Комментировать

1 Сен, 2020

«Хыпар» 98 (27681) № 01.09.2020

 Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Антон Петрова халалласа палăк уçнă (Совет Союзĕн Геройне – палăк)

 Алексей Ладыков шучĕпе, тĕрĕслев вăхăтĕнче хайхи укçапа тунă сооруженисем шыв айĕнче пулнă, çавăнпа вĕсене тĕрĕслевçĕсем асăрхаман. Сити-менеджер ĕçе прокуратура тĕрĕсленине пĕлтерчĕ — надзор органĕ саккуна пăснине тупса палăртман.
Çитменлĕхсем пирки тĕрĕслевпе шутлав палатин ертÿçи Светлана Аристова та асăнчĕ. Чăн та, унăн тĕслĕхĕсем тĕп хула администрацине пырса тивмерĕç. Спорт министерстви тĕлĕшпе ÿпкев пулчĕ: кÿрсе килмен оборудованишĕн укçа тÿлени те, кÿнĕ оборудование çийĕнчех вырнаçтарса лартманнине кура унăн управлăхне тивĕçтерейменни те пулнă иккен. Ку çитменлĕхсем тĕлĕшпе яваплăха çирĕплетмелли самантсем, паллах, канашлăвăн тивĕçлĕ протоколне çырăнчĕç.
(Коррупци Атăл сывлăхне сиенлемест-и?)

 Ачасем инкеке лексе шар курни, суранланни е, унран та хăрушăрах, пурнăçран уйрăлни — калама çук пысăк хуйхă. Çакнашкал синкерсем ан пулччăр тесен аслисен, уйрăмах ашшĕ-амăшĕн, питĕ тимлĕ пулмаллине, ывăл- хĕрне мĕн пĕчĕкренех хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма хăнăхтармаллине палăртаççĕ специалистсем.
Уçă чÿрече. Çулталăкăн ăшă тапхăрĕнче пулакан инкексенчен пĕри — ачасем уçă чÿречерен тухса ÿкни. Кăçал та 23 ача уçă чÿречерен тухса ÿкнĕ, шел, 4-шĕ вилнĕ. Акă çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашра 2 çулти арçын ача 8-мĕш хутри хваттер чÿречинчен ÿкнĕ. Шел, ăна çăлса хăварма май килмен. Тепĕр темиçе кунран çакăн пек инкек Шупашкарта пулнă, ун чухне 3-ри ача шар курнă. Республикăри ача-пăча клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Ластухин пĕлтернĕ тăрăх, çÿллех мар хутсенче вырнаçнă хваттер чÿречисенчен ÿкекен ачасен пурнăçне çăлса хăварма шанăç пур. Тухтăрсем çÿллĕ çĕртен ÿкнĕ çынна е ачана ура çине тăратма е йăтса илме, алли-ури хуçăлман-и тесе хуçлатса пăхма юраманни пирки асăрхаттараççĕ. Ун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр васкавлă медпулăшăва чĕнмелле.
(Ачасем инкеке лекеççĕ)

♦ Çурла уйăхĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче умлăн-хыçлăн темиçе кĕнеке кун çути курчĕ.
Вĕсенчен пĕри чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене уçса парассипе çыхăннă. Сăмахăм – Петр Яковлевăн вырăсла çырса хатĕрленĕ «Фонетика и фонология чувашского языка» монографийĕ çинчен. Ку кăларăмра автор хăйĕн маларах пичетленнĕ уйрăм статйисемпе вĕренÿ кĕнекисенче палăртнă шухăшĕсене пĕтĕмлетнипе çеç çырлахман, чылай пулăма хальччен ăнлантарнинчен урăхла пăхса хаклама тăрăшнă. Вăл чăваш чĕлхинчи уçă сасăсен тата хупă сасăсен тытăмне туллин тишкернĕ, сасăсен килĕшĕвĕн уйрăмлăхĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, пуплев юхăмĕнче палăракан пулăмсене /улшăнусемпе ылмашусене, сасă тухса ÿкме пултарнине/, сăмах пусăмне тĕпченĕ, сыпăк тата сыпăклану çинчен ăнлантарнă.
(Чĕлхене урăхла хакланă)

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.