациленнĕ Вася Ильина Шăхасан районĕн администрацийĕн культура пайĕн ертÿçин заместителĕ пулма шаннă. Унта ĕçленĕ чухне вăл тăван шкулне пулăшма тăрăшнă, ĕçри машинăпа вутă турттарнă. Пĕлÿ çуртне килмессерен Александрăпа калаçнă. Кĕçех туслăх юратăва куçнă. Пĕр çулталăк çÿресен вĕсем пĕрлешнĕ. Çамрăк çемьен Шупашкара куçма май килнĕ /Василий Ильича унта ĕç сĕннĕ/. Анчах арçыннăн шăллĕпе йăмăкĕ ăнсăртран пурнăçран уйрăлнă хыççăн тăван килĕнчех юлма тивнĕ. Ильинсем 64 çул килĕштерсе пурăннă, 5 ачана пурнăç парнеленĕ. Çемье пуçĕ çак çĕр çинче çук ĕнтĕ, вăл вилнĕренпе икĕ çул çитет. «90 çул тултарса пĕр черкке «çуттине» ĕçсе ташлас та, вара вилсен те юрать», — шÿтлесе каланă вăл мăшăрне. Юбилейпе саламлама вырăнти юрă ансамблĕ çитнĕ. Купăсçă Ильинсене ташлаттарнă. Пĕр уйăхран Василий Ильичăн чĕри тапма чарăннă.

(Вилнĕ тесе шухăшланă инкĕшĕ чĕрĕ таврăннă)

 

♦ Ĕлĕкхи правлени çурчĕ хыçĕнче арçынсем ирхи вунă сехет тĕлне эрех кĕленчине пушатма ĕлкĕрнĕччĕ. Тата тепĕр пулăштух кайса илесси пирки калаçрĕç. Кунсерен кунта миçе кĕленче тĕпне тухнине ватă йăмра кăна пĕлет пулĕ: шăпах ун сулхăнĕнче ларма кăмăллаççĕ вырăнти ĕçкĕçсем.

Кĕрхи шăнасем

Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацине шыраса ялавсем вĕлкĕшекен çурт патнелле утнă чухне çак арçынсем патне килсе тухрăмăр та. Администраци шкулта вырнаçнă иккен. Коронавируса пула унта йăпăр-япăрах кĕртмеççĕ. Справка е урăх хут кирлĕ тĕк чÿречерен пырса ыйтмаллине пĕлтерчĕç шкулта. Журналистсем килесси пирки малтанхи кунах шăнкăравласа асăрхаттарнăччĕ. Çапах та хăйĕнпе «эпĕ кунта пĕчĕк çын кăна» тесе паллаштарнă арçыншăн /те пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлакан, те специалист пулчĕ вăл/ кĕтменлĕх пулчĕ-тĕр — Турра асăнмасăр тÿсеймерĕ. Вăл урама тухса пире кĕтсе илчĕ. Унтан хăйĕн ĕç вырăнне кĕрсе ларчĕ те пуç çĕклемесĕр темĕн çырма тытăнчĕ. Ун патĕнче йышăнура икĕ хĕрарăм пурччĕ, çавсем валли документ хатĕрлерĕ ахăртнех. Администраци ĕçченĕ, чăнах та, пушă марччĕ пуль-ха, анчах эпир те вĕсен тăрăхне вăхăт сутма килменччĕ. Вăл тăрăшса çырнă хушăра эпир чÿрече янахĕ çине хĕл каçма меллешсе выртнă мăнтăр кăвак шăнасем çине пăхса тăтăмăр. Ку тăрăхри «вăрçă ачисене» тупса пама ыйтсан: «Вăхăт çук халь. Лавккана кайăр-ха, унта пирĕнтен лайăх ăнлантараççĕ», — тесе ăсатрĕ. Пирĕн, республика хаçатĕнчен килнĕскерсен, питĕ ĕçлĕ çынсен пÿлĕмĕнчен тухса каймалли анчах юлчĕ. Вĕсем патне журналистсем питĕ тăтăш килсе çÿресе тарăхтарсах çитернĕ пулмалла.

Ку тăрăхра мĕн пулса иртнипе, мĕнле ĕçсем пурнăçланнипе кăсăкланса администраци сайтне малтанхи кунах кĕрсе пăхнăччĕ. Ăна ячĕшĕн кăна тытса пыни куçа курăнчĕ, вырăнти хыпар çукпа пĕрех. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче тротуарсене çĕнетме пуçланине пĕлтернĕ, сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарнă. Çав кунах канализаци çăлне сăвăрсем кĕрсе ÿкнĕ тата. Вĕсене çăлма тивнĕ — питĕ тухăçлă кун пулнă! Çу каçипе урăх нимĕн те туман-ши вара? Журналистсен умĕнче питĕ ĕçлĕ курăнма пĕлеççĕ-ха хăйсем. Е сăпайлă пулнăран сайта хыпарламаççĕ-ши? Питĕ кичем пурăнаççĕ ку тăрăхра. Çапла шухăшлама пулать вĕсен сайчĕпе паллашсан.

Правлени çурчĕ умĕнче

Эпир йăнăшнă иккен. Правлени çурчĕ умĕнчи сасăсене илтмесĕр май çукчĕ: питĕ хытă шавларĕç. Виçĕ арçынпа пĕр хĕрарăм политика çинчен калаçма пухăннă. Эрехе кĕленче анинчен ĕçнĕ хушăра суйлавра камшăн сасăлассине сÿтсе яврĕç. Шел, вĕсен калаçăвне çырса илнине çак статья çумне çирĕплетме пулмасть. Тепĕр тесен, ăна çын çине кăларма шалти цензура ирĕк памĕччĕ. Уйрăмах хĕрарăмăн словарьте çук сăмахсен саппасĕ питĕ пуян. Хайхискер Янкасран иккен. «Не-стер Янкас çыравçă ялĕнчен апла», — тесен вăл мана ыталама, чуптума тытăнчĕ, коронавирусран та хăрамарĕ, эпĕ унăн чи çывăх тусĕ тейĕн. Вăл çихĕрсе тĕлĕнмелле сасă кăларчĕ. Ăна хисеплĕ ят çĕнсе илнĕ пур артист та евĕрлесе кăтартаймĕ пуль. «Арçынсене курсан вăл çапла ахăрать», — терĕç ун пирки. Мулаххайлă арçын сăн ÿкерттерес тесе хывăнма пикенчĕ те… хĕвĕнчен кушак çурин вилли лаплатса асфальт çине ÿкрĕ. «Ай-уй! Пĕтрĕмĕрех!» — кăшкăрса ятăм эпĕ. «Лавккаран сĕт илсе вĕретсе ĕçтеретĕп-ха ăна», — терĕ арçын. Чĕр чун, тен, вилсех те кайманччĕ пуль, анчах сĕт ĕçекенскер мар. Вăл хускалмасăр асфальт çинче выртрĕ. Ун хуçи çи-пуçне çĕклерĕ те çурăм-не çап-çара уçса хучĕ. Унта — тем пысăкăш наколка. Çавна кăтартасшăнччĕ арçын. Вăл тĕрмере ларса тухнине, мĕн тери авторитетлине пĕлтересшĕн пулчĕ ахăртнех. Ку тăрăхра иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çавăн пек ăнлавпа пурăннă: кирпĕч шутланă тăк — эсĕ чăнкă, сана пурте хисеплеççĕ. Пурнăç улшăннă, ăнлавĕсем вĕсен пуçĕнче çавăн пекех тăрса юлнă. Темĕн хушăра Янкас хĕрарăмĕ тÿнсе кайрĕ… Суйлав участокĕ вырнаçнă çурт умĕнче кăнтăрла çитиччен акă мĕнле ÿкерчĕк куртăмăр. Ĕлĕк колхоз правленийĕ пулнă çуртра халĕ банк, почта уйрăмĕсем, клуб ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вара унта сивĕ тесе 2 çул каялла шкула куçнă. Правленипе юнашарах икĕ лавкка: пĕри — райпон, тепри — уйрăм çыннăн. Çын пи-и-итĕ çÿрекен вырăн ку. Пирĕншĕн аван-ха: çынпа тĕл пулса калаçма пулать.

Çÿреме хăрушă

Интервью илнĕ хушăра лавккана каякан хĕрарăм кăшкăрнине илтрĕмĕр. Ăна йытă çыртрĕ! Хуçи те, çамрăк арçын, унтах. «Пуçтар йыттуна! Мĕншĕн кăкармастăн?!» — ятларĕ хĕрарăм. «Вĕçĕрĕнсе кайнă-ха та хăй», — тÿрре тухрĕ лешĕ. Унччен те пулмарĕ, йытă хуçипе тепĕр каччă пирĕн паталла утрĕç. Чĕр чунĕ — вĕсем хыççăн. Ирина Алексеева редактор, йытăран хăраканскер, хÿтлĕх ш ы р а с а р е д а к ц и м а ш и н и п а т н е л л е утрĕ. Йытă ăна пырса шăршласан чĕри епле çурăлса каймарĕ-ши? Юрать, хуçи килчĕ. Унăн юлташĕ, самаях çамрăк та чипер каччă, паллашас кăмăлпа çыпçăнчĕ тата. Анчах ÿсĕрскерпе калаçма кăмăл пулмарĕ. Вăл куншăн куляннипе çĕр çывă-раймарĕ тесе ан шухăшлăр. Наччасрах юлташĕпе лавккана кĕрсе пĕрер кĕленче эрех йăтса тухрĕç. Вĕсен тĕлне таçтан хĕрарăм тупăнчĕ. Виççĕшĕ пĕрле йăмра патнелле чашлаттарчĕç. Çав кунхине Янкас хĕрарăмĕ пĕр урам янраса утнине çынсем те илтрĕçех ĕнтĕ. Вăл лавккана кĕре-кĕре тухрĕ, урамра каллĕ-маллĕ хутларĕ…

Темле ялта та пулнă, анчах кун пеккине курманах. Тÿсейменнипе участковăй патне шăнкăравларăм. Унăн телефонĕн номерĕпе ячĕ-шывне лавккара çырса çапнăччĕ.

— Мĕнле йĕркесĕрлĕх ку ялта? Кăнтăр кунĕнче суйлав участокĕ умĕнче эрех ĕçеççĕ, урамра ÿсĕрсем кăшкăрса çÿреççĕ, йытă çыртать… Çÿреме хăрушă. Акă çумра тăракан Зоя аппа та çакнах çирĕплетет, — пĕлтертĕм Александр Павлова.

— Çыннисем çавăн пекрех çав унта…

— Эсир хăвăр енчен мĕнле те пулин мерăсем йышăннă-и?

— Паллах, протокол та çырнă, асăрхаттарнă та. Каçалапа пырса кайма тăрăшатăп-ха, — терĕ участковăй.

Çынсем систернĕ тăрăх, Янкас хĕрарăмне полицие темиçе те тытса кайнă. Ăна вăл хăй те пытармарĕ, кушак çури хуçипе «обезьянникре» çĕр каçнине каларĕ.

Еншик Чуллă урамĕсемпе утнă чухне ĕçкĕçсене татах тĕл пултăмăр. Юхăнакан пушă пÿрт нумай. /Хам пулсан та ку ялта юлас çук./ Çапах пĕри чаплă кирпĕчрен тем пысăкăш çурт çĕкленĕ, анчах хута ярайман-ха. Ним те мар садик уçма пулать унта. Йĕри-тавра юхăнчăк çĕрте вăл кăна капаш ларать.

(«Çыннисем çавăн пекрех çав…»)

 

♦ Иван Никоноров упăшкинчен уйрăлнă Надеждăпа калаçса кайнă та унпа пĕрле пурăнма тытăннă. Хĕрарăм хăйсен ялĕнченех, Канаш районĕнчи Улаксартан, пулнă. Пĕрлешсен вĕсем Надьăн килĕнче, унăн амăшĕпе пĕрле, пурăннă. Арăмĕн малтанхи упăшкинчен çуралнă ывăлĕ, 2-ри Сергей, Ваньăна малтан «кукка» тесе чĕннĕ, кайран «папа» теме хăнăхнă. Кĕçех Оля, Венера çуралнă. 7 çултан вĕсем хăйсен ялĕнчех çурт туянса уйрăлса тухнă.

Ача вĕри сăрапа пиçсе кайнă

Иван Никонорович пытармарĕ: Надя та, вăл та эрех сыпкалани пулнă. Çемьене инкек килсен вара арăмĕ хăйне пушшех те алăра тытайман. Çурла уйăхĕнчи пĕр кун хунямăшĕ хăнана кайнă, унтан юрласах таврăннă. Тепĕр ирхине верандăра Сергейпа çывăраканскер тăманни тăванĕсене сисчĕвлентернĕ, ун патне пырса пăхнă — сывламасть... Виле çине халăх пухăннă, хуранпа сăра вĕретме çакнă. 2 çул та 8 уйăхри Оля çавăнтах выляса çÿренĕ. Аслисем вĕри сăрана картише сивĕнме лартнă. Оля çав савăта хăш вăхăтра кĕрсе ларнине никам та сиссе юлайман. Ашшĕ часрах йĕтем çине машина патне чупнă. Амăшĕпе ачине Канашри больницăна вырттарнă. Надя амăшне юлашки çула ăсатайман. Ольăн ÿчĕн 80 проценчĕ пиçсе кайнă. «Больницăна кайса килтĕм. Оля ыратнипе йĕркеллĕ калаçаймастчĕ, «Ай-яй, ыратать» — тетчĕ пĕр вĕçĕм», — аса илчĕ Иван Никонорович. Икĕ эрнерен хĕрачан чĕри тапма пăрахнă. Ăна кукамăшĕпе юнашар пытарнă. Венера ун чухне çулталăк çурăри ача пулнă.

Надя çухатăва йывăррăн чăтса ирттернĕ, алли черкке патнеллех туртăннă. Кайран унăн каллех çие юлнă. Çуратмалли вăхăт çитсе пынă, тепĕр уйăх çеç çÿремелли юлнă. Çуркунне Надя пахчара кăшман акнă, ăнсăртран хырăм айĕ ыратма тытăннă. Максим 8 уйăхра 3 килограмм патнеллех çуралнă, анчах вăл 8 сехет çеç пурăннă. Саша та çут тĕнчене килме васканă, 8 уйăхра çуралнă ачан ĕмĕрĕ 28 сехетпе çеç танлашнă. Ун хыççăн Надьăн темиçе хут та хырăм ÿкнĕ. Эльвирăна тĕрĕс-тĕкел çуратас тесе больницăра выртнă. Вăл Венерăран 13 çул кĕçĕнрех.

Ăнсăртран тупăннă тус

Надьăпа Ваня 40 çул пĕрле пурăннă. 10 çул каялла Иван Никоноров арăмне пытарнă. «Эрех яркалатчĕ, хам та ĕçнĕ. Вăл мĕнле ÿкнине курман эпĕ. Пусма вĕçне тухрăм та — вăл выртать, тăр тесен те тăмасть. Васкавлă медпулăшупа больницăна илсе кайрĕç. Ăна операци тумаллаччĕ, анчах Надя вилчĕ. Арăм эпĕ ăна çапнă тесе полицие пĕлтернĕ. Вара следстви пуçланчĕ, — ĕç-пуç мĕнле пулнине çапла каласа кăтартрĕ Иван Никоноров. Виçĕ уйăхран ăна тĕрмене лартнă. — Зонăра 1 çул пурăнсан пĕçĕ шăммине амантрăм. Пăрлăччĕ, шуçса кайсан купарча çине ÿкрĕм. Больницăра икĕ уйăх выртрăм, нимĕн те тумарĕç. Шăмă вăйлах аманман, хăех тÿрленет имĕш. «Кăларса перĕр», — терĕç те барака таврăнтăм». Колонире вăл 4 çул ларнă. Ирĕке тухсан та ури ыратнă, уксахласа çÿренĕ. Малтанах ашшĕне хĕрĕ хăйĕн патне Канаша илсе кайнă. Ун чухне вăл хăй те çемйипе хваттер тара тытса пурăннă. Венерăпа Эльвира ялти çуртра пластик чÿрече лартса панă. Ашшĕ хĕрĕн çемйине чăрмантарас мар тесе яла куçнă.

2017 çулхи кĕркунне Иван Никоноров пахчара хыт хура çунтарнă. Çулăм айккинелле сарăлма тытăннă. Кил хуçи ăна урапа таптаса сÿнтернĕ. Анчах шăлаварĕ те тивсе илнĕ. Ваньăн ури самаях пиçсе кайнă. Больницăна кайсан ăна вырттарнă. «2 эрнерен пахчара ĕçсем пур тесе тухрăм. Урана килтех перевязка тукаларăм», — каласа кăтартрĕ арçын. Анчах суран ÿт илмен, пÿрленсе тăнă.

