«Хыпар» 95 (27678) № 25.08.2020
♦Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тĕрĕ тĕрлес, пир тĕртес ĕç вĕçен кайăкăн икĕ çуначĕ пекех пулнă. Çунатсăр кайăк вĕçеймест, асăннă промысласемсĕр халăх искусстви те çук. Иртнинче чăваш тĕррин ăстисем республика ертÿлĕхĕпе тĕл пулсан: «Пире Чăваш тĕррин кунĕ кирлĕ», — тенĕччĕ. Хăш кун паллă тăвасси пирки шухăшсем тĕрлĕрен пулнăччĕ. Пĕрисем ăна «Паха тĕрĕ» фирмăн çуралнă кунĕпе çыхăнтарма сĕннĕччĕ, теприсем — урăх пулăмсемпе. Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова вара хăйĕн кун-çулне ĕмĕрĕпех çак ĕçпе çыхăнтарнă Екатерина Ефремовăн ятне асăннăччĕ.
(Ылтăн тăрăх çÿретпĕр… Анчах ăна çÿп-çапран тасатма васкамастпăр)
♦ Чăваш Енĕн кăнтăр енчи районĕсенче пурăнакансемшĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ çăл куçсенчен килекен ĕçмелли пахалăхлă шыв çукки. Палăртни вырăнлă: 2011-2014 çулсенче Шăмăршă районĕнче республика укçи-тенкипе шыв управĕ тунă, унăн Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле пулнă. Анчах шыв пăрăхĕсен сечĕсене туса пĕтермешкĕн укçа çитменрен районсене шыв çитеймен.
(Пахалăхлă шывпа тивĕçтересшĕн)
♦ Çĕнĕ ĕмĕрте чылай яла асфальт çулпа çыхăнтарчĕç, анчах вăл пур яла та çитеймерĕ. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чĕнерте, Куславкка тăрăхĕнчи Карцев Починок ялĕнче пурăнакансем çулсăр тертленеççĕ. Юлашки çулсенче «пуçаруллă бюджет» программăпа тата вырăнти бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе ял урамĕсенче вак чул сарма тытăнчĕç, анчах хăш-пĕр ялта кунпа кăмăлсăр. «Чулне сахал хучĕç. Вăл çĕр ăшне путрĕ», — теççĕ Красноармейски районĕнчи Анатри Типçырма çыннисем. Паллах, машина-трактор хуçисемшĕн ку пысăк савăнăç. «Урама кĕрсе тухма меллĕ», — теççĕ вĕсем. «Пирĕн ялти çула тахçанах тума пуçланă, анчах кашни урама хытă çул хурса пĕтереймеççĕ. Малтан пĕр урамне хучĕç, унтан — теприне. Юрать, тĕп урама асфальт сарса пачĕç, унсăрăн йĕпе-сапара ял варрине кĕрсе тухма йывăр пулĕччĕ», — терĕ Куславкка районĕн çынни вăхăт иртнĕçемĕн çул кивелнине, шăтăк-путăк нумайланнине палăртса.
(Асфальт çул кирлех)
♦ «Тилĕсене ытлашши ĕрчеме памастпăр. Ку ĕçре учреждение район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, сунарçăсен обществи пулăшаççĕ. 2019 çулта — 127, кăçалхи çичĕ уйăхра 37 тилĕ тытнă. Сунарçăсем çак ĕçе малалла тăсаççĕ», – тет «Канаш районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци» бюджет учрежденийĕнертÿçи Михаил Кошкин.
(Чĕр чуна амакран хÿтĕлессишĕн)
♦ 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулĕ. Манăн иккĕмĕш сыпăкри аслă аппа Зоя Щеглова та окоп чавнă çĕрте ĕçленĕ.
(Тăванăм окоп чавнă)