Комментировать

10 Сен, 2020

Вăрман пушарне сÿнтерес ыйтупа канашлу иртрĕ

Паян федерацин Атăлçи округĕн вăрман хуçалăхĕн департаменчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Ковалев Шупашкарта кĕркуннехи тапхăрта тивĕçлĕ службăсен ĕçне координацилесе вăрман пушарне сÿнтерес ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Унта федераципе республикăн патшалăх органĕсен, вăрман хуçалăхĕсен, вĕсене тĕрĕслекен тытăмсен представителĕсем хутшăнчĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пухăннисене саламласа çапла каларĕ:

— Вăрмансене сыхлассипе, вĕсемпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйту Чăваш Республикишĕн те, Раççей Федерацийĕшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен лаптăкĕн 30% ытла вăрман. Вăл — пирĕн пуянлăх, çавăнпа ăна упрама тăрăшатпăр.

Ку енĕпе вăрманçăсем, «Вăрман хуралĕ» учреждени ĕçченĕсем çуллен пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Çапах та кăçалхи сакăр уйăхра вăрман фондĕнче тăватă пушар тухнă. Пĕри 178 гектар çинче алхасса хуçалăха 19 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Олег Николаев вăрман ĕçченĕсене вут-çулăм алхасасран сыхă тăма чĕнсе каларĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче пушара хирĕçле ĕçсен тапхăрне кĕркунне мĕнлерех йĕркелени çинчен Сергей Ковалев доклад турĕ. Ăна сÿтсе явма ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев, РФ Прокуратурин округри управленийĕн пайĕн прокурорĕ Татьяна Финашева, РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чулхула облаçĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Лягин, Тутар Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Азамат Баев хутшăнчĕç.

www.hypar.ru

Михаил ЮРЬЕВ.

Рубрика: