«Чăваш хĕрарăмĕ» 36 (1161) № 10.09.2020
♦ Шупашкар арçынни амăшне çĕçĕпе чикнĕ.
РФ СК республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 38 çулти арçыннăн амăшне вĕлернĕшĕн çирĕп режимлă колонире 8 çул кирпĕч шутлама тивĕ.
Следствипе суд палăртнă тăрăх, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче арçын ÿсĕр пулнă. 62 çулти амăшĕпе иккĕшĕ тавлашма-хирĕçме тытăнсан ывăлĕ хĕрарăма хĕненĕ. Ку кăна та мар: сĕтел çинчи çĕççе ярса илнĕ те алли-уринчен виçĕ хутчен чикнĕ. Юн тымарĕ татăлнăран хĕрарăм часах вилнĕ.
Судпа психиатри тĕрĕслевĕ арçынна ăсран тайăлнă теме сăлтав тупман.
(Амăшне вĕлернĕ)
♦ 7 ача амăшĕ Алина Вазикова интернатра çитĕннĕ. Çав вăхăта ăшă аса илÿсемпе çыхăнтарать вăл. «Ачасемпе туслă пурăннă, воспитательсем çывăх çынсен вырăнĕнче пулнă, лайăх вĕреннĕ», — тет. Унăн ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ, амăшĕ, шел те, тĕпренчĕкĕсене пăхман.
Хĕрача 8 класс хыççăн Яранскри медицина училищине çул тытнă. Вĕреннĕ вăхăтрах ача çуратмалли çуртра няньăна вырнаçнă. Шалу парсанах буфетран 200-300-шер грамм канфет туяннине, пылак çимĕçе хăй çимесĕр йăмăкĕ валли пухса пынине куççуль витĕр аса илет вăл. Тăванĕсене хăпартлантармашкăн çи-пуç, урăх кучченеç илме те укçи-тенкине шеллемен хĕр.
Алинăна амăшĕ темшĕн юратман. «Сăнсăр эсĕ. Качча каяймастăн», — тесе кÿрентернĕ. Çывăх çыннăн сăмахĕсем йĕппе тирнĕ майлах ыраттарнă ăна. «Анне, эпĕ сана хывнă-çке», — хăйне хÿтĕлеме пăхнă хĕрача. Çак сăмахсем вĕчĕрхентернĕ кăна хĕрарăма. Амăшĕ çапла каланăран хĕр çемье çавăрмасăрах ача çуратмашкăн, ĕмĕрне тĕпренчĕкĕпе пĕрле ирттермешкĕн шухăш тытнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, чăн та, хăйĕн тĕллевне пурнăçланă вăл: арçын ачана пурнăç парнеленĕ.
Йыш хушăннинчен пысăкрах савăнăç çук паллах. Анчах çĕршывра çĕн йĕркелÿ тапхăрĕ пуçланнă. «Апат- çимĕç те, укçа-тенкĕ те, пулăшакан та пулман», — ун чухнехи вăхăта сăнлать Алина Геннадьевна. Амăшне ывăлĕ выçă пулни нимрен ытла пăшăрхантарнă. Общежитири юлташĕсем йывăрлăха чăтса ирттерме пулăшнă ăна. Вĕсем декретри хĕрарăма апат çиме чĕннĕ. Пурнăç тути-масине ас тивнĕскер çакăншăн аван марланнине пытарман. «Апатланмасан ывăлна кăкăр çитерейместĕн. Иксĕр те выçă вилетĕр», — тетчĕç кÿршĕсем. Кайран шывпа пăтă пĕçерме пуçларăм. Пĕчĕкскер ăна çăвара та хыпасшăн марччĕ», — каласа кăтартать хĕрарăм.
Кирек хăçан та ырă çынсен тĕлне пулнине палăртать Алина Вазикова. Вĕсен витĕмĕпе ача садне медсестрана вырнаçнă. Анчах шалу ывăлĕпе иккĕшне валли çитсе пыман. Ку хутĕнче те çăлăнăç тупнă вăл: садикре каçхи сменăра няньăра ĕçлеме тытăннă. «Хăçан киле каятпăр?» — çакнашкал лару-тăрăва ăнланмасăр унăн куçĕнчен пăхнă Сергей. Амăшĕпе ывăлĕ тунти кунран пуçласа эрне кунчченех ача садĕнче пурăннă. Канмалли кунсене общежитири пÿлĕмре ирттернĕ. Талăкĕпе ĕçлекен хĕрарăмăн енчĕкне тинех укçа кĕнĕ. Амăшĕ, чи малтанах, ывăлĕ валли тетте туяннă. Капăр велосипедпа унăн кăмăлне тупнă.
Пĕррехинче общежитири юлташĕсем хăнана чĕнсен каччăпа паллашнă вăл. Юра нумай шухăшласа тăман — çамрăк хĕрарăма ташша чĕннĕ. Алина турткаланнă. «Мĕскер эсĕ? Ташла», — татăклă утăм тума пулăшнă тантăшĕсем. Çав вăхăтра икĕ çултан иртнĕ Сергей чупса пынă. «Аннене ан тыт», — макăрсах ыйтнă шăпăрлан. Каччă арçын ачана йăтса илнĕ те лăпкă кĕвĕ çеммипе виççĕн пĕрле çаврăннă.
Урăх юрă пуçлансанах амăшĕ ывăлне çавăтса пÿлĕмрен тухнă. Унăн чĕри сиксе тухасла тапнине кам та пулсан сиснĕ-ши? Кайран Юрăна уявсенче пĕрре мар курнă вăл. Çапах пырса калаçма хăяйман. «Ачаллă хĕрарăм кама кирлĕ-ши?» — çак шухăш канăç паман ăна. Ун чухне, чăн та, шăпа пÿрнипе телей тупасса ĕненмен Алина Геннадьевна.
Пĕрре киле таврăнсан пÿлĕм алăкĕ хушшине хут листи хĕстернине асăрханă вăл. Çăкăр татăкне çурмалла пайлакан юлташĕ кĕрсе тухма ыйтать-мĕн. «Унăн пÿлĕм алăкне уçсанах Юрăна куртăм. Мĕн сăлтавпа чĕннине тÿрех чухларăм. Пире ывăлăмпа иксĕмĕре сĕтел хушшине лартрĕç, чей ĕçтерчĕç. Каччăсем уçă сывлăша тухсанах ывăлăма йăтса тухса тартăм. Хамăрăн пÿлĕме çитсе нуски çыхма ларнăччĕ. Унччен те пулмарĕ, алăк уçăлчĕ те Юра кĕрсе тăчĕ. Çакна кÿршĕсем те асăрханă. «Алина патне кам килнĕ?» — пăшăлтатаççĕ. Унпа чей ĕçрĕмĕр, калаçса лартăмăр. Вăл, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаканскер, юлашки автобуса та ĕлкĕреймерĕ. Çав каç ман патрах юлчĕ. Çакăн хыççăн тăтăш килсе çÿрерĕ. Малтанлăха çырăнмасăр пĕрле пурăнтăмăр», — калаçăва тăсать Алина Вазикова.
Ачаллăскерне каччăн çемйи тÿрех йышăнман. Юрăна юратнă çыннисемпе пĕрле Çĕнĕ çул кĕтсе илме те ирĕк паман. Ăна юриех хваттерте питĕрсе хăварнă.
Каччăн тăванĕсем пĕрремĕш тĕл пулурах сивĕ сăмахпа кÿрентернĕ хĕрарăма. «Сирĕн мар, Алинăпа манăн пурăнмалла», — савнийĕн хутне кĕнĕ каччă. Кăмăла пăсакансем вирлĕ калаçнăшăн ÿкĕннĕ пулинех: халĕ вĕсем Юрăн çемйипе пĕр çăвартан пурăнаççĕ.
(Шăпа пӳрни… хăваласа çитнĕ)
♦ Мăнаçлă та хăватлă Атăл хĕрринче пурăнатпăр… Мĕнле кăна сăвă çырман-тăр, мĕнле кăна юрă хывман-тăр унăн вĕçĕмсĕр таçта васкакан хумĕсем çинчен. Илемĕпе савăнтарать пире çак юхан шыв, уçă шывĕ çуллахи шăрăхра киленÿ кÿрет, пулă тытса рехетленекен те нумаййăн ун хĕрринче. Атăл тăрăх çула тухсан пушшех те тыткăнлать чуна унăн илемĕ. Тĕнче тĕрлĕ кĕтесĕнче паллă вырăнсемпе паллашса çÿренĕ май уйрăмах канăç памаççĕ çакăн евĕр шухăшсем — мĕншĕн пирĕн тăрăхра та туристсене кăсăклантарма пултаракан вырăнсем йĕркелесе хута ямалла мар? Пуриншĕн те усăллă кăна пулĕччĕ ку — курса çÿрекеншĕн те, вырăнти хысна кĕсйишĕн те. Курмалли, туристсене кăтартмалли вара чăваш хутлăхĕнче те сахал мар. Ахальтен мар юхан шыв портне тепĕр чух мĕн тери пысăк карапсем килсе чарăнаççĕ. Вĕсене шурă Шупашкар капăрлăхĕпе кăна мар, республикăн паллă ытти вырăнĕпе паллаштарсан та аван пулмалла.
