"А" сасă кунĕ иртĕ
Айхи фончĕ тата Шупашкарти "ГолосА" поэзи фестивалĕн ертÿçисем "А" сасă кунĕ" акцие хутшăнма йыхравлаççĕ. Çурлан 21-мĕшĕнче, Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнĕ кун, тĕнчери тĕрлĕ континентра унăн чи кĕске "Спокойствие гласного" сăввине /"а" сас палли кăна унта/ вулĕç.
Акци пĕтĕм тĕнчери координаци вăхăчĕпе /UTS/ 17 сехетре пуçланĕ. Хăйне евĕр мероприятие тĕрлĕ меслетпе хутшăнма пулать. Чи ансат мел - ăсра е сасăпа "А" сасса калани. Çавăн пекех ăна юлташсемпе, тăвансемпе, кÿршĕсемпе пĕр харăс калама юрать. Виççĕмĕш мел - видео ÿкерсе акцин социаллă сетьсенчи ушкăнне вырнаçтарма е a.sound.day@mail.com адреспа электрон çыру ăсатма юрать. Йĕркелÿçĕсен шухăшĕпе - çак сасă тĕнчери çынсене пĕтĕçтерме тивĕç. Вĕсем çавăн пекех çурлан 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери "А"сасă кунĕ пулнине пĕлтересшĕн.
Акцие йĕркелекенсем Геннадий Айхи поэзийĕнче "А" сасă çутăпа йăлкăшакан хăйне евĕр пăнчă-паллă пулнине пĕлтереççĕ. Айхин "А" фонеми-сасси-сас паллийĕ унăн поэзи тĕнчин кирек хăш хутлăхне çитерекен пайăрка евĕр. "А" Айхи поэзине ача-пăча чĕлхипе /эпир пурте тĕнчене пĕчĕккисен пуплевĕ урлă ăнланма пуçлатпăр/, тĕнчери чĕлхесен çырулăхĕпе тата чылай алфавитăн никĕсĕпе пĕрлештерет.
О.ПЕТРОВ