Пĕр кунхине Иван Никоноровăн телефонĕ шăнкăртатнă. Линин тепĕр вĕçĕнче палламан арçыннăн сасси илтĕннĕ. Вăл тăванĕ патне шăнкăравлать-мĕн. Телефон номерĕ вара, унччен урăх çыннăн пулнăскер, Ваньăна лекнĕ. Çапла вăл Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри организацийĕн председателĕпе Юрий Сергеевпа паллашнă. Юрий Ефимович ун патне шăнкăравласах тăнă, пурнăçĕпе кăсăкланнă. Иван Никоноров ялта пĕчченех пурăннă. Кил хуçалăхĕнче хĕрарăм алли çитменрен тирпейсĕрлĕх хуçаланнă. Кÿршисем — эрех ĕçме юратакан хусахсем. Ваня вĕсемпе хутшăннă, лешсем уксахлакан, пĕшкĕнеймен арçынна вутă йăтса пулăшкаланă-ха, анчах «çуттине» те пĕрле ĕçнĕ. Юрий Сергеев Иванăн ури ыратнине те пĕлнĕ. Пĕр кунхине вăл Улаксара хăйĕн водителĕпе çитнĕ. Юрий Ефимовичăн куçĕ курманпа пĕрех, апла пулин те вăл Ваньăн çуртне шыраса тупнă. Телефонпа паллашнă тусне машинăна лартнă та Шăхасанти больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем унăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, пиçсе кайнă вырăнти су-рана сипленĕ. Кун хыççăн ăна Пайкилтри ваттисемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăма вырнаçтарнă.

Ялĕнчи çурчĕ пушă

Надьăн пĕрремĕш упăшкинчен çуралнă ывăлĕ Сергей Ваньăна халĕ те «папа» тесе чĕнет. Иван Никоноров ăна усрава илсе хăйĕн хушаматне парас тесе тăван ашшĕпе калаçма кайнă. Иккĕшĕ пĕрле ларса эрех ĕçнĕ. Лешĕ малтан килĕшнĕ, анчах вокзалта кочегарта ĕçлекен арçын ÿсĕрĕлсен шухăшне улăштарнă, хăйне киревсĕр тытнă. Хушаматне парайман пулин те Ваня Сергея тăван ывăлĕ пекех юратать. Тăван ашшĕ Сергей салтакран таврăниччен вилнĕ. «8-мĕш класс хыççăн Шупашкара вĕренме кайрĕ. «Уйрăлнăшăн, тен, аçу мар, аннÿ айăплă», — терĕм, ашшĕ патне кайма сĕнтĕм. Сергей ун патне хăнана çÿрекелерĕ», — малалла калаçрĕ Ваня. Сергей халĕ Коми Республикинче пурăнать. Иртнĕ çул вăл ашшĕ патне килнĕ, ăна тăван килне Улаксара пĕр эрнелĕхе илсе кайнă. Кăçал пандемие пула ваттисемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмран тухса çÿреме чарнă.

(Хунямăшĕпе юнашар 2-ри хĕрне пытарнă)

 

♦ Манăн шухăшпа, юратнă çын урăххипе явăçнинчен япăхраххи çук. Эпĕ савнипе 15 çул хут уйăрттармасăр пурăнатăп, ăна саккунлă упăшка тесех шухăшлатăп. Эпир институтра вĕреннĕ чухне паллашнă. Пирĕн 11 çулти хĕр пĕрчи ÿсет.

Пĕрле пурăннăранпа нумай хирĕçнĕ эпир, пĕррехинче эпĕ хистенипе уйрăлтăмăр та. Анчах вăхăтлăха кăна. Хунямапа пурăнаттăмăр, укçа çитсе пыман, кулленхи вак-тĕвек йăлăхтарнă пулĕ. Эпĕ декрет отпускĕнче лараттăм. Хунямапа пыл та çу хутшăнман çав эпĕ. Упăшка ĕçленĕ. Манăн унта-кунта тухса çÿреме юраман, «иккĕмĕш анне» тÿрех ывăлне евитленĕ. Туссемсĕр юлтăм. Çавăн чухне упăшка пĕр хĕрарăмпа паллашрĕ, тĕрĕсрех каласан — эпир иксĕмĕр те унпа паллашрăмăр. Ачапа уçăлма тухнăччĕ çав кун, сак çине лартăмăр çеç — йытăпа уçăлса çÿрекен палламан хĕрарăм пырса тăчĕ, мăшăртан пирусне тивертме шăрпăк ыйтрĕ. Пăрăнса утма васкамарĕ, упăшкапа сăмах вакларĕ. «Вăт тĕлĕнмелле хĕрарăм, ман умрах мăшăр çумне çулăхать», — мĕлтлетрĕ шухăш. Пулаççĕ вĕт сĕмсĕр çынсем. Эпĕ çакна çывăха илмерĕм, самантран хĕрарăм пирки мантăм.

(Ман умрах мăшăр çумне çулăхрĕ)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.