Çак шухăш çывăх вăхăтсенчех пурнăçа кĕрес шанăç пур — Чăваш Енре юхан шыв турист маршручĕсене аталантарас ыйтăва çак кунсенче республика ертÿлĕхĕ шайĕнче çĕкленĕ. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство членĕсемпе тата журналистсемпе пĕрле Сĕнтĕрвăрри хулине çул тытнă. Атăл тăрăх. Çавна май шывра ишмелли çĕнĕ йышши транспорт хатĕрне тĕрĕсленĕ.
«Валдай 45Р» карапа Чулхула конструкторĕсем «çуратнă». Чăваш Ен шăпах ăна туянас кăмăллă. Шыв трамвайĕпе пассажирсене турттарма кăна мар, туризма аталантарма та усă курĕç. «Валдай», сăмах май, пĕр харăс 45 çынна ярăнтарма, сехетре 65 километр хăвăртлăхпа çÿреме пултарать. Сумлă пĕрремĕш пассажирсене вăл Шупашкар юхан шыв портĕнчен Сĕнтĕрвăррине хăвăрт илсе çитернĕ — ГЭС шлюзне шута илсессĕн те çул çинче пĕр сехет те иртмен.
(Маршрутсене чĕрĕлĕх кĕртмелле)
♦ Тĕрĕссипе, утаман хăй çынсене хăратса ÿкернĕ — «Сăрçи» заповедникĕнче упана асăрханă. Заповедникăн кăнтăр пайĕнче вырнаçтарнă фотокапкăна малтан çăмламас «çакланнă». 20 минутранах фиксаци хатĕрĕ çак вырăнтан кăмпаçă иртсе кайнине çирĕплетнĕ. Вăрман çимĕçне шыраса утакан кĕç кăна вăрман çăмламас хуралçипе тĕл пулман вĕт! Хăрушсăрлăх тĕллевĕпе çынсене заповеднике кĕрсе çÿреме чарнă — хурал уйрăмĕн патшалăх инспекторĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вăрманта упана тĕл пулас хăрушлăх пысăк. Асăрхаттарнине пăхсах çак йĕркене пăсакансене тытса чарнă. Иртнĕ эрнере икĕ кăмпаçа айăпланă, пиллĕкĕшне асăрхаттарнă.
Кĕркунне, хĕл ыйхине путас умĕн, упа уйрăмах ытларах çиме тăрăшать — çу пухмалла вĕт-ха унăн. Çак тĕллевпе вăл алă айне мĕн лекет — çавна хыпать: çырла, мăйăр, тымар, апат юлашки… Апат шырасах вăл кил хуçалăхĕсене те пырса тухма пултарать, уйрăмах — вăрман çимĕçĕпе савăнтарман çулсенче.
Пирĕн республикăра ку чĕр чуна кашни утăмрах тĕл пулма çук. Лару- тăрăва уçăмлатмашкăн специалистсемпе çыхăнтăмăр.
Александр ДИМИТРИЕВ, Ботаника сачĕн директорĕ
— Пĕр упа курни-асăрханинчен тĕлĕнме те, шăв-шав çĕклеме те кирлĕ мар тесе шухăшлатăп. Кăмпаçăсене айăплани вара упапа мар, çут çанталăка сыхлакан саккунпа çыхăннă — заповедникре кăмпа пуçтарма кăна мар, унта çÿреме те юрамасть. Чăн та, вырăнти çынсен тĕлĕшпе уйрăмрах йĕрке — вĕсем хăш-пĕр вырăнта çÿреме пултараççĕ. Палăртатăп, заповедник лаптăкĕшĕпе мар, уйăрнă вырăнсенче кăна. Çапла вара заповеднике çак чĕр чун хăй сыхлать пулса тухать.
Упа тенĕрен, пирĕн республикăра 20-е яхăн çăмламаса шута илнĕ. Вĕсем «Сăрçи» заповедникĕнче, Наци вăрманĕнче, Атăл леш енче, Пăрачкав, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче пурăнаççĕ. «Сăрçи» заповедникне илес пулсан, унта пĕрре кăна мар, 5-6 упа та курма пулать.
(Упа, упа, утаман кăмпаçăран хăраман…)
♦ Çур çул каялла тусăм сĕннипе эпĕ те паллашас кăмăллисен сайчĕн «хăни» пулса тăтăм.
— Пĕчченех пурăнатăн. Калаçса чунна уçма йĕкĕтÿ те çук, ачашланма кушак та усрамастăн. Интернетра лармаллах санăн, — çине тăчĕ юлташăм. — Савни тупмасан та вăхăту иртĕ хăть, — çине- çинех аса илтерчĕ вăл.
Ÿкĕте кĕртрех. Ку уçлăх хăш- пĕр вăрттăнлăхĕпе те паллаштарчĕ. Ара, хăй кунта «ваттисенчен» пĕри. Паллашу сайтĕнчи арçынсенчен ытларахăшĕ вăхăта хаваслă ирттерме сĕнет иккен. Пысăк пайĕ — авланнăскерсем.
