Комментировать

6 Авг, 2014

Сăваплă ĕç

Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче ниме мелĕпе тата халăх укçи-тенкипе Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ тăваççĕ. Турă çуртне ырă кăмăл-туйăмпа хăпартмалла. Мĕншĕн тесен этеме пурнăçра хăш çулпа утмаллине турă хăй суйлама ирĕк парать.

Ку чиркĕвĕн шăпи – кăсăклă. Ăна 1757 çулта халăх укçи-тенкипе тунă. Вăл йывăçран пулнă. Çак çултан пуçласа Кавала сала тесе палăртнă. Хăй вăхăтĕнче прихутра 3 чиркÿпе прихут шкулĕ, хутла вĕрентекен 3 шкул, земство тата туслăх шкулĕсем ĕçленĕ.

Тĕне хирĕç кĕрешнĕ çулсенче ку чиркÿ шăпи ыттисенни пекех пулнă. 1936 çулта ăна хупнă. 1943 çулта вара йывăç çурт пушарта çунса кĕлленнĕ. Чăн та, çурта ишме, вут тивертме пулать, анчах тĕне аркатаймăн. Шăпах çакна çирĕплетет те ĕнтĕ çак ырă пуçару. Сăваплă ĕçе ялти чылай çын хутшăнать. Хастар та маттуррисене ятран асăнсан та çылăх мар: А.Веселовский, И.Таратин, В.Адюков, Н.Кузнецов, В.Кудрявцев, В.Владимиров, В.Николаев. Çавăн пекех Мăнçырма чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте те тăрăшать.

Ырă ĕçе чун туртăмĕпе пурнăçлаççĕ. Чиркÿ – кĕлĕ тумалли, турăпа калаçмалли вырăн çеç мар, вăл пурнăçăн ятарлă шкулĕ те, ыр кăмăллăх шкулĕ те. Мĕншĕн тесен хăть хăш ÿсĕмри çынна та ăс-тăн, кăмăл-туйăм тĕлĕшпе воспитани пама пулăшать. Ахальтен мар шкул программине «Введение в народоведение», «Введение в историю», «Основы православной культуры» факультатив курсĕсене кĕртеççĕ. Хăш-пĕр шкул çумĕнче ача-пăча валли вырсарни шкулĕ ĕçлет.

Халăх тăрăшулăхне кура Кавал чиркĕвĕ часах уçăласса, чан сасси ял тăрăх янăрасса шанас килет. Ял-йыш ĕçĕ вара историе «ыр кăмăллăх урокĕ» пек кĕрсе юлĕ. Çакнашкал пуçарусем çамрăк ăрăва воспитани пама пулăшаççĕ, чăнлăх, ĕненÿ, шанчăклăх тата юрату çулĕнчен пăрăнма памаççĕ.

Евгений СЕРИН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.