Комментировать

27 Авг, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 34 (1159) № 27.08.2020

♦ Çирĕп хул-çурăмлă, яштака пÿ-силлĕ вăл. Утти сулмаклă. Хăвăрттăн яра-яра пусать. Ăна аякранах асăрхатăн.
Анатолий Прокопьев ку. Ир-ирех çула васкать. Иртен-çÿрен: «Сывлăх пултăр, Анатолий Данилович, Толя, вăй патăр», — тесе сăмах хушать. Тепри тата ырă сунса пуçне те таять. Епле кăмăллă.
Çĕр киле яхăн Пайсупин ялĕнче чысĕ те, хисепĕ те куç умĕнчех. Ватăпа та, çамрăкпа та чун ăшши тупăнать А.Прокопьевăн. 1944 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Пайсупин ялĕнче çуралнă вăл. Йышлă çемьерен тухнă.
(Халăх юрри-кĕввине упрать)

♦ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тата Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ йĕркеленипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа шăпах çакăн пек ят панă пултарулăх конкурсĕ иртнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.
(Вутра та çунман, шывра та путман чăваш хĕрарăмĕ)

 «Эс — тутар хĕрачи, эпĕ чăваш ачи» — кĕрлеттеретчĕç «кăмакаран тин пиçсе тухнă» юрра ялти ташă каçĕсенче чылай çул каялла. Эпир çитĕннĕ вăхăтра тесен тĕрĕсрех те. Ăна шăрантаракан каччăсем те «модăраччĕ» ун чухне. Хаваслă кĕвĕпе эпир те, пĕве кĕме ĕлкĕреймен шăкăрккасем, хамăр пĕлнĕ пек хиркеленеттĕмĕр. Клуба тухма çитĕнсе çитейменскерсем аппа-тете итлекен кассетăна кăнтăрла çавăрттараттăмăр. Ăна-кăна чухлама пĕлмен-ха, апла пулин те юрă чăваш ачипе тутар хĕрĕ пĕр-пĕрне юратни çинчен иккенне чухлама пултарнă паллах.
Ăшă туйăм нацие пăхăнманнине пĕлсе çитĕннĕ темелле. Пушшех, кÿршĕ ялта та тутарсем тĕпленнĕ. Вĕсем чăваш хĕрĕсене качча илнине те, «бабайсемпе» «аппасем» хĕрĕсене чăваш
(Пĕр хĕвел ăшăтать пире)

 Крым… Юмахри пек тавралăх. Сывлăшĕ, тинĕс уçă варкăшĕпе ÿсен-тăран сиплĕ те ырă шăршипе хутăшса, пуçа çавăрать. Вырăнти вун-вун тĕрлĕ эрехе тутанмасăрах ÿсĕрĕлме пулать ăна пула. Алуштăна ахальтен суйламарăмăр. Кайса курнисем шăпах унта питĕ хитрине каларĕç: мăнаçлă тусен хăвачĕ чун-чĕрене тыткăнлать, яштака кипарис — кашни утăмра… Климат Алуштăра Вăта çĕр тинĕс тăрăхĕнчи пекех. Нÿрĕ. Çавăнпах 25 градус та 40 пек туйăнать кунта. /Çав вăхăтрах Судакра акă, типĕ сывлăша пула, 40 градуса чăтма та самай çăмăлрах. Юнашарах вырнаçнă пулин те климат расна/. Тинĕс хĕрри Турциринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Хваттер, çурт тара илме сĕнсе çырнă хут тытнă çын та — кашни утăмрах. Машина чарăннă- чарăнманах хăшĕ-пĕри чупсах пырать. Конкуренци, мĕн тăвăн?
(Сарăях чечек — хĕвел çаврăнăш…)

 Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнчи 11 ача амăшĕ Ираида Семенова пире, чăваш хĕрарăмăн пурнăçĕпе кăсăкланакансене, хапха умне тухсах кĕтсе илчĕ. «Киров облаçĕнчи Альăпа Юля хĕрĕмсем патне каяс тенĕччĕ. Хаçатран килессе пĕлсен инçе çула тухма тăхтарăм. Юрĕ-çке, кайран Сарă ту облаçĕнчи Вероника йăмăкăм патне çитсе килĕпĕр. Çăмăл машинăра ларса çÿреме пит лайăх. Пермь крайĕнчи аслă хĕр Лена патĕнче пулман, унта та каяс килет», — калаçу пуçларĕ Ираида Михайловна. Ывăлĕн Кольăн тата кинĕн Татьянăн çемйипе пĕрле пурăннăран хăнана çÿреме меллĕ. Çамрăксем килти пур ĕçе те вăр-вар пурнăçлаççĕ. Вĕсем аслисем вĕрентнине ăса хываççĕ. Тĕрлĕ ăру çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ.
(Çичĕ хĕр те тăватă ывăл)

 «Сак çинче ларса ватăлас килмест. Маншăн спорт — пурнăç йĕрки», — палăртать «кĕмĕл» волонтер, Улатăр районĕнчи Стемасри шкулта физкультура вĕрентекен Зоя Бусоргина. Вăл Восход поселокри тивĕçлĕ канурисен ĕмĕрне тăсас тĕллевпе «Сывлăх фабрики» проект хатĕрленĕ. Çак ĕç Пĕтĕм Раççейри «Чунпа çамрăк» грант проекчĕсен финалне тухнă.
(Ватăлма вăхăт çук)

 Ĕçрен киле кайма тухнăччĕ. Транспорт чарăнăвне çитиччен телефон сас пачĕ. Темле хĕр шăнкăравлать.
— Ĕнер упăшку киле таврăнман вĕт. Вăл ман патра çывăрчĕ. Ирхине тин тăрса кайрĕ, — тет хайхискер.
— Ăçта тата кампа çĕр каçнине мăшăрăм вăрттăнлăхра тытмасть. Паян та сан пата пытăр. Эсĕ ăна тут-лă çитер, çемçе тÿшек çине вырттар, — тетĕп юриех.
(Телей сунтăм)

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.