— Ăсран тайăлнисене аса илтерекенни те тумĕн чухлех. Анчах шанăçа ан çухат. Йĕркеллисем те пур унта. Сахал паллах. Анчах пур, — систерчĕ тусăм. Пĕлĕшĕсенчен пĕри те тепри савнийĕсемпе шăпах тĕнче тетелĕнче паллашнине аса илтерчĕ.
Çапла манăн та çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Интернетра вăхăт иртни, чăн та, сисĕнмес иккен. Ытти чухне ĕçрен таврăнсан ним тума аптранăран кино пăхаттăм тăк, халĕ тÿрех телефон ярса илетĕп. Кун каçа мана «килĕштернĕ» каччăсене тишкеретĕп, вĕсен саламĕсемпе паллашатăп.
Эх, мĕнле кăна çыру килмест кунта! Чăн та, «паянах, халех» тĕл пулма сĕнекен те темĕн чухлех. Малтан çывăхарах паллашасси çинчен шухăшламаççĕ те. Те чипер эпĕ, те самăр, те кăвак куçлă, те симĕс — вĕсемшĕн пур пĕрех тейĕн. Еркĕн кирлине систерекенсем те çийĕнчех тупăнчĕç. Кунашкалли тивĕçтермест-ха мана. Хăшне-пĕрне пач хуравламарăм. Чылайăшĕ хутшăнас кăмăлăм çуккине тÿрех тавçăрчĕ, ахăртнех, текех чăрмантармарĕ. Урăххине шырама кайрĕ ĕнтĕ. Эпĕ мĕншĕн чĕнменнине ыйтса аптратакан та пулчĕ.
«Салам. Сайтра мĕн шыратăн?» — çитрĕ черетлĕ çыру. Кунашкаллине епле хурав памăн? Аптрамасть пек хăй. Чипер. Вăхăт ирттермелле «уçăлса çÿренине» пĕлтертĕм. «Лайăх тус тупăнсан та аван», — çыртăм çийĕнчех. Хăй авланнине, сайтра «савăнăç» шыранине тÿрех систерчĕ хайхи.
«Эсир, çемьеллисем, кунта мĕн тăватăр? Арăмăрсем юратмаççĕ-им?» — кăсăклантăм. «Манăн арăм пек чаплă хĕрарăм тĕнчере те урăх çук. Анчах эпĕ çапла пÿтсĕр çав — темĕн çитмест, тем шыратăп, — пĕлтерчĕ хайхискер. — Эсĕ кунта «çĕнĕскер» курăнать. Халиччен асăрхаман сана. Сайтра чылайăшĕ ман пекскерсем — çемьеллисем. Анчах çакна каламаççĕ. Асăрхан. Эпĕ вара тÿррĕн хуравлатăп — еркĕн шыратăп. Кăмăлу пулсан — çыр», — уççăн пĕлтерчĕ вăл. Тÿрех чăннине каланишĕнех кăштах хисеплерĕм ăна. Чăн та, чылайăшĕ мăшăрĕ, ачисем пирки шарламаннине каярах хам та пĕрре мар ĕнентĕм. Андрей вара хушăран çыркаласа тăчĕ. Манăн ĕçсемпе — савни шырас процесс епле пынипе ĕнтĕ — кăсăкланчĕ вăл. Эпĕ вара, чăн та, хальлĕхе вăхăта çеç хаваслă ирттеретĕп- ха. Мухтанмаллиех çук.
Пĕр каччă хыççăн тепри шăрçаларĕ. Анчах нихăшĕн патне те чун туртмарĕ.
— Çыру çырнипе кăна ĕç тухаймĕ. Мĕн усси? Тĕл пулăва çÿре. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче чей ĕçме тухса кĕресси — чи лайăх мел. Кăмăлна кайсан — татах çыратăн. Тивĕçтермесен хутшăнма чарăнмалли меслет шыратăн. Каçхине паллашма шанчăклах мар. Хăпса пĕтме кансĕр, — каллех ăс пачĕ тантăшăм.
Çакăн хыççăн çывăхарах паллашма кăмăл тăвакансен сĕнĕвĕпе килĕшсе ĕçрен инçех мар вырнаçнă кафере тĕл пулма май пуррине систертĕм. Ку хăйне евĕр фильтр пулса тăчĕ. Чылайăшĕ çын çинче курнăçма килĕшмерĕ. Вăхăт çуккипе, ĕç нумаййипе, асăннă вырăнтан аякра пурăннипе сăлтавларĕ çакна. Эпĕ вара каçхине тухмашкăн килĕшмерĕм.
(Савни шырас ĕç малалла пырать)
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...http://www.hypar.ru/cv/elektron-cyrantaru